Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Боримечка! — виҫҫӗн тан пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак каҫшӑн хуҫисем хӗрхенсе туса тӑман-мӗн — вут ҫути кӑна ҫитмен вӗсене, краҫҫин ламппине те иккӗ тан ҫутса янӑ.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пирӗн хальхи наука арҫынпа хӗрарӑмӑн ӑс-хакӑлӗ пӗр пеккине шантарать, эппин хӗрарӑмӑн та тивӗҫӗ арҫыннӑнни пекех пӗр тан пулмалла.
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав обществӑра класла танмарлӑх та, ҫынна ҫын эксплуатацилени те пулмалла мар, ҫынсем пурте пӗр тан пулмалла, унта ҫынна мӗн кирли пурте пулмалла.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Кӑҫал хӗлле вара урӑх япала шухӑшласа кӑларчӗҫ; ӗлӗкхи примадоннӑсем «Грецири икӗ философ илем ҫинчен тавлашнине», ыттисем пулӑшнипе, хӑйсем евӗрлӗ улӑштарчӗҫ; вӑл ҫапла пуҫланать: Катерина Васильевна тӳпенелле пӑхать те, хытӑ хуйхӑрнӑ пек ассӑн сывласа, ҫапла калать: «Турӑпа тан Шиллер, ман чуна хаваслантаракан!»
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ку мана шухӑша ҫеҫ ячӗ, чӑн-чӑн кирлӗ япали вара ак ҫакӑнта: эпӗ пур енӗпе те санпа тан пуласшӑн, — ҫакӑ вӑл чи кирли пулать.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нивушлӗ эпӗ пуҫарулӑх енчен пӗр тан пуласшӑн мар?
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах ӗнтӗ, Крюкова уншӑн тивӗҫлӗ мӑшӑр пулман, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсем мӗнле аталанни енчен илсен, пӗр-пӗринпе пачах пӗр тан пулман.Разумеется, Крюкова была ему не пара, потому что они не были пара между собою по развитию.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нивушлӗ хӑйӗн пурнӑҫӗн шӑплӑхӗ кӗске вӑхӑтлӑха та пулин ан пӑсӑлтӑр тесе, хӑйӗнпе пӗр тан тепӗр ҫынна хытах сиенлемелле.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та, департаментри пӗчӗк чиновниксем Павел Константиныч ӗҫлекен отделени начальникӗ Павел Константиныча кӑмӑллама пуҫланӑ тесе калаҫнӑ, отделени начальникӗ вара хӑйӗнпе пӗр тан ҫынсем хушшинче: мана тупрасӑр хӗр те юрать, анчах хитре пултӑр, — тесе пӗлтернӗ, тата Павел Константиныч лайӑх чиновник, тенӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗррехинче Чэнь чавса пытарнӑ укҫа шӑпах ҫав Тан ҫемйине тара панӑ пӳрт айӗнче пулма кирлӗ тесе ӗнентернӗ хӑйне, анчах унта кайса чавма ниепле те хӑю ҫитереймен.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Эсӗ — манпала пӗр тан, вӑл вара кӑштах пӗчӗкрехчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Камӑн мӗн пуррине веҫех пӗр ҫӗре пӗрлештерер те, тупӑшне вара пӗр тан валеҫер.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ку чухне пурте тан…
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Лойкопа Радда иккӗшӗ те ҫӗрлехи тӗттӗмре ним сассӑр унталла-кунталла ярӑнса ҫӳреҫҫӗ, илемлӗ юрӑҫӑ Лойко ниепле те мӑнкӑмӑллӑ Раддӑна хӑваласа ҫитсе унпа пӗр тан пыраймасть.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ну, ӗнтӗ вӗсен вӑйӗсем тан, малалла мӗн пулать-ши? — тесе шухӑшлатӑп.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ваня ӳссе ҫитет ӗнтӗ, вӑл гимнази тумӗпе, Илья Ильичпа тан пырас тесе, вӑл васкамасӑр утма тӑрӑшать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пылчӑк ӑшӗнче мар, хӑйпе тан ҫынсем хушшинче, пирӗнпе пӗрле пулӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вырӑс матросӗсемпе офицерӗсем питӗ хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ, анчах та вӑйсем тан мар.Храбро сражались русские матросы и офицеры, но силы были неравными.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑйсем тан мар пулин те матроссем тӑшмана хӑваласа яма пултарнӑ.Хотия силы были неравны, матросы заставили неприятеля обратиться в бегство.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.