Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XII. «Лаша тейӗн тата!»

Раздел: Пӗччен парус шуррӑн курӑнать

Автор: Александр Ярлыкин

Источник: Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Добавлен: 2019.09.26 00:05

Предложений: 140; Слово: 1342

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Тӑхӑр сехет тӗлӗнче Гаврик хуланалла утрӗ. Хулпуҫҫи ҫинче вӑл читлӗхпе бычоксене ҫӗклесе пырать. Вӗсене, паллах, корзинӑна хума та пулнӑ, анчах читлӗхпе илемлӗрех. Вӑл пулӑ чӑн та чӗррине, халӗ ҫеҫ тинӗсрен тытнине кӑтартать.

Аслашшӗ киле вӑлтасене тӳрлетме юлчӗ.

Гаврик тӑхӑр ҫула кӑна ҫитнӗ пулсан та, аслашшӗ ӑна ҫак пысӑк ӗҫе тума — пулӑ сутма шанса ярать. Вӑл ача ҫине шанать. Хӑй те пӗлет — пӗчӗк ачах мар.

Тата старикӗн, хӑйӗн ачи ҫине шанмасан, кам ҫине шанмалла?

Хӑйне пысӑк та шанчӑклӑ ӗҫ хушнине астуса, Гаврик хӗвелпе хӗрнӗ сукмак тӑрӑх, шӑршлӑ ҫумкурӑк хушшипе, тусан ҫинче пӗчӗк урин мӗнпур пилӗк пӳрнин йӗрӗсене хӑварса, ӗҫлӗ ҫын пек мӑнкӑмӑллӑн шаплаттарса утса пырать.

Унӑн чаплӑ, тарӑн шухӑша кайнӑ сӑнӗ акӑ мӗн каланӑ пек туйӑнать: «Эсир хуть те мӗн тӑвӑр — хуть тинӗсре шыва кӗрӗр, хӑйӑр ҫинче йӑваланӑр, велосипедпа ҫӳрӗр, хуть будка патӗнче зельтерски шыв ӗҫӗр, — ман ӗҫ — пулӑҫӑ ӗҫӗ — ман вӑлтасемпе пулӑ тытмалла та ӑна пасарта сутмалла, ытти ман ӗҫ мар».

Купальня ҫывӑхӗнчен иртсе пынӑ чухне, унӑн касси тӗлӗнче «18» тесе ҫырса ҫапнӑ вараланчӑк хура хӑмана курсан, Гаврик йӗрӗнсе кулса илчӗ. Шурӑ ӳтлӗ мӑнтӑр ҫын, кукша пуҫне шурӑ тутӑр ҫыхнӑскер, ӑна пӗтӗмпех йӗрӗнтерчӗ. Мӑнтӑр ҫын пӳрнисемпе сӑмсине тата хӑлхисене питӗрсе, хӗрринчи тӑмлӑ шыв ӑшне пуҫӗпех пӗшкӗнсе илчӗ, мӑкпа симӗсленсе кайнӑ канатран хӑй пӗртте уйӑрӑлмасть.

Чӑнкӑ ҫыран хӗррине икӗ ҫулпа хӑпарма пулнӑ: е сӗвек, вӑрӑм, виҫӗ кукӑрлӑ ҫулпа, е чӑнкӑ, тӳп-тӳрӗ выртакан, ҫӗрӗк картлашкаллӑ йывӑҫ пусма тӑрӑх.

Калаҫмалли те ҫук, Гаврик пусма тӑрӑх хӑпарма шутларӗ.

Тутисене чӑмӑртаса, ача урисемпе хӑвӑрт ӗҫлеме тытӑнчӗ. Ҫӳле ҫитичченех вӑл пӗр канмасӑр чупса улӑхса кайрӗ.

Тусанлӑ, анчах сулхӑн урам, ачана ӑшӑ тинӗсре шыва кӗмелли ваннӑсен аяккипе юнкерсен училищи тӗлне илсе тухрӗ.

Кунта ӗнтӗ хула пуҫланать.

Француз бульварӗ тӑрӑх, йывӑҫ сулхӑнӗпе, «Аркадия» патнелле лаша туртакан трамвай сӗтӗрӗнсе пырать, Унӑн хӗвел енчи чӳречисене пурне те карнӑ. Хыҫалти площадка ҫинче ҫӳлелле бамбукран тунӑ вӑлта аврисен ҫыххи тӗрӗнсе тӑрать. Аврисем ҫумӗнче ҫурри хӗрлӗ, ҫурри кӑвак вӑлта пробкисем ҫакӑнса пыраҫҫӗ. Виҫӗ вӑйлӑ лаша чул сарнӑ урам тӑрӑх таканӗсемпе чаклаттарса пыраҫҫӗ. Пӑрӑнмалла вырӑнсенче тормоз кӑрлатать.

Кӑвас сутакан будка ачана уйрӑмӑнах интереслентерет.

Ку икӗ юпа ҫине витсе тунӑ хуралтӑ. Тул енчен ӑна ҫуллӑ симӗс сӑрпа сӑрланӑ, шал енчен ҫавӑн пекех ҫӑра та йӑлтӑркка шурӑ сӑрпа сӑрланӑ.

Кӑвас сутакан ҫынни ҫав тери лайӑх тумлӑ та илемлӗ пулнӑ, ӑна курсан, Гаврик урам кӗтессинче чарӑнса, ун ҫине тӗлӗнсе кӗвӗҫсе пӑхса тӑмасар иртсе кайма пултарайман.

Гаврик хай ӳссе ҫитсен кам пуласси ҫинчен шухӑшласа пуҫа та ватман. Суйламалли те ҫук, анчах, суйлас пулсан, чи малтанхи шухӑш — кӑвас сутакан пуласси…

Одессӑри кӑвас сутакансем пурте питӗ лайӑх тумлӑ, картинка ҫинчи пекех илемлӗ. Ку кӑвас сутакан ыттисенчен те илемлӗ. Хуть кала, хуть ан кала, вӑл — Ванька-ключник пекех.

Чӑнах та тӗрӗс. Кӑвак пуставран ҫӗленӗ тумтире, купецсем тӑхӑнакан ҫӳллӗ картузӗ, сарӑ кӑтра ҫӳҫсем, пӗрмелле атӑ. Кӗпи тата! Эй, турӑ, ку кӗпене тӑхӑнма та мӑнкунӑн пӗрремӗш кунӗнче ҫеҫ юрамалла: йӑлтӑркка хӑмаҫ, ҫаннисем пӗрмеллӗ-пӗрмеллӗ, тӑршшӗ — чӗркуҫҫи таран, темӗн чухлӗ кӑвак кӗленче тӳме!

Кӗпи ҫинчен хура пустав жилет тӑхӑннӑ, жилет тӳми йӑллисенчен кӗмӗл сехет вӑчӑри ҫакӑнса тӑрать.

Унан ҫулӑм пек кӗпи ҫине пӑхсанах, кашни ҫыннӑн сивӗ кӑвас ӗҫес килмелле.

Ӗҫлессе мӗнле ӗҫлет вӑл? Хӑвӑрт, таса…

— Пар-ха, ырӑ ҫыннӑм, пӗр стакан.

— Мӗнлине парас? Йӳҫҫине-и, пылаккине-и? Пылакки стаканӗ пӗр пус, йӳҫҫи — икӗ стаканӗ пӗр пус.

— Йӳҫҫине парӑр.

— Тытӑр!

Пӗр аллипе вӑл тӗттӗм вырӑнтан бутылка илет, тепӗр аллипе ахаль те тап-таса сӗтеле сӑтӑрать, хулӑн тӗплӗ пысӑк кружкӑна витрери шыва чиксе чӳхет, вара, кружкӑна илемлӗн ҫавӑрса, кӑвас ыйтакан умне лартать.

Пӗчӗк пӑра пробка ӑшне шӑтарса кӗрет. Чӗркуҫҫисем хушшине хӗстернӗ бутылка пӑшал пек перет. Бутылка ҫӑварӗнчен палкаса сарӑ кӑпӑк юхса тухать.

Кӑвас сутакан бутылкӑна кружка тӗлӗнче пуҫхӗрлӗ тытать те, кружкӑн тӑватӑ пайӗнчен пӗр пайне лимон тӗслӗ кӑваспа тултарать, виҫӗ пайӗ кӑпӑкӗпе тулать.

Илекен кӑпӑкне васкаса вӗрет, вара ӗҫет, ӗҫет; ӗҫет… Ҫав вӑхӑтра Ванька-ключник вӗҫкӗнленсе сӗтеле шӑлать, сӗтел ҫинчен выртакан ӑмӑрткайӑкла йӗпе пӗр пус укҫана «Бр. Крахмальниковых» текен монпансье фабрикин шӑвӑҫ коробки ӑшне шӑлса пӑрахать. Акӑ, ку чӑн-чӑн ҫын! Акӑ, чӑн-чӑн пурӑнӑҫ! Паллах, Гаврикӑн кӑвас питӗ ӗҫес килнӗ, анчах укҫи пулман.

Каялла таврӑннӑ чухне мӗн пулӗ, анчах шанчӑклӑ калама май ҫук. Чӑнах та унӑн икҫӗре яхӑн пулӑ пур, анчах аслашшӗ пулӑ сутакан арӑма нумай парӑма кӗнӗ. Иртнӗ эрнере вӑл унтан, вӑлтасем валли пробкӑсем туянма кивҫен виҫӗ тенкӗ укҫа илнӗ, тӳлессе пӗр тенкӗ те хӗрӗх пилӗк пус ҫеҫ тӳленӗ. Парӑм тата тенкӗ ҫурӑ ытла юлнӑ — сахалах укҫа мар.

Юрать-ха, вӑл пӗтӗм парӑма тытмасан. Пӗтӗмпех тытсан? Вара укҫа аш илмелӗх те ҫӑкӑр илмелӗх ҫеҫ юлать. Кӑвас ҫинчен шухӑшласси те ҫук.

Ҫавӑн хыҫҫӑн Гаврик, чӑн-чӑн пулӑҫсем йывӑр шухӑша пусарнӑ чухне сурнӑ пекех, сурчӗ.

Вӑл пуллисене пӗр хулпуҫҫи ҫинчен теприн ҫине куҫарса лартрӗ те, Ванька-ключник тата йӳҫӗ кӑвасӑн тутлӑ шӑрши ҫинчен асӑнса малалла уттарчӗ. Кӑвасне тутанса пӑхма унӑн май килмерӗ.

Малалла чӑн-чӑн хула — ҫӳлӗ ҫуртсем, лавкасем, складсем, хапхасем пуҫланчӗҫ.

Пӗтӗм урама акацисен сулхӑнӗ хупланӑ. Акаци ҫулҫисем хӗвел витӗр иҫӗм ҫырли пек курӑнаҫҫӗ.

Чул сарнӑ урам тӑрӑх фургон кӑнтӑртатать. Нимӗҫ хӑмӑчӗсем тӑхӑнтарнӑ лашасем тӑрӑх, кучер тӑрӑх, фургонӑн «Пӑр завочӗ» тесе ҫырнӑ шурӑ стени тӑрӑх ҫӳлтен аялалла ула-чӑла мӗлке шӑвать.

Корзинкӑсем йӑтнӑ кухаркӑсем пыраҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑх та мӗлке шӑвать.

Йывӑҫсем ҫумне ҫапса хунӑ шӑвӑҫ банкӑсем патне чӗлхисене тӑснӑ йытӑсем чупса пыраҫҫӗ. Хӳрисене кӗлентӗр пек кукӑртса, ӑшӑ шыва хавассӑн ӗҫеҫҫӗ. Вӗсем шыв панӑшӑн Одессӑн хула управне мухтанӑ пек туйӑнать.

Ҫаксем пурте тахҫанах курнӑ япаласем, вӗсем пӗрре те интереслӗ мар.

Анчах каллех тӗлӗнмелли тупӑнчӗ: ку — пони кӳлнӗ урапа. Ун пек пӗчӗк лашана Гаврик халиччен те курман. Хӑй пӑруран та пысӑк мар, анчах лаша евӗрлех.

Сарӑ, пысӑк хырӑмлӑ, шоколад тӗслӗ пысӑк ҫилхеллӗ, пӗчӗкҫӗ, тачка хӳреллӗ, хӑлхисем валли шӑтӑк тунӑ улӑм шӗлепкепе, акацисен сулхӑнӗнче ҫӑра куҫхаршисене тӑратса, вӑл хапха умӗнче, лайӑх вӗрентсе ӳстернӗ хӗрача пек, лӑпкӑн та йӑвашшӑн тӑнӑ.

Лаша тавра ачасем кӗпӗрленнӗ.

Гаврик та унта пычӗ. Тӗлӗнмелле лаша ҫинчен мӗн шухӑшламаллине пӗлмесӗр, вӑл нумайччен чӗнмесӗр тӑчӗ. Сӑмах та ҫук, лаша ун кӑмӑлне кайрӗ. Анчах вӑл Гаврика темӗншӗн кӑшт ҫиллентернӗ.

Вӑл лашана йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ. Лаша, лаша пекех: чӗрнисем те, ҫилхи те, шӑлӗсем те пур. Анчах мӗн тери пӗчӗккӗ вӑл! Пӑхас та килмест.

— Лаша тата! — терӗ вӑл сӑмсине пӗркелентерсе.

— Ку лаша мар, лаша мар, — терӗ васкаса ҫӳҫне икке ҫивӗтленӗ хӗрача, хӑй, хавасланнипе, кукленнӗ, аллисемпе ҫупать. — Лаша мар ку, ку — пони ҫеҫ.

— Эпӗ лаша тетӗп! — ҫилленсе каларӗ Гаврик, анчах вӑл, пӗчӗк хӗрачапа сӑмахламасӑр иртсе каяйман пирки, вӑтаннӑ.

— Эпӗ поня тетӗп! Поня тетӗп!

— Циркран, — терӗ уҫах мар сасӑпа Гаврик никам ҫине те пӑхмасӑр. — Циркран ку.

— Ҫук, циркран мар. Ҫук, циркран мар! Поня вӑл. Унпа Нобель краҫҫинне турттараҫҫӗ. Поня вӑл. Куратӑн-и шӑвӑҫ савӑтсене?

Чӑнах та урапа ҫинче краҫҫын тултарнӑ таса бидонсем ларнӑ.

Гаврикшӑн ку вуҫех кӗтмен япала пулнӑ. Вӑл краҫҫына лавкаран, кӗрепенкине пӗрер пуса, харпӑр хӑй савӑчӗпе илнине пӗлнӗ.

Анчах ӑна илемлетнӗ поняпа хваттерсем тӑрӑх турттарса салатни — ытла та тӗлӗнмелле!

— Ахаль лашах, — терӗ Гаврик аяккинелле пӑрӑнса.

— Ҫук — поня! Ҫук, поня! Ҫук, поня! — кӑшкӑрать Гаврик ҫине пӑхса пӗчӗк хӗр, куклене-куклене аллисемпе ҫупса.

«Эсӗ ху поня», — шухӑшларӗ Гаврик, анчах унӑн тавлашма халӗ вӑхӑт пулман.

Вокзал сачӗ тавра ҫаврӑнса кайнӑ чухне Гаврик, чарӑнса, вокзал ҫинчи сехет ҫине пуҫне ҫӳлелле ҫӗклесе нумайччен пӑхса тӑчӗ. Садӑн чугун решетки витӗр тӗрлӗ йывӑҫсен турачӗсем тухса тӑнӑ.

Вӑл сехет ҫине пӑхса вӑхӑта пӗлме вӗренни те нумаях пулмасть. Халӗ вӑл сехет ҫине пӑхмасӑр иртсе кайма та пултараймасть.

Арифметикӑри цифрӑсенчен пачах урӑхла римски цифрӑсене вӑл пӳрнепе шутланӑ. Чи ҫӳлти — вуникӗ сехет, вара ҫавӑнтан пуҫласа шутламаллине вӑл лайӑх пӗлнӗ.

Гаврик пулӑ корзинкине ури патне лартнӑ та, пӳрнисене хыттӑн хутлатса, тутисене вылятса шутлама тытӑннӑ.

— Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ… — пӑшӑлтатнӑ вӑл ҫамкине пӗркелесе.

Пӗчӗк стрелки тӑххӑр ҫинче, пысӑкки улттӑ ҫинче тӑрать.

— Тӑхӑр сехет ҫурӑ, — терӗ вӑл, пысӑк ӗҫе туса пӗтернӗ пек, тарланӑ сӑмсине кӗпи аркипе шӑлса.

Ҫапла пулмалла пек. Анчах тата ыйтса тӗпчесен те начарах пулмӗ.

— Пичче, вӑхӑт мӗн чухлӗ?

Сӑрӑ пиншак тата хура шӗлепке тӑхӑннӑ улпут, хӑйӗн тӳрӗ сӑмси ҫине ылттӑн куҫлӑх лартса, сехет ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илчӗ те, васкаса:
— Вуннӑмӗш ҫурри, — терӗ.
Гаврик тӗлӗнсе хытсах кайрӗ.

— Пичче, мӗнле апла, унта тӑхӑр сехет те ҫурӑ ҫырса хунӑ?

— Вӑл вуннӑмӗш ҫурри пулать те ӗнтӗ, — терӗ хыттӑн улпут ача ҫине пӑхмасӑр. Вара тарантас ҫине ларчӗ те, шӑмӑ авӑрлӑ туйине чӗркуҫҫисемпе хӗстерсе, лашана чуптарма хушрӗ.

Гаврик, катӑк шӑллӑ ҫӑварне кӑшт уҫса, чылайччен шухӑшласа тӑчӗ — ҫаплах-ши ку е ӑна улпут улталарӗ-ши?

Юлашкинчен вӑл корзинкине хулпуҫҫи ҫине лартрӗ, йӗмне туртса ҫӗклерӗ те, кулкаласа тата пуҫне сулса малалла уттарчӗ.

Тӑххӑр ҫурӑпа вуннӑмӗш ҫурри — иккӗш пӗрех мӗн? Тӗлӗнмелле. Пит тӗлӗнмелле. Ҫапах та пӗлекен ҫынран тата ыйтса тӗпчесен ытлашши пулмӗччӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней