Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Рим 16

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Рим ҫыннисене янӑ ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 21:55

Предложений: 30; Слово: 373

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эпӗ сирӗн пата Кенхрейӑри ӗненекен ушкӑнра пулӑшса тӑракан Фива тӑванӑмӑра яратӑп; 2. эсир ӑна сӑваплӑ ҫынсене епле хапӑл тума тивӗҫлӗ, Ҫӳлхуҫашӑн ҫапла хапӑл тӑвӑр; хӑвӑр патӑрта пурӑннӑ чухне унӑн мӗн ҫитменнине тивӗҫтерӗр, пулӑшӑр ӑна, вӑл хӑй те нумайӑшне пулӑшрӗ, мана хама та пулӑшрӗ.

3. Манпа пӗрле Христос Иисусшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ Прискиллӑпа Акилӑна салам калӑр; 4. вӗсем мана ҫӑласшӑн пуҫне хума хатӗрччӗ; вӗсене пӗр эпӗ анчах тав тумастӑп, суя тӗнлисенчен пулнӑ ӗненекен ушкӑнсем те пурте тав тӑваҫҫӗ; вӗсен килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекенсене те салам калӑр. 5. Манӑн юратнӑ Епенета салам калӑр; Ахаире Христоса чи малтан вӑл ӗненнӗ. 6. Мариама салам калӑр, вӑл пирӗншӗн нумай тӑрӑшрӗ. 7. Мана туртӑм тивекен, манпа пӗрле тӗрмере ларнӑ Андроникпа Юнийӑна салам калӑр, вӗсем апостолсем хушшинче мухтавлӑ, вӗсем Христоса манран малтанах ӗненнӗ. 8. Эпӗ Ҫӳлхуҫана ӗненни урлӑ юратакан Амплие салам калӑр. 9. Пирӗнпе пӗрле Христосшӑн ӗҫленӗ Урбана тата эпӗ юратакан Стахие салам калӑр. 10. Христоса пӗтӗм чунтан парӑннӑ Апеллеса салам калӑр. Аристовул кил-йышӗнчи ӗненекенсене те салам калӑр. 11. Манӑн хурӑнташӑма Иродиона салам калӑр. Наркисс кил-йышӗнчисене, Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшакансене, салам калӑр. 12. Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшакан Трифенпа Трифоса салам калӑр. Юратнӑ Персидӑна салам калӑр, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн нумай тӑрӑшрӗ. 13. Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Руфа салам калӑр, тата унӑн амӑшне те салам калӑр, маншӑн та вӑл аннем пулчӗ. 14. Асинкрита, Флегонта, Ерма, Патрова, Ермие, вӗсемпе пӗрле пурӑнакан ытти тӑвансене те салам калӑр. 15. Филолога, Юлийӑна, Нирее, унӑн йӑмӑкне, тата Олимпана, вӗсемпе пӗрле пурӑнакан ытти пур сӑваплӑ ҫынна та салам калӑр. 16. Пӗр-пӗрне таса кӑмӑлтан чуптуса ырӑ сунӑр. Сире Христоса ӗненекен пур ушкӑн та салам ярать.

17. Эй тӑванӑмсем, тархасласа калатӑп сире: хӑвӑр мӗне вӗренсе ҫитнине урӑхла вӗрентсе сире уйӑракан, ултава кӗртекен ҫынсенчен сыхланӑр; вӗсенчен пӑрӑнӑр. 18. Ун пек ҫынсем Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑршӑн тӑрӑшмаҫҫӗ, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; вӗсем йӑпӑлтатса, ӑста калаҫса айван ҫынсене хӑйсем майлӑ ҫавӑраҫҫӗ. 19. Эсир чӑн тӗне пӑхӑнса пурӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп, ҫавах та эпӗ сире: ырӑ тума ӑслӑ пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр, тетӗп. 20. Канӑҫлӑх Турри шуйттана ҫӗнтерсе сирӗн урӑр айне тӑвасси ҫывӑх ӗнтӗ. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле! Аминь.

21. Сире манпа пӗрле тӑрӑшса ӗҫлекен Тимофей тата манӑн хурӑнташӑмсем Луций, Иасон, Сосипатр салам яраҫҫӗ. 22. Ҫӳлхуҫа ячӗпе сире эпӗ те, ҫак ҫырӑва ҫыракан Тертий, салам яратӑп. 23. Мана хӑй килӗнче усракан, ютран килнӗ пур ӗненекене те пӑхакан Гаий сире салам ярать. Хула хыснине упракан Ераст тата Кварт тӑванӑмӑр та сире салам яраҫҫӗ.

24. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. Аминь.

Сайт:

 

Статистика

...подробней