Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хам пӑшалсенчен пӗрне ӑна хӑйнех патӑм.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл хӑй кунта килсе тӑни те хӑйнех шиклентермелле — пӗччен кӑна-ҫке кунта, урамра, ют хӳтлӗх айӗнче тӑрать… пӗр ҫирӗм утӑм ярса пуссанах вӑл мӑнастирте, инкӗш хӳтлӗхӗ айӗнче пулнӑ пулӗччӗ…
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Ыйтма пултараканни хӑйнех парать», — асӑнтарса хучӗ Ставри пуп.
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тыркассем вӑхӑтсӑр вилесшӗн пулмарӗҫ, пӗр Маша кӑна, асӑрханмасӑр ҫӳренӗ пирки, пӗррехинче урипе капкӑна пырса ҫакланчӗ, виҫӗ кун хушши туяпа ҫӳрерӗ, Семушкин ҫакӑншӑн хӗпӗртесе ӳкрӗ пулин те, Маша вара вӑл конструкциленӗ капкӑн хӑрушӑ япала пулни ҫинчен ӑна хӑйнех каласа пачӗ.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑйӗн пистолечӗ хӑйнех куҫран тӗлленине курсан Толян охлатса илчӗ те ку ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнипе аллисене лӑштӑрах ячӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ун ҫинчен манӑҫасси хӑйнех йӗрлесе пынӑ тейӗн, эпир пулман пулсан, — вӑл: «эпир», терӗ, ҫӗр ҫинче пӗр ҫын та пулин Николай Антоныч кам иккенне пӗлнӗ пулӗччӗ-ши, пӗлнӗ пулӗччӗҫ-ши вӑл тӑван ҫӗршывпа наукӑшӑн мӗн тунине.
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах штурман координачӗсем хам Ледков картти ҫинче пӳрнепе тӗксе кӑтартнӑ тӗлтен питӗ ҫывӑхчӗ, вара эпӗ ирӗксӗрех ҫакӑнтан пӗр-икӗ утӑмрах, ав ҫав чул леш енчех капитана хӑйнех курмӑп-и-ха, тесе тавраналла пӑхса илтӗм…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл хӑйне хӑй йывӑра илет ӗнтӗ; вӑл хӑйне манпа сивӗрех пулнӑшӑн хӑйнех ӳпкелет…
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эсӗ ӑна пӑхӑнтараймасан, пӗрремӗш хут чуп туни те сана иккӗмӗш хут чуп тума тивӗҫтермест, сан умӑнта хӑй йӑлӑхиччен ейкеленет те пӗр-икӗ ҫултан вара, амӑшне итлем пек туса пӗр-пӗр чӑлаха качча тухса каять; кайран хӑйнех вӑл: эпӗ телейсӗр, тет, эпӗ пӗр ҫынна ҫеҫ юрататтӑмччӗ, тет, сана юратнӑ пулать ӗнтӗ, анчах турӑ ҫырман, имӗш, мӗншӗн тесен унӑн савнӑ ҫынни салтак шинелӗпе пулнӑ, ҫав кӑвак шинель айӗнче ҫулӑмлӑ та ырӑ чӗре тапатчӗ ҫав, тесе ӗнентерме пуҫлать вӑл хӑйне…
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кайран эпӗ Печорина хӑйнех каларӑм та, анчах вӑл: чурӑс черкес хӗрӗ ман пек савнӑ упӑшкипе телейлӗ пулӗ, терӗ, мӗншӗн тесен кунти йӑлапа эпӗ ҫапах та унӑн упӑшки пулӑп, Казбич хураха вара пӗрре асӑнтармаллах, терӗ вӑл мана.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
А эпир ҫулталӑк ытла ҫапӑҫатпӑр, ҫапах та аптрамастпӑр-ха, тӑшмана хӑйнех хӗнетпӗр.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Паян пӗтӗм ӗҫ татӑлмалла, — тесе шухӑшланӑ вӑл, гостинӑй патнелле утнӑ май, — хӑйнех каласа парам», — тенӗ.«Всё будет решено, — думал он, подходя к гостиной, — объяснюсь с нею самою».
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ку ҫырупа вӑл унӑн чӗринче хӗрхенӳллӗ туйӑм хускатма тӑрӑшнӑ, хӑйне шеллеме ыйтнӑ, хӑйӗн ӑна качча тухма пачах кӑмӑлӗ ҫукки ҫинчен уҫҫӑнах пӗлтернӗ, ун арӑмӗ пулмашкӑн ыйтассине пӑрахма тата князе хӑйнех хӗре ашшӗ ирӗкӗнчен хӑтарма йӑлӑннӑ.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑйнех начар.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
31. Иерусалим сӑваплӑ та ирӗклӗ хула пултӑр, унӑн ҫӗрӗ те, вуннӑмӗш пайӗпе тупӑшӗ те хӑйнех пултӑр.31. И Иерусалим да будет священным и свободным и пределы его, десятины и доходы его.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Кам усал тӑвать, ҫавӑ хӑйнех пырса ҫапать, ҫавӑ ӑҫтан ҫитнине вӑл хӑй те пӗлеймест; 31. мӑнаҫлӑ ҫынна мӑшкӑл курасси, хур курасси, тавӑру ҫитесси арӑслан пек сыхласа тӑрӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Чухӑн инкеке лексессӗн, ӑна хӑйнех ятлаҫҫӗ; ӑслӑ каласа хурать — ӑна итлекен те ҫук.27. Подвергся несчастью бедняк, и еще бранят его; сказал разумно, и его не слушают.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑслӑ ҫын ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмах — тивлетлӗх, ухмах ҫыннӑн ҫӑварӗ вара ӑна хӑйнех пӗтерет: 13. вӑл калама тытӑннӑ сӑмахӑн пуҫламӑшӗ — ухмахлӑх, калаҫӑвӗн вӗҫӗ — ӑссӑрлӑх.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӑссӑрӑн чӗлхи ҫыннине хӑйнех пӗтерет, чӗлхи-ҫӑварӗ те — хӑй чунӗшӗн карнӑ серепе.7. Язык глупого – гибель для него, и уста его – сеть для души его.
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӳрӗ ҫын суя сӑмаха кураймасть, усал ҫын вара хӑйнех намӑса хӑварать, хӑйнех хисепрен кӑларать.5. Праведник ненавидит ложное слово, а нечестивый срамит и бесчестит себя.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.