Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хампа (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр сӑмахпа каласан, унта виҫӗ талӑк хушши масарти вилесем патӗнче хӑнара пулнӑ пек пурӑнтӑм эпӗ, хампа хам калаҫма пуҫларӑм.

Одним словом, прожил я там трое суток, как на кладбище, в гостях у покойников, и уже начал сам с собою разговаривать.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Паллӑсене ҫӑва ҫӑттӑр вӗсене, мӗн те пулин пулас пулсан — Давыдов хӑй ответ тыттӑр, эпӗ вара ҫул ҫинче хампа мӗнле те пулин аван мар япала пулас пулсан, уншӑн ответ тытма шутламастӑп!

Хрен с ними, с этими приметами, а в случае чего случится — пущай Давыдов отвечает, а я отвечать за всякую пакость, какая может приключиться со мной в дороге, не намеренный!

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сана манӑн заместитель пулӑшӗ, эпӗ ӑна хампа пӗрлех илетӗп!

— Тебе помогать будет мой заместитель, я его с собою непременно прихвачу!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑна эпӗ хампа пӗрле илсе ҫӳреттӗм, лешне вара куҫ шӑрҫине упранӑ пек упратӑп, вӑл манӑн ята ҫырса, парнелесе панӑскер.

Этот был расхожий, а тот я блюду как зеницу ока, он у меня дарственный, именной.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хампа та ҫавах.

Со мной тоже самое.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ӑнсӑртран тенӗ пек — куҫа чарса чӑр пӑхрӑм та курах кайрӑм: хампа юнашар ҫуха касси хушшинче дудак-усач текен ҫав тери пысӑк вӗҫен кайӑк чӑпӑркка пекех тӑсӑлса выртнӑ.

Только, промежду прочего — луп глазами, и вижу, на борозде сбочь меня протянулся, как кнут, лежит огромаднейший дудак-усач.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пӗлместӗп… хампа пӗрле эпӗ пӗр ҫынна илсе килтӗм.

— Не знаю… я захватил с собой человека.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хампа кама илес-ши?

Кого бы мне из людей взять?

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мана вӑрманти кашкӑрпа та кунтан савӑнӑҫлӑрах пулӗ. Санпа пурӑнса ухмаха тухса кайӑн. Хампа хам калаҫма пуҫларӑм авӑ».

Мне в лесу с бирюком и то веселей будет. Тут с тобой и умом тронешься. Сама с собой уж начала я гутарить…»

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗске пӑшала та эпӗ, ӑнсӑртран шыраса ан тупчӑр тесе, хампа пӗрлех илсе тухрӑм, хирте пытарса хӑварас тенӗччӗ те, шелленӗ пек пултӑм тата, халӗ акӑ — эсӗ килсе тухрӑн!

Отрез я с собой зацепил, хотел прихоронить в степе, чтобы не нашли случаем на базу, да прижалел, и ты — вот он!

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хампа пӗрле, иккӗмӗш ушкӑнпа каяр эппин.

Пойдем со мной, со второй группой.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хампа тантӑшлисен ывӑл-хӗрӗсен ачисем ҫине пӑхатӑп та, куҫҫулӗпех пит-куҫӑма ҫӑватӑп: вӗсен карчӑкӗсем валли савӑнмалли те, йӑпанмалли те пур, эпӗ кӑна, шӑтӑкӗнче ларакан тыркас пек, пӗр пӗччен…

Гляну на чужих внуков, да так слезьми и умоюсь: у других-то старухам радость да утеха, а я одна, как суслик в норе…

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ ҫыхатӑп, ҫыхатӑп та хампа хам шухӑшлатӑп: мӗн тума кирлӗ ӑна кун пек пусма?

Вяжу я, вяжу, а сама думаю: на что это ему такая лестница?

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Вӑл ӑна лайӑх пӗлнӗ: — Хампа пӗр ҫӗрте ӳснӗ ҫынсем, вӗсем ман чуна аван ӑнланаҫҫӗ, — тетчӗ.

Она знала это: — Люди, среди которых выросла моя душа и которые понимают ее…

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Эхе, эпӗ ӑна малтанах, вӑл хампа сӑмах хушичченех е ҫак ҫут тӗнчере эпӗ те пурӑннине асӑрхичченех, унчченех эпӗ ӑна хама хам юратнӑ пекех юратнӑ, — юратман тес пулсан, ылхан ӳктӗр вара ман ҫине!

Будь я проклят, коли я его не любил уже, как себя, раньше, чем он мне слово сказал или просто заметил, что и я тоже живу на белом свете!

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Манпа хампа та ҫапла пулнӑ.

И со мной это было.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Эпӗ вӗсене хампа пӗрле илсе каятӑп.

Я возьму их с собой.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ, эс каллех хампа пыратӑн пулӗ тесе, кашни каҫах питӗ кӗтнӗ, питӗ кӗтнӗ…

Я так ждал, так ждал каждый вечер, что ты опять пойдешь со мною…

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Манра сасартӑк Олеҫҫӑна, вӑл ӗлӑкрех хампа сиввӗн пулнӑшӑн, ӳпкев сӑмахӗ калас кӑмӑл чӑтмалла мар вӑйлӑ йӑтӑнса ҫӗкленчӗ.

Во мне вдруг поднялось неудержимое желание упрекнуть Олесю за ее прежнюю суровость.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Карчӑк тем калать, ҫав-ҫавах сӑмси айӗн мӑкӑртатма чарӑнмасть, анчах мӑнукӗ хам хута кӗнине пула, — ҫакна эпӗ курасса курман, ҫапах та ку тӗлӗшпе иккӗленесси ҫук, — ыр сунманнине пит уҫҫӑн палӑртсах каймасть; ҫаплах тата хампа пӗрле хӑшпӗр чухне илсе килекен парнесем те — е ӑшӑ тутӑр, е варени тултарнӑ банка, е чиерен тунӑ пӗрер кӗленче наливка — сахал мар усӑ кӳчӗҫ мана.

Старуха по-прежнему не переставала бурчать что-то себе под нос, но явного недоброжелательства не выражала благодаря невидимому для меня, но несомненному заступничеству внучки; также немалое влияние в благотворном для меня смысле оказывали приносимые мною кое-когда подарки: то теплый платок, то банка варенья, то бутылка вишневой наливки.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней