Поиск
Шырав ĕçĕ:
Игнат Савельевич тӗксӗмленнӗ, хӗрачин куҫҫульпе йӗпеннӗ питне тытса ҫӗкленӗ ывӑҫ тупанӗпе шӑлма пуҫланӑ.Игнат Савельевич помрачнел, поднял мокрое от слез лицо дочери, стал вытирать ладонями.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл мӑкӑллӗ пуҫне кӑшӑл пек тытса тӑракан симӗсрех картусне хыврӗ те картус хӗрри ҫӗвӗ пек хӗретсе хӑварнӑ ҫамкипе картланса тӑракан кӗрен тӗслӗ мӑнтӑр ӗнсине шултра чечеклӗ сӑмса тутрипе шӑлма пуҫларӗ; унӑн мунча кӗрсе тухнӑ пек хӗрелнӗ кӳпшек пит ҫӑмартийӗсем тӑрӑх тар пӗрчисем юхса анчӗҫ, тӑваткалрах янаххи ҫинче йод сӗрнӗ хӑмӑр пӑнчӑ курӑнчӗ: васкаса хырӑннӑ чух кастарнӑ пулмалла.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эсӗ ан итле, ху та ман пуҫ ҫине тӗрлӗ ҫӳп-ҫап тӑкма чарӑн! — хуравларӗ Корней, ним тулккисӗр, чарӑнма пӗлмесӗр хирӗҫекен кӗрӳшне майлӑ шӑлма чарӑнас тесе.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Нумай пулать-и Дуняшка манкине те шӑлма пӗлмен хӗрачаччӗ; ҫӳретчӗ чупса, ҫурӑмӗ хыҫӗнче пӗчӗк ҫивӗтӗсем шӑши хӳри пек пӗтӗлтететчӗҫ, халӗ пӑх ав епле вӑл, паян тесен паян хӑть качча пар.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аксинья сулахай аллипе пӑр пек сивӗ йӑранаран ярса тытрӗ, сылтӑммипе — тумтир аркипе чӗркенӗ ачине хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ, унтан Григорий ҫине курса тӑрӑнайми пӑхрӗ; пӗр хупӑнмасӑр пӑхакан чарса пӑрахнӑ куҫӗсенчен шӑпӑртатса тумлакан куҫҫулӗсене шӑлма та алли ерҫмест хӑйӗн.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӑваттӑмӗш кунне сотник хӑйӗн хӗрне шыв кӳме, урай шӑлма хушать.На четвертый день приказал сотник своей дочке носить воду, мести хату.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Заседатель, текех пан патӗнче сливянка ӗҫсе тутисене шӑлма тӳр ан килтӗрччӗ ӑна, ярмӑркка валли ылханлӑ вырӑн уйӑрса панӑ та ав, вилсен те пӗр пӗрчӗ сутаймӑн.
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Акӑ ӗнтӗ, хаклӑ юлташсем, эсир мана хушнӑ ӗҫе эпӗ начар мар пуҫларӑм пулмалла, ларӑва тӗрӗс ҫул-йӗр патӑм, халӗ ӗнтӗ куҫлӑха та лӑпкӑн шӑлма пултаратӑп…»
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Акӑ вӑл хумханма пӑрахрӗ: мӗн кирлине пурне те туса ҫитерчӗҫ, пурин пирки те калаҫса татӑлчӗҫ, пурне те ҫирӗплетрӗҫ те Николай Николаевич, кӑранташӗпе майӗпен графина шаккаса, Андрей Петрович Бойченкона доклад тума сӑмах пачӗ: хӑй ларчӗ, ҫӑмӑллӑн сывларӗ, куҫлӑхне хыврӗ те унӑн кантӑкӗсене васкамасӑр тутӑрпа шӑлма пуҫларӗ, ҫакӑн чухне вӑл, кӑштах хурлӑхлӑрах, ывӑннӑ куҫӗсемпе зала пахса, ҫапла каланӑн туйӑнчӗ:
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мархва пуҫне ҫӗклерӗ те йынӑша-йынӑша хӑйӗн юнланса пӗтнӗ пит-куҫне кӗпипе шӑлма тытӑнчӗ.Марфа подняла голову и, стоная, вытирала окровавленное лицо рубахой.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Кӗсйинчен таса тутӑр татӑкӗ кӑларса, кушӑркаса хытнӑ аллисене шӑлма тытӑнчӗ.Вытащил из кармана кусочек платка, и начал вытирать ответренные руки.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫамрӑк разведчик котелока хӑй патнерех туртрӗ те, плащ-палатка кӗтессине йӗпетсе, асӑрхануллӑн, моряк ҫамкине шӑлма пуҫларӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ӗшеннӗ Валентина, ывӑннӑ урисемпе аран-аран пусса, пукан ҫине пырса ларчӗ те, стена ҫумӗнчи ҫекӗл ҫинчен алшӑлли туртса илсе, тарланӑ пичӗпе тусанланнӑ мӑйне шӑлма тытӑнчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Килте тахҫанах пӗлеҫҫӗ: Владимир тем тума та хатер — урай ҫума та, шӑлма та, вутӑ, кӑмрӑк ҫӗклеме те, лавккана кайса килме те, кӑмака хутма та, кирек те мӗн юсама та, анчах савӑт-сапа нихҫан та ҫуман, кӑна Володя арҫын ӗҫӗ мар тенӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
«Ват вӑкӑрӗ» вара ывӑлне ҫӳҫ май шӑлма кӑна пӗлет, вӑл та хӑйсен ҫемйинче тытасшӑн мар мана.А «старый скот» только и знает, что потакать сыну, и тоже против меня.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Иван Антонович аллисене шывран кӑларчӗ те вӗсене алшӑллипе шӑлма тапратрӗ.Иван Антонович вынул руки из воды и стал вытирать их полотенцем.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Акӑ ӗнтӗ кӗнекесем тӑхӑр уйӑх этажерка ҫинче выртаҫҫӗ, Гайнан вӗсем ҫинчен тусанне шӑлма та мана-мана каять, хаҫатсем бандерольпе килнӗ халлӗнех ҫыру сӗтелӗ айӗнче йӑваланаҫҫӗ, журнала, черетлӗ ҫур ҫул тӳлевне татманшӑн, текех ярса памаҫҫӗ, хӑй вара Ромашов подпоручик пухура эрех нумай ӗҫет, полк дамипе вӑрахранпах ӗнтӗ лапӑрчӑк та кичем ҫыхӑну тытса пурӑнать, ҫавӑнпа пӗрлех унӑн ӳслӗкпе чирлӗ кӗвӗҫ упӑшкине улталать, штос вылять, часран-часах службипе те, юлташӗсемпе те, хӑй пурнӑҫӗпе те тӑкӑскӑлана-тӑкӑскӑлана илет.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Иван Селямсӑз ав, сӑмсине шӑнкарма та куҫне шӑлма тутӑрне кӗсйине чикменскер, ун еннелле тарӑхса пӑхса илчӗ.Иван Селямсыз, то и дело шмыгавший носом, сдерживая слезы, бросил на него свирепый взгляд.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Разметнов калинкке ҫине пырса уртӑнчӗ те пуҫне усрӗ, ҫурӑмӗ ҫинче кӑна хул калакӗсем чӗтренсе тӑчӗҫ: ватӑ Шалый, ҫатан ҫумне пырса, тайӑлса кайнӑ юман тӗкмене ним ӑнланмасӑр, урнӑ пек силлеме тытӑнчӗ, Демка Ушаков, айӑпа кӗнӗ шкул ачи пек, ампар стени ҫумне пырса ҫыпӑҫнӑ та ҫумӑрпа исленнӗ штукатурка тӑмне чӗрнипе тӑрмалать, пит ҫӑмартисем тӑрӑх юхса аннӑ куҫҫульне шӑлма та пӗлмест.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн ырханкка хул пуҫҫийӗсем чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ, сӑмса тутри чӑмӑртаса тытнӑ алли кулнипе пӑчӑртанса тухакан куҫҫульне шӑлма туртӑнать.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.