Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Унччен эпир хамӑр та нимӗн те ӑнланмастӑмӑр, пӑхӑнмастӑмӑр, аташаттӑмӑр; ӳт кӗленине, киленсе пурӑнас шухӑша чурасем пек пӑхӑнса пурӑнаттӑмӑр, вӗчӗхеттӗмӗр, ӑмсанаттӑмӑр, эпир йӗрӗнмелле ҫынсемччӗ, пӗрне-пӗри кураймастӑмӑр.
Тит 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Чурасене хӑйсен хуҫисене пӑхӑнса тӑма, вӗсене пур ӗҫре те юраса пурӑнма ӳкӗтле, вӗсем хирӗҫ ан тавлашчӑр, 10. ан вӑрлаччӑр, пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ пулччӑр; Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентнине вӗсем кирек хӑҫан та илем кӳрсе тӑччӑр.
Тит 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тӗрӗс вӗрентнипе мӗн пӗре килет, эсӗ ҫавна кала: 2. ватӑ ҫынсем сыхӑ, йӗркеллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ пулччӑр; ҫирӗп ӗненччӗр, хытӑ юратчӑр, тӳсӗмлӗ пулччӑр; 3. ватӑ хӗрарӑмсем хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ ҫынна килӗшӳллӗ пек тытчӑр, элекҫӗ ан пулччӑр, ӗҫке ан ярӑнччӑр, ырра вӗрентчӗр, 4. вӗсем ҫамрӑк арӑмсене упӑшкине юратма, ачисене юратма, 5. ӑслӑ-тӑнлӑ, таса пулма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкине пӑхӑнса тӑма ӳкӗтлеччӗр; Турӑ Сӑмахне хурласси ан пултӑр.
Тит 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй чурасем, хӑвӑр ӳтӗр хуҫине пур тӗлӗшпе те пӑхӑнса тӑрӑр; ҫынна юрасшӑн тӑрӑшакансем пек, вӗсемшӗн куҫ умӗнче анчах ан ӗҫлӗр, Турӑран хӑраса, уҫӑ кӑмӑлпа ӗҫлесе тӑрӑр.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй арӑмсем, упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл Хӑйне Хӑй тем таранччен йӑвашлатса хӗрес ҫинчи вилӗмпе вилмелле пуличченех пӑхӑнса тӑнӑ.8. смирил Себя, быв послушным даже до смерти, и смерти крестной.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эй чурасем, хӑвӑр ӳтӗр хуҫине, Христоса пӑхӑннӑ пек, хӑраса та чӗтресе, уҫӑ кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑрӑр; 6. ҫынна юрасшӑн тӑрӑшакансем пек, вӗсемшӗн куҫ умӗнче анчах ан ӗҫлӗр, Христос чурисем пек, Турӑ ирӗкне чунтан-вартан пурӑнӑҫласа тӑрӑр: 7. ҫыншӑн ӗҫленӗ пек ан пулӑр, Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫленӗ пек юратса ӗҫлӗр, 8. пӗлсех тӑрӑр: чура-и, ирӗкри-и — кирек кам та Ҫӳлхуҫаран хӑй ырӑ тунине кура илӗ.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ачамсем, хӑвӑр аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫашӑн пӑхӑнса тӑрӑр, ку вӑл — тивӗҫлипе пӑхӑнни.1. Дети, повинуйтесь своим родителям в Господе, ибо сего требует справедливость.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ӗненекенсем Христоса пӑхӑнса тӑнӑ пек, арӑмсем те пур тӗлӗшпе те упӑшкине пӑхӑнса тӑччӑр.24. Но как Церковь повинуется Христу, так и жены своим мужьям во всем.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫана пӑхӑннӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр: 23. Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ пулнӑ пек, Вӑлах вӗсене Ҫӑлаканӗ пулнӑ пек, упӑшка вӑл — арӑмӗн пуҫӗ.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл — Пуҫлӑх, 16. пӗтӗм Тӑл-пӳ Ӑна пӑхӑнса тӑрать, вӑл пӗр-пӗринпе тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ, кашни пайӗ кирлӗ таран пӗр-пӗриншӗн юратса ӗҫленипе ӳссех пырать, тӗреклӗленет.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсир чупсах пыраттӑр, чӑнлӑха пӑхӑнса тӑма кам чарчӗ-ха сире?7. Вы шли хорошо: кто остановил вас, чтобы вы не покорялись истине?
Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саккуна пӑхӑнса пурӑнас теекенсем, калӑр-ха мана: ара, эсир саккуна итлеместӗр-и?21. Скажите мне вы, желающие быть под законом: разве вы не слушаете закона?
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тата калам: еткерҫӗ, пӗтӗм пурлӑх хуҫи пулсан та, ача чухне чураран нимӗнпе те уйӑрӑлса тӑмасть: 2. ашшӗ каласа хӑварнӑ вӑхӑт ҫитиччен вӑл хӑйне пӑхакансене, пурлӑхне тытса тӑракансене пӑхӑнса тӑрать.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Хӗрарӑмсем ӗненекенсен пухӑвӗнче чӗнмесӗр тӑччӑр: вӗсене калаҫма мар, пӑхӑнса тӑма хушнӑ, саккун та ҫавнах калать.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ангелсемшӗн хӗрарӑм пуҫӗ ҫинче хӑй пӑхӑнса тӑнине кӑтартакан паллӑ пулмалла.10. Посему жена и должна иметь на голове своей знак власти над нею, для Ангелов.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй юратнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ йӗрӗхсене пӑхӑнса тӑрасран сыхланӑр.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ, хам ирӗклӗ пулсассӑн та, ӗненекенсен йышӗ ӳстӗр тесе пуриншӗн те чура пек пултӑм: 20. иудейсене хам енне ҫавӑрас тесе вӗсемшӗн эпӗ иудей пек пултӑм; саккуна пӑхӑнакансене хам енне ҫавӑрас тесе (хам саккуна пӑхӑнмастӑп пулин те) вӗсемшӗн эпӗ саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм; 21. саккуна пӗлменнисемшӗн (хам Турӑ саккунне уяса пурӑнатӑп пулин те, Христос саккунне пӑхӑнса пурӑнатӑп пулин те) саккунсӑрри пек пултӑм.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫакна эпӗ сире мӑйкӑчласшӑн каламастӑп, усӑ кӑтартасшӑн калатӑп: сирӗн ыррӑн пурӑнса, Ҫӳлхуҫана яланах пӗтӗм чун-чӗрепе пӑхӑнса ӗҫлесе тӑмалла пултӑр тетӗп.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эсир чӑн тӗне пӑхӑнса пурӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп, ҫавах та эпӗ сире: ырӑ тума ӑслӑ пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр, тетӗп.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.