Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сарайӑн уҫӑ алӑкӗсенчен Октябрьти каҫ сулхӑнӗ вӗрет.В раскрытые двери сарая приходила прохлада октябрьской ночи.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кӑшт утсан, шурлӑхлӑ вырӑнсем пӗтрӗҫ, вара каллех ансӑр сукмак ҫине ҫӳллӗ йывӑҫсен сулхӑнӗ ӳкрӗ.Потом болота кончились, и над узкими тропинками вновь нависла сень высоких деревьев.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Каҫ сулхӑнӗ ҫывхарать.
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Каҫ сулхӑнӗ пуссан, пӗр урам хӗрринчи лаштра йывӑҫ айне кукленсе ларнипех, ҫӗр тӗттӗмне сирӗлтерсе, ир ҫутине кӗтсе илчӗ.Отчаявшись, он присел под раскидистым вязом на окраине города и так и скоротал летнюю ночь.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Темле сасартӑках тӗттӗмленсе ларчӗ, сывлӑшра ҫумӑр сулхӑнӗ сарӑлчӗ.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ӑшӑ ҫил вӗтлӗх турачӗсене силлентерет; ҫутӑлас умӗнхи тӗтрен юлашкийӗсем курӑк ҫийӗпе хуллен шӑваҫҫӗ; ҫырма-ҫатрасен сулхӑнӗ ҫапнӑ Фушер вӑрманӗ туллиех фимиам тултарнӑ пысӑк кадила мӑкӑрланнӑ евӗр йӑсӑрланса ларать.
VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӗсене вӑрман сулхӑнӗ пур енчен те хупӑрласа илчӗ.
XLII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Картишӗнче питӗ шӑрӑх пулнӑ; Санин апат хыҫҫӑн тухса каясшӑнччӗ, анчах ӑна кунашкал кун вырӑнтан тапранмасан лайӑхрах пулать терӗҫ те, вӑл юлма килӗшрӗ; вӑл хӑйӗн хуҫисемпе ларнӑ хыҫалти пӳлӗмре сулхӑн пулнӑ; чӳречесем акаци ӳссе ларнӑ пӗчӗк пахчаналла тухнӑ; вӗсен ылтӑн чечеклӗ ҫӑра турачӗсем ҫинче пыл хурчӗсем, сӑпсасем, тӗкӗлтурасем пӗр харӑссӑн сӗрленӗ: ҫурри хупнӑ чӳречесемпе антарса янӑ шторӗсем витӗр ҫак чарӑнма пӗлмесӗр сӗрлени илтӗннӗ, вӑл урамри сывлӑш вӗри иккенне пӗлтернӗ; ҫакна пула тирпейлӗ, хупӑ пӳлӗмӗн сулхӑнӗ пушшех те пылакрах пулса тӑнӑ.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Чӳречерен ҫӗр сулхӑнӗ вӗрме тытӑнчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ӑшӑ та тӑрӑ шыв сулхӑнӗ хӑй патне илӗртет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл вӑхӑтра Владик хӗвелпе ӗнсе кайнӑ акаци сулхӑнӗ айӗнче салхулӑн ларнӑ.В это время под тенью спалённой солнцем акации, сидел невесёлый Владик.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ҫӗр ҫинче каҫ сулхӑнӗ пурччӗ, кунта ачаш варкӑш ҫупӑрлать, чӑнах та.На Земле чувствовалась вечерняя прохлада, а здесь и вправду дует ласковый тёплый ветерок.
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Хӑранине тата йӗрӗннине аран чӑткаласа, Дуняшка амӑшне Дон тӗпӗнчи шыв сулхӑнӗ витӗр каснӑ сивӗ вилене ҫума пулӑшрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Станицӑра шурӑмпуҫ автанӗсем авӑта пуҫларӗҫ, вӑйланса пыракан ҫил сулхӑнӗ ҫапрӗ, анчах ҫулӗ вӑрӑм-ха, Тӗве-ту хыҫӗнчи чӑх ферми курӑнма та пуҫламан…
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Усть-Невински тахҫанах ҫывӑрать ӗнтӗ, унӑн пудра сапнӑ пек пас тытнӑ пӳрт ҫийӗсем ҫинче ҫав тери лӑпкӑ та шӑп, тирексем ҫинче каҫ ирттерекен кураксем ҫуначӗсемпе йывӑҫа тӗкӗнни те илтӗнсе тӑнӑ; тӳпе тарӑн та тӗм-хура, нумайччен ҫӳлелле пӑхса тӑрсан, шултра та вӗтӗ ҫӑлтӑрсем ытла та нумайран куҫ йӑмӑхса каять; Кубань енчен сивӗ шыв сулхӑнӗ туртӑнать, ҫӑра акациллӗ урамсем сарлака та пушӑ, проспектпа утнӑ пек пыратӑп, пӗччен мар тата, юратнӑ хӗрпе…
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тинӗс пырӗ енчен ӑшӑ ҫил вӗрет; ҫак ҫилте икӗ тинӗс сывлани сисӗнет: Азов тинӗсӗн хӗрринчи ҫеҫенхиртен килекен вӗри сывлӑш юхӑмӗнче сасартӑках Хура тинӗс сулхӑнӗ варкӑшма тытӑнать.Дул теплый ветер с пролива, и в этом ветре чувствовалось дыхание двух морей.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӗллехи вӑхӑтра Клисурӑ, хай, пур енчен те хупӑрланса тӑнӑ май, кичем те салху кӗтес, анчах ҫуркунне ӑна ытарма ҫук — сулхӑнӗ те чуна канӑҫ кӳрет, уҫлӑхӗ те, ырӑ шӑрши те чӗрене ҫемҫетет.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кунта ӗнтӗ картиш те мар, сад темелле, урлӑ иртекен курӑк пуснӑ сукмак та халь аллейӑ пулса тӑнӑ, ӑна ешӗл ҫулҫӑ сулхӑнӗ хупӑрлать.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унран ӗнтӗ хура сӑнӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ: чул, тимӗр, йывӑҫ, ҫынсен вараланчӑк ӳпкисем ҫӑтса янипе, таса сывлӑшӗпе ырӑ сулхӑнӗ ҫухалнӑ ун.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Пӗтӗм урама акацисен сулхӑнӗ хупланӑ.
XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949