Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арҫынсем ӑмӑртса чупма канав урлӑ сикме шутларӗҫ, вара виҫӗ шухӑшлавҫӑ хӑюллӑ упражненисем тӑвас тӗлӗшпе хӑйсем ӑста пулнине кӑтартрӗҫ: офицер канав урлӑ сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дмитрий Сергеич, питӗ вӑйлӑ ҫын, ӑна офицер ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн питӗ хӗрсе кайрӗ: ригорист офицерпа Дмитрий Сергеича иккӗшне те пӗрле йӑкӑлт ҫеҫ ҫӗклесе ӳпӗнтерчӗ, ку вара Дмитрий Сергеича та, офицера та пӑшӑрхантармарӗ: ригорист паллӑ атлет пулнӑ, анчах Дмитрий Сергеичӑн офицер айне юлас килмерӗ курӑнать, вӑл ку тӗлӗшпе ригорист хыҫҫӑн пӗрремӗш вырӑна йышӑнасшӑн пулчӗ; вӑл офицерпа пилӗк хут тытӑҫса илчӗ, анчах офицер ӑна ҫӑмӑллӑнах мар пулин те, — кашнинчех хӑй айне хучӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйсем рояль илни чылаях пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ, — йӳнӗрех те вӗт.Это было тоже довольно порядочное веселье, когда был куплен свой рояль, — ведь это и дешевле.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑт аван пулнӑ пулӗччӗ! — вӑт питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ — кам та пулин ертсе пынипе мар, хӗрсем хӑйсем шухӑшласа хӑйсем пӗлнипе мастерскойсем уҫмалла: ҫакӑ вӑл Вера Павловнӑн чи юратнӑ ӗмӗчӗ пулнӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав пӗтӗм йӗркене хӗрсем хӑйсем туни тата хӑйсемех тытса пыни ҫинчен кама та пулин ӑнлантарса парасси Вера Павловнӑшӑн мастерскойри савӑнӑҫӗсенчен чи пысӑк савӑнӑҫӗ шутланчӗ; ҫапла ӑнлантарса парса вӑл хӑйне хӑй мӗн шухӑшланине ӗнентересшӗн пулчӗ: мастерской унсӑрах ӗҫлеме пултарать, шапах ҫавӑн пек мастерскойсем хайсем тӗллӗн татах та уҫӑлма пултараҫҫӗ, мӗншӗн пултармаҫҫӗ-ха ара?
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Япаласем ҫине хальхи пек пӑхнӑ чухне тата хальхи пек условисенче ун пек ӗҫсем пурпӗрех пулассине Вера Павловна аван чухлать, ун пек ӗҫсенчен хӗрсене ытти ҫынсем вӗсемшӗн тӑрӑшни те, хӗрсем хӑйсем темӗнле асӑрхануллӑ пулни те ӗмӗрлӗхех хӑтарас ҫук.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Наталья Андреевна, Лопухов, ик-виҫӗ студент, Вера Павловна хӑй, хӑйсене хӑйсем ытти профессорсем пулатпӑр тесе шӳт турӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйсем вӗсем икшерӗн, виҫшерӗн пӗр пӳлӗмре пурӑнаҫҫӗ; вӗсен тӑванӗсем хӑйсене мӗнле меллӗрех, ҫавӑн пек вырнаҫнӑ: икӗ карчӑкӑн кашниннех хӑйне уйрӑм пӳлӗм пур, ытти карчӑксем пӗрле пурӑнаҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫлӗ вырӑнта шутланман ахаль ҫӗвӗҫ-хӗрсем питӗ ҫепӗҫ пулчӗҫ, вӗсем, хӑйсем туса хунӑ йӗрке тӗрӗс маррине курса, ҫавӑн пек улӑштарма ыйтмарӗҫ: ӗҫлӗ вырӑнта ларакансем хӑйсемех ытлашшипе усӑ курни лайӑх маррине туйса илчӗҫ те, ҫӗнӗ йӗрке мӗнлине ҫителӗклӗ ӑнланса ҫитсен, ытлашши илни кирлӗ мар, терӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑслӑ ҫынсем: ҫынсем хӑйсем тӑвас тени кӑна лайӑх пулма пултарать, теҫҫӗ.Умные люди говорят, что только то и выходит хорошо, что люди сами захотят делать.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗрлӗ ҫынсем тӗрлӗ япалашӑн ҫуннине пӗлетӗр вӗт эсир, пурте укҫашӑн ҫунмаҫҫӗ вӗт: хӑшӗсем бал тесен каҫсах каяҫҫӗ, теприсем — чаплӑ тумланса ҫӳреме е картла выляма юратаҫҫӗ, ҫавӑн пек ҫынсем пурте хӑйсем мӗн юратнине пула ҫука юлма та хатӗр, нумайӑшӗ ҫука юлаҫҫӗ те, вӗсен кӑмӑлӗ туртни вӗсемшӗн укҫаран та хаклӑ пулнинчен никам та тӗлӗнмест.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйсем илнӗ укҫашӑн тав тума пуҫласан, Вера Павловна хӗрсене чармарӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсен шухӑшне итлемесӗрех хӗрсене кӳрентересшӗн пулмарӗ, унтан малалла каларӗ:
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӗсен хӑйсен каччисене е упӑшкисене хӑйсем мӗн шухӑшлани ҫинчен калама юрамасть; вӗсем пӗлеҫҫӗ: ун пек калас пулсан, арҫынсем, эсӗ ирсӗр хӗрарӑм, тесе шутлама пултараҫҫӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйсенне хӑйсем ытларах юратаҫҫӗ пулин те, мӗншӗн-ха вӗсемпе начартарах пурӑнаҫҫӗ?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка тахҫанах хӑйсем малтан калаҫса татӑлнӑ сак ҫинче ларать, кӗтесрен ҫар картузӗ тӑхӑннӑ ҫын курӑнсанах, ун чӗри хӑвӑрт-хӑвӑрт тапма пуҫлать.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем хӑйсем ҫапла шухӑшлани ҫинчен шутласа та пӑхмарӗҫ; вӗсем хӑйсем ҫапла шухӑшланине асӑрхаманни вӑл чи лайӑххи пулать те ӗнтӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак тӑванӗ, лашапа килмелле тенӗскер, ҫуранах килнӗ, ҫынсем ҫине тинкерсе пӑхса калаҫнӑ та ялан тенӗ пекех кӑмӑлсӑр юлнӑ; пӗр ҫемьере хӑйсене ытлашши мӑнаҫлӑ тыткалаҫҫӗ; тепринче — амӑшӗ лайӑх, ашшӗ ухмах, виҫҫӗмӗшӗнче вара — пачах тепӗр майлӑ, т. ыт. те, хӑшпӗрисенче пурӑнма та юрамалла, анчах условисем Верочкӑшӑн юрӑхлӑ мар: е акӑлчанла калаҫмалла, — Верочка калаҫма пӗлмест; е, гувернантка мар, нянька кирлӗ; е ҫынсем пур енчен те лайӑх, анчах хӑйсем чухӑн тата вӗсен хваттерӗнче гувернантка валли пӳлӗм ҫук — ача-пӑча пӳлӗмӗ ҫеҫ, унта вӗсен икӗ пысӑк ача, икӗ пӗчӗк ача, нянька тата ӗмӗртекен хӗрарӑм пурӑнаҫҫӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйсем ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнине пула ӑна тӳрре кӑлармасӑрах каҫарас текен ҫынсем ӑна каҫарма пултарайман пулӗччӗҫ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, Верочка, эсӗ, ахаль хӗрача, ҫаксем пирки пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑхнинчен, ҫаксене пурне те чӗре патне ҫывӑха илнинчен тӗлӗнмелли ҫук; эсӗ ҫавна вӗрентме пуҫланӑ ҫынсен хушамачӗсене те илтмен вӗт; вӗсем ҫавӑ вӑл ҫапла пулмалла, вӑл пурпӗрех ҫапла пулать, вӑл ҫапла пулмасӑр тӑма пултараймасть, тесе вӗрентме пуҫланӑ та ӗненмелле кӑтартса панӑ; эсӗ ҫав шухӑшсене ӑнланса илсе чӗре патне ҫывӑха илнинчен тӗлӗнмелли ҫук вӑл шухӑшсене сана кӗнекӳсем уҫҫӑн кӑтартса пама пултарайман: сан кӗнекӳне ҫырнӑ чухне вӗсем шухӑшсем пулнӑ-ҫке-ха, ҫыракансем вӗсене хӑйсем те вӗреннӗ ҫеҫ-ха; вӑл шухӑшсем тӗлӗнмелле чаплӑ шухӑшсем пек туйӑннӑ, — ҫавӑ ҫеҫ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов йышши ҫынсен вӗсен кирек мӗнле кӳреннӗ чунсене те хӑйсем патне туртакан асамлӑ сӑмахсем пур.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Павел Константинычпа пӗрле служить тӑвакансене (паллах ӗнтӗ, чинпа тата хӑйсем йышӑнса тӑракан вырӑнӗпе аслӑраххисене), Марья Алексевнӑн икӗ тус хӗрарӑмне тата Верочкӑпа ҫывӑхрах пурӑнакан виҫӗ хӗре чӗнчӗҫ.