Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сасартӑк мана пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиех шӑнтса пӑрахрӗ, эпӗ вара вӗсем мӗн тума хатӗррине ӑнлантӑм.Меня с головы до пят пронизала холодная дрожь, и я понял, что их приготовления уже закончены.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Пурӗ — 1325 гектар, ун ҫумне тата Гремячий Лог хуторӗнчен кӑнтӑр еннелле Ҫӗлен варӗ патне ҫитиех тӑсӑлса выртакан хӑйӑрлӑ ҫӗре пахча ҫимӗҫ лартма уйӑрса хунӑ.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗтӗм тӑва, тӑрринчен пуҫласа аркине ҫитиех, хупласа хурать вӑл, шуҫӑм ҫутине тата тусана пула, сан кӑтрусем пекех, хӗрлӗн те хумлӑн-хумлӑн курӑнса тӑрать вара.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл ҫынсене полицине тытса ӑсатма юрататчӗ, ҫавӑнпа халӗ ун пирки «ӑна ҫӗр хурчӗсем тахҫанах, тен, шӑммине ҫитиех кӑшласа янӑ пуль», тесе шухӑшлама аванччӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Юр пек шурӑ минтерсем маччана ҫитиех хӑпарса тӑраҫҫӗ; утиялсем — пурҫӑн, ваткӑ хурса ҫӗленӗскерсем.Подушки белели, как снег, и горой возвышались чуть не до потолка; одеяла шелковые, стеганые.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла шухӑшланӑ хушӑрах ун умӗнче Ольга сӑнӗ курӑнса тӑчӗ: унӑн ҫемҫе те яланах хускануллӑ куҫхаршийӗсем те, ӑслӑ, сенкер-кӑвак куҫӗсем те, пӗтӗм пуҫӗ те, ҫивӗтӗ те; — ҫав ҫивӗте Ольга ӗнсе ҫинеллех ҫивӗтлесе антарать, вара вӑл унӑн йӑрӑс пӳне пуҫӗнчен пуҫласа пилӗке ҫитиех илем кӳрсе тӑрать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга вара ун ҫине пуҫ тӳпинчен пуҫласа урисем патне ҫитиех ҫав тери хаяррӑн пахса илчӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗҫне ҫитиех вуласа тухӑр та эпӗ урӑхла тума пултарайманнине хӑвӑрах курӑр.Прочитайте до конца, и вы увидите, что мне иначе поступить нельзя.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ мана пурнӑҫӑн чи пысӑк тӗллевӗ ҫинчен вӗҫне ҫитиех каласа пар-ха…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Савӑнӑҫӗпе те вӑл ҫул хӗрринче татнӑ чечекпе алӑрах шанса кайиччен киленнӗ пек ҫеҫ киленет, кирек мӗнле киленӳ хыҫҫӑн та килсе ҫитекен инкек-синкеке вӗҫне ҫитиех тӳсме тӑрӑшмасть.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫут тӗнчере пӗр-пӗччен пекех ӗнтӗ; вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн пусса, нянинчен тарать, кам ӑҫта ҫывӑрнине пурне те пӑхса тухать; чарӑнса тӑрса, кам вӑраннине, ҫӗре сурнине е ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатнине тинкерсе пӑхать; унтан, сывлама хӑраса, галерея ҫине хӑпарса каять, чӗриклетсе тӑракан хӑмасем тӑрӑх чупса ҫаврӑнать, кӑвакарчӑн йӑвине улӑхса анать, сад пахчине кӗрет, нӑрӑ сӗрленине итлет, таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнине сӑнать, курӑк ӑшӗнче темӗн чӑрклатнине итлет, ҫак шӑплӑха сирекенсене шыраса тупать; шӑрчӑк тытать, унӑн ҫуначӗсене татса пӑрахать те малалла мӗн пулнине пӑхать, е ӑна улӑм пӗрчипе витӗрех тирсе, вӑл ҫак ытлашши япалапа мӗнле вӗҫсе кайнине сӑнать; эрешмен шӑна тытса ун юнне ӗмнине киленсе кайсах, сывлӑш ҫавӑрмасӑр пӑхса тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем пӗр-пӗринчен ҫывӑхра лараҫҫӗ тата хӑватлӑ алӑ ӑнсӑртран пӑрахнипе тӗрлӗ еннелле сапаланса кайнӑ пек туйӑнаҫҫӗ, — вӗсем ку тарана ҫитиех ҫавнашкал юлнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫап-ҫутӑ ялтӑртатса юхакан ҫырман хӑйӑрлӑ сӗвек ҫыранӗсем, сӑрт ҫинчен пуҫласа шыв патне ҫитиех анакан вӗтӗ тӗмесем, кукӑр-макӑр тарӑн вар, ун тӗпӗнчи пӗчӗкҫӗ юханшыв, хурӑн кати — ҫаксем пурте ятарласах пӗрне теприн ҫумне майлаштарса хурса, ӑҫтан ӳкернӗ картина пек туйӑнаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йӑваш чунӗпе асапланса, вӑл ҫакна ӑнланса илчӗ: унӑн нумай енӗсем кӑштах палӑра пуҫланӑ, анчах вӗҫне ҫитиех аталанайман.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах плана вӗҫне ҫитиех шухӑшласа кӑларман-ха, старостӑн ырӑ мар ҫырӑвӗсем вара ҫулсерен килсе тӑраҫҫӗ, ӗҫ тума хистесе, Обломов канӑҫне пӑсаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мулкач ҫул ҫине тухнӑ, ун тарӑх икҫӗр хӑлаҫа майлӑ кайнӑ, унтан ҫамрӑк хырлӑхалла таҫта ҫитиех вирлӗн сикнӗ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӗрсем мӗн Энска ҫитиех юрласа пычӗҫ, ҫӗрле те вара вӗсем темшӗн ҫывӑрасшӑн пулмареҫ.В общем, девушки пели до самого Энска, даже ночью — почему-то они решили не спать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Ӑнсӑртран» килсе тухман ҫак пурнӑҫ — вӗресе тӑратчӗ вӑл — ҫавӑ пур енчен те курӑнатчӗ, ҫынсем тата командующинчен пуҫласа пӗтӗм краснофлотецсене ҫитиех ҫак чурӑс чулсем хушшине ҫыпӑҫса ларнӑ пекех ҫирӗп вырнаҫнӑччӗ, вӗсем кӗрешессе те ҫӗнтерӳ пуличенех кӗрешетчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах Петя, аппӑшӗ систерсе каланине пӑхмасӑр, йӗрес патне ҫитиех тавлашнӑ:Но Петя не обратил на этот намек никакого внимания и со слезами в голосе повторял:
XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ката ытла сайраччӗ, чугун ҫулне ҫитиех уҫӑ вырӑнччӗ, ҫавӑнпа нимӗҫсем пире асӑрхама та пултаратчӗҫ.рискуя выдать нас, потому что рощица была редкая, а до полотна открывалась пустынная местность.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951