Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл курпун сӑмсаллӑ ватӑ кайӑк евӗрлӗ пулса кайнӑ, питҫӑмартисем путса кӗнӗ унӑн, ӗлӗкрех пӗтӗм пит-куҫне ҫутатса тӑракан ылтӑн шӑлӗсем те тӗксӗмленнӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑлтавӗ паллӑ ӗнтӗ, вӑл та Валька пекех пулчӗ, анчах та ватӑрах Валька пек: вӑл пысӑк сӑмсаллӑ, пысӑк куҫлӑхлӑ; ҫине вӑрӑм кӗрӗк, пуҫне каракуль ҫӗлӗк тӑхӑннӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Катя каларӗ: «Вӑл Урия Гип пек кӑна та мар, пысӑк куҫлӑ, кукӑр сӑмсаллӑ тӑмана пек те», терӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манран инҫе мар, карлӑк ҫине тайӑнса, пӗр ача тӑрать, вӑл яштака пӳ-силлӗ, тем-хура ҫӳҫлӗ, ҫинҫе те курпунтарах сӑмсаллӑ, вӑрӑм куҫхаршийӗсем сӑмси тӗлӗнче кӗҫех пӗрлешсе каяйман.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чӑннипе илсен, вӑл ман хӑраххӑм пулнӑ: каҫӑр сӑмсаллӑ, лутра.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫакӑ каҫӑр сӑмсаллӑ пите, харшисӗр салху куҫсене, путӑклӑ янаха эпӗ, мӗн каласан та, тахҫан таҫта курнах темелле.Я где-то видела эту курносую физиономию, эти печальные безбровые глаза, подбородок с ямкой.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗри — каҫӑр сӑмсаллӑ, теприн — куҫӗсем пӗчӗк, ку вара ытла мӑнтӑркка.Вот эта совсем курносая, а у этой вон какие маленькие глаза, а эта ужасно какая толстуха.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫамки ҫинчи ҫивӗт ҫеҫ, леш каҫӑр сӑмсаллӑ Катерина Ивановнӑн ҫӳҫӗ пек, ункӑн-ункӑн пулса тухрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Минька, ылтӑн сӑмсаллӑ кепка, кӑвак курточка — вӑл халӗ самаях кивелнӗ ӗнтӗ — тӑхӑннӑскер, яланхи пекех пусма картлашки ҫинчен пассажирсем ҫине мӑнаҫлӑн та тирпейсӗр пӑхса тӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗвӗ ҫӳллӗ, пит-куҫӗ тӗксӗмрех, ҫӳҫӗ хура, тинкерсе пӑхакан хура куҫлӑ, пысӑк та, ҫапах чипер сӑмсаллӑ, ун нацийӗн уйрӑмлӑхӗ, — тути ҫинче ӗмӗр палӑрса тӑракан салху та сивӗ кӳлли, — ҫаксем пурте ӑна ӑраскал хӑйне юлташлӑха панӑ ҫынсене хӑйӗн шухӑшӗсемпе хӑй мӗн юратнисене каласа кӑтартма пултарайман ҫын пек палӑртаҫҫӗ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ватӑ та ҫӑра туратлӑ ҫӳҫе йывӑҫҫисен хӳттинче вӑл сивӗрех лапкӑм пек йӑлтӑртатса тӑнӑ; шыв хупаххисем хушшипе ҫул уҫса, хӑйсем ҫине шыв сирпӗте-сирпӗте ҫӑвӑнса, унта хӗрле сӑмсаллӑ шап-шурӑ икӗ хур ярӑнса ҫӳренӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Капустин каллех чӗлӗмне тултарса чӗртсе ячӗ те, каллех унӑн мӑн сӑмсаллӑ сарлака сӑнӗ хушшӑн-хушшӑн ҫутӑла-ҫутӑла илме пуҫларӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Капустин чӗлӗмӗнчи кӑвар пӗрре ҫутӑлчӗ, тепре сӳнчӗ, Алексей кашнинчех хӑй умӗнче мӑн сӑмсаллӑ, ӑслӑ та витӗрех куракан куҫлӑ, сарлака сӑна курчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хаклӑ та мар-и? — ыйтрӗ шӑртпа витӗннӗ питлӗ, кӑвак сӑмсаллӑ этем, портсигар патнелле хӑйӗн типшӗм, чӗтрекен аллине тӑсса.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак хушӑра Алексей унӑн тӑрӑхларах, вӑрӑм сӑмсаллӑ, сухалне тӗплӗн хырса тасатнӑ, лаптакрах ҫамкаллӑ, кукша пуҫлӑ сӑн-питне курайми пулса ҫитрӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун ҫинче ҫӳхерех сӑн-питлӗ, хитре, кӑшт курпунтарах сӑмсаллӑ, пӗчӗк уссиллӗ, тӑп-тӑп туталлӑ ҫамрӑк йӗкӗт пӑхса ларнӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Камах вара вӑтам пӳллӗ мар, камах сарӑ ҫӳҫлӗ те тӳрӗ сӑмсаллӑ тата хӑмӑр куҫлӑ мар!Да кто ж не среднего роста, у кого не русые волосы, не прямой нос да не карие глаза!
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Ҫуркунне! — терӗ Мересьев, аманнӑ йываҫ вуллинчен ҫӗр ҫине хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса юхакан таса сӗткен шывӗ ҫине тата каҫӑр сӑмсаллӑ, пысӑк шинель тӑхӑннӑ «Метеорологи сержанчӗ» ҫине пӑхса; вӑл унӑн ятне те пӗлмен.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ вӑл, сывлӑшри ҫапӑҫура ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вӗҫме хӑнӑхнӑскер, тӗлӗнсе кӑна сӑнать: сывлӑшри ҫапӑҫу, ҫӗр ҫинчен пӑхнӑ чух, питӗ вӑраххӑн та пӗрре те хӑрушӑ мар пек курӑнать, пуклак сӑмсаллӑ «ишачоксем» хуллен кӑна вӗҫеҫҫӗ, вӗсен пулемёчӗсен аслати пек сасси кунта кӑшт ҫеҫ илтӗнет, — вӑл темӗнле килти сасса: ҫӗвӗ машини сассине е хуллен ҫурӑлакан коленкор ҫатӑртатнине кӑна аса илтерет.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑсатма пухӑннӑ ҫынсем алӑ сула пуҫларӗҫ; мӑн сӑмсаллӑ пӗчӗкҫеҫ карчӑк, кӑвак тутӑр ҫыхнӑ пирки ҫиллес ҫӑхан пекрех курӑнаканскер, пропеллер ҫил кӑларса кӗрлеме пуҫласан, кабинӑра ларакан Дегтяренко патне хӑра-хӑрах пычӗ те ӑна тутӑрпа чӗркенӗ чӑх ашӗ тыттарчӗ; Михайла мучи хӗрарӑмсем ҫине кӑшкӑркаласа, пӗчӗк ачасене хӑваласа машина тавра чупкаларӗ, ҫил ун картузне хывса ывӑтрӗ те пӑр ҫийӗн кустарса кайрӗ, вара вӑл ҫара пуҫӑнах хӑйӗн кукшине йӑлкӑштарса тӑчӗ, унӑн сайра кӑвак ҫӳҫ пайӑркисем ҫилпе хуллен вӗлкӗшрӗҫ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950