Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сутса (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑх сутса та усӑ курма тӑрӑшать шкул.

Помоги переводом

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ытлашшине вара сутса шкул валли укҫа тӑваҫҫӗ, выльӑх валли фуражпа улӑштараҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Пасарта сутса тунӑ укҫапа яланах тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем туянать.

Вырученными на базаре деньгами от продаж всегда покупает разноцветные ленточки.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Тавар сутса укҫа тӑваймастӑп, анчах ҫак вырӑн маншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Помоги переводом

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Чӑвашла ҫырнӑ кӗнекене сутса укҫана каялла тавӑраймастӑп.

Торговля чувашскими книгами не дает дохода.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Билетсене сутса пухнӑ укҫана веҫех ача-пӑча фондне куҫараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр чӑмӑрне ачасене парнелер // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Билетсем сутса пухӑннӑ укҫан пысӑк пайне шӑпах ырӑ тӗллеве пурнӑҫлама ячӗҫ те, сцена ҫинчех Хусанти пулӑшу кӗтекен социаллӑ учрежденисене – илтмен тата япӑх илтекен ачасен 6№ шкул-интернатне, тӑлӑх ачасен 11№ шкул-интернатне, «Апрель» реабилитаци центрне, «Гаврош» социаллӑ приюта, Муковисцитозпа чирлӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗсен ассоциацине, тӑлӑх тата йывӑр чирсемпе асапланакан ачасене валеҫсе пачӗҫ.

Помоги переводом

Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Нумаях пулмасть самӑртса ҫитернӗ виҫӗ вӑкӑр сутса тупӑш илнӗ.

Помоги переводом

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Кӑҫал вӑрманта кӑтра кӑмпа нумай пулнӑран ӑна сутса та тупӑш илнӗ.

Из-за того, что в этом году в лесу было много сморчков, можно было получать прибыль.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Кивҫенӗсене татма тӑмсай Шуркка хулари чип-чипер хваттерне сутса ячӗ.

Чтобы расплатиться долгами Шура продал в городе хорошенькую квартиру.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ара, эпӗ ир-ирех ҫитсе тӑратӑп та пуринчен малтан сутса пӗтеретӗп те.

Да, я рано утром прихожу и раньше всех распродаю.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Унччен малтан пурӑннӑ «малосемейкӑна» сутса панель ҫуртри пӗрремӗш хутра (пӗрремӗш тата юлашки хутри хваттерсем йӳнӗрех) виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянчӗ-ха.

Помоги переводом

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Тӗп ӗҫӗнче тӑрмашнисӗр пуҫне ялти пахчара туса илнӗ ҫимӗҫӗн пӗр пайне пасарта сутса кӑштах хушма кӗмӗл тӑвать.

Помоги переводом

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Общество аукционра ҫӗнтернӗ, укҫа тӳленӗ хыҫҫӑн унӑн объектне саккуна пӑсса сутса янӑ.

Помоги переводом

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӗсене харпӑрлӑха илнисенчен пӗр пайне сутса янӑ.

Помоги переводом

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кайран ӑна ыттисене усӑ курма парать е хаклӑрахпа сутса пуйма хӑтланать.

Помоги переводом

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

4. Вӗренекенӗсенчен пӗри, Симон ывӑлӗ Иуда Искариот, Иисуса тытса пама хатӗрленекенӗ, ҫавӑн чухне каланӑ: 5. мӗншӗн-ха ку мирӑна сутса виҫҫӗр динари илес мар, укҫине кӗлмӗҫсене салатса парас мар? тенӗ.

4. Тогда один из учеников Его, Иуда Симонов Искариот, который хотел предать Его, сказал: 5. Для чего бы не продать это миро за триста динариев и не раздать нищим?

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫакна сутса тӑнисем, ҫав арӑм урлӑ пуйса пурӑннисем вӑл мӗнле асапланнине аякран сехӗрленсе пӑхса тӑрӗҫ, кӑшкӑрса та ӗсӗклесе йӗрӗҫ: 16. «аслӑ хула, сана хуйхӑ ҫитрӗ! виссон та хӗрхӗлтӗм, хӗрлӗ тум тӑхӑннӑскер, ылтӑнпа, хаклӑ чулпа, ахах-ӗнчӗпе капӑрланнӑскер!

15. Торговавшие всем сим, обогатившиеся от нее, станут вдали от страха мучений ее, плача и рыдая 16. и говоря: горе, горе тебе, великий город, одетый в виссон и порфиру и багряницу, украшенный золотом и камнями драгоценными и жемчугом,

Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Фиатир хулинчен пынӑ Лидия ятлӑ пӗр арӑм итлесе тӑчӗ; вӑл Турра хисеплекенскерччӗ, хӗрхӗлтӗм пир сутса пурӑнатчӗ; Ҫӳлхуҫа, унӑн чӗрине уҫса, Павел мӗн каланине ӑнланмалла турӗ.

14. И одна женщина из города Фиатир, именем Лидия, торговавшая багряницею, чтущая Бога, слушала; и Господь отверз сердце ее внимать тому, что говорил Павел.

Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Кӗвӗҫсе, патриархсем Иосифа Египета сутса янӑ; анчах Турӑ унпа пӗрле пулнӑ, 10. ӑна мӗнпур хӗн-хурлӑхӗнчен хӑтарнӑ, ӑна пысӑк ӑс панӑ, уншӑн Египет патшийӗн, фараонӑн, кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ.

9. Патриархи, по зависти, продали Иосифа в Египет; но Бог был с ним, 10. и избавил его от всех скорбей его, и даровал мудрость ему и благоволение царя Египетского фараона,

Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней