Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Умсӑмах

Раздел: Пирӗн вӑхӑтри герой

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Источник: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Добавлен: 2019.08.19 19:38

Предложений: 24; Слово: 405

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Кирек мӗнле кӗнекере те умсӑмах вӑл — чи лайӑх та чи начар япала: вӑл вара сочиненийӗн е тӗп шухӑшне ӑнлантарса пани, е критика умӗнче тӳрре тухни, ӑна канаш пани пулать. Анчах вӗрентсе каланинче е журналсем тапӑннинче вулакансемшӗн ӗҫ ҫук, ҫавӑнпа вӗсем умсӑмахсене вуламаҫҫӗ те. Ҫавӑн пек пулни, уйрӑммӑнах пирӗн енчен ҫавӑн пек пулни, питех те шел вара. Ҫамрӑк та уҫӑ кӑмӑллӑ-ҫке пирӗн публика, вӑл юптарусене те, вӗсен вӗҫӗнче вӗрентсе калани пулмасан, ӑнланаймасть-ха. Шӳтленине тавҫӑраймасть вӑл, тӑрӑхланине туймасть, ӑна вӗрентсе тивӗҫлӗ воспитани паман. Лайӑх ҫынсем хушшинче е лайӑх кӗнекере уҫҫӑнах ятлаҫни пулма та пултарайманнине пӗлеймест-ха вӑл, ку чухнехи вӗренӳлӗх тата ҫивӗчрех хӗҫ-пӑшал шухӑшласа кӑларнине, ҫав хӗҫ-пӑшал, куҫа курӑнманпа пӗрех пулин те, йӑпӑлтату витӗмӗпе пӗркеннӗ майпа шӑпах тӗрӗс те вӗлермелли хӑватпах пырса ҫапнине пӗлеймест-ха вӑл. Пирӗн публикӑ провинциал пек. Вӑл пӗр-пӗринпе хирӗҫекен патшалӑхсен икӗ дипломачӗ калаҫнине итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн: ҫав дипломатсем, пӗр-пӗринпе ытарма ҫук туслӑ пурӑнасшӑн пулса, хӑйсен правительствисене улталаҫҫӗ, тесе шутламалла.

Ҫак кӗнекен нумаях та пулмасть хӑш-пӗр вулаканӗсем, ҫитменнине тата журналсем те, хӑйсен ытла час ӗненес йӑлине пула, ҫакӑнта ҫырнине ҫаплипех ӑнланнине тӳссе курмалла пулчӗ. Хӑш-пӗрисем Пирӗн Вӑхӑтри Герой пек намӑссӑр ҫынна хӑйсемпе танлаштарнӑшӑн ытла хытӑ кӳренчӗҫ; теприсем вара, ҫыракан хӑй портретне тата хӑйӗн тус-юлташӗсен портречӗсене ӳкерсе кӑтартнӑ тесе, питӗ те чеен асӑрхаттарчӗҫ… Кивӗ те мӗскӗн сӑмах! Руҫ ҫӗршывне ӗнтӗ, унта ҫакӑн йышши киревсӗр япаласенчен пуҫне пурте ҫӗнелсе пыраҫҫӗ пулсан, ҫавнашкал тунӑ пулас. Асамлӑ халапсенчен чи асамли те пирӗн енче вӑл ҫынран кулса мӑшкӑллать тесе ӳпкелешнинчен хӑтӑлаймӗ!

Ырӑ ҫыннӑмсем, Пирӗн Вӑхӑтри Герой — вӑл чӑнах та портрет, анчах вӑл пӗр ҫын портречӗ кӑна мар: вӑл пӗтӗм хамӑр вӑхӑтри ӑрӑвӑн ҫитменлӗхӗсене пӗтӗҫтерекен, вӗсен аталанӑвне кӑтартакан портрет. Эсир мана каллех: этем ҫав тери киревсӗр пулма пултараймасть, тейӗр, анчах эпӗ сире ҫакна калӑп: эсир трагедиллӗ тата романтикӑллӑ усал этемсем пулма пултарнине ӗненместӗр-и? Енчен, чи хӑрушӑ та ирсӗр япаласем ҫинчен шухӑшласа кӑларнине эсир йӑпансах итлетӗр пулсан, мӗншӗн-ха ҫак характерӗ, вӑл шухӑшласа кӑларнӑскер пулин те, каҫармастӑр? Унта чӑнлӑх хӑвӑр ӗмӗтленнинчен те ытларах пулнӑшӑн мар-ши вара?..

Ҫын шухӑш-кӑмӑлӗшӗн усси ҫук унтан, тейӗр эсир! Чимӗр-ха. Ӗнтӗ ҫынсене пылаккине ҫителӗклех ҫитернӗ; вӗсен вар-хырӑмӗ те ҫавӑн пирки пӑсӑлса кайнӑ: йӳҫӗ эмелсем, хаяр чӑнлӑхсем кирлӗ. Ҫапах та эсир ҫак кӗнекен авторӗ ҫынсен ҫитменлӗхӗсене тӳрлетес кӑмӑлпа хӑҫан та пулин ҫак мӑнаҫлӑ ӗмӗте тытать, тесе ан шухӑшлӑр вара. Турӑ хӑтартӑрах мана ҫак пӑсӑк ӗҫе тумашкӑн! Авторӗшӗн тесен, хамӑр вӑхӑтри ҫынна вӑл хӑй мӗнле ӑнланнӑ пек кӑтартасси йӑпанмалли ӗҫ кӑна пулнӑ, хӑйӗннипе сирӗн инкекӗре пула, вӑл ҫавӑн пек ҫынсене ытла та тӑтӑш куркаланӑ ҫав. Чирне кӑтартса панипе те ҫитӗ, ӑна мӗнле сыватмаллине вара турӑ пӗлет!

Сайт:

 

Статистика

...подробней