Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑнӑш сăмах пирĕн базăра пур.
йӑнӑш (тĕпĕ: йӑнӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл темле пысӑк йӑнӑш пулчӗ пуль тесе иккӗленме тытӑнчӗ, Стоян пичче арманӗнче мӗн пулнине Мунчо, ахӑр, мӗнле те пулин пӗлме пултарнӑ пуль, тен, мӗн те пулин курнӑ та пуль.

Он заподозрил, что произошла роковая случайность, и Мунчо каким-то образом узнал о происшествии на мельнице деда Стояна, а может быть, и видел его.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

 — Консул, айӑп ан ту эппин канӑҫна татнӑшӑн, йӑнӑш пулса тухрӗ…

 — Консул, извини за беспокойство, произошла ошибка…

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сӑмахран, Чернышевский хӑйӗн пӗр произведенийӗнче писатель таланчӗ мӗнрен килни ҫинчен тӗлӗнмелле паха шухӑшсем каласа панӑ: «Талант вӑйӗ тӗрӗслӗхре», «тӗрӗс ҫул-йӗр писателе вӑй парать, йӑнӑш ҫул-йӗр чи вӑйлӑ таланта та пӗтерсе лартать» («Ошибочное направление губит самый сильный талант»), — тенӗ аслӑ критик.

Помоги переводом

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Тата ҫавӑнтах ҫӗнӗ награда, — эсир каллех хӑвӑр йӑнӑш тунине йышӑнатӑр, ҫавӑншӑн — унта эпӗ сирӗн валли каҫхи апат тума пуҫтарса килӗп.

И тут же, кстати, — за новое покаяние, ведь вы опять каетесь, — новая награда, я наберу, что там есть вам поужинать.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ах! — кӑшкӑрса ячӗ Вера Павловна, — йӑнӑш каларӑм эпӗ, мӗншӗн?

— Ах! — вскрикнула Вера Павловна, — я не то сказала, зачем?

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тепӗр тесен тата, ҫак шухӑш йӑнӑш пулсан, Верочка чӑнах та Сторешникова качча тухасшӑн мар пулсан, мӗн тумалла-ха?

А между тем как же быть, если он и ошибочен, если дочь действительно не хочет идти за Сторешникова?

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах кунта эпӗ йӑнӑш каларӑм, эпе сулахай, малти, пӗр сӑмахпа каласан, сулахай урине кутӑн пӑрса лартрӗҫ, тесшӗнччӗ, вӑл вара ҫаплах, кутӑн утсах кайрӗ, тахӑш еннелле утать хӑй — ниепле те ӑнланмастӑн.

Но я тут ошибку понес, я хотел сказать: левую, переднюю, словом, левую ногу вывернули напрочь, так и пошел он задом наперед, и не поймешь, в какую сторону он шагает.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр сӑмахпа каласан, йӑнӑш пулчӗ!

Одним словом, промашка!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпир йӑнӑш турӑмӑр пулсан, пирӗн ӑна хамӑрӑнах тӳрлетмелле.

Наша промашка вышла, нам ее и поправлять.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Анчах асту, ан йӑнӑш!

— Смотри только, не прошибись!

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вулав ҫуртне ишӗлчӗк ҫуртран халех кулаксен пулнӑ пӗр лайӑх ҫурта куҫар, чи лайӑххине куҫар, йӑнӑш пулмасть.

Избу-читальню из хаты-развалюхи немедленно переведи в один из хороших кулацких домов, переведи в самый лучший, и ошибки не будет!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр енчен, эпир хамӑр та кӑштах йӑнӑш турӑмӑр ҫав…

Отчасти мы и сами несколько промахнулись…

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсир — вӑхӑтлӑха йӑнӑш ҫул ҫине тӑнӑ тайкаланчӑк вӑтам хресченсем, ҫавӑнпа та сирӗн тӗлӗшпе эпир административлӑ мерӑсем йышӑнмастпӑр, ун вырӑнне сирӗн куҫӑрсене чӑнласах уҫӑпӑр.

Вы — качающиеся середняки, временно заблужденные, и мы к вам административных мер применять не будем, а будем вам фактически открывать глаза.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санран ӑслӑраххисем те йӑнӑш тукаланӑ! — Вӑл хӑйӗн ҫап-ҫаврашка та ҫирӗп, шыв хӗрринчи нӑкӑт чулӗ пек йӗри-тавра яп-яка хыртарса якатнӑ пуҫне ҫавӑркалать, кӗске те хӗп-хӗрлӗ мӑйӗ ҫинчи тарне шӑлкалать, уншӑн пӑшӑрханнӑ пек, хулӑн тути хӗррисемпе чаплаттаркаласа илет.

Не такие мозговитые, как ты, и то ошибались! — Он вертел своей круглой головой, крепкой, обточенной, как речной камень-голыш, вытирал пот с короткой, красной шеи, сожалеюще причмокивал толстыми губами.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, айӑпа кӗнӗ пултӑр, ну, пӑтрашса кайса йӑнӑш ӗҫсем тунӑ пултӑр, ара эпир политика тӗлӗшӗнчен питех вӗреннӗ ҫынсем мар-ҫке-ха.

Ну, проштрафился, ну, запутался и наломал дров, так ведь мы же политически не очень-то подкованы.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑн пек йӑнӑш ан пултӑр тесен, олрайт пулса тухтӑр тесен, тытӑр та вӗсене, чӗрне айне хурса хӗстерӗр!» — тетӗп.

Бери их к ногтю, чтобы ошибки не понесть, чтоб олрайт вышло\!» — скажу.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫывӑрса тӑранайманран ирхине хайхи, йывӑр пуҫпа, политикӑлла пӗр-пӗр йӑнӑш туса хуратӑн.

Недоспишь, а утром с тяжелой головой какое-нибудь политически неправильное дело сделаешь.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Туянтӑм та-ха, кӑштах йӑнӑш турӑм пулас, шуйттан пуҫӗ, чӑхӑмҫӑскер лекрӗ: утланма тытӑнсанах персе анать.

«Купил, да вот трошки кубыть промахнулся, норовистая, чертяка, попалась: ты на нее садиться, а она — хлоп и наземь.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Турӑ курать, йӑнӑш турӑмӑр!

Видит бог, промахнулись!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Сӑтӑрҫӑ пулас пулсан, ҫакӑн пекех тӑрӑшса ӗҫлемен пулӗччӗ, ҫитменнипе тата, хӑйӑр сапнине пула унӑн хӑйӗн те икӗ вӑкӑрӗ инкек курнӑ, — тесе шухӑшларӗ Давыдов. — Ҫук, Островнов — чӗрипе те, чунӗпе те пире парӑннӑ колхозник, ҫавӑнпа та хӑйӑрпа пулса иртнӗ ӗҫ вӑл — чуна пӑшӑрхантаракан ахаль йӑнӑш кӑна, факт!»

«Если б он был вредителем, то не работал бы так ударно, и потом ведь пара его быков тоже пострадала от этого, — думал Давыдов. — Нет, Островнов — преданный нам колхозник, и случай с песком — просто печальная ошибка, факт!»

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней