Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 18 сыпӑк

Раздел: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Пӗрремӗш кӗнеке. Манӑн Устя

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Источник: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Добавлен: 2019.09.02 12:00

Предложений: 67; Слово: 732

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

1939 ҫул, июлӗн 23-мӗшӗ

«Киров» пароход малтан Махачкалапа Бакуна кӗрсе тухмалла, унтан Красноводска курс тытмалла.

Эпе Георгий пичче патне хӑнана, Туркмени ҫӗршывне, кайма тухнӑ. Мана вӑл тахҫантанпах чӗнетчӗ, ҫул ҫине валли укҫа та куҫарчӗ, вара аттепе анне, хуйхӑ хыҫҫӑн пӑртак уҫӑлса ҫӳретӗр тесе, мана пӗр ҫул юлташӗ тупса тухса кайма ирӗк пачӗҫ. Юлташ манпа Астрахане ҫити пычӗ, унтан мана малалла кайма пароход ҫине ӑсатса ячӗ. Кун питӗ шӑрӑх, тинӗс шывӗ сип-симӗс йӑлтӑртатать, вӗҫӗ-хӗррисӗр хумсем витӗр курӑнакан цукатран чутласа тунӑ пек. Эпир Астраханьтен ултӑ сехетре каҫхине тухрӑмӑр. Типӗ ҫыран уярӗ нӳрлӗ шӑрӑхпа улшӑнчӗ, пассажирсем сулхӑн шыраса, трюма ана-ана ларчӗҫ, эпӗ ҫиелти палуба ҫинче, аякка тӑрса юлакан сарӑ ҫырансене, Каспийӗн канӑҫлӑ симӗс анлӑхне пӑхса пыратӑп.

Манран инҫе мар, карлӑк ҫине тайӑнса, пӗр ача тӑрать, вӑл яштака пӳ-силлӗ, тем-хура ҫӳҫлӗ, ҫинҫе те курпунтарах сӑмсаллӑ, вӑрӑм куҫхаршийӗсем сӑмси тӗлӗнче кӗҫех пӗрлешсе каяйман. Ача ман ҫине куҫ илмесӗр пӑхать. Вӑл хӗрлӗ галстук ҫакнӑ, темӗнле значок тирнӗ, ҫийӗнче шурӑ блуза, пилӗкӗнче ҫинҫе пиҫиххи; урисенче ун парусинӑран ҫӗленӗ атӑ. Ача хӑйӗн аттисене питӗ хисеплет пулас: карлӑкран ӳкекен мӗлке хупӑрласран урисене куҫарсах тӑрать. Мана пӗччен пымашкӑн кичем, эпӗ ҫак илемлӗ ача ҫине хирӗҫ пӑхса кӑмӑллӑн култӑм. Вӑл каҫсах кайрӗ, хӑйӗн савӑнӑҫне пытарасшӑн пулмарӗ. Унӑн вӑтанкаларӑшӗ те ман кӑмӑла кайрӗ.

— Каҫару ыйтатпӑр, тархасшӑн, пӗлес килет. Кинора пӗр картина куртӑм, — «Хаяр мужик» ятлӑ. Тархасшӑн, кала, партизанка Устя эс пулмастӑн-н?

— Эпӗ.

— Пит камӑллӑ, тархасшӑн… Хам куҫпалах пӑхрӑм. Калаҫма юрать-и?

— Юрамасӑр.

— Атя иккӗн лайӑх тус пулар. Яту сан мӗнле? Ман — Амед Юсташев, Мана Мускава выставкӑна ячӗҫ.

Вӑл пиҫиххи айӗнчи кӗпе хутламӗсене хыҫалалла тӳрлетсе пуҫтарчӗ.

— Ахалтекинецсене эп пӑртак вӗрентетӗп, эпир ҫӳрететпӗр вӗсене. Ӑнланатӑн-и? Худай-Берген, астӑван пуль Мускава утпа кайрӗ, ман пичи вӑл. Эсӗ те ута юрататӑн иккен, эп кинора пӑхрӑм: эс лайӑх ҫӳрен, сана ут итлет…

Эпӗ хӗрелсе кайрӑм. Вӑл мана чӑнласах та ҫав картина ҫинчи пек ӗрӗхтерсе ҫӳреме пултарать тет, пулас.

Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах, эпир калаҫса кайрӑмӑр. Вал ман пиччене те лайӑх пӗлет иккен, Георгий вӗсенчен инҫе мар пурӑнать.

Тепӗр ҫур сехетрен эпир тӗрлӗрен плансем те тума пуҫларӑмӑр: мӗнле пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑну тытасси аякри сӑртсем тӑрӑх юланутпа юртасси, тӗлӗнтерсе яракан ту ӑвӑрӗсӗне курса ҫӳресси тата ытти те, тата ытти те — темӗн ҫинчен те шухӑшласа хутӑмӑр.

— Пӗлетӗн-и эс, ак мӗн калам сана, — терӗ вӑл сасартӑк чунтан-чӗререн — эсӗ киноринчен пин хут лайӑх, чӑн сӑмах парӑтӑп сана.

— Сӑмах май каласан, картинӑра лашапа ҫурекенни яланах эпӗ мар
вӑл.
Хӑш-пӗр тӗлте унта урӑххи, циркран чӗнтерни, ман вырӑна ҫӳрет. Юрлаканни те эпӗ мар. Ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ ӑна кинора.

Амед пур ҫав-ҫавах, паҫӑрхи пекех, ман ҫине ӗненӳллӗ савӑнӑҫпа пӑхать.

Пӑртак тӑхтасан, вӑл манран:
— Шкултан тухсан, малалла ӑҫта каян? Артисткӑна-и? — тесе ыйтрӗ.

— Ҫук, — терӗм эп ҫирӗппӗн. — Ҫук, — терӗм тепӗр хут, хальхинче юриех хамшӑн, хама илттерес тесе. — Эпӗ, мӗн пулсан та, астронома вӗренетӗп.

— Хӗвеле, ҫӑлтӑрсене вӗренетӗн апла! — темшӗн хӗпӗртесе кайрӗ Амед.

Ӗнтӗ эпир тинӗселле чылай инҫе кӗтӗмӗр. Тӗттӗм пулса килет. Ҫынсем тахҫанах ҫухалчӗҫ. Анчах пӗр сылтӑмра, пӗр сулахайра ҫул кӑтартакан паллӑсем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫак вӑл пӑртак кӳрентерет те, мӗншӗн тесен, тинӗс чӑн-чӑн мар пек туйӑнать. Анчах тӗттӗмлӗх пире талккӑшпех хуплама пуҫласан, кӑмӑл урӑхланчӗ, кунта та такам, тинӗс пушлӑхӗнче, пирӗн пек ҫула тухнисемшӗн тӑрӑшать иккен теес килчӗ — фарватера палӑртса, бакенсем, маяксем, паллӑсем лартса тухнӑ. Ҫак паллӑсене лартакансем пиртен аякра, анчах вӗсен ӗҫӗ, тӑрӑшни пирӗнпе пӗрле, пире аслӑ ҫулта упраса пыраҫҫӗ.

Эпӗ каллех Расщепее аса илтӗм — вӑл ҫук, анчах аслӑ чухлӗ ҫутӑ маяк хӑварӗ вӑл ман пурнӑҫӑмра: суя вырӑнсене, хӑрушӑ тӗлсене, ӑшӑхлӑхсене хӑйӗн ҫуттипе ҫутатса парӗ. Ҫук, тинӗс те, пурнӑҫ та манӑн тавра пушӑ мар. Сулахай енчи борт ҫинче хӗрлӗ ҫул хунарӗ ҫутӑлчӗ, вара, ӑна хирӗҫ ответ панӑ пек, тӗттӗмленсех те ҫитеймен пӗлӗтре, шӑп горизонт тӗлӗнче, малтан йӑваш, кайран — вӑйлӑрах та пикенерех пӗр хӗп-хӗрлӗ ҫӑлтӑр йӑмӑхма тапратрӗ. Вал, пысӑкскер, хӗрсе кайнӑскер, пӗлӗтре пӗр-пӗчченскер, пароход хыҫӗнчен ним юлмасӑр пырать, вӑл та пирӗнпе пӗрле маншӑн ыран ирхине халиччен курман ҫӗнӗ ҫыран тухас ҫӗрелле пырасшӑн темелле. Вара, ҫакӑ хамӑртан юлман хӗрлӗ ҫӑлтӑра пӑхса пынӑ май, эпӗ аса илех кайрӑм…

— Амед! — кӑшкӑрса ятӑм эп, ӑна ҫанӑран тытса. — Амед, часрах!.. Паян миҫемӗш число?

— Час шутлӑпӑр, — савӑнӑҫлӑн ответ пачӗ Амед. — Вун ҫиччӗмӗш число — кинора пулнӑ, вун саккӑрмӗш число — Зоологическине кайнӑ, вун тӑххӑрмӗш — билет илнӗ, ҫирӗммӗш — Мускаврах пулнӑ-ха, цирк курнӑ, ҫирӗм пӗрремӗш — поездра пынӑ, ҫирӗм иккӗмӗш — каллех поездра, паянхи число — ҫирӗм виҫҫӗмӗш номер пулать.

Апла пулсан, вӑл кун июлӗн 23-мӗшӗ — Марсӑн аслӑ хирӗҫтӑру кунӗ пулнӑ.

Шӑп ҫав кун, кайран эпӗ ӑна пӗр журналӑн наука пайӗнче вуласа пӑхнӑччӗ, пирен астрономсем Марсӑн атмосферинче хлорофилл паллисем тупнӑ, ку вӑл, хлорофилл, питӗ кирлӗ япала, унсӑрӑн курӑк та хунамасть. Ун пек пулсан, Марс ҫинче те пурнӑҫ пур иккен.

Сайт:

 

Статистика

...подробней