Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫырса (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Купса савӑннипе виҫҫӗр тенкӗ укҫа кӑларса пачӗ мана та пилӗк ылтӑн лекрӗ, ятӑма чиркӳре асӑнмашкӑн ҫырса хучӗ…

Купец им на радостях три сотенных пожертвовал, а мне пять лобанчиков дал и имя мое в поминанье к себе записал.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Илӗп те герблӑ хут ҫырса ярӑп: Христофор аттене укҫа ҫитмест, ҫавна пула вӑл коммерци тума пуҫларӗ, ҫӑм сутма тытӑнчӗ.

Возьму гербовую бумагу и напишу, что у отца Христофора, значит, своих грошей мало, что он занялся коммерцией и стал шерсть продавать.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Эсир мана каҫарӑр-ха та, Христофор атте, эпӗ архиерей патне хут ҫырса ярас мар-и тетӗп — купсасен ҫӑкӑрне туртса илетӗр капла эсир.

— Уж вы меня извините, отец Христофор, а я собираюсь написать бумагу архиерею, что вы у купцов хлеб отбиваете.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

«Ҫырса пӗлтер аҫуна, эпӗ ӑна манмӑп, сан ҫинчен те шухӑшлӑп».

«Напиши отцу, что я его не оставлю, а тебя буду иметь в виду».

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Халь ҫеҫ ҫырса кӑтартнӑ купсапа пачӑшкӑсӑр тата йӑрӑ кӑна икӗ тур лашана вӗҫсӗр пушӑпа ҫапса хӑвалакан Денискӑсӑр пуҫне, кӳмере тепӗр ҫын ларса пырать — ку вӑл хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ тӑхӑр ҫулсенелли ача, Кузьмичов тӑванӗ Егорушка.

Кроме только что описанных двух и кучера Дениски, неутомимо стегавшего по паре шустрых гнедых лошадок, в бричке находился еще один пассажир — мальчик лет девяти, с темным от загара лицом, это был Егорушка, племянник Кузьмичова.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

«Ҫеҫенхир» повесть А. П. Чехов творчествинче ҫутҫанталӑка ҫырса кӑтартас тӗлӗшпе те, психологилле сӑнарсем тӑвас енӗпе те чи илемлӗ, чи ӑста произведенисенчен пӗри шутланать.

Повесть «Степь» считается одним из самых красивых и искусных произведений в творчестве А. П. Чехова и в плане описания природы, и в плане создания психологических образов.

Ҫеҫенхир // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Чӗтреве ӳкнӗ аллипе вӑл ҫав ҫыруран пӗр татӑк ҫурса илчӗ те ҫырӑвӗн таса енӗнче виҫ-тӑватӑ сӑмах ҫырса, хутне хутлатрӗ.

Дрожащей рукой оторвал он от письма чистую половину листка, положил ее на камень и, написав несколько слов, сложил записку.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бойчо, ҫырса яр мана.

Ответь мне, Бойчо.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тархасшӑн, пӗр виҫ сӑмахпа та пулин ҫырса яр…

Умоляю тебя, ответь мне хоть единым словом…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чим-ха, ҫыру пекки ҫырса хатӗрлерӗн-и?

А записку ты написал?

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпир хальхинче мӗн ҫырса пӗлтерни — калама ҫук пысӑк «вӑрттӑнлӑх»; ӑна пуп пӗлет те, пӗтӗм ял пӗлет, тата пӗртен пӗр эсӗ пӗлетӗн.

И еще одно: то, что я тебе сообщаю, — великая «тайна»: кроме попа да всего села, знаешь ее один лишь ты…

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Нимӗҫсен пӗр ҫавӑн пек повеҫ пур… тахҫан эп ӑна Венӑра вуласа тухсаттӑм, — терӗ тухтӑр ӗнсине хыҫкаласа, вӑл темӗн асне илесшӗн пулчӗ, — унта ҫавӑн пек юрату ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ…

— Есть одна немецкая повесть… я ее читал когда-то в Вене, — сказал доктор, почесывая за ухом и стараясь что-то вспомнить, — там описана любовь такого рода…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пирӗн калав ирӗксӗрех ҫав кӗрешӗвӗн пӗртен пӗр эпизочӗпе ҫырлахать, ҫав эпизода ак малалла ҫырса кӑтартӑпӑр та, вӑл революци вут-хӗмне путарнӑ сӑлтава, ҫавӑнпа пӗрлех чи таса шанчӑксем те пӗтнине ӑнлантарса пама пулӑшӗ тетпӗр.

Рассказ наш поневоле ограничится одним из эпизодов этой борьбы — эпизодом, который будет описан ниже и послужит иллюстрацией поражения революции, чудовищного краха самых светлых ее надежд…

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпир ҫав кӗрешӗве ҫырса та кӑтартасшӑн мар.

Мы и не собираемся ее описывать.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Якатнӑ сарӑ хырӑмӗ ҫинче Мичо бай ҫырса хунӑ Оттаман империйӗн хӑрушӑ «менэ, факел, уфарсине» пур:

На гладком желтоватом брюхе этого зверя чернела каббалистическая фраза, написанная Мичо, страшное «менэ, текел, фарес» Оттоманской империи:

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чим-ха эппин, ак ҫакӑнта ҫырса хурам.

— Погоди, я вот тут напишу.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпир ҫырса кӑтартнине тунӑ хыҫҫӑнах вӑл, ытла вӑтанние, тепӗр кунхинех мӑнастиртен пӑрахса кайса Клисурӑна пурӑнма куҫнӑ.

На другой день после описанного нами события он, гонимый стыдом, покинул монастырь и уехал в Клисуру.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кулатӑн ак, вӗсенчен миҫе ҫын халӑхшӑн ӗҫлекен пулнине ан ман эс, Паиснй атте, сӑмахран, ҫӗр ҫул ӗлӗк Болгари историне чи малтан ҫырса панӑ, ҫавӑнтан пуҫласа Левский тияккӑн патне ҫити каласан мӗн чухлӗн вӗсем!

Ты улыбаешься, ты забываешь, сколько народных деятелей вышло из духовного звания, начиная с отца Паисия, который сто лет назад первый написал историю Болгарии, и кончая дьяконом Левским.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакна старик кӗтмен ҫӗртен вилсе каясран халаллас вырӑнне ҫырса хӑварнӑ пулнӑ.

Последняя запись служила вместо завещания, на случай внезапной кончины старца.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Викентий унта манах хӑй аллипе мӗн-мӗн ҫырса пынине вуласа тухрӗ:

Викентий прочитал следующие записи, сделанные рукой монаха:

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней