Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 13 сыпӑк

Раздел: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Источник: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Добавлен: 2019.08.08 19:35

Предложений: 218; Слово: 3011

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Иртерехех ҫулла пулса тӑчӗ. Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна вӑл чӑн малтан ҫав тополь туратти ҫинченех пӑхрӗ, — турат ҫинчи ҫулҫӑсем халӗ хытса, йӑлтӑртатакан пулса ҫитрӗҫ. Вӗсем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнӑ пек кӑштӑртатрӗҫ, каҫалапа вара урамран вӗҫсе хӑпаракан тусанпа витӗнсе тӗксӗмленчӗҫ. Турат ҫинчи хитре алкасем тахҫанах ӗнтӗ йӑлтӑртатакан шӑрҫасем пулса тачӗҫ, халӗ вӗсем ҫурӑлчӗҫ те, вӗсен ӑшӗнчен ҫемҫе мамӑк вӗҫме пуҫларӗ. Кӑнтӑрла, чи шӑрӑх вӑхӑтра, ҫав тополӗн ӑшӑ мамӑкӗ Мускав тӑрӑх вӗҫсе ҫӳрерӗ, вӑл палатӑн уҫӑ чӳречисенчен вӗҫсе кӗчӗ, урайӗнче, кӗтессенче пухӑнса выртрӗ.

Ҫуллахи пӗр сулхӑнрах, ҫутӑ ирхине Клавдия Михайловна палатӑна ҫинҫе кантрасемпе ҫыхкаланӑ тимӗр куҫлӑхлӑ ватӑрах ҫынна илсе пычӗ. Ун ҫине тӑхӑнтартнӑ ҫӗнӗ, ытлашшипех крахмалланӑ халат та унӑн ӗлӗкхи мастеровой сӑнне улӑштарман. Вӑл шурӑ кипкепе чӗркенӗ темле япала илсе кӗчӗ те, ӑна Мересьев койки патне урайне хурса, ҫыхнӑ тӗвӗсене асӑрханса, фокусник пек мехеллӗн салтма тытӑнчӗ. Унӑн аллисем айӗнче сӑран нӑтӑртатрӗ, палатӑра тир-сӑран тумалли имҫамсен йӳҫӗрех шӑрши сарӑлчӗ.

Старик илсе пынӑ ҫыхӑра вӗр-ҫӗнӗ, сарӑ, нӑтӑртатакан икӗ протез пулнӑ иккен. Вӗсене питӗ ӑстан, шайласа илнӗ виҫепе тунӑ. Вӗсем ҫине ҫӗнӗ сарӑ пушмаксем тӑхӑнтартнӑ. Пушмакӗсем ҫав тери виҫеллӗ, хитре пулнӑ та, вӗсене протезсем ҫине мар, чӗрӗ урасем ҫине тӑхӑнтартнӑ пекех туйӑннӑ.

— Калуш тӑхӑнсан, хуть те венчете кай, — терӗ мастер, хӑйӗн аллисемпе тунӑ япаласем ҫине мӑнкӑмӑллӑн, куҫлӑх ҫийӗн пӑхса. — Василий Васильевич хӑй хушрӗ мана: эсӗ, Зуев, чӑн-чӑн урасенчен те лайӑхрах протез туса пар, терӗ. Ну, Зуев турӗ вара — акӑ вӗсем, тархасшӑн. Патша тӑхӑнса ҫӳремелли протезсем пулчӗҫ!

Хӑйне валли тунӑ искусственнӑй урасене курсан, Мересьевӑн чӗри салхуллӑн пӑчӑртанса илчӗ, темле сивӗнсе кайрӗ, анчах та протезсене часрах тӑхӑнса тӗрӗслесе пӑхас, хӑй тӗллӗн утса пӑхас килни ытти пур туйӑмсене те ҫӗнтерчӗ.

Вӑл хӑйӗн татӑк урисене одеял айӗнчен кӑларчӗ те, старике протезсене часрах виҫсе пӑхма васкатрӗ. Анчах ватӑ протезиста, хӑй каланӑ тӑрӑх, революцичченех юланутпа ӑмӑртса чупнӑ чух ӳксе урине хуҫнӑ «пысӑк князь» валли протезсем тунӑ ҫынна, Мересьев ҫакӑн пек васкани килӗшмерӗ. Вӑл хӑй тунӑ япала пирки мӑнкӑмӑлланнӑ, ҫавӑнпа та ӑна аманнӑ ҫынна панӑ чух, хӑйӗн кӑмӑле киленнине ытларах тӑсас шутпа васкамарӗ.

Вӑл протеза ҫаннипе шӑлса илчӗ, сӑран ҫинчи темле хура пӑнчӑна чӗрнипе хӑйпӑтса пӑрахрӗ, ҫав вырӑн ҫине пӗр хушӑ сывласа тӑрса, ӑна юр пек шурӑ халат аркипе шӑлса илчӗ, унтан протезсене урайне лартрӗ, кипке татӑкне васкамасӑр чӗркесе кӗсйине чиксе хучӗ.

— Ну, мучи, тавай, тӑхӑнтарсам ӗнтӗ! — васкатрӗ Мересьев, кровать ҫинче урисемпе сулкаласа ларса.

Халӗ вӑл хӑйӗн татӑк, ҫара урисем ҫине ют ҫын куҫӗсемпе пӑхрӗ те, — вӗсем ӑна кӑмӑла кайрӗҫ. Вӗсем ҫирӗп, вӑйлӑ шӑнӑрлӑ пулнӑ. Ирӗксӗрех хускалмасӑр пурӑнсан, мускулсем вырӑнне ҫу кӑна пулать, анчах Алексейӑн урисем ҫинчи тӗксӗмрех ӳт айӗнче мускулсемпе шӑнӑрсем ярӑм-ярӑмӑн палӑрса тӑнӑ, вӗсем татӑк урасем пек мар, нумай тата хӑвӑрт ҫӳрекен ҫынӑн лайӑх урисем пекех курӑннӑ.

— Мӗн тавай, мӗн тавай?.. Час пулать те, лайӑх пулмасть вӑл, — мӑкӑртатрӗ старик. — Мана Василий Васильевич ҫапла каларӗ: ҫак протезсене туса чапа тух, лейтенант вӗсене тӑхӑнса урасӑрах вӗҫме хатӗрленет, тет. А мана мӗн? Эп хатӗр, тархасшӑн, тунӑ та панӑ. Кун пек протезсемпе утса ҫӳреме мар — лисапетпа (велосипедпа) ярӑнса ҫӳреме, барышньӑсемпе полька-бабочка ташлама пулать… Чаплӑ япала!

Вӑл Алексейӑн сылтӑм татӑк урине протезӑн ҫӑмлӑ та ҫемҫе шӑтӑкне чикрӗ те, урана ҫирӗплетмелли чӗнсемпе яваласа туртса лартрӗ. Унтан кӑшт аяккарах кайса тӑрса, хӑйӗн ӗҫӗ ҫине тулли кӑмӑлпа пӑхрӗ, чӗлхипе чаклаттарса илчӗ.

— Лайӑх япала!.. Кансӗр мар-и? Ҫапла ҫав, Зуевран лайӑх мастер пӗтӗм Мускавӗпе те тупаймастӑн. Зуев аллисем ылтӑн унӑн.

Вӑл йӑпӑр-япӑрах иккӗмӗш протеза тӑхӑнтарчӗ те, чӗнӗсене ҫыхса лартма ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрменех Мересьев сасартӑк пӗтӗм кӗлеткине хытарса, хӑвӑрттӑн, кровать ҫинчен урайне сиксе анчӗ. Протезсем урайне ҫапӑнса шаклатни илтӗнчӗ, Мересьев урисем ыратнипе кӑшкӑрса ячӗ те ҫавӑнтах, кровать патнех, йывӑррӑн тӑсӑлса ӳкрӗ.

Тӗлӗнсе кайнипе ватӑ мастерӑн куҫлӑхӗ ҫамки ҫинелле хӑпарса кайрӗ. Хӑйӗн заказчикӗ ҫакӑн пек васкасса вӑл пачах та кӗтмен. Мересьев урайӗнче ним тума пултараймасӑр, ӑнран тухса кайнӑ пек пушмаксем ӑшне чикнӗ искусственнӑй урисене сарса пӑрахса выртрӗ. Унӑн куҫӗсем вӑл иккӗленнине, кӳреннине, хӑранине палӑртнӑ. Неушлӗ улталантӑм пулӗ? — шухӑшларӗ вӑл.

Аллисене хире-хирӗҫ ҫапса илсе, Клавдия Михайловна ун патнелле ыткӑнчӗ. Ватӑ мастерпа пӗрле вӗсем Алексее ҫӗклерӗҫ те койка ҫине лартрӗҫ. Вӑл халӗ салхуланса, темле ҫемҫелсе кайнӑ пек пулса, кичеммӗн пӑхса ларчӗ.

— Э-э-э, савнӑ ҫыннӑм, аван мар кун пек, пӗртте аван мар, — кӑмӑлсӑр мӑкӑртатрӗ старик. — Пӑх-ха, епле сиксе анчӗ вӑл, ӑна чӑнах та чӗрӗ урасем туса лартса панӑ пек. Пуҫа усма кирлӗ мар, савнӑ тусӑм, анчах халӗ санӑн ӗҫӳ ҫавӑн пек — пӗтӗмпех ҫӗнӗрен пуҫлас пулать. Эсӗ халӗ ху салтак иккенне ман, эсӗ халь — пӗчӗк ача, пӗрер утӑмӑн, пӗрер утӑмӑн утма вӗрен, малтан костыльсемпе, унтан стенасенчен тытса, унтан туяпа. Тата ытла тӑрук мар, пӗчӗккӗн, майӗпе. А эсӗ — ав епле туса хутӑн!.. Урасем аван та вӗсем, ҫавах та хӑван мар. Хӑвӑн урусем пеккисене сана ӗнтӗ никам та туса параяс ҫук, савнӑ тусӑм.

Ӑнӑҫсӑр сикнине пула унӑн урисем ҫав тери туртса ыратрӗҫ. Анчах Мересьев протезсене халех, ним тӑхтамасӑрах тӗрӗслесшӗн пулчӗ. Ӑна алюминирен тунӑ ҫӑмӑл костыльсем илсе пырса пачӗҫ. Вӗсене хулхушшисене хӗстерсе, вӗҫӗсене урайне тӑрӑнтарса, вӑл койка ҫинчен хуллен шуса анса урисем ҫине тӑчӗ. Чӑн та, вӑл халӗ тин ҫеҫ утма пуҫлакан пӗчӗк ача евӗрлӗ пулчӗ. Ун пек ача хӑй утма пултарасса сисет, анчах хӑй тайӑнса тӑракан стенаран уйрӑлса кайма хӑрать. Ачана пӗрремӗш хут уттарнӑ чух ӑна амӑшӗ е асламӑшӗ ик енчен ҫавӑтса пынӑ пек, халӗ Мересьева Клавдия Михайловнӑпа ватӑ протезист икӗ енчен тытса тӑчӗҫ. Пӗр вырӑнта кӑштах тӑрсан, хӑнӑхман пирки, протезсене урасем ҫумне ҫирӗплетнӗ вырӑнта питӗ хытӑ ыратнине туйса, Мересьев малтан хуллен кӑна пӗр костыльне, унтан теприне илсе пусрӗ, кӗлеткин пӗтӗм йывӑрӑшне вӗсем ҫинелле куҫарчӗ, вара малтан пӗр урине, унтан тепӗр урине малалла туртрӗ. Протезсем ҫинчи сӑран нӑтӑртатса илчӗ, вӗсен тӗпӗсем урайне икӗ хутчен хыттӑн ҫапӑнчӗҫ: кӗмсӗрт, кӗмсӗрт.

— Ну, ӑнӑҫлӑ пултӑр, ӑнӑҫлӑ пултӑр, — мӑкӑртатса илчӗ ватӑ мастер.

Мересьев, асӑрханса, тата темиҫе утӑм турӗ. Анчах ҫав утӑмсене тума ӑна ҫав тери йывӑр пулчӗ, вӑл алӑк патне ҫитсе каялла таврӑнса килсен, пилӗкӗмӗш этажа рояль ҫӗклесе хӑпарнӑ пекех ывӑннине туйрӗ. Койка патне ҫитсен, вӑл йӗп-йӗпе тарласа кайса, койка ҫине кӑкрипе ӳкрӗ, ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртма та вӑй ҫитереймерӗ.

— Ну, протезсем мӗнле? Ҫапла ҫав! Турра тав ту эсӗ тӗнчере Зуев мастер пулнӑшӑн! — старикле мухтанса илчӗ протезист, чӗнсене салтса, Алексейӑн хӑнӑхманнипе каштах тӑртанма та ӗлкӗрнӗ урисене пушатса. — Ку протезсемпе ахаль вӗҫме кӑна мар, атте турӑ патне те вӗҫсе ҫитме пулать. Чаплӑ япала!

— Тавтапуҫ, тавтапуҫ, старик! Тӗрӗс, чаплӑ япала, — мӑкӑртатса илчӗ Алексей.

Мастер тем ҫинчен ыйтасшӑн, анчах ыйтма хӑяйман пек, е хӑйӗнчен мӗнте пулин ыйтасса кӗтнӗ пек пулса, ним калаҫмасӑр пӗр вырӑнта, пӗр ура ҫинчен тепӗр ура ҫине пускаласа тӑркаларӗ.

— Ну, сывпулӑр, апла пулсан. Телейлӗ тӑхӑнса ҫӳремелле пултӑр, — терӗ вӑл, унтан темшӗн кӑмӑлсӑр пулнӑ пек ассӑн сывласа илчӗ те, алӑк патнелле вӑраххӑн утрӗ.

— Эй, мастер! — кӑшкӑрса чӗнсе илчӗ ӑна Стручков. — Ме-ха сана, «патша тӑхӑнса ҫӳремелли протезсем» тунӑшӑн кайса ӗҫ! — Старик аллине вӑл пӗр ывҫӑ шултра хут укҫасем хурса пачӗ.

— Ну, тавтапуҫ, тавтапуҫ! — хавасланса кайрӗ старик. — Кун пек ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн ма ӗҫес мар! — Вӑл хӑйне панӑ укҫана таҫта хыҫалти кӗсьене васкамасӑр чиксе хучӗ. — Тавтапуҫ сире, ӗҫӗпӗр. Анчах протезсем пирки иккӗленмелли ҫук, чунтан тӑрӑшса турӑм вӗсене. Мана Василий Васильевич: питӗ лайӑх протезсем кирлӗ, Зуев, асту, терӗ. Ну, паллах ӗнтӗ, Зуев вӑл ӗҫе япӑх тӑвать-им? Май килсен, эсир ӑна, Василий Васильевича, каласа парӑр: Зуев ӗҫӗ кӑмӑла кайрӗ, тейӗр.

Старик пуҫне тая-тая, тата темскер мӑкӑртатса тухса кайрӗ. Мересьев кровать ҫумӗнче выртакан хӑйӗн ҫак ҫӗнӗ урисем ҫине пӑхса выртрӗ. Вӗсем ҫине вӑл мӗн тери ытларах пӑхрӗ — вӗсем ӑна ҫав тери ытларах кӑмӑла кайрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсене чӑнах та аван тунӑ пулнӑ: тирпейлӗ, хитре, ҫӑмӑл… «Вӗсемпе лисапетпа чупма та, полька-бабочка ташлама та, самолётпа атте-турӑ патне ҫитичченех вӗҫсе кайма та пулать…»

«Пурне те тӑватӑп, — шухӑшларӗ Алексей. — Чупатӑп, ташлатӑп, вӗҫетӗп!»

Ҫак кун Алексей Оля патне пысӑк та савӑнӑҫлӑ ҫыру ҫырса ячӗ. Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла пӗлтерчӗ: манӑн самолётсем йышӑнас ӗҫ пӗтсе пырать, начальниксем ман майлӑ пулсан, кӗр енне е хӗле кӗрсен ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ тылри кичем ӗҫрен хӑтарса фронта, полка ярасса шанатӑп, унта мана юлташсем манман-ха, эпӗ пырасса кӗтсе пурӑнаҫҫӗ, терӗ.

Самолётпа ӳксе ҫӗмӗрӗлнӗ хыҫҫӑн ку — пӗрремӗш савӑнӑҫлӑ ҫыру пулнӑ. Ҫак ҫырура вӑл хӑйӗн савнӑ хӗрне хӑй пӗрмаях ун пирки тунсӑхласа пурӑнни ҫинчен ҫырнӑ, хӑюсӑртараххӑн пулин те — хӑйсем вӑрҫӑ хыҫҫӑн тӗл пулма пултарасси ҫинчен, Оля хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштармасан — пӗрле пурӑнма пултарасси ҫинчен ӗмӗтленнине систернӗ. Вӑл хӑйӗн ҫыруне темиҫе хутчен те вуласа тухнӑ, унтан, ассӑн сывласа илсе, юлашки йӗркисене тӗплӗн хуратса хунӑ.

Анчах уншӑн Метеорологи сержанчӗ патне савӑк кӑмӑллӑ та хаваслӑ ҫыру кайрӗ. Ун патне Мересьев «патша тӑхӑнса ҫӳремелли» протезсене мӗнле туни ҫинчен те, хӑй вӑл протезсене тӑхӑнса малтанхи утӑмсене мӗнле ярса пусни ҫинчен те, пакӑлтатма юратакан ватӑ мастер ҫинчен те, хӑй малашне «лисапетпа чупма, полька-бабочка ташлама, самолётпа атте-турӑ патнех вӗҫсе ҫитме» шанни ҫинчен те каласа панӑ.

«Ҫавӑнпа та эсир мана унта, полкра, кӗтсех тӑрӑр, коменданта ҫӗнӗ вырӑнта мана валли хваттер хӑварма калӑр», тесе ҫырчӗ те Мересьев, урайнелле чалӑшшӑн пӑхса илчӗ. Унта протезсем выртнӑ. Вӗсем ҫине пӑхсан, кровать айӗнче ҫӗнӗ сарӑ пушмаксем тӑхӑннӑ ҫын урисене тулалла кӑларса, саркаланса выртнӑн туйӑннӑ. Алексей каялла пӑхса хайне никам та сӑнаса тӑманнине курчӗ те, нӑтӑртатакан сивӗ сӑрана ачашланӑ пек шӑлкаласа илчӗ.

Хӗрех иккӗмӗш палатӑна «патша тӑхӑнса ҫӳремелли» протезсем илсе пынине часах тата тепӗр вырӑнта хӗрӳллӗн сӳтсе яврӗҫ. Ку вӑл Мускаври государство университетӗнче, медицина факультечӗн виҫҫӗмӗш курсӗнче пулчӗ. Анюта каласа панӑ тӑрӑххӑн, ҫав факультетри хӗрсем (вӑл вӑхӑтра кунта хӗрсем арҫынсенчен нумай ытларах пулнӑ) хӗрех иккӗмӗш палатӑри ӗҫсем ҫинчен пӗтӗмпех пӗлсе тӑнӑ. Анюта хӑй патне ҫыру ҫыракан ҫынпа питех те мӑнкӑмӑлланнӑ. Лейтенант Гвоздев хӑйӗн ҫырӑвӗсене ытла пурне те вуласа памалла ҫырман. Анчах кунта вӗсене сасӑпах вуланӑ, хӑш-пӗр вырӑнсене ҫеҫ сиктерсе хӑварнӑ, тепӗр чух пӗтӗмпех те вуланӑ.

Медиксен виҫҫӗмӗш курсӗ пӗтӗмпех, Анюта каласа панипе, паттӑр Гриша Гвоздева кӑмӑлланӑ, ҫӗтӗлчӗк Кукушкина юратман, совет снайперӗ Степан Иванович темле — Толстойӑн Платон Каратаевӗ евӗрлӗ пулса тӑрать, тесе шутланӑ; Мересьевӑн ҫирӗп, ниме парӑнман кӑмӑлне хавасланса ырланӑ, Комиссар вилнӗшӗн чунтан хурланнӑ. Гвоздев ӑна ҫав тери ырласа ҫырса янӑ хыҫҫӑн, Комиссара кунта пурте тивӗҫлипе хакласа юратакан пулнӑ-мӗн. Ҫак пысӑк та шавлӑ ҫын пурнӑҫран мӗн тери сасартӑк, шӑппӑн уйрӑлса кайни ҫинчен пӗлтерекен ҫырӑва вуланӑ чух нумайӑшӗ куҫҫулӗсене чарса тӑрайман.

Госпитальпе университет хушшинче ҫырусем ытларах та ытларах ҫӳреме пуҫларӗҫ. Ҫамрӑк ҫынсемшӗн ҫырусене почтӑпа яни ҫителӗксӗр пулчӗ, мӗншӗн тесен почта вӑл кунсенче ытла та вӑраххӑн ҫӳренӗ. Гвоздев пӗр ҫырура, Комиссар каланӑ сӑмахсене аса илсе, ҫырусем халь адресат патне инҫетри ҫӑлтӑрсен ҫути пек ҫеҫ ҫитни ҫинчен ҫырса ячӗ. Корреспондент сӳнсе ларма пултарать, анчах унӑн ҫырӑвӗсем ҫаплах шӑваҫҫӗ-ха, кайран вара адресат патне ҫитсе ӑна тахҫанах вилнӗ ҫын пурнӑҫӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Пултаруллӑ, ҫивӗч хӗр Анюта ҫырусене хӑвӑртрах ҫӳретмелли урӑх майсем шырама тытӑннӑ та, часах пӗр ватӑрах сестрапа калаҫса татӑлнӑ. Вӑл сестра икӗ ҫӗрте — университет клиникинче тата Василий Васильевич госпиталӗнче ӗҫленӗ.

Ҫавӑнтан вара университет хӗрӗх иккӗмӗш палатӑра пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш кунӗнчех пӗлнӗ те, вӗсем пирки хӑвӑртрах сӳтсе явма пултарнӑ. «Патша тӑхӑнса ҫӳремелли» протез пирки столовӑйӗнче тавлашу пуҫланса кайнӑ: Мересьев вӗҫекен пулать-и, ҫук-и? Ҫамрӑксен тавлашӑвӗ хӗрӳллӗ, вӗри пулнӑ. Вӗсем икке уйрӑлнӑ, анчах икӗ енӗ те лётчике пӗр пекех кӑмӑлланӑ. Истребитель ҫинче вӗҫесси пит те кӑткӑс ӗҫ пулнине шута илсе, пессимистсем: ҫук, вӗҫеймест, тенӗ. Оптимистсем ҫапла шутланӑ: тӑшмансенчен хӑтӑлма тӑрӑшса ҫур уйӑх хушши сӗм вӑрмансем тӑрӑх ҫавӑн чухлӗ километр тухнӑ ҫыншӑн, вӑл тума пултарайман япала ҫук, тенӗ. Хӑйсен шухӑшӗсене ҫирӗплетме оптимистсем историри тата кӗнекесенчи тӗслӗхсене аса илнӗ, вӗсем хӑрах алӑллӑ Минина та, хӑйӗн вилӗмсӗр музыкине итлемесӗрех ҫырнӑ хӑлхасӑр Бетховена та, хӑйне паралич ҫапнӑ пулин те института ертсе пыма пултарнӑ академик Вильямса та, тата, паллах, Николай Островскине те аса илнӗ, унтан, чӑн юлашки тӗслӗх вырӑнне Диккенсӑн тахӑш геройне илсе кӑтартнӑ, вӑл — алӑсӑр капитан, татӑк алли ҫумне темле тимӗр кукрашка ҫыхса лартса, ҫиме, ӗҫме, ҫырма тата ҫапӑҫма та пултарнӑ иккен.

Ҫак тавлашусене Анюта хутшӑнмарӗ. Хӑй палламан лётчякӑн протезӗсем ӑна ытла питех те интереслемен. Сайра хутра пулакан пушӑ минутсенче вӑл Гриша Гвоздевпа иккӗшин хушшинче пулса пыракан ӗҫсем ҫинчен шухӑшланӑ. Ӑна халӗ ҫав ӗҫсем пысӑкланса, кӑткӑслансах пынӑн туйӑннӑ.

Малтан, ҫакӑн пек хурлӑхлӑ биографиллӗ паттӑр командир ҫинчен пӗлсен, вӑл унӑн хуйхи-суйхине чакарма пулӑшас кӑмӑлпа ҫырса ячӗ. Унтан, вӗсем хушшинчи пӗр-пӗрине курмасӑрах пулнӑ паллашу ҫирӗпленсе пынӑ май, ун умне Отечественнӑй вӑрҫӑри палламан герой вырӑнне — чӗрӗ ҫамрӑк ҫын тухса тӑчӗ, ҫав ҫамрӑк ҫын ӑна ытларах та ытларах интереслеме пуҫларӗ. Анюта Гвоздевран ҫырусем пымасан хӑй пӑшӑрханнине, тунсӑхланине сисме пуҫларӗ. Ҫак ҫӗнӗ япала ӑна пӗр енчен савӑн-тарчӗ, тепӗр енчен хӑратрӗ.

Мӗн вара ку, юрату-и? Ҫынна пӗрре те курмасӑр, унӑн сассине те илтмесӗр, ҫырусем тӑрӑх кӑна юратма пулать-им? Танкист ҫырӑвӗсенче пӗр курсра вӗренекен хӗрсене вуласа пама юраман вырӑнсем хутшӑннӑҫемӗн хутшӑнса пынӑ май, тата Гвоздев хӑех пӗррехинче ӑна та «заочнӑй юрату» туйӑмӗ ҫавӑрса илни ҫинчен ҫырса ярсан, Анюта хӑй юратса пӑрахнине, ҫитменнине шкулта вӗреннӗ чух юратнӑ пек мар, чӑнласах юратнине сиссе пычӗ. Ӑна халӗ, хӑй ҫав тери тӳсӗмсӗр кӗтсе тӑракан ҫырусем килме пӑрахсан, пурнӑҫа уншӑн нимен те, юлас ҫук пек туйӑнчӗ.

Ҫапла вара, вӗсем пӗр-пӗрине курмасӑрах, хӑйсем пӗрне-пӗри юратни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Гвоздевпа темле тӗлӗнмелле япаласем пулса иртме пуҫларӗҫ. Унӑн ҫырӑвӗсем пӑлхануллӑ пулса кайрӗҫ, вӗсенче вӗҫне ҫити каласа паман шухӑшсем нумай пулчӗҫ. Унтан, шалти пӗтӗм вӑя пухса, Анютӑна вӑл ҫапла ҫырса ячӗ: эпир пӗр-пӗрине курмасӑр юрату ҫинчен калаҫни аван мар вӑл, манӑн сӑн-пит пиҫсе кайнипе мӗн тери пӑсӑлнине эсӗ чухлаймастӑн та пулӗ-ха, эпӗ халь пӗртте ӗлӗкхи сӑнлӑ мар, сан патна ярса панӑ кивӗ фотографи ҫинчи пек мар. Манӑн сана улталас килмест, ҫавӑнпа та эсӗ мана хӑван куҫусемпе куриччен ӑшри туйӑмусем ҫинчен ҫырма пӑрахма ыйтатӑп, терӗ.

Ку ҫырӑва илсен, хӗр малтанах ҫиленчӗ, унтан хӑраса кайрӗ. Кӗсйинчен Гвоздевӑн карточкине кӑларса пӑхрӗ. Ун ҫинче ҫӳхерех сӑн-питлӗ, хитре, кӑшт курпунтарах сӑмсаллӑ, пӗчӗк уссиллӗ, тӑп-тӑп туталлӑ ҫамрӑк йӗкӗт пӑхса ларнӑ. «Халӗ мӗнле-ши эсӗ, савнӑ чунӑм?» — пӑшӑлтатса илчӗ Анюта, карточка ҫине пӑхса. Медик пулнипе, вӑл вутпа пиҫсе кайнӑ ӳт лайӑх тӳрленменнине, ун ҫинче тарӑн йӗрсем пулнине пӗлнӗ. Темшӗн ӑна пӗр самантлӑха хӑй анатоми музейӗнче курнӑ ҫын пуҫӗ аса килчӗ, — волчанка чирӗ хыҫҫӑн ҫав пуҫ пит те нӗрсӗррӗн ҫаралса, тӗмескеллӗ-лупашкаллӑ пулса юлнӑ…

Вӑл та ҫавӑн пекех пулсан, мӗн тӑвас? Хӗр тата хытӑрах хӑраса ӳкрӗ, кӑвакарсах кайрӗ, анчах ҫав самантрах хӑйӗн шухӑшӗнче хӑй ҫине хӑй кӑшкӑрса тӑкрӗ… Апла пулсан та, мӗнех вара? Вӑл ҫунакан танк ҫинче ларса тӑшманпа ҫапӑҫнӑ, вӑл унӑн ирӗклӗхне, унӑн вӗренес тивӗҫне, унӑн чысӗпе пурнӑҫне хӳтӗленӗ. Вӑл герой, вӑл вӑрҫӑра нумай хутчен хӑйӗн пурнӑҫне хӗрхенмесӗр вут ӑшне кӗрсе кайнӑ, халӗ каллех фронта каясшӑн, каллех пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫасшӑн ҫунать. Эпӗ мӗн? Эпӗ вӑрҫӑ валли мӗн тунӑ? Окопсем алтнӑ, ҫуртсем тӑрринче дежурить тунӑ, халӗ эвакогоспитальте ӗҫлетӗп. Ҫаксене вӑл тунӑ ӗҫсемпе танлаштарма пулать-им?! «Ҫакӑн пек иккӗленнӗшӗн кӑна эпӗ хам ӑна тивӗҫлӗ мар!» — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл хӑй ҫине, ҫӗвӗксемпе нӗрсӗрленсе пӗтнӗ сӑн куҫа хӑрушла курӑннине ирӗксӗрех хӑваласа ярса.

Анюта ҫавӑнтах Гвоздев патне ҫыру ҫырса ячӗ. Ку ҫыру вӑл ку таранччен ҫырнӑ ҫырусенчен чи ачашши тата чи пысӑкки пулчӗ. Паллах, унӑн иккӗленӗвӗсем ҫинчен Гвоздев нимӗн те пӗлмерӗ. Хӑй пӑшӑрханса ҫырнине хирӗҫ лайӑх ҫыру илсен, вӑл ӑна темиҫе хутчен те вуларӗ, ун ҫинчен Стручкова та каласа пачӗ. Лешӗ вара, Гвоздев калавне ӑшӑ кӑмӑлпа итлесе пӗтерсен, ӑна хирӗҫ:
— Ан хӑра, танкист, «пирӗн пит ҫинчен шыв ӗҫес ҫук», теҫҫӗ.
Ӑна хӑҫан каланӑ-ха ҫав? Асту ҫав сӑмаха. Хальхи вӑхӑтра, тӑванӑм, пушшех те манмалла мар ӑна, — халӗ арҫын тени пурне те ҫитмен япала вӑл.

Анчах та ҫакӑн пек калани, паллах, Гвоздева лӑплантарайман. Госпитальтен тухмалли вӑхӑт ҫывхарса килнӗ май, вӑл тӗкӗр ҫине ытларах та ытларах, пӗрре инҫетрен, пӗтӗмӗшлӗн, тепре хӑйӗн пӑсӑлса пӗтнӗ питне тӗкӗр кантӑкӗ патнех илсе пырса пӑхрӗ, сехечӗ-сехечӗпе хӑйӗн пичӗ ҫинчи ҫӗвӗксемпе шӑтӑк-путӑксене сӑтӑрса якатма тӑрӑшрӗ.

Вӑл ыйтнипе Клавдия Михайловна ӑна пудра тата пите сӗрмелли крем илсе пачӗ. Анчах та вӑл хӑйӗн пичӗ ҫинчи ҫӗвӗксене нимӗнле косметикӑпа та пытарма ҫуккине тӳрех ӑнланса илчӗ. Ҫапах та ҫӗрле, пурте ҫывӑрнӑ чух, вӑл ҫынсенчен вӑрттӑн уборнӑя кайса, унта пичӗ ҫинчи хӗп-хӗрлӗ ҫӗвӗксене нумайччен массаж турӗ, вӗсем ҫине пудра сапса каллех сӑтӑрчӗ, кайран вара, вӗсем юсанасса шанса, тӗкӗр ҫине пӑхрӗ. Аякран пӑхсан, вӑл питӗ лайӑххӑн курӑннӑ — ҫирӗп, сарлака хулпуҫҫиллӗ. Анчах ҫывӑхран ан та пӑх! Питҫӑмартисемпе янахӗ ҫинчи хӗрлӗ ҫӗвӗксем чалӑш-тӗлӗшшӗн карӑнса ларнӑ ӳт-тир ӑна аптратсах пӑрахрӗҫ. Вӑл ҫав тери хӑраса шухӑшларӗ: Анюта ун ҫине мӗнле пӑхӗ-ши? Сасартӑк, вӑл хӑраса ӳкӗ, ун ҫине тӑрук пӑхса илӗ те, каялла ҫаврӑнса, хулпуҫҫисене хутлатса илсе, пӑрӑнса кайӗ. Е — ку ӗнтӗ тата йывӑртарах пулӗччӗ — ӑна тӑрук кӳрентерсе пӑрахас мар, тесе, унпа пӗр-ик сехет калаҫӗ те, кайран сиввӗн мӗн те пулин каласа хурса, сывпуллашса кайӗ. Ҫапла шухӑшланисем пурте пулса тӑнӑ пекех, Гвоздев калама ҫук пӑлханчӗ, кӳреннипе кӑвакара-кӑвакара кайрӗ.

Ҫакӑн пек чух вӑл халат кӗсйинчен карточка туртса кӑларса ҫӳллӗрех ҫамкаллӑ, тулли питлӗ, каялла тураса хунӑ ҫемҫе те кӑтрарах ҫӳҫлӗ, мӑнтӑртарах, кӑштах каҫӑр, чӑн-чӑн вырӑс сӑмсиллӗ, ачанни пек ачаш туталлӑ хӗр ҫине пӑхнӑ. Хӗрӗн ҫӳлти тути хӗрринче кӑшт ҫеҫ турпалли хуралса палӑрса тӑнӑ. Унӑн кӑвак, тен сенкер куҫӗсем уҫҫӑн та тӳррӗн пӑхнӑ.

«Мӗнлескер-ши-ха эсӗ? Ну, кала ӗнтӗ: хӑраса ӳкмӗн-и, тармӑн-и? Манӑн сӑнӑм пӑсӑлса пӗтнине асӑрхами пулма санӑн чӗрӳ вӑйӗ ҫитӗ-ши?» — тесе ыйтнӑ пек пулчӗ вӑл, карточка ҫине сӑнавлӑн пӑхса.

Ҫав вӑхӑтра ун ҫумӗпе, коридор тӑрӑх костылӗсемпе шаклаттарса, протезӗсене нӑтӑртаттарса, старший лейтенант Мересьев пӗр пеккӗн, ывӑнма пӗлмесӗр утса, калле-малле ҫӳрерӗ. Вӑл пӗрре, иккӗ, вуннӑ, вунпилӗк, ҫирӗм хут утса иртрӗ. Ҫӳрессе вӑл хӑй тунӑ темле программӑпа ирӗн-каҫӑн ҫӳрерӗ, кашни кунах хӑйне хӑй уроксем парса, кулленех утас ҫулне вӑрӑмлатса пычӗ.

«Лайӑх йӗкӗт! — тесе шухӑшларӗ ун ҫинчен Гвоздев.   — Мӗн тери ҫирӗп кӑмӑллӑ, ҫине тӑма пултаракан ҫын! Пӗр эрне хушшинче костыльсемпе хӑвӑрт та ӑста ҫӳреме вӗренсе ҫитрӗ. Теприсем ӑна уйӑхӗ-уйӑхӗпе вӗренеҫҫӗ. Ӗнер носилка ҫине выртса кайма килӗшмерӗ, процедурӑсем тӑвакан пӳлӗме пусма тӑрӑх хӑех утса кайрӗ. Чиперех кайса килчӗ. Пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ, анчах вӑл пурӗпӗр хӑпарать. Хӑйне пулӑшма тӑнӑ санитарка ҫине кӑшкӑрса тӑкрӗ. Вара, ҫӳлти плошадкӑна хӑй тӗллӗнех ҫитсен, сӑн-пичӗ мӗн тери ҫутӑлса кайрӗ унӑн! Эльбрус ҫине хӑпарма пултарнӑ пекех».

Гвоздев тӗкӗр патӗнчен пӑрӑнса, урисене тата костылӗсене хӑвӑрт илсе пусакан Мересьев хыҫӗнчен пӑхрӗ. «Пӑх-ха ӑна, епле чавтарса пырать вӑл! Тата сӑн-пичӗ мӗнле лайӑх, кӑмӑла каймалла унӑн! Куҫхарши урлӑ каҫакан пӗчӗк ҫӗвӗк ун сӑнне пӗртте пӑсмасть, тата ытларах аванлатать ҫеҫ. Унӑн, Гвоздевӑн, халӗ ҫавӑн пек сӑн пуласчӗ! Мӗн вал ура! Урасем курӑнмаҫҫӗ, ҫӳреме тата вӗҫме вӑл, паллах, вӗренет ӗнтӗ. Анчах сӑн-пит… Ӑҫта кайса кӗретӗн-ха ҫак шатрака кӑшман пек, ҫӗрле ӳсӗр шуйттансем пӑрҫа сапса пӑсса пӗтернӗ пек сӑнпа?!»

…Каҫхи урок шучӗпе коридор тӑрӑх ҫирӗм виҫҫӗмӗш рейс тӑвакан Алексей Мересьев хӑйӗн ывӑнса, асапланса ҫитнӗ кӗлеткипе пӗҫҫисем тӑртанса ҫунса тӑнине, костыльсем ыраттарнипе хулпуҫҫисем ним пӗлми пулнине туйрӗ.

Гвоздев ҫумӗпе иртсе кайнӑ чух, вӑл стена ҫинчи тӗкӗр умӗнче тӑракан танкист ҫине чалӑшшӑн пӑхрӗ: «Айван, мӗн тума лутӑркать-ха вӑл хӑйӗн мӗскӗн питне! Киноартист пулаймасть ӗнтӗ вӑл халь тин, ку паллах, анчах танкист — пит лайӑх пулма пултарать… Тупнӑ пысӑк инкек — сӑн пӗтнӗ, тет! Пуҫ сывӑ пултӑр та алӑ, ура тӗрӗс-тӗкӗл пултӑр. Ҫапла ҫав, ҫапла, урасем, ҫак татӑксем мар, чӑн-чӑн урасем пултӑрччӗ! Вӗсем авӑ, сӑрантан мар, хӗртнӗ тимӗртен туса тӑхӑннӑ протезсем пек ыраттарса, ҫунтарса тӑраҫҫӗ!» — шухӑшларӗ Мересьев.

Кӗмсӗрт, кӗмсӗрт. Нӑтӑрт, нӑтӑрт. Кӗмсӗрт, кӗмсӗрт. Нӑтӑрт, нӑтӑрт…

Тута хӗррисене ҫыртса лартса, урисем тӳсмелле мар ыратнипе ирӗксӗрех пӑчӑртанса тухакан куҫҫулӗсене чарса, старший лейтенант Мересьев, паянхи урока вӗҫлесе, коридор тӑрӑх хӑйӗн ҫирӗм тӑххӑрмӗш рейсне аран-аран утса тухрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней