Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тит 2

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Тит патне янӑ ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.19 09:22

Предложений: 7; Слово: 214

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Тӗрӗс вӗрентнипе мӗн пӗре килет, эсӗ ҫавна кала: 2. ватӑ ҫынсем сыхӑ, йӗркеллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ пулччӑр; ҫирӗп ӗненччӗр, хытӑ юратчӑр, тӳсӗмлӗ пулччӑр; 3. ватӑ хӗрарӑмсем хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ ҫынна килӗшӳллӗ пек тытчӑр, элекҫӗ ан пулччӑр, ӗҫке ан ярӑнччӑр, ырра вӗрентчӗр, 4. вӗсем ҫамрӑк арӑмсене упӑшкине юратма, ачисене юратма, 5. ӑслӑ-тӑнлӑ, таса пулма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкине пӑхӑнса тӑма ӳкӗтлеччӗр; Турӑ Сӑмахне хурласси ан пултӑр. 6. Яш ачасене те ҫаплах ӳкӗтле, вӗсем хӑйсене хӑйсем алӑра тытма пӗлччӗр. 7. Кирек хӑҫан та санран курса ырӑ ӗҫ тума вӗренмелле пултӑр: вӗрентнӗ чухне таса кӑмӑлпа, йӗркеллӗ, тӳрӗ кала, 8. сӑмаху ӑслӑ та тӗрӗс пултӑр — хирӗҫ тӑракан пирӗн ҫинчен нимӗн усал калама тупаймасӑр намӑса юлтӑр. 9. Чурасене хӑйсен хуҫисене пӑхӑнса тӑма, вӗсене пур ӗҫре те юраса пурӑнма ӳкӗтле, вӗсем хирӗҫ ан тавлашчӑр, 10. ан вӑрлаччӑр, пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ пулччӑр; Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентнине вӗсем кирек хӑҫан та илем кӳрсе тӑччӑр. 11. Мӗншӗн тесессӗн Туррӑн пур ҫынна та ҫӑлакан тивлечӗ ҫитрӗ; 12. вӑл пире, Турӑ ҫинчен йӑнӑш шухӑшлассине, ку тӗнчешӗн анчах пурӑнассине пӑрахтарса, ҫак ӗмӗрте таса тӑма, тӳрӗ пулма, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентет, 13. телейлӗ пулас ӗмӗте тытса, хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Иисус Христос Туррӑмӑр мухтавлӑ килессине кӗтсе тӑма вӗрентет. 14. Пире пур йӗркесӗрлӗхрен те хӑтарасшӑн, пире тасатса ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшакан Хӑйӗн суйласа илнӗ халӑхӗ тӑвасшӑн Христос Хӑйне Хӑй вилӗме панӑ.

15. Ҫавна кала, ӳкӗтле, пӗтӗм хӑватупа питле — сана никам та тиркеме ан пултарайтӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней