Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн икӗ ӗҫне те кӑмӑлӗ хушнипех турӗ темелле: палланӑ ҫынна выҫӑпа аптранӑ вӑхӑтра вӑл ҫӑкӑр парса ячӗ, ҫакна тумашкӑн ӑна кӑмӑлӗ хушрӗ темелле, пӑлхавҫа сутса влаҫсене юрайӑп та инкек-синкек пуласран ҫӑлӑнӑп терӗ.
II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ирӗксӗрех ӑна Какрин трактирӗ асне килчӗ, Левские ҫавӑнта сутса тыттарнӑччӗ.Ему невольно пришел на память Какринский постоялый двор, где предали Левского.
XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хальхинче ӑна, кофейньӑра ларса, хӑйӗн тӑшманне сутса вӗлерттерес тенӗ усал шухӑш пырса кӗчӗ.В кофейне ему на этот раз пришла в голову жестокая мысль погубить своего врага, предав его.
XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пуян хӗрарӑмсем хӑйсем валли ҫӗнӗ тумтир ҫӗлетеҫҫӗ, чухӑннисем, пасарта ҫӑм тавраш сутса, тӑварпа супӑнь илес укҫипе спектакль курма билет туянаҫҫӗ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Дамянчо Григоров мӑйӑр йывӑҫне аҫа ҫапни ҫинчен каласа пачӗ, ҫав йывӑҫ айӗнче ҫул ҫӳренсем ларнӑ пулнӑ та, йывӑҫне вут хыпса илнӗ, аллӑ сурӑх пӗтнӗ ҫавӑн чух, унӑн турӑ лашин хӳрине татса кайнӑ пулнӑ, кайран ҫав лашине ним хаксӑрах сутса янӑ иккен.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл завода мӗнле часрах сутса яма май тупасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ: унӑн акцийӗсем тупӑш та, кредит та пачах та тенӗ пекех паман, завод ӗҫне вара майласа яма та пулман; вӑл тӗрӗс, ӑслӑ шухӑш тытнӑ, ытти пысӑк акцисем тытса тӑракан ҫынсене те акцисене чиксе хунӑ укҫана завода сутса ярсан ҫеҫ ҫӑлма пулни ҫинчен ӑнлантарса панӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн сутса ямалли пир-авӑр-и, апат-ҫимӗҫ-и, атӑ-пушмак ҫӗлемелли тавар-и, — аванах пӗлместӗп, — питӗ нумай пулнӑ, вӑл вара, ватӑлнипе те, ӗҫӗсем яланах ӑнса пынипе те, хӑйне ҫынсем ытларах та ытларах хисеплеме пуҫланипе те ҫулсеренех ӳпремленсе, чӑркӑшланса килекенскер, пӗр кирлӗ ҫынпа хирӗҫсе кайнӑ, ытла хӗрсе кайнӑскер, ӑна ятласа пӗтернӗ те пӗр ырӑ мар ӗҫ сиксе тухнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Васкаса тата тӑрӑшса ӗҫленӗ пирки тавар сутса тӑвакан укҫапа пӗтӗм тупӑш пӗрре пиллӗкмӗш пай чухлӗ ӳсет; 166 т. 67 пусран пиллӗкмӗш пайне — 33 т. 33 пус илӗпӗр — ҫапла вара тата 33 т. 33 п.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӑмахран, тавар сутса тунӑ укҫа ҫак пайсене ҫакӑн чухлӗшер каять тейӗпӗр: ӗҫлекенсене шалу тӳлеме — ҫурри, ытти тӑкаксене саплама — тӑваттӑмӗш пайӗ; тепӗр тӑваттӑмӗш пайӗ — услам.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйсене хӑйсем: ирӗкре пурӑнатпӑр, тесе йӑпатакан хӗрарӑмсем пулнӑ вӗсем, анчах вӗсем хӑйсен чиперлӗхне сутса пурӑннӑ, вӗсем хӑйсен ирӗклӗхне сутнӑ.
2 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кайран эпир вӑл хӑйӗн поместьине кайнине, хӑйӗн аллинче юлнӑ ҫӗрне сутса пӗр 35 пин тенке яхӑн илнине пӗлтӗмӗр, унтан вӑл Хусана тата Мускава кӗрсе тухнӑ, вӗренсе пӗтерччӗр тесе, хӑйӗн ҫичӗ стипендиатне 5 пин тенке яхӑн валеҫсе панӑ, ҫакӑнсӑр пуҫне эпир урӑх нимӗн те пӗлместпӗр.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов, сых ятне мӗн пурӗ те 160 тенкӗ ҫеҫ пулнине кура, хӑйӗн тусӗпе канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем Верочкӑпа иккӗш халех хуҫалӑх пуҫласа яма, сӗтел-пуканпа савӑт-сапа илесси ҫинчен калаҫма кирлӗ мар тесе шутларӗҫ; ҫавӑнпа вӗсем виҫӗ пӳлӗм илчӗҫ, пукансене, савӑт-сапана тата сӗтеле те мещен хуҫасенченех илчӗҫ: старикки хӑйӗн кунӗсене Вӑтам проспектра 1-мӗшпе 2-мӗш линисем хушшинче хӳме ҫумӗнче тӳмесем, хӑюсем, булавкӑсем , т. ыт. вак-тӗвек сутса ирттернӗ, каҫпа вӑл хӑйӗн карчӑкӗпе калаҫнӑ, карчӑкӗ хӑйӗн кунӗсене тӗрлӗрен ҫӗршер-пиншер ҫӗтӗк-ҫурӑк сапласа ирттернӗ, вӑл ҫӗтӗк-ҫурӑка ун патне пасартан ытамӗ-ытамӗпе йӑта-йӑта пынӑ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Эсир аннӗр хӗсӗрленинчен хӑтӑлатӑр, сире сутса яма пултараҫҫӗ, вӑл усал мар, айвантарах кӑна, айван та усал мар упӑшка ҫирӗп кӑмӑллӑ та ӑслӑ хӗрарӑмшӑн кирек мӗнле упӑшкаран та лайӑхрах.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сутса ярӑр вӗсене!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Икӗ ватӑ вӑкӑрна сутса яр, ҫука юлмӑр, ҫӑва патне каймӑр!Продай пару старых быков, не обнищаете, черт вас не возьмет!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Мана эсӗ кун пек харсӑр ухмах пулни мар, — ун пеккисем пӗр-пӗр вак-тӗвекпех лекеҫҫӗ, ГПУри допросра вара, ыттисене те сутса ярса, пӗтӗм ӗҫе пӗтерсе хума пултараҫҫӗ, — примерлӑ колхозник пулни кирлӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӳссен эпӗ те пельмен сутатӑп, сутса нумай-нумай укҫа пухатӑп та веҫех сана паратӑп».Я вырасту и тоже стану торговать пельменями, заработаю много-много монет и все отдам тебе.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Унӑн тирне Щукарь хӑй тусӗ Локатеевпа сутса ӗҫсе янӑ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑйӗн пӗртен-пӗр хаклӑ япалине — ункӑсемлӗ, уявра ҫакакан кӗмӗл алкисене, кашниех ылттӑн ҫӑлтӑрлӑскерсене — виҫӗ драхмӑлла та пӗр динарилле сутса янӑ вӑл унта.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Икӗ кун хушшинче кооператив лавкки складра ҫулталӑк ҫурӑ выртнӑ икҫӗр пӑта яхӑн тӑвара сутса пӗтерчӗ.За два дня кооперативный ларек распродал около двухсот пудов соли, полтора года лежавшей на складе.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959