Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫирӗм улттӑпа пӗрре

Автор: Петӗр Хусанкай

Источник: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Добавлен: 2019.10.28 09:50

Предложений: 340; Слово: 3914

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Эпир ҫирӗм ултӑ ҫынччӗ — ҫирӗм ултӑ чӗрӗ машина, нӳрӗ подвала хупса лартнӑскерсем, ир пуҫласа каҫчен чуста ҫӑраттӑмӑрччӗ, кӗлентӗрпе сушка тӑваттӑмӑрччӗ. Пирӗн подвалӑн чӳречисем нӳрӗпе кӑвакарса кайнӑ кирпӗч тӗкмеллӗ шӑтӑка тухатчӗҫ. Чӳрече хашакӗсене тул енчен йӑвӑ кӑна тимӗр решетке тыттарнӑччӗ; ҫӑнӑх тусанӗпе витӗннӗ кантӑк витӗр пирӗн патӑмӑра хӗвел ҫути те кӗрейместчӗ. Чӳречисене пирӗн хуҫа, эпир унӑн ҫӑкрине ыйткалакансемпе ӗҫсӗр юлнӑ выҫӑ юлташӑмӑрсене парасран шикленсе, тимӗрлеттерчӗ; хамӑра вӑл пире жуликсем тетчӗ, апата вӑл аш вырӑнне — шӑршланса кайнӑ пыршӑ-хырӑмлӑх таврашсем паратчӗ…

Чул ещӗкре, лутра та йывӑр, хӑрӑмлӑ та эрешмен картиллӗ мачча айӗнче пурӑнма тӑвӑрччӗ пире, пӑчӑччӗ Пӑнтӑхса, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ стенасен ӑшӗнче асапчӗ, йывӑрччӗ пире… Эпир ирпе пилӗк сехетре тӑраттӑмӑр. Ҫывӑрса тӑранайман пирки антӑраса, анкӑ-минкӗ пуҫпа ултӑ сехетре сӗтел хушшине лараттӑмӑр; вара эпир ҫывӑрнӑ чух хамӑр юлташсем ҫӑрса хатӗрленӗ чустаран кӗлентӗрсем тӑва пуҫлаттӑмӑр. Кунӗпе, ирпе пуҫласа каҫчен — вунӑ сехетчен, пӗрисем сӗтел хушшинче, пачах хытса каясран сулланкаласа, чӗн пек чустана йӑваласа ларатчӗҫ, теприсем вӑл вӑхӑтра ҫӑнӑха шывпа ҫӑратчӗҫ. Кӗлентӗр хуранӗнче вӗрекен шыв кунӗпе, шухӑша кайнӑ пек, хурлӑхлӑн лӑкӑртататчӗ; пӗҫерекенӗн кӗреҫи пиҫнӗ нӑймака чуста татӑкӗсене вӗри кирпӗч ҫине ывӑтса, кӑмака тӗпне ҫиллес сасӑпа шӑйӑрттаратчӗ. Кӑмакан пӗр енче ир пуҫласа каҫченех вутӑ ҫунатчӗ; хӗрлӗ ҫулӑм шуҫӑмӗ стена ҫинче чӗтренсе пиртен пӗр сасӑсӑр кулнӑ пек туйӑнатчӗ. Акӑш-макӑш пысӑк кӑмака халапри улӑпӑн илемсӗр пуҫӗ евӗрлӗн курӑнатчӗ. Вӑл, урай айӗнчен тухса, ҫап-ҫутӑ вутлӑ сарлака ҫӑварне карса, пирӗн ҫинелле кӑварпа сывланӑ пекчӗ; ҫамки ҫинчи икӗ хура шӑтӑкӗпе пирӗн вӗҫӗмсӗр ӗҫӗмӗре сӑнанӑ пекчӗ. Ҫак икӗ тарӑн шӑтӑк — куҫсем пекчӗ; хӗрхенӳсӗр, сивӗ улӑп куҫӗсем: вӗсем пирӗн ҫине ялан пӗр пек тӗттӗм-мӗн, ҫынлӑхран тухнӑ чурасене курса ывӑннӑ пек, вӗсене пӗтӗм ӑс-хакӑлтан ҫиленнӗ пек пӑхатчӗҫ.

Кунтан кунах ҫӑнӑх тусанӗ айӗнче, хамӑр урасемпе илсе кӗнӗ пылчӑк ӑшӗнче, шӑршлӑ, ҫӑра пӑчлӑхра чуста йӑвалаттӑмӑр, ӑна хамӑрӑн тарпа йӗпетсе кӗлентӗр тӑваттӑмӑр, Хамӑр ӗҫе эпир чунтан кураймастӑмӑрччӗ, хамӑр алӑ айӗнчен тухнӑ япалана нихҫан та ҫиместӗмӗрччӗ, хура ҫӑкӑр сушкӑран лайӑхрах пекчӗ. Вӑрӑм сӗтел хушшинче, хире-хирӗҫ — тӑххӑра хирӗҫ тӑххӑрӑн ларса, эпир хамӑр алӑсемпе пӳрнесем епле ҫӳренине те сӑнаймастӑмӑрччӗ; темиҫе сехет такам тапратса янӑ машина пек ӗҫлесе, ӗҫӗмӗре веҫех хӑнӑхаттӑмӑр. Пӗрне-пӗри эпир кам питӗнче мӗнле пӗркеленчӗк пуррине пӗличченех пӑхса сӑнаттӑмӑр. Калаҫмалли пирӗн нимӗнех те ҫукчӗ, эпир, хӑнӑхса ҫитнипе, вӑрҫман чух чӗнместӗмӗр. Вӑрҫма яланах сӑлтав пулать ӗнтӗ, этеме ятласа хӑртмалли пурах, юлташа тесен — пушшех. Анчах эпир ятлаҫасса та сайра ятлаҫаттӑмӑр: этем ҫурри вилнӗ пулсан, чунсӑр кӗлетке пек пулсан, унӑн мӗнпур сисӗмӗ ӗҫ йывӑрлӑхӗпе пусӑрӑннӑ пулсан — вӑл мӗншӗн айӑплӑ пултӑр? Анчах чӗмсӗрлӗх чун патӗнчи шухӑшне пӗтӗмпех каласа хӑйсене пушатнӑ ҫынсемшӗн ҫеҫ хӑрушӑ, вӗсемшӗн ҫеҫ асаплӑ. Хӑйсен сӑмахне пуҫлайман ҫынсене чӗнмесӗр пурӑнма та ҫӑмӑл, ансат… Ҫапах та хӑшпӗр чух юрӑсем юрлаттӑмӑр, пирӗн юррӑмӑр ак ҫапла пуҫланатчӗ ӗҫ хушшинче сасартӑк пӗри ывӑннӑ лаша пек ассӑн сывласа яратчӗ те, ерипен, вӑрӑммӑн ӗнермелли юрӑсенчен пӗрне таса пуҫлатчӗ; ун пек юррӑн хурлӑхлӑ, ҫепӗҫ кӗвви яланах юрлаканӑн чунне ҫӑмӑллатать. Малтан аври юрлать, эпир унӑн пӗччен юррине шӑппӑн итлетпӗр; вӑл подвалӑн йывӑр маччи айӗнче, ҫеҫен-хирте нӳрлӗ кӗрхи каҫ тӑхлан вителӗк евӗр усӑнса тӑракан хамӑр пӗлӗт айӗнче сӳнекен пӗчӗк вут ҫути пек сӳнсе хупланать. Унтан юрлакан ҫумне тепри хутшӑнать, акӑ ӗнтӗ пирӗн тӑвӑр шӑтӑкӑн пӑчлӑхӗнче икӗ сасӑ хуйхӑллӑн чӗтренет. Е акӑ сасартӑк темиҫен ҫӗклентерсе яраҫҫӗ. Юрӑ хум пек вӗресе хӑпарать; вӑйлӑрах, хытӑрах илтӗнет. Вӑл пирӗн чул тӗрмен нӳрлӗ; йывӑр стенисене хускатса сирнӗн туйӑнать.

Ҫирӗм улттӑшӗ те юрлаҫҫӗ; янӑравлӑ, тахҫанах хутшӑнса ҫитнӗ сассисем подвала тулаҫҫӗ. Юрра тӑвӑр, вӑл чул стена ҫумне пырса ҫапӑнать, йынӑшать, йӗрет, чӗрене лӑпкӑн ыраттарса кӑтӑклать, унӑн кивӗ суранӗсене чӗрре кӗртет, хуйха вӑратать… Юрлакансем тарӑнӑн, ассӑн сывласа илӗҫҫӗ; хӑшӗ, кетмен ҫӗртенех, сассине чарать те пайтахчен юлташӗсем юрланине итлет, унтан каллех пӗрлешсе пӗр юхӑма кӗрсе каять. Хӑшӗ хуйхӑллӑн — эх! — тесе кӑшкӑрса ярать те, куҫне хупса юрла пуҫлать; тен, ӑна сасӑсен сарлака хумӗ — таҫта аяккалла илсе каякан ҫап-ҫутӑ хӗвеллӗ аслӑ ҫул пек туйӑнать пуль, тен, ҫав ҫулпала вӑл хӑй утнине курать пуль…

Кӑмакари ҫулӑм шав тӗлкӗшет, пӗҫерекенӗн кӗреҫи шав чӑштӑртатать, хуранти шыв шав лӑкӑртатать, стена ҫинчи вут шуҫӑмӗ те ҫаплах пӗр сӑмахсӑр кулса чӗтрет… Эпир ют сӑмахсемпе хамӑрӑн мӑка хуйхӑмӑра, хӗвелсӗр юлнӑ чӗре ҫынсен хуйхине, чурасен хуйхине юрласа кӑларатпӑр. Ҫапла пурӑнаттӑмӑр эпир — ҫирӗм ултӑ ҫын — пысӑк чул ҫуртӑн подвалӗнче; пире ҫав тери асапчӗ пурӑнма, ҫав ҫуртӑн виҫӗ хутне те пирӗн хулпуҫҫиймӗрсем ҫине туса лартнӑ пекех туйӑнатчӗ…

Юрӑсемсӗр пуҫне пирӗн тата темле ырӑ, темле эпир юратакан япала пурччӗ, ҫав япала пирӗншӗн хӗвел вырӑнне пулнӑ-и, тен. Эпир пурӑнакан ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче ылтӑн ҫевӗҫӗсен мастерскойӗччӗ; унта, ытти ҫӗвӗ-тӗрӗ ӑстисем хушшинче, ытти хӗрсемпе пӗрле, вунултӑ ҫулхи горничная Таня пурӑнатчӗ. Кашни ир пирӗн подвалӑн пӑлтӑралла тухакан чӳречинчен пӗчӗкҫеҫҫӗ, ҫуткам хӗрлӗ питлӗ, кӑн-кӑвак та хавас куҫлӑ сӑн-сӑпат пырса пӑхатчӗ; вӑл янӑравлӑ, ачаш сассипе:
— Арестантсем! Кӗлентӗр парӑр-ха! — тесе кӑшкӑратчӗ.

Эпир пурте, ҫав палланӑ уҫӑ сасӑ енне ҫаврӑнса, хӗрӗн кӑмӑллӑн кулса тӑракан таса пичӗ ҫине чунтан хӗпӗртесе пӑхаттӑмӑр. Унӑн кантӑк ҫумне лапчӑннӑ сӑмсине те, писев тӗслӗ тутисем хушшинчен ҫутӑлса тӑракан шап-шурӑ вӗтӗ шӑлӗсене те курма вӗреннӗччӗ эпир; илемлӗччӗ вӗсем пире. Пӗрне-пӗри тӗрте-тӗрте ярса, ӑна алӑк уҫса кӗртме чупаттӑмӑр эпир. Акӑ вӑл — хаваслӑ, чиперскер, — кӗрет те саппун аркине ҫӗклесе, пуҫне пӑртак хӑяккӑн пӗксе, пирӗн умма пырса тӑрать, хӑй пӗрмаях шӑппӑн йӑл кулать. Вӑрӑм та хулӑн хӑмӑр ҫивӗчӗ унӑн, хулпуҫҫи урлӑ анса, кӑкри ҫине ӳкет. Эпир — таса мар, тӗксӗм, илемсӗр ҫынсем — ун енне аялтан ҫӳлелле пӑхатпӑр: алкумӗ урайӗнчен тӑватӑ картлашка ҫӳлерех. Пуҫсене ҫӗклесе, эпир ӑна ырӑ кун ҫунатпӑр, темле уйрӑм сӑмахсем калатпӑр, вӑл сӑмахсем пирӗн пӗр ун валли ҫеҫ усранаҫҫӗ. Унпа калаҫнӑ чух пирӗн сассӑмӑрсем те ҫемҫерех, шӳтӗмӗрсем те ҫӑмӑлтарах. Уншӑн пулсан пирӗн — пурте урӑхла. Пекарь кӑмакаран чи лайӑх ӑшаланса пиҫнӗ келӗнтӗрсене кӗреҫипе кӑларать те Таня арки ҫине вӑшт-вашт ывӑтать.

— Асту, хуҫа тӗлне ан пул! — тетпӗр эпир ӑна яланах.

Вӑл алхасарах кулса илет те хавассӑн кӑшкӑрать:
— Сывӑ пулӑр, арестантсем! — тет, унтан шӑши ҫури пек хӑвӑрт тухса ҫухалать.

Ҫапла ҫеҫ… Анчах вӑл кайсан, эпир ун ҫинчен чылайччен хӗпӗртесе калаҫатпӑр. Сӑмахӑмӑрсем пирӗн ҫавсемех — ӗнерхисемех, ӗлӗкхисемех: мӗншӗн тесен, вӑл та, эпир те, пирӗн таврари пур япала та ялан пӗр пек, ӗнерхи пекех… Этем пурӑнать, ун таврашӗнче нимӗн те улшӑнмасть; ку питӗ йывӑр, асаплӑ. Ҫав таврари пӗвелесе лартнӑ пек хусканми пурнӑҫ, ҫын чунне пӗтӗмпех вӗлереймесен те, мӗн чухлӗ пурӑннӑ — ҫавӑн чухлӗ асапланмалла тӑвать… Хӗрарӑмсем ҫинчен эпир яланах ирсӗр-намӑс сӑмахсемпе калаҫаттӑмӑр, хӑш чухне хамӑртан хамӑр йӗрӗнеттӗмӗр. Чӑн та, эпир палланӑ, эпир пӗлнӗ хӗрарӑмсем урӑхла сӑмаха тивӗҫлӗ те пулман-и, тен. Анчах Таня ҫинчен нихҫан та усал калаҫмастӑмӑрччӗ; нихҫан та пӗри те ӑна пирӗнтен, алӑпа сӗртӗнме мар, ҫӑмӑл шухӑшлӑ шӳт те каласа курман. Тен, ку хӑюсӑрлӑх вӑл пирӗнпе пӗрле нумай ларманнинчен килнӗ пуль: вӑл, пӗлӗт ҫинчен ӳкекен ҫӑлтӑр пек, пирӗн куҫ умӗнче ярӑнса илет те — ҫухалать. Тен, эпир, вӑл пӗчӗкҫӗ тата пит илемлӗ пирки, хӑюсӑр пулнӑ пулӗ: пур илемлӗ япала та хӑйне хисеплеттерет, ӑна хытса кӗҫҫеленсе кайнӑ ҫынсем те хисеплеҫҫӗ. Пирӗн каторкӑри пек ӗҫ пире антра вӑкӑрлӑх минтретнӗ пулин те, эпир ҫапах ҫын пулма пӑрахайман пуль; ытти ҫынсем пекех — мӗне те пулсан пуҫҫапмасӑр пурӑнма пултарайман пуль. Ҫав хӗртен лайӑххи пирӗн никам та ҫукчӗ, унсӑр пуҫне пире — подвалта пурӑнакансене — никам та асӑрхамастчӗ. Юлашкинчен тата ҫакӑ та пур: эпир ӑна пурте темле, хамӑрӑн тесе, хисеплеттӗмӗр, пирӗн сушкӑпа ҫеҫ пурӑнакан япала пек шутлаттӑмӑр. Эпир ӑна вӗри кӗлентӗр парса тӑратпӑр, ку ӗҫ пирӗн — турӑ кӗлеткине кӳрекен кулленхи парне пек пулса тӑчӗ, ӗлӗшлӗ, таса йӑла пек пулчӗ; парнемӗр пире кунсерен ун патне ҫывхартса ҫирӗплетрӗ. Сушкӑсӑр пуҫне эпир Таньӑна тӗрлӗ канаш та параттӑмӑр: ӑшӑрах тӑхӑн, пусма ҫинче хытӑ ан чуп, вутӑ ҫӗклемӗсене пысӑккӑн ан йӑт, — теттӗмӗр. Вӑл пирӗн канашӑмӑра шӑппӑн кулса тӑнлатчӗ, унтан ахӑлтатса яратчӗ те эпир мӗн хушнине нихҫан та тумастчӗ. Эпир кӳренместӗмӗр: пирӗн хамӑрӑн уншӑн пӑшӑрханнине ҫеҫ кӑтартас килетчӗ.

Час-часах вӑл пире хӑйне пулӑшма чӗнетчӗ, сӑмахран — нӳхрепӗн йывӑр хуппине уҫма, вутӑ ҫурса пама ыйтатчӗ. Эпир ӑна — мӗн каланине пӗтӗмпех — хавассӑн, вӑл хушнипе темле мухтаннӑ пек туса параттӑмӑр.

Анчах пирӗнтен пӗри ӑна хӑйӗн пӗртен-пӗр кӗпине сапласа пама ыйтсассӑн, вӑл йӗрӗннӗ пек тулхӑрса илчӗ те ҫапла ҫеҫ каларӗ:
— Акӑ тата! Саплӑп эп… кӗтсех тӑр! — терӗ.

Эпир ҫав ҫӗтӗк кӗпеллӗ айванран питӗ култӑмӑр: хӗре вара урӑх нихҫан та, нимӗн туса пама та йӑлӑнмарӑмӑр. Эпир ӑна юрататтӑмӑрччӗ, — кунтан ытлах нимех те калаймӑн. Этем яланах кама та пулин юратасшӑн; анчах хӑшпӗр чух вӑл хӑйӗн юратӑвне путарса лартать, варалать; хӑш-пӗр чух хӑйӗн чи ҫывӑх ҫыннин пурнӑҫне пӑсма пултарать, мӗншӗн тесен вӑл ӑна — юратасса юратать те — хисеплемест. Эпир Таньӑна чӑнласах юратрӑмӑр: урӑх пирӗн никам та ҫукчӗ.

Вӑхӑтран-вӑхӑт пирӗн хӑшӗ-пӗри темӗншӗн ак ҫапла шухӑшла пуҫлатчӗ:

— Ма ачашлатпӑр ҫак эпир ку хӗре? Мӗскерех пур вара унра? Темме пит тӑрӑшатпӑр ҫак эпир уншӑн?

Ҫапла калама хӑйнӑ ҫынна эпир часах хыттӑн лӑплантарса лартаттӑмӑр. Пирӗн мӗне те пулин юратмаллахчӗ: эпир ӑна тупрӑмӑр, юратрӑмӑр. Эпир ҫирӗм улттӑн юратакан япала пирӗншӗн кашниншӗнех хӑватлӑ, таса пирӗшти пек пулмаллаччӗ; кам вӑл тӗлӗшпе пире хирӗҫ пырать — вӑл пирӗн тӑшман пекчӗ. Эпир юратакан япала, тен, вӑл ҫав тери лайӑхах та пулман-и, анчах ҫирӗм улттӑн-ҫке эпир, ҫавӑнпа хамӑршӑн хаклӑ япалана пирӗн яланах ыттисемшӗн те тап-таса тӑвас килетчӗ.

Пирӗн юрату курайманлӑхран ҫӑмӑлах та мар… Тен, ҫавӑнпах та пуль, хӑшпӗр мӑнкӑмӑлсем пирӗн курайманлӑха юратуран авантарах, теҫҫӗ… Анчах, апла пулсан, ма вӗсем пирӗнтен тармаҫҫӗ-ха?

Кӗлентӗр мастерскойӗнчен пуҫне пирӗн хуҫан тата кулач пӗҫермелли те пурччӗ; вӑл ҫав ҫуртрах, пирӗн шӑтӑкран стенапа кӑна уйрӑлса тӑратчӗ. Анчах кулач ӑстисем (вӗсем тӑваттӑнччӗ) хӑйсен ӗҫне пирӗннинчен тасарах тесе шутлатчӗҫ, ҫавӑнпа хӑйсене те пиртен лайӑхраха хуратчӗҫ; вӗсем пирӗнтен пӑрӑнса иртетчӗҫ, пирӗн патӑмӑра ҫӳреместчӗҫ, картишӗнче пире тӗл пулсан, хӑйсене мӑнна хурса, кула-кула тӑрӑхлатчӗҫ; эпир хамӑр та вӗсем патне каймастӑмӑрччӗ: пире хуҫа хушмастчӗ, — тутлӑ булкисене вӑрласран хӑратчӗ. Юратмастӑмӑр эпир кулач ӑстисене, мӗншӗн тесен, кӗвӗҫеттӗмӗр: вӗсен ӗҫӗ пирӗннинчен ҫӑмӑлтарахчӗ, вӗсем пирӗнтен нумайтарах илетчӗҫ, вӗсене лайӑхрах ҫитеретчӗҫ, вӗсен мастерскойӗ ирӗк те ҫутӑччӗ, хӑйсем таса, сывӑ, — кӑмӑллӑ марччӗ вӗсем пире. Эпир пурте — темле сарӑхайнӑ, тӗссӗрччӗ; виҫҫӗшӗ пирӗн сифилиспа чирлӗччӗ, хӑшӗ кӑрчанкӑллӑччӗ, пӗри ревматизмпа кукӑрӑлса кӗнӗччӗ. Вӗсем праҫниксенче е ӗҫрен пушӑ вӑхӑтсенче — пиншак, чӑкӑртатакан атӑсем тӑхӑнатчӗҫ, иккӗшин купӑс пурччӗ; пурте вӗсем хула пахчине уҫӑлса ҫӳреме тухатчӗҫ. Пирӗн ҫийӗмӗрте темле таса мар, ҫӗтӗк-ҫурӑк ланчашкаччӗ, урасенче ҫӑпатаччӗ, полици пире хула пахчине кӗртместчӗ — юратма пултарнӑ-ши эпир кулач ӑстисене?

Акӑ пӗрре эпир вӗсен пекарӗ ӗҫке ернӗ тенине илтрӗмӗр, хуҫа ӑна кӑларса ярса, ҫӗнӗ ӑста тытнине пӗлтӗмӗр. Ҫӗнӗ ӑста — салтак пулнӑ-мӗн, вӑл атлас жилеткӑпа ҫӳрет, тет, жилетки ҫинчен ылтӑн сехет вӑчӑри ҫакса янӑ имӗш. Ҫав тери вӗҫкӗн, шукӑль ҫын ҫине пӑхма кулӑшла пекчӗ пире; эпир, ӑна курас тесе, пурте пӗр-пӗрин хыҫҫӑн картишне чупа-чупа туха пуҫларӑмӑр.

Анчах вӑл хӑех пирӗн мастерскоя кӗрсе пӑхрӗ. Урипе тапса алӑка уҫрӗ те, ӑна хупмасӑрах, алкумне тӑрса, кулса ҫапла каларӗ:

— Турӑ пулӑштӑр! Сывӑ-и, ачасем! — терӗ. Уҫӑ алӑкран ҫӑра тӗтӗм пӗлӗчӗ пек сивӗ сывлӑш кӗрсе ун ури патӗнче ҫаврӑнать. Хӑй вӑл, ҫав вырӑнтах тӑрса, пирӗн ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхать. Унӑн хиврен пӗтӗрсе янӑ сарӑ мӑйӑхӗ айӗнче сархайнӑ шултра шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ. Жилетки чӑнах та темле кӑсӑкчӗ — кӑвак, пӑт-пат чечеклӗскер; вӑл пӗтӗмӗшпех темле йӑлтӑраса тӑратчӗ, тӳмисем унӑн темскерле хӗрлӗ тӗслӗ вӗтӗ чултанччӗ. Сехет вӑчӑри те пурччӗ…

Илемлӗччӗ вӑл, ҫав салтак, — вӑрӑм пӳллӗ, патварскер, питҫӑмартисем хӗп-хӗрлӗ; пысӑк ҫутӑ куҫӗсем унӑн уҫҫӑн та ӑшшӑн пӑхатчӗҫ. Пуҫне вӑл шап-шурӑ, крахмалпа хытарнӑ калпак тӑхӑнатчӗ. Пӗр вараланчӑксӑр, тап-таса саппунӗ айӗнче ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ шукӑль атти пуҫӗсем курӑнатчӗҫ.

Пирӗн пекарь ӑна хисеплӗн алӑка хупма хушрӗ. Вӑл васкамасӑр хупрӗ те пирӗн хуҫа ҫинчен ыйтса пӗле пуҫларӗ. Эпир ӑна, пӗринчен пӗри ӑмӑртса, каласа патӑмӑр: пирӗн хуҫа ҫын мар — ирсӗр жулик, чунилли, юнӗҫен… терӗмӗр. Хуҫа ҫинчен мӗн калама пултарнине веҫех каларӑмӑр; анчах кӑна пурне те ҫырма юрамасть. Салтак итлерӗ, мӑйӑхне чӗтреткелерӗ; пирӗн ҫине ҫемҫен, кӑмӑллӑн пӑхрӗ те, унтан сасартӑк:
— Сирӗн кунта хӗрсем нумай пулас?.. — терӗ.

Хӑшӗ-пӗри пирӗн тытӑнарах кулса ячӗҫ, хӑшӗ питне-куҫне шӳтлӗн пӑркаласа илчӗҫ; вара такам салтака кунта тӑхӑр хӗр иккенне ӑнлантарса пачӗ.

— Усӑ куратӑр-и? — тесе ыйтрӗ салтак, куҫне хӗссе. Эпир каллех — пит хытах мар — хӑюсӑр кулса ятӑмӑр… Нумайӑшӗ пирӗн салтака хӑй пекех маттур йӗкӗт пулса кӑтартасшӑнччӗ пуль, анчах ӑна пӗри те тума пӗлмерӗҫ, пӗри те пултараймарӗҫ. Ҫакна курса такам шӑппӑн:
— Ӑҫта ӗнтӗ пире… — тесе хучӗ.

— Да, сире йывӑр вӑл! — терӗ салтак ҫирӗппӗн, пирӗн ҫине тинкерсе пӑхса. — Эсир темле… аплах мар… Сирӗн тӗреклӗх ҫук… сӑнар-сӑпатӑр… кӗрнеклӗх ҫук! Хӗрарӑм тени — вӑл ҫыннӑн кӗрнеклӗхне, хапине юратать! Уншан пулсан — ҫын хевти, ҫан-ҫурӑмӗ… пурте типтерлӗ пултӑр! Тата вӑл паттӑрлӑха, вӑя хисеплет… Алӑ пултӑр — селӗм!

Салтак чавса таран тавӑрнӑ сылтӑм аллине кӗсйинчен кӑларчӗ те пире кӑтартрӗ… Алли шурӑ, вӑйлӑ, ылтӑн тӗслӗ ҫутӑ ҫӑмпа витӗннӗ.

— Ура, какӑр, пурте тӗреклӗ пултӑр… Ҫитменнине тата, илемшӗн пулсан, тумтир те чыслӑ кирлӗ… Мана акӑ — юратаҫҫӗ хӗрарӑмсем. Эпӗ вӗсене йыхӑрмастӑп, илӗртместӗп, — хӑйсемех пилӗкшерӗн мӑйран ҫакӑнаҫҫӗ… — терӗ вӑл.

Вара ҫӑнӑх миххи ҫине ларчӗ те, пайтахчен хӑйне хӗрарӑмсем епле юратнине, хӑй вӗсемпе епле паттӑр пулнине каласа кӑтартрӗ. Унтан вӑл тухса кайрӗ. Ун хыҫҫӑн чӗриклетсе алӑк хупӑнсан, эпир чылайччен, вӑл каланисем пирки тата хӑй пирки шухӑшласа, чӗнмесӗр тӑтӑмӑр. Унтан сасартӑк пурте пӗр харӑс калаҫса ятӑмӑр та, вӑл пире пурне те кӑмӑла кайни палӑрчӗ. Епле аван, уҫӑскер, — килчӗ, ларчӗ, калаҫрӗ. Пирӗн патӑмӑра никам та ҫӳреместчӗ, пирӗнпе никам та капла юлташ пек калаҫманччӗ… Эпир пурте ун ҫинчен, вӑл ылтӑн ҫӗвӗ хӗрӗсене ҫавӑрма пултарасси ҫинчен калаҫа пуҫларӑмӑр. Пире вӑл хӗрсем, картишӗнче тӗл пулсан, е, кӳреннӗ пек тутисене персе, аяккипе иртетчӗҫ, е тӳрех пирӗн еннелле утатчӗҫ, эпир вӗсен ҫулӗ ҫинче ҫук та пекчӗ. Эпир ялан — картишӗнче курсан та, пирӗн чӳрече умӗнчен иртнӗ чух та, вӗсем ҫине пӑхса савӑнаттӑмӑр кӑна. Хӗлле вӗсем темле лайӑх ҫӗлӗксемпе, кӗрӗксемпе ҫӳретчӗҫ; ҫулла — чечеклӗ шлепкесемпе, аллисене тӗрлӗ тӗслӗ сулхӑш тытса иртетчӗҫ. Хамӑр хушӑра эпир ҫав хӗрсем ҫинчен ырӑ мар калаҫаттӑмӑр; ӑна хӑйсем илтсен намӑсланса, кӳренсе урса кайнӑ пулӗччӗҫ…

— Анчах вӑл Таньӑна та… ан пӑстӑрччӗ! — терӗ сасартӑк пирӗн пекарь, пӑшӑрханса.

Эпир пурте, ҫак сӑмахсенчен шикленсе, шӑплантӑмӑр.. Эпир Таня ҫинчен тепле мансах кайнӑччӗ: салтак ӑна хӑйӗн пысӑк, илемлӗ кӳлепипе пиртен пӳлсе илнӗн туйӑнчӗ. Унтан хыттӑн тавлаша пуҫларӑмӑр: хӑшӗ — Таня хӑйне ҫав тери сӳтӗлтермӗ, терӗҫ; хӑшӗ вӑл салтака хирӗҫ тӑраяс ҫук, терӗҫ; хӑшӗ тата — салтак Таня ҫумне пит ҫыпӑҫа пуҫласан, унӑн аяк пӗрчисене ҫапса хуҫас, терӗҫ. Юлашкинчен пурте Таньӑпа салтака сӑнама пулчӗҫ, хӗре унран сыхланма хушас терӗҫ… Ҫавӑнпа тавлашу чарӑнчӗ.

Пӗр уйӑха яхӑн иртсе кайрӗ. Салтак булкӑсем пӗҫеретчӗ, ылтӑн ҫӗвӗҫӗсемпе ҫӳретчӗ, пирӗн пата та час-часах кӗркелетчӗ; анчах хӗрсене ҫӗнтерни ҫинчен калаҫмастчӗ, шав мӑйӑхне пӗтӗретчӗ те тутлӑн ҫуланкалатчӗ ҫеҫ.

Таня ирсерен пирӗн патӑмӑра кӗлентӗршӗн пыратчӗ, вӑл — яланхи пекех хаваслӑ, кӑмӑллӑ та ҫепӗҫчӗ пирӗнпе. Эпир унпа салтак ҫинчен тапраткаларӑмӑр; вӑл ӑна «чармак куҫлӑ пӑру» тесе, е тата урӑх кулӑшла сӑмахсемпе те тӑрӑхлатчӗ, — ку пире лӑплантаратчӗ. Ылтӑн ҫӗвӗҫӗсем салтакшӑн пӗр-пӗтӗм пулнине кура, эпир хамӑрӑн хӗрпе мухтанаттӑмӑр. Таня унпа хӑйне хӑй тӳртен тытни темле пире пурне те ҫӗклетчӗ; эпир хамӑр та вара, вӑл тунӑ пек тӑвас тесе, салтак ҫине тӳртентерех пӑха пуҫларӑмӑр. Хӗре тата ытларах юратса кайрӑмӑр; ирсерен хӗпӗртерех, ӑшшӑнтарах кӗтсе илеттӗмӗр эпир ӑна.

Анчах пӗррехинче салтак пирӗн пата кӑшт хӗрӗнкӗрех пырса кӗчӗ, ларчӗ те кула пуҫларӗ; эпир вӑл мӗнрен кулнине ыйтсан — ҫапла каларӗ:

— Иккӗш ҫапӑҫрӗҫ-ха ман пирки… Грушӑпа Лидка… Епле вӗсем хӑйсене чӗрмелесе пӗтерчӗҫ те, э? Ха-ха! Пӗри теприне ҫӳҫрен ярса илнӗ те урайне, пӑлтӑра… унтан утланса ларнӑ… ха-ха-ха! Пичӗсене чӗрмелесе, таткаласа пӗтернӗ… кулса вилӗн! Мӗншӗн ҫак хӗрарӑм тени ыррӑн тӳпелешме пӗлмест-ши? Мӗншӗн вӗсем чӗрмелеҫҫӗ-ши? э?

Вӑл сак ҫинче ларать — сывӑ, таса, хаваслӑскер; ларать те шав ахӑлтатать. Эпир чӗнмерӗмӗр. Пире вӑл ун чух темӗншӗн кӑмӑла килмерӗ.

— Ҫ-ҫук, епле телейлӗ эпӗ хӗрарӑм тӗлӗшӗнчен, э? Мур вӗт ку? Куҫ хӗсен те — пулчӗ те! Ш-шуйттан!

Унӑн йӑлтӑркка ҫӑмлӑ шурӑ аллисем ҫӗкленчӗҫ те каллех чӗркуҫҫи ҫине шаплатса ӳкрӗҫ. Пирӗн ҫине вӑл кӑмӑллӑн, тӗлӗннӗ куҫпа пӑхрӗ; хӗрарӑм тӗлӗшӗнчен хӑй ҫав тери ӑраскаллӑ пулнипе хӑй те ӑсран кайнӑ пек туйӑнчӗ. Унӑн хӗп-хӗрлӗ, хулӑн пичӗ пурнӑҫ ҫитнӗн, телейлӗн ҫутӑлса илчӗ: хӑй вӑл шав тутисене тутлӑн ҫуласа ларчӗ.

Пирӗн пекарь, кӑмака анине кӗреҫипе вӑйлӑн, ҫиленерех шӑйӑрттарчӗ те, сасартӑк мӑшкӑлларах каласа хучӗ:
— Пӗчӗк чӑрӑшсене тӳнтерме пысӑк вӑях кирлӗ мар, эсӗ ак хыра тӳнтерсе пӑх… — терӗ.

— Епле, кӑна эсӗ мана калатӑн-и? — тесе ыйтрӗ салтак.

— Сана ҫав…

— Мӗн, мӗскер?

— Ним те мар… иртсе кайрӗ!

— Ҫук, эсӗ чим-ха! Мӗн пулчӗ? Мӗнле хыр?

Пирӗн пекарь шарламарӗ. Кӗреҫипе хӑвӑрт ӗҫлекенскер, шывран кӑларнӑ кӗлентӗрсене кӑмакана пӑрахать те, хатӗррисене ҫаклатса илсе, шӑкӑр-шакӑр урайне ывӑтать: урайӗнче вӗсене ачасем мунчала ҫине тиреҫҫӗ. Вӑл салтака та, унпа калаҫнине те манса кайнӑ пек. Анчах салтак сасартӑк темле чӑрсӑрлана пуҫларӗ. Вӑл ури ҫине тӑчӗ те, сывлӑшра вӗлтлетекен кӗреҫе аврине пырса тӑрӑнас пекех, кӑмака патнелле утрӗ.

— Ҫук, эсӗ кала-ха — кам вӑл? Эсӗ мана кӳрентеретӗн… Эпӗ-и? Манран пӗри те хӑтӑлаймӗ, ҫу-ук! Ахалех асӗ мана кун пек кӳрентермелли сӑмахсем калатӑн… — терӗ вӑл.

Ҫын, чӑнах та, чунтан кӳреннӗ пек туйӑнчӗ. Вӑл хӑйне, хӗрарӑмсене астарма пӗлнинчен пуҫне, тек нимскершӗн те хисеплеме пултарайман пуль, ахӑр. Тен, ҫав паттӑрлӑхран пуҫне урӑх унӑн нимӗнле хастарлӑх та пулман пуль, пӗр ҫавӑнпа ҫеҫ вӑл хӑйне хӑй чӗрӗ этем пек туйӑннӑ пуль.

Ак ҫакӑн пек ҫынсем те пур-ҫке: пурнӑҫра чи хакли, чи пахи вӗсемшӗн — хӑйсен чунӗн е ӳчӗн пӗр-пӗр чире пулса тӑрать. Ӑна вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпе йӑтса ҫӳреҫҫӗ, пӗр ҫавӑнпа ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, унпа асапланса хайсене тӑрантараҫҫӗ; вӑл ыратни ҫинчен ыттисене каласа, вӗсене хӑйсен енне ҫаврӑнса пӑхтараҫҫӗ. Ҫав чирлӗ ҫынсенчен хӑйсем валли сум-хисеп, ӑшӑ сӑмах илеҫҫӗ; ҫавӑнтан пуҫне вӗсен урӑх нимӗн те ҫук. Тытса илӗр вӗсенчен ҫав чире, сыватӑр вӗсене — вӗсем мӗскӗне юлӗҫ; мӗншӗн тесен, вӗсен пурӑнмалӑх пӗртен-пӗр меслечӗ пӗтсе ларать, вӗсем ун чухне хӑвӑланса юлаҫҫӗ. Хӑшпӗр чух этемӗн пурнӑҫӗ ҫав тери чухӑн пулать, ун пек вӑхӑтра вӑл ирӗксӗрех хайӗн киревсӗр енӗсене те хака хурать; час-часах ҫынсем кичемрен киревсӗре тухаҫҫӗ, теме те май пур.

Салтак кӳренчӗ, пирӗн пекарь патне ҫулӑхса анӑратать:
— Ҫук, эсӗ кала ха, — кам? — тет.

— Калас-и? — терӗ те пекарь, сасартӑк ун патнелле ҫавӑрӑнчӗ.

— Ну?

— Таньӑна пӗлетӗн-и?

— Ну?

— Ну-тӑк вӑт! хӑтланса пӑх…

— Эпӗ-и?

— Эсӗ!

— Ӑна-и? Ку мана — тьфу!

— Курӑпӑр!

— Курӑн! Ха-ха!

— Вӑл сана…

— Пӗр уйӑх срок!

— Ай-хай, мухтанчӑк эсӗ, салтак!

— Икӗ эрне! Эпӗ кӑтартӑп! Кам терӗн-ха? Танька! Тьфу!..

— Ну, кай кунтан… чӑрмантаратӑн!

— Икӗ эрне — пулчӗ те! Эх, эсӗ…

— Кай, тетӗп!

Пирӗн пекарь сасартӑк ҫиленсе кайрӗ те кӗреҫипе хӑмсарчӗ. Салтак тӗлӗнсе каялла чакрӗ, пирӗн ҫине пӑхса илчӗ, чӗнмерӗ; унтан шӑппӑн, усаллӑн «юрӗ эппин!»— терӗ те тухса кайрӗ.

Вӗсем тавлашнӑ чух эпир шарламарӑмӑр, итлерӗмӗр. Анчах салтак кайсан пирӗн хушӑмӑрта вӑйлӑ калаҫу, шӑв-шав пуҫланчӗ. Такам пекаре кӑшкӑрчӗ:
— Начар ӗҫ хускатрӑн эсӗ, Павел, — терӗ.

— Ӗҫле айта! — терӗ пекарь хирӗҫ.

Эпир салтак хытӑ чӑрсӑрланнине сисрӗмӗр, Таньӑшӑн ку хӑрушӑ иккенне туйрӑмӑр. Ҫапах та самантран пурне те пире пӗр япала хӗрӳллӗн кӑтӑкласа кайрӗ: мӗн пулӗ? Салтака хирӗҫ тӑрса ҫӗнтерейӗ-ши Таня? — терӗмӗр хамӑра хамӑр. Пурте пекех шанчӑклӑн кӑшкӑрчӗҫ:

— Таня-и? Вӑл ҫӗнтерет. Ӑна ҫара алӑпах илеймӗн! — терӗҫ.

Пирӗн питрех те хамӑр пӗчӗк туррӑмӑрӑн хӑватне сӑнаса пӑхас килчӗ. Ҫине тӑрсах эпир туррӑмӑр тӗреклӗ иккенне, вӑл ҫак хирӗҫӳрен ҫӗнтерсе тухассине пӗрне-пӗри ӗнентере пуҫларӑмӑр. Юлашкинчен, пире салтака сахалтарах хавхалантарнӑ пек туйӑнчӗ: вӑл хӑй тупӑшнине мансах кайӗ, пирӗн ӑна лайӑхрах шӑртлантармаллаччӗ, тее пуҫларӑмӑр. Ҫав кунтан вара эпир темле урӑхла пӑркӑчлантӑмӑр, ҫӳҫенчӗк пурнӑҫпа пурӑнма пуҫларӑмӑр, — ун пек пурӑнса курманччӗ-ха. Эпир кунӗ-кунӗпе пӗр-пӗринпе тавлашма тытӑнтӑмӑр, темле пурте ӑслӑланнӑ пек пултӑмӑр, ытларах та авантарах калаҫа пуҫларӑмӑр. Темле шуйттана хирӗҫ вӑйӑ вылянӑ пекчӗ пире, пирӗн выляса ямалли япаламӑр Таня пек туйӑнатчӗ. Кулач ӑстисенчен «салтак Таньӑна йӗрле пуҫларӗ» тенине илтсен, пирӗн пурнӑҫ ҫав тери ҫӳҫенчӗк те ырӑ кӑсӑк пек туйӑнчӗ. Эпир ҫав тери хавхаланнине кура, хуҫа пирӗн ӗҫӗмӗр ҫумне кашни талӑкне вунтӑватшар пӑт чусталӑх ӳстерсе хунине те сисмен. Ӗҫлесе те ывӑнман пек пултӑмӑр эпир. Хӗре кашни ир темле тӳсейми тунсӑхпа кӗтеттӗмӗр. Хӑшпӗр чух вӑл пирӗн пата кӗрсен — ӗлӗкхи Таня пек мар, темле урӑхла пулассӑн туйӑнатчӗ.

Анчах эпир ӑна тавлашу пулни ҫинчен нимӗн та каламастӑмӑр. Хӑйӗнчен те нимӗн те тӗпчеместӗмӗр, ӗлӗкхи пекех ыррӑн савса йышӑнаттӑмӑр. Анчах ҫав савӑшура темле ҫӗнӗ, ют сисӗм пурччӗ. Пирӗн Таньӑна мӗн пулассине пӗлес килетчӗ, ҫав сисӗм пире сип-сивӗ ҫивӗч хурҫӑ ҫӗҫӗ пек касса каятчӗ…

— Тӑвансем! Паян срок! — терӗ пекарь пӗр ирхине ӗҫе тытӑнса.

Эпир ӑна, вӑл астутармасӑрах, аван пӗлеттӗмӗр; анчах ҫапах ҫӳҫенсе илтӗмӗр.

— Пӑхӑр ун ҫине… час килӗ! — тесе хушрӗ пӗҫерекен. Такам хӗрхенсе кӑшкӑрса ячӗ:
— Куҫпа ӑна-кӑна курайӑн-ши вара! — терӗ.

Каллех пирӗн хушӑмӑрта вӑйлӑ тавлашу, шӑв-шав пуҫланчӗ. Паян эпир хамӑран чи лайӑх япаламӑр мӗн таран таса иккенне пӗлетпӗр эппин, вӑл хӑй яхӑнне пылчӑк янипе яманнине куратпӑр. Ҫав ир эпир сасартӑк чӑнах та пысӑк вӑйӑ вылянине пуҫласа ӑнлантӑмӑр. Ҫак пирӗн туррӑмӑрӑн тасалӑхне сӑнани ӑна хӑйне пӗтерсе лартма пултарнине чухларӑмӑр, хӑйне хамӑртан тартассӑн туйӑнчӗ. Ҫав кунсенче салтак ҫине тӑрсах, пӗр хӑпмасӑр Таньӑна йӗрленине эпир пурте пӗлеттӗмӗр, анчах вӑл хӑй салтак ҫине епле пӑхни ҫинчен пӗри тӗ ыйтмастӑмӑр. Вӑл пирӗн пата кашни ир тӑтӑшах кӗлентӗр илме пыратчӗ, пӑхсассӑн — яланхи пекехчӗ. Срок ҫитнӗ кун та эпир часах ун сассине илтрӗмӗр:
— Арестантӑмсем! эпӗ килтӗм… — терӗ вӑл.

Эпир ӑна хыпалансах уҫса кӗртрӗмӗр; вӑл кӗрсен, ӗлӗкхи пек пулмарӑмӑр: сӑмах та чӗнмерӗмӗр. Ун ҫине шӑтарас пек пӑхса тӑраканскерсем, унпа мӗн калаҫмаллине те, унран мӗн ыйтмаллине те пӗлмерӗмӗр. Ун умӗнче эпир тӗттӗм, чӗмсӗр ушкӑнпа тӑтӑмӑр. Вӑл, хӑйне апла йышӑннӑран пулас, тӗлӗнчӗ пулмалла: эпир сасартӑк ун пичӗ-куҫӗ шуралса, пӑшӑрханса кайнине куртӑмӑр; вӑл темле пӗр вырӑнтах сӑтӑрӑнкаларӗ те пӑвӑннӑ сасӑпа шӑппӑн ыйтрӗ:
— Ма вара эсир… темӗнскерле? — терӗ.

— А эсӗ? — тесе хучӗ ӑна пекарь, куҫне ун ҫинчен илмесӗр, салхуллӑн.

— Мӗн эпӗ?

— Н-нимех те мар…

— Ну, парӑр часрах кӗлентӗр…

Ӗлӗк вӑл пире нихҫан та васкатмастчӗ…

— Ӗлкӗрен! — терӗ пекарь хускалмасӑр, куҫне ун пичӗ ҫинчен илмесӗр.

Вара хӗр сасартӑк ҫаврӑнчӗ те алӑкран тухса ҫухалчӗ. Пекарь, кӗреҫипе кӑмака патне сулӑнса, хуллен каларӗ:

— Пулнӑ — эппин!.. Ай, салтак та-мӗн! Ӑҫти-ҫук!.. Ирсӗр!.. — терӗ.

Эпир сурӑх кӗтӗвӗ пек, пӗрне пӗри тӗрткелесе, сӗтел патне пытӑмӑр, кӗрсе лартӑмӑр та кахаллӑн ӗҫле пуҫларӑмӑр. Часах пӗри хускатрӗ:

— Тен… темле-ха…

— Ну-ну! Калаҫ! — тесе ҫухӑрчӗ пекарь.

Эпир пурте вӑл ӑслӑ ҫын иккенне, пирӗнтен ӑслӑрах иккенне пӗлеттӗмӗр. Ун ҫиллес сасси салтак ҫӗнтернине пӗлтерчӗ пуль, терӗмӗр… Хурлантӑмӑр эпир, пӑшӑрхантӑмӑр…

Вуникӗ сехетре — кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче — салтак пычӗ. Вӑл яланхи пек тасаччӗ, шукӑльччӗ; яланхи пекех — пире тӳрех куҫран пӑхрӗ. Хамӑра пире ун ҫине пӑхма аван мар пек туйӑнчӗ.

— Ну, ырӑ ҫыннӑмсем, салтак маттурлӑхне кӑтартам-и эпӗ сире? — терӗ вӑл мӑнкӑмӑллӑн кулса. Эсир пӑлтӑра тухӑр та ҫурӑксенчен пӑхса тӑрӑр… ӑнлантӑр-и?

Эпир тухрӑмӑр та, пӗр-пӗрин ҫине купаланса, картишнелле тухакан пӑлтӑр стенин хӑми ҫурӑкӗсене сырӑнса илтӗмӗр… Эпир вӑрах кӗтмерӗмӗр… Часах картиш тӑрӑх, ирӗлнӗ юрпа пылчӑк лупашкисем урлӑ сике-сике, шухӑшлӑ пит-куҫлӑ Таня хӑвӑрт утса иртрӗ. Вӑл нӳхреп алӑкӗн хыҫне пытанчӗ. Унтан ҫавӑнтах — васкамасӑр, шӑхӑркаласа — салтак пычӗ. Аллисене вӑл кӗсйине чикнӗ, мӑйӑхӗ чӗтренкелесе илет…

Ҫумӑр ҫӑватчӗ. Эпир ҫумӑр тумламӗсем лупашкана ӳксе шыв кӳлленчӗкӗсене пӗркелентернине курса тӑратпӑр. Кун нӳрлӗччӗ — питӗ кичем кун. Пӳрт ҫийӗсем ҫинче юр выртатчӗ, ҫӗр ҫинче хуралнӑ тислӗк пӑнчисем курӑна пуҫланӑччӗ. Пӳртсем ҫинчи юр та таса мар, ӑна хӑмӑр пылчӑклӑ лӑймака сырса илнӗччӗ. Ҫумӑр ерипен ҫӑвать, салхуллӑн чӑшӑлтатать. Пире сивӗ, кӗтсе тӑма кӑмӑлсӑр.

Чи малтан нӳхреп ҫинчен салтак тухрӗ. Вӑл яланхи пекех — мӑйӑхне чӗтретсе, аллисене кӗсйине чиксе, картиш тӑрӑх ерипен утса кайрӗ.

Вара Таня та тухрӗ. Куҫӗсем унӑн… куҫӗсем унӑн хаваслӑн,телейлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, тутисем кулаҫҫӗ. Вӑл, тӗлӗкри пек, тайкаланса, тӗрексӗр утӑмсемпе утса тухрӗ…

Ҫакна курсан, эпир тӳсеймерӗмӗр. Пурте пӗр харӑс алӑк патне ыткӑнтӑмӑр. Унтан картишне сиксе тухрӑмӑр та — хыттӑн, хаяррӑн шӑхӑрса, кӑшкӑрса ятӑмӑр.

Вӑл, пире курсан, чӗтресе илчӗ; хӑй, ура айӗнчи пылчӑк ӑшне алтса лартнӑ пек, тӑп тӑчӗ. Эпир ӑна хупӑрласа илтӗмӗр те — усал кулӑпа, чи путсӗр сӑмахсем каласа вӑрҫса намӑслантарса пӗтертӗмӗр.

Ҫакна эпир хуллен, васкамасӑр турӑмӑр. Ӑна, хамӑрпа хупӑрланнӑскере, ниҫта та кайса кӗме пултарайманскере, мӗн чухлӗ мӑшкӑллас килнӗ — ҫавӑн чухлӗ мӑшкӑллама пултарасса пӗлетпӗр. Мӗскершӗнне пӗлместӗп, анчах эпир ӑна хӗнемерӗмӗр. Вӑл пирӗн хушӑмӑрта тӑрать те, эпир ятлаҫнине итлесе, унталла-кунталла пуҫне пӑркалать. Эпир ӑна хамӑр сӑмахсен пылчӑкӗпе, хамӑр сӑмахсен наркӑмӑшӗпе хытӑран хытӑ, вӑйлӑран вӑйлӑ сапса варалатпӑр.

Унӑн пичӗ тӗссӗрленсе кайрӗ. Кӑвак куҫӗсем — пӗр минут ҫеҫ маларах телейлӗн ҫиҫнӗ кӑвак куҫӗсем — чарӑлса, алчӑраса кайрӗҫ; кӑкӑрӗ йывӑррӑн сывла пуҫларӗ, тутисем чӗтреме тытӑнчӗҫ.

Эпир ӑна тавӑрмашкӑн ҫавӑрса илнӗ, мӗншӗн тесен, вӑл пире ҫаратрӗ. Вӑл пирӗнччӗ, эпир ун валли хамӑрӑн чи паха япаламӑра усраттӑмӑр, ӑна чи хаклӑ пурлӑхӑмӑра параттӑмӑр. Ҫак хаклӑ, паха япала ыйткалакансен тӗпренчӗкӗ пулин те — эпир ҫирӗм улттӑн, вӑл пӗччен. Ҫавӑнпа, ӑна эпир кӳнӗ асап епле йывӑр пулсан та, унӑн пирӗн умри айӑпӗ тата пысӑкрах! Ах, епле эпир ӑна хӑртса мӑшкӑлларӑмӑр!

Вӑл чӗнмест, пӗрмай пирӗн ҫинелле хӑйӗн ютшӑнакан куҫӗсемпе пӑхать, хӑй пӗтӗмпех сиксе чӗтрет.

Эпир култӑмӑр, ахӑлтатрӑмӑр, ҫухӑртӑмӑр… Пирӗн патӑмӑра таҫтан тата ҫынсем чупса пычӗҫ… Такам Таньӑна кӗпи ҫаннинчен туртрӗ…

Унӑн куҫӗсем сасартӑк ялкӑшса илчӗҫ. Вӑл васкамасӑр, аллисене ҫӗклесе, ҫӳҫне тӳрлетрӗ те хытӑ сасӑпа, анчах тӳлеккӗн, каларӗ:
— Эх, мӗскӗн арестантсем!.. — терӗ.

Вара вӑл тӳрех пирӗн ҫинелле утма пуҫларӗ, эпир ун ҫумӗнче пулман пекех, ун ҫулне пӳлмен пекех утса кайрӗ. Ҫавӑнпа пуль, чӑнах та, эпир пӗри те ун ҫулӗ ҫинче марччӗ.

Пирӗн хушӑмӑртан тухсан, вӑл — пирӗн еннелле пӑхмасӑр — хыттӑн, мӑнаҫлӑн, йӗрӗнчӗклӗн:
— Эх, ирсӗрсем… ҫӗлен-калтасем… — тесе хучӗ.

Вара кайрӗ. Тӳп-тӳрӗ, илемлӗ, мӑнкӑмӑллӑскер — кайрӗ.

Эпир картиш варринче, пылчӑк ҫинче, ҫумӑра, хӗвелсер хӑмӑр пӗлӗт айне тӑрса юлтӑмӑр…

Унтан эпир те ним чӗнмесӗр, хамӑрӑн нӳрлӗ чул шӑтӑка антӑмӑр. Ӗлӗкхи пекех — пирӗн чӳречесенчен нихҫан та хӗвел пӑхмарӗ, Таня та урӑх нихҫан та пымарӗ…

Сайт:

 

Статистика

...подробней