Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл чӑнах та нумай асап тӳснӗ: ӗмӗр тӑршшӗпе кама тӗл пулать, ҫавӑнпа асапланать…Так она в точности великомученица: всю жизню с кем попадя мучится…
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Паян нумай асап тӳснӗ Гликери ҫветтуйӑн праҫникӗ, теҫҫӗ, анчах эсир, хӗрарӑмсем, утӑ ҫулма шутлатӑр, ҫылӑхран та хӑрамастӑр, теҫҫӗ…
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Айтуруй, мӗн чул асап курмастӑп пулӗ эпӗ унпа — шутласа та кӑларас ҫук!Господи боже мой, сколько я разного тиранства от него принимаю — нет числа.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Литература уншӑн пусмӑрта асап курса пурӑнакан Китай халӑхне ирӗке кӑларассишӗн кӗрешес ӗҫри ҫивчӗ хӗҫпӑшал пулнӑ.Литература для него была острым оружием для освобождения находящегося под гнетом китайского народа.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Ку вӑл, тӑванӑм, юрату мар, асап кӑтартни ҫеҫ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Турӑ айӑпласа асап кӑтартӗ, мучи!
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑш чухне ҫаплах калаттӑмӑрччӗ: «Пӑрах-ха, Тит, хамӑр хаклӑ совет влаҫӗн ҫулне пӳлсе ан тӑр! Эсӗ уншӑн фронтсенче шуррисене хирӗҫ ҫапӑҫса асап курнӑ-ҫке-ха…» теттӗмӗрччӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Акӑ мӗн калать вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче: ҫынсем, сирӗн ҫав хӗрлӗ трико пӗркеннӗ, кукӑр ураллӑ Сатана аллине лексе асап курас килмест пулсан, ҫакна пӗлмелле: хӗрсене, вӗсемпе венчете тӑмасӑр, чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тунипе вӑл хӗрсем проституткӑна тухса кайма пултараҫҫӗ; чиркӳ ирӗк памасӑр, ҫамрӑк ҫынсене чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тусан, арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫуралма пултараҫҫӗ: проституткӑсен хӑйсем патне пынӑ хӑнасен кӗсйисенчен укҫа вӑрламалла мар; пӗтӗмӗшпе илсен, пӗр ҫын та юна вӗрилентерсе яракан эрех таврашӗ ан ӗҫтӗр; ҫынсен пурин те хупаха мар, чиркӗве ҫӳремелле, — ку чуншӑн усӑллӑрах та, йӳнӗрехе те ларать…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хуллен пыратпӑр, амӑшӗ хушӑран чарӑнса тӑрать те, вӑрӑммӑн сывласа, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклет, йӗри-тавралла — тинӗс, вӑрман, тусем ҫинелле пӑхкалать, унтан ывӑлӗн питне тинкерсе пӑхать — унӑн асап куҫҫулӗпе витӗрех ҫуса тасалнӑ куҫӗсем каллех тӗлӗнмелле таса, каллех йӑлкӑшаҫҫӗ, вӗсенче иксӗлми юрату кӑвак ҫутӑпа ҫиҫсе тӑрать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
— Х-хосподи, — тесе хӑрӑлтатать вӑл; хӑй кӑвакарса кайнӑ тутисене ҫыртса пӗтернӗ, кӑпӑк кӑларать, хӗвеле хирӗҫ пӑхса алчӑранӑ евӗр пӑхакан куҫӗсенчен куҫҫуль вӗҫӗмсӗр шӑпӑртатса юхать, чӑтӑмсӑр асап курса ҫуратакан хӗрарӑмӑн куҫҫулӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ҫавӑнпа, ӑна эпир кӳнӗ асап епле йывӑр пулсан та, унӑн пирӗн умри айӑпӗ тата пысӑкрах!
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Ак мӗнле асап курмалла тунӑ ҫынна хӑйӗн мӑнкӑмӑлӗшӗн!»
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче вӑл хӑй умӗнче кам тӑнине манса кайма ӗлкӗрнӗ, хӑй умӗнче вӑл — хӑй пекех вӑрӑм ӑрури сыпӑксен тарӗпе ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫумне ҫыпҫӑннӑ, унпа ача чухнехисене аса илнисемпе ҫыхӑннӑ хресчене, анчах та ҫав ҫӗр татӑкӗнчен тата уншӑн тӑрӑшса ӗҫлессинчен хӑй ирӗкӗпех уйрӑлнӑ, ҫавӑн пирки ҫителӗклӗ таран асап тӳсекен хресчене курчӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл упӑшки хыҫҫӑн инҫетелле, «йывӑр кунсем», «асап» тенӗ вӑхӑталла шикленсе пӑхрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах кам хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене пӗлет, вӗсем уншӑн — асап мар, кӗтнӗ хӑнасем.Но кто встретился с ними своевременно, для того они не молот, а милые гости.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каччӑ чухне хӑйӗн ҫамрӑк вӑй-халне ним шухӑшламасӑр упранӑ, кайран вӑл ҫакна ӑнланса илнӗ: ҫав вӑй-хал сывлӑхпа хаваслӑх ҫуратать, хӑюллӑ пулма пулӑшать; пурнӑҫ темле йывӑр пулин те, ӑна йывӑрлӑх, асап вырӑнне йышӑнма мар, тивӗҫ вырӑнне ҫеҫ йышӑнма, пурнӑҫри йывӑрлӑхсенчен хӑрамасӑр тӑма, тивӗҫлӗн кӗрешме вӗрентет.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн сӑнӗнче иккӗленӳ те, асап мӗлки те ҫук.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
тройцӑ уявӗ пулчӗ, каҫал вӑл пысӑк асап тӳснӗ сӑваплӑ Тимахви кунӗпе пӗр килчӗ, кунашкал ҫул, халӑхра ҫӳрекен сӑмах тӑрӑх, тырӑ ӑнӑҫмасса та пултарать.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Ах, турӑҫӑм, мӗнле асап! — терӗ хӑраса та именсе тарланӑ Обломов.— Ах ты, Боже мой, какая мука! — говорил он весь в поту от страха и неловкого положения.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, эсӗ вилӗмрен хӑрамӑн: вилни хӑрушӑ мар, вилӗме хатӗрленни, сехетсерен асап курни хӑрушӑ, эсӗ тӳсӗмсӗр шанса кайнӑ пулӑттӑн — ҫапла-и?
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956