Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Итлетӗп, ваше высокоблагородие; анчах вӑл пӗр вырӑнта тӑмасть-ҫке… — Эсӗ тӑма хуш ӑна! — терӗм эпӗ кулса.— Слушаю, ваше высокоблагородие; только он не стоит на месте… — Прикажи! — сказал я, смеясь…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Григорий Александрович йӑл кулса илчӗ те шӑхӑрса юрлам пек турӗ.— Григорий Александрович улыбнулся и стал насвистывать марш.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кала-ха, кӑштах та пулин хаваслӑрах пулӑн-и? — Бэла, хӑйӗн хура куҫне унӑн куҫӗнчен илмесӗр, шухӑша кайса тӑчӗ, унтан вара, ачашшӑн йӑл кулса, унпа килӗшнӗ пек пуҫне тайрӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл йӗнине хирӗҫ темӗнле кулса янӑ пек сасӑ илтӗнчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл тепӗр хут йӑл кулса ячӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вал чеен кулса илчӗ те ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Асамлӑ халапсенчен чи асамли те пирӗн енче вӑл ҫынран кулса мӑшкӑллать тесе ӳпкелешнинчен хӑтӑлаймӗ!
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чеслов капитанӑн эскадрильи тепӗр хут ҫӗре ларнӑ хыҫҫӑн, машинӑсем вӑрманалла кӗрсе бензин илме тытӑнсан, Мересьев кабинӑра ҫемҫен кулса, кӑштах ывӑннине туйса, пӗлӗтелле тӳсӗмсӗр пӑхкаласа, баксене бензин тултаракансене васкаткаласа ларчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей хӑй ӑссӗн кулса та илчӗ: «ҫӑпатаҫӑсемшӗн» ҫакӑн пек кӑткӑс маневр туни ытла пысӑк чыс пулмасть-ши?Алексей усмехнулся: не много ли чести для «лаптежников» — делать такой сложный маневр?
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев ахӑлтатса кулса ячӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ӑнсӑртран пур, — хуллен кӑна кулса илсе ответ пачӗ хӗр.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Кур, вут тивретекеннисемпе хӑналаҫҫӗ! — йӳҫҫӗн кулса илчӗ шофер, снарядпа персе шӑтарнипе ҫунма тытӑннӑ машина ҫине пӑхса.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫамрӑк йӗкӗт тӑрӑхланӑ пек кулса илчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Майорӑн куҫӗсем тӳрех йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ, унтан вӑл хавассӑн кулса илчӗ те, парашют чӗнӗсене ҫыхнӑ чух тата кабина алӑкне хупнӑ вӑхӑтра пӗрмаях темле кӗвӗ юрлакаласа шӑхӑрчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Амӑшӗ ҫакӑн пек асӑрханса, аякран сӑмах тӗксе ҫырнисене вуласа тухсан, Алексей ҫемҫен кӑна кулса илчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев йӳҫҫӗнтерех кулса, пуҫӗпе сулкаласа илчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Манӑн урасем ҫук, — ответ пачӗ курсант, ҫаплах-ха телейлӗн кулса.— У меня нет ног, — ответил курсант, продолжая улыбаться своим мыслям.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл опытлӑ ассем кӑмӑллӑн кулса ларса пынине, лётчик-энтузиастсем, нумай хушӑ госпитальсенче ирттернӗ хыҫҫӑн, каллех сывлӑша хӑпарсан вӗсен куҫӗсем ҫав тери ҫунма тытӑннине те лӑнках курнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ха-ха-ха! — Вӑл хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ — Маттур!
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ватӑ генерал, хаяр та ҫӑмламас куҫ харшиллӗ самӑр ҫын, хӑйне панӑ хута вуласа тухрӗ те лётчик ҫине сенкер те савӑнӑҫлӑ куҫӗсемпе пӑхса, кулса илчӗ: