Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Сир 27

Раздел: Библи –> Сирах ывӑлӗ Иисусӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 09:52

Предложений: 24; Слово: 374

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Нумайӑшӗ усламшӑн ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗ, мул шыракан — куҫне аяккалла тартать. 2. Чулсене ҫыхӑнтаракан тыткӑчсем хушшине пӑта ҫапаҫҫӗ; ҫавӑн пекех суту-илӳ хушшине ҫылӑх тирӗнет. 3. Кам та кам Ҫӳлхуҫаран хӑрассине тӗплӗ сыхласа хӑвараймасть, ҫавӑн ҫурчӗ часах тӗп пулать.

4. Алласассӑн ала тӗпне ҫӳп-ҫап тӑрса юлать; ҫавӑн пекех ҫыннӑн шухӑшлавӗнчен те киревсӗрлӗхӗ курӑнать. 5. Тӑм савӑт-сапана кӑмакана лартса тӗрӗслеҫҫӗ, этем мӗнлине вӑл калаҫнинчен пӗлеҫҫӗ. 6. Йывӑҫа епле пӑхса ӳстерни ҫимӗҫӗнчен курӑнать, сӑмахра этем чӗринчи шухӑш ҫиеле тухать. 7. Пуплесе пӑхиччен ҫынна ан мухта: ҫын сӑмах-юмахран паллӑ.

8. Тӳрӗлӗхе тӑрӑшсах шырасассӑн — тупатӑн ӑна, вара ӑна мухтавлӑ риза пек тӑхӑнса ярӑн. 9. Кайӑк-кӗшӗк харпӑр хӑй йышӗпеле пухӑнать, чӑнлӑх та хӑйне шыракансем-тӗпчекенсем енне ҫаврӑнать. 10. Арӑслан тупӑш сыхласа тӑнӑ пек, ҫылӑхсем усал тӑвакансене сыхласа тӑраҫҫӗ.

11. Таса пурӑнакансен сӑмахӗ — яланах ӑслӑлӑх; ӑссӑр ҫын вара уйӑх улшӑннӑ пек улшӑнать. 12. Ӑссӑр-тӑнсӑрсем хушшинче вӑхӑтна сая ан яр, ӑна ӑслӑ ҫынсемпе ирттер. 13. Айван ҫынсен калаҫӑвӗ кӑмӑла пистерет, вӗсем кулни-шӳтлени — ҫылӑхпа йӑпанни. 14. Пушӑ сӑмах ҫаптарса тупа тӑвакансенчен ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать, вӗсем тавлашнине илтсессӗн хӑлха питӗрӗнсе ларать. 15. Мӑнаҫлисен харкашӑвӗ — юн тӑкни, вӗсем вӑрҫнине хӑлха чӑтаймасть.

16. Шанса каланӑ сӑмаха вӗҫертекен шанчӑксӑра тухать, вӑл вара чунне ҫывӑх тус тупаймасть. 17. Тусна юрат, унпа тӳрӗ пурӑн; 18. пӗрре ун шанчӑкӗнчен тухсассӑн, текех ун хыҫҫӑн ан ҫӳре: 19. этем хӑйӗн тӑшманне вӗлернӗ пек, эсӗ ҫавнашкал ҫывӑх ҫыннун туслӑхне вӗлернӗ; 20. аллунти кайӑка вӗҫтерсе янӑ пек, эсӗ тусна ҫапла вӗҫертрӗн — ӗнтӗ тытаймӑн ӑна; 21. ан та хӑвала: аякка кайрӗ вӑл, танатаран вӗҫерӗннӗ ту качаки пекех вӑркӑнчӗ. 22. Сурана ҫыхса яма пулать, хирӗҫнӗ хыҫҫӑн та килӗштерме пулать; 23. анчах хӑйне шанса каланӑ сӑмаха вӗҫертекен ун пек шанчӑка ҫухатать.

24. Кам вӑрттӑн куҫ хӗсет, ҫавӑ усал шухӑш тытнӑ, ӑна никам та тытса чараймасть; 25. куҫу умӗнче вӑл ҫу пек ҫемҫе калаҫӗ, санӑн сӑмахусенчен тӗлӗнсе тӑрӗ, 26. кайран вара пачах урӑхлатса каласа парӗ, санӑн сӑмахна астармӑш сӑмах пек кӑтартӗ; 27. нумай япалана чунтан кураймастӑп эпӗ, анчах ҫавӑн пек ҫынна пуринчен ытла кураймастӑп; ӑна Ҫӳлхуҫа та курайми пулӗ.

28. Ҫӳлелле чул ывӑтакан — ӑна хӑйӗн пуҫӗ ҫине ывӑтать, ҫынна вӑрттӑн ҫапни хӑвӑн сураннах пырса тивет. 29. Кам шӑтӑк алтса хурать, ҫавӑнта хӑех кӗрсе ӳкет, кам таната карса хурать, ҫавӑнта хӑех ҫакланать. 30. Кам усал тӑвать, ҫавӑ хӑйнех пырса ҫапать, ҫавӑ ӑҫтан ҫитнине вӑл хӑй те пӗлеймест; 31. мӑнаҫлӑ ҫынна мӑшкӑл курасси, хур курасси, тавӑру ҫитесси арӑслан пек сыхласа тӑрӗ. 32. Ырӑ ҫын тӗп пулнишӗн савӑнакансем танатана ҫакланӗҫ, вилӗмӗ ҫитичченех хӗн-хур тӳссе халсӑрланӗҫ. 33. Хаярлӑхпа ҫилӗ те — киревсӗр япала, вӑл ҫылӑхлӑ ҫынна сырӑнать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней