Поиск
Шырав ĕçĕ:
33. Вара вӗсем хӑйсем пӑхса килнӗ ҫӗр ҫинчен Израиль ывӑлӗсем хушшинче усал чап сарса ҫӳренӗ, вӗсем каланӑ: эпир пӑхса тухнӑ ҫӗр — хӑй ҫийӗнче пурӑнакансене ҫисе яракан ҫӗр, унти пӗтӗм халӑх, эпир курнӑ халӑх — питех те шултӑра ҫынсем; 34. эпир унта улӑпсене те — Енак ывӑлӗсене, улӑп ӑрӑвӗнчен тухнӑскерсене — куртӑмӑр; эпир вӗсен умӗнче хӗрлӗ шӑрчӑк пек анчах иккенне хамӑр куҫпа куртӑмӑр, вӗсен куҫне те эпир ҫавӑн пекех курӑнтӑмӑр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Халӑх тӑнӑ та ҫав кун кунӗпе, ҫӗрӗпе, тепӗр кун та кунӗпех путене пуҫтарнӑ; сахал пухаканӗ те вунӑ хомер пуҫтарнӑ; ӑна вӗсем хӑйсем валли тапӑр тавра купаласа хунӑ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйсем ҫине Сывлӑш хӑвачӗ куҫсанах, вӗсем пророкла калаҫа пуҫланӑ, кайран калаҫма чарӑннӑ.И когда почил на них Дух, они стали пророчествовать, но потом перестали.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑйсем патӗнче Ҫӳлхуҫа вучӗ тивсе кайнӑран ҫав вырӑна вӗсем Тавера# тесе ят панӑ.3. И нарекли имя месту сему: Тавера, потому что возгорелся у них огонь Господень.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем тилҫе ернӗ мӗнпур ҫынна, йӑх вӑрлӑхӗ юхакан мӗнпур ҫынна, вилӗпе ирсӗрленнӗ мӗнпур ҫынна тапӑртан кӑларса яччӑр, 3. арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те кӑларса ярӑр, вӗсене тапӑр тулашнех кӑларса ярӑр, вӗсем хӑйсем пурӑнакан тапӑрне ан ирсӗрлетчӗр: Эпӗ вӗсем хушшинче пурӑнатӑп, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 18. Кааф йӑхне левитсем хушшинчен пӗтерсе ан пӑрахӑр, 19. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пынӑ чухне вӗсем чӗрӗ юлччӑр, ан вилччӗр тесессӗн, эсир акӑ мӗн тӑвӑр: Ааронпа унӑн ывӑлӗсем пыччӑр та вӗсене кашнине хӑйӗн ӗҫӗ вырӑнне, хӑйӗн ҫӗклемӗ умне тӑратчӑр; 20. вилес мар тесессӗн, вӗсем хӑйсем тӗллӗн саккун арчи патне пымалла мар, ӑна витнине курмалла мар, тенӗ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсем Эпӗ хушнисене астуса тӑччӑр, ҫакна пӑсса хӑйсем ҫине ҫылӑх ан илччӗр, ҫылӑхпах вилмелле ан пулччӑр.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Арҫын-и, хӗрарӑм-и — вӗсем вилнӗ ҫынсене чӗнес пулсассӑн е юм юмласассӑн, вӗсене вӗлерме тытса паччӑр: вӗсене чулпа персе вӗлермелле, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче, тенӗ.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӗрарӑм пӗр-пӗр выльӑх патне унпа пӗтӗҫме кайсассӑн, хӗрарӑмне те, выльӑхне те вӗлермелле: вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кам та пулин арҫынпа хӗрарӑмпа выртнӑ пек выртсассӑн, вӗсем иккӗшӗ те йӗрӗнчӗк ӗҫ тунӑ: вӗсене вӗлерме тытса паччӑр, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кам та пулин хӑйӗн кинӗпе выртсассӑн, вӗсене иккӗшне те вӗлерме тытса паччӑр: вӗсем йӗрӗнчӗк ӗҫ тунӑ, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кам хӑй ашшӗн арӑмӗпе выртать, вӑл хӑй ашшӗн ҫарамасне уҫнӑ: вӗсене иккӗшне те вӗлерме тытса паччӑр: вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Хӑйсем ҫул ҫӳренӗ чухне Израиль ывӑлӗсем яланах пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗнчен ҫӗкленсе кайсассӑн ҫула тухнӑ; 37. пӗлӗт ҫӗкленмесессӗн, вӗсем вӑл ҫӗкленмесӗр те ҫула тухман: 38. вӗсем ҫул ҫӳресе пӗтеричченех пӗтӗм Израиль халӑхӗн куҫӗ умӗнче кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче кӑнтӑрла Ҫӳлхуҫа пӗлӗчӗ тӑнӑ, ҫӗрле ун ӑшӗнче вут ҫуннӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кӗлӗ чатӑрне [хӑйсем Египетран тухсассӑн] иккӗмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче лартнӑ.17. В первый месяц второго года [по исшествии их из Египта], в первый день месяца поставлена скиния.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав хушӑра ирсерен Моисей патне хӑйсем ирӗккӗн паракан парнесем леҫсе тӑнӑ.Между тем еще продолжали приносить к нему добровольные дары каждое утро.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: васка [кунтан] анмашкӑн, мӗншӗн тесессӗн санӑн халӑху, эсӗ Египетран илсе тухнӑ халӑху, пӑсӑлса кайрӗ; 8. Эпӗ кӑтартнӑ ҫултан вӗсем часах пӑрӑнса кайрӗҫ: хӑйсем валли пӑру кӗлетки шӑратса турӗҫ, ӑна пуҫҫапрӗҫ, ӑна парне кӳчӗҫ: эй Израиль, акӑ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турру! терӗҫ, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вӗсем валли йӗтӗнрен аялти кӗпе ту, вӑл вӗсен ӳчӗн ҫарамасне пилӗкрен пуҫласа чӗркуҫҫийӗ таран витсе тӑтӑр, 43. пуху чатӑрне кӗнӗ чухне е сӑваплӑ вырӑнта кӗлӗ тумашкӑн парне вырӑнӗ патне пынӑ чухне [хӑйсем ҫине] ҫылӑх илсе вилес мар тесессӗн, Аарон ҫинче тата унӑн ывӑлӗсем ҫинче ҫак тумсем пулччӑр.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Египетран илсе тухнӑ чустаран вӗсем тутлӑлла пашалу пӗҫернӗ: чусти йӳҫсе те ӗлкӗреймен, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Египетран хӑваласах кӑларса янӑ, вӗсем тӑхтаса тӑма пултарайман, ҫул ҫине хӑйсем валли апат та хатӗрлесе ӗлкӗреймен.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Моисей ҫакна Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ, анчах вӗсем хӑйсем хӑравҫӑ пулнӑран, ӗҫӗ йывӑр пулнӑран Моисее итлемен.9. Моисей пересказал это сынам Израилевым; но они не послушали Моисея по малодушию и тяжести работ.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Израиль ывӑлӗсен сыхлавҫисем фараон патне пынӑ та тилмӗрсе йӑлӑннӑ: эсӗ мӗншӗн хӑвӑн чурусене капла тӑватӑн? 16. санӑн чурусене улӑм памаҫҫӗ, хӑйсем пире: кирпӗч тӑвӑр, теҫҫӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.