Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пӗрремӗш сыпӑк

Раздел: Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Максим Данилов-Чалдун

Источник: Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Год: 1948; Добавлен: 2020.06.12 15:11

Предложений: 626; Слово: 5887

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Ҫурҫӗр. Юлашки трамвай хӑйӗн ҫӗмрӗк кӗлеткине паҫӑрах сӗтӗрсе иртсе кайрӗ. Уйӑхӑн лӑпкӑ ҫутти чӳрече янаххине ҫутатать. Ун пӗр пайӑрки, пӳлӗмӗн ытти пайне ҫурма тӗттӗмех хӑварса, кровать ҫине кӑвак ҫитти пек пырса ӳкнӗ. Кӗтесре, сӗтел ҫинчи лампа абажурӗ айӗнче, — ҫутӑ ҫаврашка. Рита хулӑм тетрадь — хӑйӗн дневникӗ умӗнче пӗкӗрӗлсе ларать.

«Майӑн 24-мӗшӗ» — тесе ҫырса хучӗ ун карандашӑн шӗвӗр вӗҫӗ.

«Эпӗ каллех хам мӗн курни-илтнине ҫырса пыма тытӑнса пӑхатӑп. Каллех пушӑ вырӑн. Уйӑх ҫурӑ иртрӗ, анчах пӗр сӑмах та ҫырман. Ҫакӑн пек татӑк-кӗсӗксемпе те килӗшме тивет ӗнтӗ.

Дневник валли хӑҫан вӑхӑт тупас-ха? Ак, халӗ ҫӗрле, эпӗ ҫыратӑп. Ыйӑх килмест. Сегал юлташ Центральнӑй Комитета ӗҫлеме куҫать. Ку хыпар пире пурсӑмӑра та хурлантарчӗ. Калама ҫук аван ҫын вӑл пирӗн Лазарь Александрович. Унпа туслӑ пурӑнни пирӗншӗн пуриншӗн те мӗн тери паха пулнине эпӗ халь тин тавҫӑрса илетӗп. Паллах, Сегал кайсан, пирӗн диамат кружокӗ те саланса каять. Ӗнер ҫӗрлечченех ун патӗнче лартӑмӑр, хамӑр «шефа илнисен» ҫитӗнӗвӗсене тӗрӗслерӗмӗр. Губкомол секретарӗ Аким тата учёт пайӗн пуҫлӑхӗ йӗрӗнчӗк Туфта пычӗҫ. Курассӑм килмест ҫав ытла мухтанакан ҫынна. Сегал кулкаласа ҫеҫ ларать. Унӑн вӗренекенӗ, Корчагин, парти историйӗпе Туфтӑна лайӑхах касса татрӗ. Ҫапла, ҫак икӗ уйӑх ахалех иртмерӗ. Вӗсем ҫакӑн пек усӑ параҫҫӗ пулсан, вӑя пӗтерни те шел мар. Ҫынсем калаҫнӑ тӑрӑх, Жухрай ҫар округӗн Уйрӑм пайне ӗҫлеме куҫать имӗш. Мӗншӗн, пӗлместӗп.

Лазарь Александрович хӑйӗн вӗренекенне мана парса хӑварчӗ.

— Пуҫланӑ ӗҫе вӗҫнех ҫитерӗр, — терӗ вӑл, — ҫурма ҫулра ан чарӑнӑр. Санӑн та, Рита, унӑн та пӗр-пӗринчен вӗренмелли нумай. Вӑл стихийлӑ ӗҫлес йӗркерен уйрӑлсах ҫитеймен-ха. Хӑй ӑшӗнчи пӑлханса тӑракан вӑйсемпе пурӑнать вӑл, ҫав вӑйсен ҫавра ҫилӗсем ӑна аяккалла пӑра-пӑра яраҫҫӗ. Эпӗ сире пӗлнӗ тӑрӑх, Рита, эсир уншӑн чи лайӑх вӗрентекен пулатӑр. Ӗҫӗрсем ӑнӑҫлӑ пулччӑр. Ман пата Мускава ҫырусем ҫырма ан манӑр, — терӗ мана Сегал уйӑрӑлнӑ чух.

Паян ЦКран Соломенка райкомне ҫӗнӗ секретарь — Жаркие ячӗҫ. Эпӗ ӑна ҫарта пулнӑ тӑрӑх пӗлетӗп…

Мӗтри ыран Корчагина ертсе килет. Дубава мӗнле ҫын иккенне те ҫырса хурам. Вӑл вӑтам пӳллӗ. Вӑйлӑ, мускуллӑ. Комсомолра вунсаккӑрмӗш ҫултанпа, партире ҫирӗммӗш ҫултанпа тӑрать. Вӑл, «рабочилле оппозицинче» тӑнӑ пирки, губкомолран кӑларса пӑрахнӑ виҫӗ ҫынтан пӗри. Унпа вӗренесси ҫӑмӑлах пулмарӗ. Кунсеренех вӑл мана тем тӗрлӗ ыйтусем пара-пара, калаҫас тенӗ темӑран пӑрса ярса, плана пӑсса пыратчӗ. Манӑн иккӗмӗш вӗренекенпе — Юреневӑпа Дубава хушшинче час-часах ӑнланмалла мар ӗҫсем пулса иртетчӗҫ. Малтанхи каҫах вӑл Ольгӑна уринчен пуҫласа пуҫне ҫитиччен пӑхса тухрӗ те:
— Санӑн туму ҫителӗклех мар, карчӑк. Сана сӑран тыттарнӑ йӗм, шпорӑсем, будённовка, шашка кирлӗ, унсӑрӑн эсӗ ни пулӑ, ни аш мар — тесе хучӗ.

Ольга та парӑма юлмарӗ, манӑн вара вӗсене чармалла пулчӗ. Дубава Корчагинӑн тусӗ пулмалла… Паянлӑха ҫитӗ. Ҫывӑрас».

Шӑрӑх ҫанталӑк ҫӗре халран ячӗ. Вокзал урлӑ хывнӑ кӗперӗн тимӗр карлӑкӗсем пӗҫерекен пуличченех хӗрсе ҫитнӗ. Кӗпер ҫине ывӑнса ҫитнӗ, шӑрӑхпа аптранӑ ҫынсем хӑпараҫҫӗ. Кусем пассажирсем мар. Кӗперпе пуринчен ытла чугун ҫул районӗнче пурӑнакансем хулана каҫса ҫӳреҫҫӗ.

Ҫӳлти картлашка ҫинчен Павел Ритӑна курчӗ. Поезд патне вӑл унран маларах ҫитнӗ те халӗ картлашкапа анакан ҫынсене пӑхса тӑрать.

Устинович патне пӗр виҫӗ утӑм ҫитеспе Корчагин унран аяккинерех чарӑнса тӑчӗ. Лешӗ ӑна асӑрхаймарӗ. Павел ун ҫине темӗнле тӗлӗнсе пӑхса тӑрать. Рита йӑрӑм-йӑрӑм блузка, ахаль пиртен ҫӗленӗ кӑвак юбка тӑхӑннӑ, курткине хулпуҫҫи урлӑ уртса янӑ. Унӑн тураса та выртман ҫӗлӗк пек купаланса тӑракан ҫӳҫӗ хӗвелпе пиҫнӗ питне ҫавӑрса илнӗ. Вӑл пуҫне кӑшт каҫӑртса, ҫутӑ пирки, куҫӗсене хӗссе тӑрать. Пирвайхи хут Корчагин хӑйӗн тусӗ тата вӗрентекенӗ ҫине ҫакӑн пек куҫсемпе пӑхрӗ, пирвайхи хут унӑн пуҫне урӑхла шухӑш пырса кӗчӗ: Рита губком членӗ кӑна мар, тата… Вӑл хӑйне ҫакнашкал «ҫылӑхлӑ» шухӑшсемпе тытрӗ те, тарӑхса кайса, ӑна чӗнсе илчӗ:

— Пӗр сехет ӗнтӗ эпӗ сан ҫине пӑхса тӑратӑп, эсӗ ҫаплах мана курмастӑн. Кайма вӑхӑт, поезд килнӗ, — терӗ.

Вӗсем станцире ӗҫлекенсем перрон ҫине тухса ҫӳрекен алӑк патне пычӗҫ.

Губком ӗнер Ритӑна уездри конференцисенчен пӗрне хӑйӗн представителӗ туса яма йышӑнчӗ. Унпа пӗрле ӑна пулӑшмашкӑн Корчагина каймалла турӗҫ. Вӗсен паян мӗнле пулсан та, поезд ҫине лармалла, анчах ку ҫӑмӑл ӗҫех мар. Хутран-ситрен кӑна ҫӳрекен поездсем иртсе кайнӑ вӑхӑтра вокзал пӗтӗмпех вагон ҫине ларакан, пурне те тума пултаракан комисси аллине кӗрсе ӳкет, ҫак комисси панӑ хутсӑр перрон ҫине пӗр ҫын та тухма пултараймасть. Поезд патне тухса кӗмелли пур алӑксене те ҫак комисси отрячӗ сыхласа тӑрать. Халӑхпа лӑках тулнӑ поезд каяс текеннисен пӗр вуннӑмӗш пайне кӑна илсе кайма пултарать. Никамӑн та юлас килмест, ӑнсӑртран, вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ ҫӳрекен поезда кӗтес килмест. Ҫул ҫинче курӑнса ларакан симӗс вагонсем патне пырас тесе, ҫынсем перрон ҫине кӗмелли алӑксем патӗнче пиншерӗн кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра вокзала халӑх хытах тапӑнать, тепӗр чухне ҫынсем чышкисемпех ҫапӑҫаҫҫӗ.

Павелпа Рита перрон ҫине кӗрес тесе кӑлӑхах тӗрткеленсе ҫӳрерӗҫ.

Вокзалри пур алӑксене те пӗлекен Павел хӑйӗн юлташне багажсен пӳлӗмӗ витӗр илсе тухрӗ. 4-мӗш номерлӗ вагон патне вӗсем аран-аран ҫитрӗҫ. Вагон алӑкӗ патӗнче, халӑха чарса, шӑрӑхпа пиҫӗхнӗ чекист тӑрать.

— Каланӑ вӗт сире, вагон лӑках тулнӑ тесе, а буферпа вагон тӑррине, приказра хушнӑ тӑрӑх, никама та лартмастпӑр, — тет вӑл ҫынсене ҫӗрмӗш хут ӗнтӗ.

Урса кайнӑ ҫынсем, вагон ҫине лартакан комисси тӑваттӑмӗш номер ҫине панӑ билетсемпе ӑна сӑмсинчен тӗрте-тӗрте, хӗстерсе пыраҫҫӗ. Кашни вагон патӗнчех харкашу, кӑшкӑрашу, тӗркӗшӳ. Павел ку поезд ҫине ахаль ларас ҫуккине курсах тӑрать, анчах вӗсен каймаллах, каймасан — конференци те пулаймасть.

Вӑл Ритӑна аяккалла чӗнсе илчӗ те ӑна хӑй мӗн тума шухӑшлани ҫинчен каласа пачӗ: вӑл вагона кӗрет те вагон чӳречине уҫать, чӳрече витӗр вара Ритӑна сӗтӗрсе кӗртет. Ахаль нимӗн те тухас ҫук.

— Эсӗ мана хӑвӑн курткуна пар-ха, вӑл пур мандатран та лайӑхрах, — терӗ вӑл Ритӑна.

Павел Ритӑн сӑран курткине илсе тӑхӑнчӗ те кӗсъине хӑйӗн наганне чикрӗ. Наган аврипе чӗн кантрине юри курӑнмалла ҫакрӗ. Унтан, апат-ҫимӗҫ сумкине Рита ури патне лартса хӑварса, хӑй вагон патне утрӗ. Пассажирсене вӑрт-варт тӗрткелесе, вӑл карлӑкран ярса тытрӗ.

— Эй, юлташ, ӑҫта хӑпаратӑн?

Павел лутрарах чекист ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Эпӗ Округри уйрӑм пайран. Эпир халех эсир вагон ҫине посадком билечӗсемпе лартнине тӗрӗслеме тытӑнатпӑр, — терӗ вӑл, чӑнах та ҫавӑн пек ӗҫлӗ ҫын иккенне ӗнентермелли сасӑпа.

Чекист унӑн кӗсъи ҫине пӑхса илчӗ, ҫамки ҫинчи тарне кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ:
— Кӗме пултаратӑн пулсан, тӗрӗсле, — терӗ вӑл, нимӗнле мар пулса.

Аллисемпе, хулпуҫҫисемпе, хӑшпӗр ҫӗрте чышкисемпе те ӗҫлесе, ҫынсен хулпуҫҫийӗсем ҫине хӑпарса кайса, ҫӳлти саксенчен уртӑнса, Павел, хӑйне темӗн пек вӑрҫнине пӑхмасӑрах, вагон варрине ҫитрӗ.

— Ӑҫта шуйттан патне каятӑн, ҫӗр ҫӑтасшӗ! — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ ун ҫине пӗр мӑнтӑр хӗрарӑм, вӑл ҫӳлтен аннӑ чухне урипе унӑн чӗркуҫҫи, ҫине таптанипе тарӑхса. Хӗрарӑм хӑйӗн ҫичӗ пӑтлӑ кӗлеткипе аялти сакӑн хӗррине хӗсӗнсе ларнӑ та, урисем хушшинче ҫу тултармалли шуҫ савӑт тытса ларать. Кашни вырӑн ҫинчех, кашни кӗтесрех — ҫакнашкал пуҫ савӑтсем, ещӗксем, михсем, корзинкӑсем. Вагон ӑшӗнче сывлама та май ҫук.

— Санӑн вагон ҫине ларма билет пур-и, гражданка? — терӗ Павел хӑйне вӑрҫакан хӗрарӑма хирӗҫ.

— Мӗн? — тесе шӑртланса илчӗ лешӗ чӗнмесӗр пынӑ контролёр ҫине.

Чи ҫӳлти сак ҫинчен такамӑн тӑмаланнӑ пуҫӗ усӑнчӗ те контрабас пек хулӑм сасӑпа:
— Васька, мӗнле кӗсен килнӗ кунта? Кӑтартса ярӑр-ха ӑна амӑшӗ патне каймалли ҫулне, — тесе мӗкӗрсе илчӗ.

Корчагин пуҫӗ тӗлӗнче Васька текен ҫынӑн пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Ҫӑмлӑ кӑкӑрлӑ патмар каччӑ Корчагин ҫине вӑкӑр пек пӑхать:

— Мӗн хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхатӑн! Мӗнле билет кирлӗ сана?

Аяккинчи вырӑн ҫинчен тӑватӑ мӑшӑр ура ҫакӑнса тӑрать. Урисен хуҫисем, ыталанса, хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчеҫҫӗ. Кунта чутун ҫул ҫинчи мародёрсен темӗнле киревсӗрлӗхне те курса тӳснӗ чӑн-чӑн спекулянтсен компанийӗ вырнаҫса ларнӑ пулас. Павелӑн вӗсемпе ҫыхланма вӑхӑт пулмарӗ. Унӑн, мӗнле пулсан та, Ритӑна вагона кӗртмелле.

— Ку камӑн ещӗкӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен ватӑрах ҫынран, чӳрече патӗнче ларакан ещӗке тӗллесе кӑтартса.

— Ав ҫав хӗрӗн, — терӗ лешӗ, кӗрен чӑлха тӑхӑннӑ тачка ураллӑ хӗрарӑм ҫине кӑтартса.

Павелӑн чӳречене уҫмалла. Анчах ещӗк кансӗрлет. Ӑна ниҫта та илсе хума ҫук. Павел ещӗке илчӗ те ӑна ҫӳлти вырӑн ҫинче ларакан хуҫине пачӗ.

— Пӗр самантлӑха тытса тӑр-ха, гражданка, эпӗ чӳрече уҫам.

— Эсӗ мӗн ҫын япалине тытатӑн! — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ лапчӑк сӑмсаллӑ хӗрарӑм, хӑйӗн ещӗкӗ чӗрҫи ҫине пырса ларнине кура.

— Мотька, мӗнлескер ку, ҫынсене ҫуйӑхтарса ҫӳрекенскер? — тесе пулӑшу ыйтрӗ вӑл хӑйпе юнашар лараканнинчен. Лешӗ, вырӑн ҫинчен анмасӑрах, сандали тӑхӑннӑ урипе Павела ҫурӑмӗнчен тапрӗ.

Эй, кукша! Тасал кунтан, унсӑрӑн халех пичет пусса яратӑп!

Павел ҫурӑмӗнчен тапнине нимӗн чӗнмесӗрех ирттерсе ячӗ. Вӑл тутисене ҫыртрӗ те чӳрече уҫма тытӑнчӗ.

— Юлташ, кӑшт сиксе лар-ха, — терӗ вӑл чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫынна.

Вӑл такамӑн шуҫ савӑчӗсене сиктере-сиктере ҫул уҫрӗ те чӳрече ҫумнех ҫитсе тӑчӗ. Рита вагон патӗнчех тӑрать, вӑл ӑна сумкине пачӗ. Павел сумкӑна шуҫ савӑт тытса ларакан хӗрарӑмӑн чӗрҫийӗ ҫине пӑрахрӗ те чӳречерен аялалла усӑнчӗ. Ритӑна аллинчен тытса ҫӳлелле ҫӗклесе илчӗ. Хурал тӑракан красноармеец йӗркене ҫавнашкал пӑснине чарма та ӗлкӗреймерӗ, Рита вагона кӗрсе те ӳкрӗ. Красноармеецӑн мӑкӑртатса вӑрҫса, чӳрече патӗнчен пӑрӑнса каймалли кӑна юлчӗ. Ритӑна курсанах, вагонти спекулянтсен компанийӗ кӑшкӑрашса – кайрӗ. Рита нимӗнле мар пек, шикленнӗ пек пулса тӑчӗ. Ӑна тӑма та вырӑн пулмарӗ, вӑл аялти сакӑн хӗррине пусрӗ те, аллипе ҫӳлти сак тимӗрӗнчен ярса тытрӗ. Пур енчен те кӑшкӑрашу та харкашу ҫеҫ илтӗнет.

— Вӑт ҫӗлен, хӑй кӗчӗ те хӗрне те хӑй хыҫҫӑнах сӗтӗрет! — кӗмсӗртетсе илчӗ ҫӳлтен контрабас.

— Мотька, ҫамка урлӑ ҫутӑлтарса яр-ха ӑна! — терӗ ҫӳлтенех, курӑнман ҫыннӑн ҫинҫе сасси.

Ҫав вӑхӑтрах паҫӑрхи хӗрарӑм ещӗкне Корчагинӑн пуҫӗ ҫине лартасшӑн тӑрать. Йӗри-таврах киревсӗр ют ҫынсен пичӗсем. Ритӑна ҫапла кайма тивнӗшӗн Павел кулянса та илчӗ, анчах нимӗн тума та ҫук — мӗнле те пулин вырнаҫасах пулать.

— Гражданин, ил-ха хӑвӑн миххусене ҫул ҫинчен, кунта ҫак юлташ тӑрать, — терӗ вӑл Мотька текеннине, анчах лешӗ Павела тем тӗрлӗ ирсӗр сӑмахсемпе тавӑрса хучӗ. Павел сасартӑках шӑртланса кайрӗ. Сылтӑм куҫ хупанкинчен ҫӳлерех темскер хыттӑн чиксе илчӗ. — Тӑхта-ха, путсӗр, куншӑн эсӗ ответ тытатӑнах, — терӗ вӑл хулигана, хӑйне аран-аран тытса чарса, анчах ҫав самантрах ӑна ҫӳлте лараканнисенчен пӗри пуҫӗнчен тапрӗ.

— Васька, хушса пар ӑна татах! — тесе кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ пур енчен те.

Павелӑн халиччен ӑшра тытнӑ чӑтӑмлӑхӗ пӗтӗмӗшпех тӑвӑлса тухрӗ, ҫавӑн пек чухне яланхи пекех, хӑвӑрт та вӑрт-варт турткаланса илчӗ вӑл.

— Мӗн эсир, спекулянт ҫӗлен-калтисем, мӑшкӑлас тетӗр-им? — терӗ те Павел, аллисемпе пружина ҫинче ҫӗкленнӗ пек ҫӗкленсе, ҫӳлти сак ҫине хӑпарчӗ, пӗтӗм вӑйне пухса, Мотькӑна куштан питӗнчен ҫатлаттарчӗ. Хытӑ ҫапнипе спекулянт такамсен пуҫӗсем ҫине аялалла сирпӗнсе анчӗ.

— Анӑр вырӑн ҫинчен, ҫӗлен-калтасем, унсӑрӑн пӗрне хӑвармиччен пере-пере пӑрахатӑп! — тесе кӑшкӑра пуҫларӗ Павел урнӑ пек, ҫӳлти вырӑн ҫинче ларакан тӑватӑ ҫыннӑн сӑмсисем умӗнче наганӗпе сулкаласа.

Ӗҫ вуҫех тепӗр майлӑ ҫаврӑнса кая пуҫларӗ. Рита пулса иртекен ӗҫ ҫине тинкерсех пӑхса тӑрать, вӑл Корчагина тытма пикенекенсене кашнинех персе пӑрахма хатӗр. Ҫӳлти вырӑн часах тасалчӗ. Тӑмаланчӑк пуҫ та васкасах юнашар пӳлӗме шӑвӑнчӗ.

Павел Ритӑна пушаннӑ вырӑна лартрӗ те, хӑлхинчен пӑшӑлтатса:
— Эсӗ кунта лар, эпӗ вӗсемпе татӑлам, — терӗ.

Рита ӑна тытса чарчӗ.

— Эсӗ вӗсемпе ҫапӑҫас тетӗн-им?

— Ҫук, эпӗ халех килетӗп, — тесе лӑплантарчӗ ӑна Павел.

Уҫӑлсах тӑракан чӳрече витӗр Павел каллех перрон ҫине тухрӗ. Часах вӑл транспорт ҫинчи чрезвычайлӑ комисси управленинче ӗҫлекен, ӗлӗкрех Павелӑн начальникӗ пулнӑ Бурмейстер умне пырса тӑчӗ. Латыш Павел каланине итлесе пӗтерчӗ те вагона пушатса, пурин докуменчӗсене те тӗрӗслеме хушрӗ.

— Каларӑм вӗт эпӗ поездсем ҫине малтанах спекулянтсене лартса тултараҫҫӗ тесе, — мӑкӑртатса илчӗ Бурмейстер.

Вунӑ чекистран тӑракан отряд вагона пушатрӗ. Павел, хӑйӗн яланхи йӑлипе, пӗтӗм поезда тӗрӗслеме пулӑшрӗ. Чекара ӗҫлеме пӑрахнӑ хыҫҫӑн та вӑл хӑйӗн тусӗсемпе ҫыхӑну тытнӑ, ҫамрӑксен коллективӗн секретарӗ пулнӑ вӑхӑтра УТЧКне ӗҫлемешкӗн чи лайӑх комсомолецсем сахалах паман. Тӗрӗслесе пӗтерсен, Павел Рита патне таврӑнчӗ. Вагона ҫӗнӗ пассажирсем — командировкӑна каяканнисемпе красноармеецсем кӗрсе тулнӑ.

Виҫҫӗмӗш сентре ҫинче, кӗтесре, Ритӑна ларма ҫеҫ вырӑн юлнӑ, ыттисене пӗтӗмпех хаҫат тӗркисемпе тултарса лартнӑ.

— Юрать, мӗнле те пулин вырнаҫӑпӑр, — терӗ Рита. Поезд тапранса кайрӗ.

Чӳрече умӗнче михсен купи ҫине хӑпарса ларнӑ хӗрарӑм шӑвӑнса юлчӗ. Вагонри ҫынсене вӑл:
— Манька, ӑҫта манӑн шуҫ савӑт? — тесе кӑшкӑрни ҫеҫ илтӗнчӗ.

Хаҫат тӗркисем хушшинчи ансӑр хушӑкра ларакан Павелпа Рита, нумай та пулмасть пулса иртнӗ пит хаваслах мар ӗҫ ҫинчен калаҫкаласа, ҫӑвар туллин панулмипе ҫӑкӑр ҫисе лараҫҫӗ.

Поезд вӑраххӑн шӑвать. Ытлашши тиесе тултарнӑ, аманса пӗтнӗ вагонсем рельс сыпӑкӗсем тӗлӗнчен халтӑртатса, хӑйсен типсе кайнӑ кӗлеткисене чӗтретсе ирте-ирте каяҫҫӗ. Вагона каҫхи ҫӑра кӑвак тӗс ҫапрӗ. Часах акӑ вагонӑн уҫӑ чӳречисене сӗм тӗттӗм ҫӗр килсе хупларӗ. Вагонра тӗттӗм.

Рита, ӗшеннӗскер, пуҫне сумка ҫине хурса,тӗлӗрсе кайрӗ. Павел сак хӗрринче урисене усса ларать, чӗлӗм туртать. Вӑл та ӗшеннӗ, анчах выртма вырӑн ҫук. Чӳречерен ҫӗр сулхӑнӗ вӗрме тытӑнчӗ. Рита вагон чӗтреннипе вӑранчӗ. Ӑна Павел пирусӗн вучӗ курӑнса кайрӗ. «Капла вӑл ҫӗр каҫа та ларма пултарать. Паллах, мана кансӗрлесшӗн мар» — тесе шухӑшласа илчӗ вӑл.

— Корчагин юлташ! Пӑрахӑр-ха буржуаллӑ йӑласене, выртса канӑр, — терӗ вӑл кулса.

Павел, унпа юнашар выртрӗ те, ҫывӑрса кайнӑ урисене темӗн пек канӑҫлӑн тӑсса хучӗ.

— Ыран пирӗн валли ӗҫ купипех. Ҫывӑр-ха кӑштах, чӑрсӑрскер. — Рита алли хӑйӗн тусне ыталаса илчӗ. Павелӑн питне унӑн ҫӳҫӗсем сӗртӗннӗн туйӑнчӗҫ.

Халиччен уншӑн Рита пырса тӗкӗнмелле мар хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл унӑн тусӗ, унӑн юлташӗ, унӑн политрукӗ, анчах ҫапах та вӑл хӗрарӑм. Чи пирвайхи хут вӑл ҫакна кӗпер патӗнче туйса илчӗ, ҫавӑнпа та халӗ хӑйне ыталани ӑна ҫав тери пӑлхантарать. Павел Рита тарӑн та тикӗс сывланине туять, акӑ унӑн тутисем те ҫывӑхрах. Ҫав тери ҫывӑхра пулнӑ пирки унӑн ҫав тутасене шыраса тупас килчӗ. Анчах, вӑйне пухса, вӑл хӑйне хӑй пусӑрӑнтарчӗ.

Рита, ун шухӑшӗсене пӗлнӗ пекех, тӗттӗмре кулса илчӗ. Вӑл юрату хаваслӑхне те, юратнӑ ҫын ҫухалнин хӑрушлӑхне те пурӑнса ирттернӗ. Хӑйӗн юратуне вӑл икӗ большевика панӑ. Иккӗшне те вӗсене унран шургвардеецсен пули туртса илсе кайнӑ. Пӗри — урӑп пек, харсӑр ҫын, комбриг, тепри — таса куҫлӑ ҫамрӑк каччӑ.

Часах кӑлтӑртатса пыракан вагон ураписем Павела ҫывӑратса ячӗҫ. Ирхине тин ӑна паровоз кӑшкӑрни вӑратрӗ.

Нумай каҫа юлса таврӑна пуҫларӗ Рита хӑйӗн хваттерне. Хутран-ситрен кӑна уҫӑлакан тетрадь ҫинче каллех кӗскен ҫырса хунисем курӑнкала пуҫларӗҫ:

«Августӑн 11-мӗшӗ

Кӗпӗрнери конференци пӗтрӗ. Аким, Михайло тата ыттисем те Харькова пӗтӗм Украинӑри конференцие кайрӗҫ. Пӗтӗм техника ман ҫине тиенчӗ. Дубавӑпа Павела Губком мандачӗсене пачӗҫ. Мӗтри, Печорск райкомол секретарӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑранпа, вӗренме килми пулчӗ. Ун ҫине ӗҫ тиесе тултарчӗҫ. Павел халӗ те вӗренме пикенет-ха, анчах час-часах е манӑн вӑхӑт пулмасть, е ӑна ӑҫта та пулин яраҫҫӗ. Чугун ҫул ҫинче ӗҫсем йывӑрланнӑ пирки, вӗсен тӑтӑшах мобилизацие пула-пула иртет. Ӗнер ман пата Жаркий кӗрсе тухрӗ, вӑл хӑй патӗнчен ачасене илнӗшӗн кӑмӑлсӑр пулнӑ, мана хама та вӗсем темӗн пекех кирлӗ, тет.

Августӑн 23-мӗшӗ

Паян коридорпа иртсе пынӑ чух пӑхрӑм та — Панкратов, Корчагин тата палламан ҫын алӑк патӗнче тӑнине курах кайрӑм. Пыратӑп вӗсем патнелле. Илтетӗп Павел каласа парать.

«Унта ҫавнашкал ҫынсем лараҫҫӗ — вӗсемшӗн пуля та шел мар. «Эсир, — тет — пирӗн ӗҫе хутшӑнма пултараймастӑр. Кунта комсомол мар, чугун ҫулпа вӑрман комитечӗ хуҫа», тет. Пичӗ-куҫӗ вара хӑйӗн, ачасем. Акӑ ӑҫта кӗрсе ларнӑ харампырсем!» Ҫавӑнтах хӑй тем тӗрлӗ ирсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса илчӗ. Панкратов мана асӑрхарӗ те Павела аяккинчен тӗртрӗ. Лешӗ ҫавӑрӑнса пӑхрӗ, мана курсанах шуралса кайрӗ. Вара мана куҫран пӑхмасӑрах, пӑрӑнса утрӗ. Вӑл ман пата пыманни нумай пулать ӗнтӗ. Эпӗ лайӑх мар сӑмахсем каланӑшӑн никама та каҫарманнине лайӑх пӗлет вӑл.

Августӑн 27-мӗшӗ

Хупӑ бюро пулса иртрӗ. Ӗҫсем йывӑрлансах пыраҫҫӗ. Халӗ пурне те ҫырма пултараймастӑп, — юрамасть. Аким уездран салхуллӑ таврӑнчӗ. Ӗнер, Тетерев ҫывӑхӗнче, апат-ҫимӗҫ тиесе килекен поезда каллех йӑвантарса янӑ. Темӗн, ҫырса пыма пӑрахатӑп пулмалла, пӗрмаях татӑк-кӗсӗкӗн кӑна тухать. Корчагина кӗтетӗп. Курсаччӗ ӑна — Жаркийпе иккӗшӗ пилӗк ҫынран коммуна тӑваҫҫӗ вӗсем».

Кӑнтӑрла, мастерскойра, Павела телефон патне чӗнчӗҫ. Рита хӑйӗн каҫхине пушӑ вӑхӑт пуласси ҫинчен тата «Париж коммунине аркатнин сӑлтавӗсем» ятлӑ темӑна пӗркун вӗренсе пӗтерейменни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Каҫхине, Ҫавра-Университет урамӗнчи ҫуртӑн алӑкӗ патне ҫитсе, Павел ҫӳлелле пӑхса илчӗ. Ритӑн чӳречи ҫутӑ. Павел картлашкапа чупса хӑпарчӗ те, яланхи пекех алӑка чышкипе шакканӑ хыҫҫӑн ответ кӗтсе илмесӗрех, пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ.

Кунта, ытти ачасем ларма та хӑяйман кровать ҫинче, ҫар тумӗ тумланнӑ арҫын выртать. Револьверӗ, сумки, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ картузӗ сӗтел ҫинче выртаҫҫӗ. Унпа юнашар, ӑна хытӑ ыталаса, Рита ларать. Вӗсем темӗн ҫинчен хӗрсех калаҫаҫҫӗ… Рита Павел еннелле хаваслӑн ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Ҫар ҫынни Рита аллисене вӗҫерчӗ те ура ҫине тӑчӗ.

— Паллашӑр, — терӗ Рита, Павела сывлӑх сунса, — ку…

— Давид Устинович, — терӗ ҫар ҫынни юлташла, Корчагинӑн аллине хытӑ чӑмӑртаса.

— Кӗтмен ҫӗртен персе ҫитрӗ, — тесе кулса ячӗ Рита. Сиввӗн чӑмӑртарӗ Корчагин алӑсене. Сӑмахпа каламан кӳренӳ хӗлхем пекех сирпӗнчӗ унӑн куҫӗсенчен. Ҫав вӑхӑтрах хӑй Давидӑн ҫанни ҫинче тӑватӑ квадрат пуррине асӑрхарӗ.

Рита темӗн каласшӑнччӗ, Корчагин ӑна пӳлсе хучӗ:

— Эпӗ паян пристаньре вутӑ пушатнӑ ҫӗрте ӗҫлетӗп, сана ҫавӑн ҫинчен калама кӗрҫе тухас терӗм. Кӑлӑхах кӗттерес мар терӗм… Санӑн хӑвӑн та хӑна пур-мӗн. Ну, эпӗ кайрӑм, аялта ачасем кӗтсе тӑраҫҫӗ.

Павел, килсе кӗнӗ пекех, алӑкран хӑвӑрт тухса ҫухалчӗ. Картлашка тӑрӑх хӑвӑрт пусса анакан ура сасси хуллен шӑпланчӗ. Аялти алӑк шатлатса хупӑнчӗ. Шӑпланчӗ.

— Темскер пулнӑ-ха ӑна, — тесе ответлерӗ Рита, тӗлӗнсе пӑхса юлнӑ Давида.

…Аялта, кӗпер айӗнче, паровоз хӑйӗн хӑватлӑ кӑкӑрӗнчен темӗн чухлӗ ылттӑн ҫутӑ пӑнчӑсем сирпӗтсе, ассӑн сывласа ячӗ. Ҫутӑ хӗлхемсем, тӗлӗнмелле вӑйӑ выляса, ҫӳлелле хӑпарчӗҫ те тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалчӗҫ.

Павел, кӗпер карлӑкӗ ҫине тайӑнса, стрелкӑсем ҫинчи тӗрлӗ тӗслӗ хунарсем йӑлтӑртатса ҫуннине пӑхса тӑчӗ. Куҫӗсене хӗсрӗ.

«Ҫапах та ӑнланмалла мар, Корчагин юлташ, Ритӑн упӑшки тупӑннӑшӑн сан мӗншӗн кӳренмелле-ха? Вӑл сана, манӑн упӑшкам ҫук тесе, хӑҫан та пулин каланӑ-и? Ну, каланӑ пулсан та, мӗнех-ши вара? Мӗн пирки сана вӑл сасартӑках пырса тиврӗ пулать-ха? Ара, халиччен эсир, хаклӑ юлташӑм, Ритӑпа иксӗр хушӑрта идейӑллӑ туслӑхсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук тесе шутлаттӑрччӗ-ҫке… Мӗнле-ха эсир кӑна асӑрхаймарӑр? Е? — тесе, темӗнле мӑшкӑласа ыйтма тытӑнчӗ Корчагин хӑйӗнчен хӑй. — Е тата вӑл упӑшки те мар пулсан? Давид Устинович унӑн тӑванӗ те пулма пултарать… Вара эсӗ, тӑм-пуҫ, ахалех ҫын ҫине шӑртланса илтӗн пулать. Эсӗ те, ытти мужиксем, евӗрлех, путсӗр пулмалла ҫав. Пиччӗшӗ пулсан, пӗлме пулать. Ну, вара вӑл чӑнах та унӑн тӑванӗ пулсан, мӗн калӑн вара ун ҫинчен? Ҫук, текех ун патне эсӗ урӑх каймӑн ӗнтӗ!»

Унӑн шухӑшне гудок сасси татрӗ.

«Каҫ пулчӗ, киле кайма та вӑхӑт, ҫитӗ кирлӗ марпа пуҫа муталама».

Соломенкӑра (чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем пурӑнакан район ҫав ятлӑ) пиллӗкӗн пӗр пӗчӗк коммуна турӗҫ. Кунта — Жаркий, Павел, шурӑрах ҫӳҫлӗ хаваслӑ чех Клавичек, депори комсомол секретарӗ Николай Окунев тата нумаях та пулмасть вӑтам ремонт тӑвакан котельщик пулса ӗҫленӗ, халӗ чугун ҫул ҫинчи ЧК агенчӗ Ҫтаппан Артюхин кӗчӗҫ.

Пӳлӗм тупрӗҫ. Виҫӗ кун хушши ӗҫрен тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн сӗрсе, шуратса, ҫуса тасатрӗҫ. Вӗсем витресемпе чупкаласа ҫӳренине курсан, кӳршисем пушар тухнӑ тесе те хӑраса ӳкнӗ. Койкӑсем турӗҫ, хулари парка кайса, матрацсем ӑшне вӗрене ҫулҫи тултарса килчӗҫ, тӑваттӑмӗш кунне вара Петровский сӑнне тата пысӑк картӑ ҫакса илемлетнӗ пӳлӗм йӑлтӑртатса, ҫутӑлса кайӗҫ.

Икӗ чӳрече хушшинче — кӗнеке купаласа тултарнӑ ҫӳлӗк. Картонпа ҫапнӑ икӗ ещӗкӗ — пукансем. Пысӑкрах ещӗкӗ — шкаф. Пӳлӗм варринче — коммунхозран ҫӗклесе килнӗ пуставсӑр пысӑк биллиард. Ку биллиард кӑнтӑрла сӗтел, каҫхине Клавичекӑн кровачӗ. Ачасем хӑйсен пур пек пурлӑхне кунта тултарчӗҫ. Типтерлӗ Клавичек пӗтӗм коммуна пурлӑхне хут ҫине ҫырса тухрӗ те хутне стена ҫумне ҫыпӑҫтарасшӑн пулчӗ, анчах ыттисем пурте хирӗҫленӗ пирки, ку шухӑша пӑрахӑҫ турӗ. Пӳлӗмри пур япалана та пӗрлештерчӗҫ. Шалу, паёк, ӑнсӑртран илекен посылкӑсем — пурне те пӗр тан пайлама йышӑнчӗҫ. Уйрӑм харпӑрлӑхра ҫумри пӑшал таврашӗ кӑна юлчӗ. Коммунарсем пӗр сасӑпах: уйрӑм харпӑрлӑха пӑрахӑҫа кӑларнӑ закона пӑсса, юлташсене улталакан коммуна членне коммунӑран кӑларса пӑрахмалла, тесе йышӑнчӗҫ. Окуневпа Клавичек кун ҫумне тата: хваттертен те кӑларса ямалла, тесе хушса хучӗҫ.

Коммунӑна уҫнӑ ҫӗре районри пӗтӗм комсомол активӗ пухӑнчӗ. Кӳршӗрен пысӑк самовар кайса илчӗҫ, мӗнпур пек сахарина ӗҫсе пӗтерчӗҫ, унтан, чей ӗҫсе тӑрансан, хорпа юрлама тытӑнчӗҫ:

Вӗҫӗ-хӗрри ҫук тӗнче куҫҫульпе тулнӑ,
Пӗтӗм пурнӑҫ пирӗн — асаплӑ ӗҫ,
Анчах кӗтнӗ кун ҫитетех…

Табак фабрикинче ӗҫлекен Таля дирижёр вырӑнне пулчӗ. Унӑн хӗрлӗ тутӑрӗ аяккинелле шӑвӑнса аннӑ, куҫӗсем — шухӑ арҫын ачалла пӑхаҫҫӗ. Ку куҫсене халиччен никам та ҫывӑхран пӑхайман-ха. Тӗлӗнмелле илемлӗ кулать Таля Лагутина. Тӗнче ҫине вӑл, ҫак картонажница, хӑйӗн чечеке ларакан ҫамрӑк ӗмӗрӗ витӗр вунсаккӑрмӗш картлашка ҫинчен пӑхать. Унӑн алли пӗрре анать, тепре хӑпарать, юрри фанфар сасси пек янӑрать:

Пирӗн юрӑ, эсӗ юх ҫаврӑнса —
Тӗнче ҫийӗн ялавӑмӑр вӗлкӗшет.

Вӑл хӗмленет ҫулӑмла ялкӑшса,
Тоноша юнӗ ҫулӑмпа ҫунать…

Чылай ҫӗрле пулсан тин, шӑпланнӑ урамсене вӑратса килӗсене саланчӗҫ.

Жаркий аллине телефон трубки патне тӑсрӗ.

— Хуллентерех, ачасем, нимӗн те илтӗнмест! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл ответлӑ секретарь пӳлӗмне кӗрсе тулнӑ хытӑ калаҫакан комсомолецсене.

Сасӑсем кӑштах лӑпланчӗҫ.

— Эпӗ итлетӗп. А, эсӗ-и ку! Юрать, юрать, халех. Повестка? Ҫавах, ӗлӗкхиех — пристаньри вутта турттарса тухасси ҫинчен? Мӗн? Ҫук, ниҫта та яман. Кунтах. Чӗнес-им? Юрать.

Жаркий Корчагина пӳрнипе кӑчӑк туртса илчӗ.

— Санпа Устинович юлташ калаҫасшӑн, — терӗ те телефон трубкине тыттарчӗ.

— Эпӗ сана ҫук тесе. Манӑн паян каҫхине пушӑ вӑхӑт пулать. Кил. Пичче ҫула май кӗрсе тухса кайрӗ, эпир унпа икӗ ҫул хушши курнӑҫса калаҫманччӗ.

Пиччӗшӗ!

Павел унӑн малалли сӑмахӗсене илтеймерӗ. Ӑна пӗр-кунхи каҫ, ҫав каҫ кӗпер ҫинче шухӑшласа тӑни аса килчӗ. Паян каясах пулать ун патне, чӑрмавсене ҫунтарса ярасах пулать. Юрату вӑл нумай шухӑшлаттарать, пысӑк суран тӑвать.. Ун ҫинчен калаҫмалли вӑхӑт-и вара халь?

— Эсӗ мӗн, илтместӗн-им мана? — терӗ трубкӑри сасӑ.

— Ҫук, ҫук, итлетӗп. Юрать. Бюро хыҫҫӑн. Павел трубкӑна хучӗ.

Юман сӗтелӗн хӗррине чӑмӑртаса, вӑл ӑна куҫран тӳрӗ пӑхса, калаҫма тытӑнчӗ:

— Темӗн, малашне текех сан пата килме пултараймастӑп пуль.

Ҫапла каларӗ те лешӗн ҫӑра куҫ тӗкӗсем чӗтреннине асӑрхарӗ. Унӑн хут листи тӑрӑх чупакан каранташӗ чарӑнчӗ, уҫса хунӑ тетрадь ҫине пӗр тапранмасӑр тӑсӑлса выртрӗ.

— Мӗншӗн?

— Вӑхӑт тупмашкӑн йывӑрлансах пырать. Хӑвах пӗлетӗн, пирӗн йывӑр кунсем пуҫланса кайрӗҫ. Шел те, анчах нимӗн тума та ҫук, пӑрахасах пулать…

Хӑйӗн юлашки сӑмахӗсене итлесе тӑчӗ, вӗсем хыттӑн тухманнине туйса илчӗ.

«Мӗншӗн авӑртатӑн армана? Чӗререн чышкӑпа ҫапма хӑюлӑх тупаймастӑн пулать!»

Павел хыттӑнрах калама пуҫларӗ.

— Кунсӑр пуҫне, тахҫанах эпӗ сана калас тенӗччӗ, ӑнлансах ҫитерейместӗп эпӗ сана. Сегалпа вӗреннӗ чухне мӗн вӗренни пӳрте ман пуҫа кӗрсе юлатчӗ, санпа темӗн тусан та нимӗн те тухасшӑн мар. Сан патӑнтан тухсан, кашнинчех Токарев патне кайса унпа тепӗр хут вӗренетӗп. Манӑн пуҫ чашки ӗҫлемест. Санӑн кама та пулин пысӑкрах ҫамкаллине илес пулать.

Каларӗ те лешӗ тинкерсе пӑхнинчен пӑрӑнса тӑчӗ. Унтан, хӗр патне ҫӳремелли ҫула питӗрсе лартас тесе:
— Ҫавӑнпа та пирӗн иксӗмӗрӗн усӑсӑр вӑхӑта ирттерме те кирлӗ мар, — тесе татса хучӗ.

Ура ҫине тӑчӗ, пукана ерипен урипе шутарса лартрӗ. Лампа ҫуттинче шуррӑн курӑнакан пит ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса илчӗ. Картузне тӑхӑнчӗ.

— Ну, сывӑ пул, Рита юлташ. Кӑлӑхах темиҫе кун хушши сан пуҫна муталаса пурӑнтӑм. Малтанах каламалла пулнӑ. Куншӑн хам айӑплӑ ӗнтӗ.

Рита нимӗн тавҫӑрса илеймесӗрех хӑйӗн аллине пачӗ. Павелӑн чӗри кӗтмен ҫӗртенех ҫав тери сивӗнсе кайнипе ӑнран кайнӑ пек пулса, пӗр-ик сӑмах ҫеҫ калама пултарчӗ:

— Эпӗ сана айӑпламастӑп, Павел. Эпӗ сана лайӑх вӗрентме пултараймарӑм пулсан, эпӗ паян ҫак ӳпкеве тивӗҫлӗ.

Урасем аран-ярса пусрӗҫ. Алӑка вӑраххӑн хупрӗ. Урама тухас умӗн чарӑнса тӑчӗ — каялла ҫаврӑнма пулать, каласа пама та пулать. Анчах мӗн тума? Питрен кӳренмелле сӑмахпа ҫапса янине тӳссе, каллех ҫак алӑк патне килсе тӑма-и? Ҫук.

Тупикра аманса пӗтнӗ вагонсемпе сивӗннӗ паровозсен масарӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. Пушӑ вутӑ склачӗсенче ҫавра ҫил вӗтӗ пӑчкӑ кӗрписене ҫавӑрать.

Хула йӗри-тавра, вӑрман сукмакӗсемпе, тарӑн варсемпе Орлик шайки тискеррӗн ҫӗмӗрсе ҫӳрет. Кӑнтӑрла вӑл таврари хуторсенче, вӑрманти пуян утарсенче кун каҫать, ҫӗрле ҫулсем ҫине шӑвӑнса тухать, вӑрӑм чӗрнеллӗ аллипе вӗсене чавса аркатса пӗтерет, вара, ҫавнашкал тискер ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн йӑвине кайса вырӑнаҫать.

Хурҫӑ утсем час-часах ҫул аяккинелле йӑвана-йӑвана ӳке пуҫларӗҫ. Ещӗк-вагонсем турпас пулса ванаҫҫӗ, вӗсенче ҫывӑракан ҫынсене пашалу пек лапчӑтса хурать темӗн пек хаклӑ тырӑ тӑпрапа, юнпа пӗрлешсе тӑкӑнать.

Утлӑ банда шӑп ларакан вулӑссене пыра-пыра кӗрет. Урамри чӑхсем, кӑтиклесе, чӑл-пар саланса пӗтеҫҫӗ. Ӑнсӑртран персе янӑ пӑшал сасси янӑраса каять. Вулӑс Совечӗн шурӑ ҫурчӗ патӗнче, ура айӗнче типе ҫапӑ ҫатӑртатнӑ пек, пӗр тапхӑр пӑшал сасси ҫатӑртатса илет. Тутӑ утсем ҫине утланнӑ банда ял тӑрӑх урлӑ та пирлӗ вӗҫтерсе ҫӳрет, алӑ айне лекнӗ ҫынсене каса-каса тӑкать. Хӗҫҫисене шӑхӑрттарса, вутӑ ҫурнӑ пек ваклаҫҫӗ ҫынсене. Хутран-ситрен кӑна перкелеҫҫӗ — патронӗсене шеллеҫҫӗ.

Килсе кӗнӗ пекех, хӑвӑрт тухса кайса ҫухалаҫҫӗ. Бандӑн пур ҫӗрте те хӑйӗн куҫӗ, хӑйӗн хӑлхи. Ҫак куҫсем вулӑс Совечӗн шурӑ ҫурчӗ ҫине пуп картишӗнчен, кулак ҫурчӗсем ҫинчен пӗр куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑраҫҫӗ. Курӑнми ҫипсем вӑрман чӑтлӑхӗсене туртӑнаҫҫӗ. Унталлах патронсем, тин ҫеҫ пуснӑ сысна ашӗсем, чи малтан юхтарнӑ кӑвакрах самогон бутылкисем шӑвӑнаҫҫӗ, тата пӗчӗк атамансене хӑлхаран пӑшӑлтатса каланисем те, темле ҫынсем урлӑ, Орлик патне — хӑй патнех ҫитеҫҫӗ.

Бандӑра мӗн пурӗ те ик-виҫҫӗр пуҫкасакан кӑна, анчах вӗсене ниепле те тытма май килмест. Темиҫе ушкӑна пайланса, банда пӗр харӑсах ик-виҫ уездра сӑтӑр туса ҫӳрет. Пурне те шыраса тупма ниепле те май килмест. Ҫӗрле бандит — кӑнтӑрла ахаль хресчен, хӑйӗн картишӗнче сӗркеленсе ҫӳрет, лашине апат парать. Хӗрлӗ Ҫарӑн утлӑ отрячӗсене тӗксӗм куҫӗсемпе пӑхса ӑсатса янӑ май, хапхи патӗнче чӗлӗм ӗмсе тӑрать.

Александр Пузыревский хӑйӗн полкӗпе, канма та, ҫывӑрма та пӗлмӗсӗр, виҫӗ уезд тӑрӑх Орлика шыраса ҫӳрет. Хӑйӗн харсӑрлӑхне кура, вӑл тепӗр чухне бандитсен хури ҫине те ҫитсе таптать.

Тепӗр уйӑхран Орликӑн хӑй бандине икӗ уездран илсе тухмалла пулчӗ. Тӑвӑр ункӑра вӗткеленме пуҫларӗ.

Хулари пурӑнӑҫ хӑй майӗпе шӑвӑнса пырать. Хулан пилӗк пасарӗнче халӑх кӗрлет, йӑшӑлтатать. Кунта икӗ ӗмӗт хуҫа пулса тӑрать: пӗрремӗшӗ — нумайрах илесси, иккӗмӗшӗ — сахалтарах парасси. Кунта пӗтӗм вӑйӗсене хурса тӗрлӗрен жуликсем хӑйсен ӗҫне ҫавӑрттараҫҫӗ. Темиҫе ҫӗршер йӑрӑ та пӗчӗк этемсем пӑрҫасем пек каялла та малалла вӗлтлетсе ҫӳреҫҫӗ, вӗсен куҫӗсенче, намӑса пӗлессисӗр пуҫне, пурте пурри курӑнать. Кунта ҫӗнӗрен килсе кӗрекен ҫынна лартас шухӑшпа пӗтӗм хула тасамарлӑхӗ тислӗк купи пек пухӑнса капланнӑ. Хутран-ситрен кӑна килекен поездсем хӑйсен ӑшӗнчен михсемпе тиенӗ ҫынсен ушкӑнӗсене кӑлара-кӑлара пӑрахаҫҫӗ. Ҫак ҫынсен ушкӑнӗсем вара пӗтӗмпех пасар еннелле туртӑнаҫҫӗ.

Каҫсерен пасар пушанса юлать, суту-илӳ урамӗсемпе лавкасен хура ӗречӗсем тискеррӗн курӑнса лараҫҫӗ.

Ҫак виле квартала, кашни лавка патӗнчех куҫа курӑнман хӑрушлӑх пытанса тӑнӑ ҫӗре, ҫӗрле сайра хӑюллӑ ҫын ҫеҫ килсе кӗме шикленмест. Час-часах ҫӗрле, мӑлатукпа шуҫ листи ҫине ҫапнӑ пек, револьвертен пени янӑраса каять, е камӑн та пулин карланки юнпа пӑвӑнса ларать. Юнашар постсенче тӑракан милиционерсем чупса пырас пулсан (вӗсем пӗчченшерӗн ҫӳреместчӗҫ), ҫав вырӑнта вӗсем хутланса выртнӑ вилӗсӗр пуҫне никама та курас ҫук. Шпана «йӗпе» пырӑнтан хӑвӑртрах тарса ҫухалать, вӑл хускатнӑ шӑв-шав пасар кварталӗнче ҫӗрле пурӑнакансене пурне те ҫил пек вӗрсе салатать. Ҫакӑнтах, урам урлӑ, — «Орион» кинотеатр. Урам та, тротуар та электричество ҫуттипе йӑлтӑртатать. Халӑх кӗпӗрленсе тӑрать.

Залра киноаппарат ҫатӑртатать. Экран ҫинче телейсӗр юратакансем пӗр-пӗрне вӗлереҫҫӗ, лента татӑлас пулсанах, куракансем тискеррӗн кӑшкӑрса хирӗлеҫҫӗ. Хула варринче те, хула хӗррисенче те пурӑнӑҫ хӑйӗн ҫулӗпех пынӑн туйӑнать, революциллӗ влаҫӑн пуҫ миминче — Губкомра та пурте хӑй йӗркипе пулса пырать. Анчах ку ҫиелтен курӑнакан шӑплӑх кӑна.

Хулара ҫил-тӑвӑл ҫитӗнсе пырать.

Ку тӑвӑл ҫывхарнине хулана пур енчен те мужик тумӗ айӗнче винтовка пытаркаласа кӗрекенсенчен нумайӑшӗ пӗлсе тӑнӑ. Ҫавӑн пекех ун ҫинчен, мешочниксем пек пулса, вагон ҫивиттисем ҫинче ларса пыракансем те, анчах хулана ҫитсен, пасара мар, миххисене хӑйсем пӗлекен урамсемпе ҫуртсем енне йӑтса каякансем, аван пӗлнӗ.

Кусем пӗлнӗ пулсан, рабочисен кварталӗсенче пурӑнакансем, вӗсем ҫеҫ мар, большевиксем те, ҫил-тӑвӑл ҫывхарса килнине пӗлмен.

Ҫакнашкал хатӗрленӳ пынине хулара мӗнпурӗ те пилӗк большевик кӑна пӗлнӗ.

Хӗрлӗ Ҫар шурӑ Польшӑна хӑваласа янӑ Петлюра юлашкисем, Варшавӑри ют ҫӗршыв миссийӗсемпе пӗр кавар пулса, пулас пӑлхава хутшӑнма шутланӑ.

Халӑхран вӑрттӑн Петлюра полкисен юлашкисенчен тапӑнакан ушкӑн хатӗрленӗ.

Пӑлхав тӗп комитечӗн Шепетовкӑра та организаци пулнӑ. Унта хӗрӗх ҫичӗ ҫын тӑнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ, ӗлӗкрех контрреволюци ӗҫне активлӑ хутшӑннӑскерсем, анчах каярахпа вырӑнти Чека шанса ирӗкре хӑварнӑскерсем пулнӑ.

Организацие Василий пуп, Винник прапорщик, Петлюра офицерӗ Кузьменко ертсе пынӑ. Пуп хӗрӗсем, Винникӑн пиччӗшӗпе ашшӗ, ӗҫтӑвкома ӗҫе кӗнӗ Самотый разведка ӗҫӗсене туса пынӑ.

Пӑлхав пуҫланас каҫ, Уйрӑм пайра ӗҫлекенсене гранатӑсемпе ҫӗмӗрсе тӑкма, тӗрмерен арестленисене кӑларса яма тата, май килсен, вокзала хӑйсен аллине илме шутласа хунӑ пулнӑ.

Пысӑк хулана — пулас пӑлхавӑн центрне — пит те вӑрттӑн майпа офицерсем пухӑннӑ, хула таврашӗнчи вӑрмансене бандитсен шайкисем пуҫтарӑнса пынӑ.

Кунтан вара хӑйсен чи шанчӑклӑ ҫыннисене кирлӗ хыпарсемпе Румыние тата Петлюра патне яра-яра тӑнӑ.

Округӑн Уйрӑм пайӗнчи матрос улттӑмӗш каҫ ӗнтӗ пӗр минут та ҫывӑраймасть. Вӑл — хулара мӗн пулассине пӗлекен большевиксенчен пӗри. Федор Жухрай, сиксе ӳкме хатӗрленекен тискер кайӑка асӑрхаса тӑнӑ ҫын пек, лара-тӑра пӗлмест.

Кӑшкӑрма, халӑха хускатма юрамасть. Юн ӗҫме пикенекен тискер кайӑка вӗлересех пулать. Ҫапла тусан ҫеҫ, кашни тӗме ҫине шанӑҫсӑр пӑхмасӑр, канлӗ ӗҫ тума пулать. Тискер кайӑка хӑратса тартма юрамасть. Ҫакнашкал вилӗмлӗ кӗрешӳре боец хӑйне тӳсӗмлӗн тыткалани тата унӑн ҫирӗп алли ҫеҫ ҫӗнтерӳ пама пултарать. Вӑхӑт ҫитсе пырать.

Хулара, анчах тахӑш тӗлте, пӗр-пӗринпе курнӑҫмалли вӑрттӑн вырӑнсенче тӑшман: ыран каҫхине пуҫлӑпӑр, тесе йышӑннӑ.

Анчах, хайхи пурне те пӗлекен большевиксем, пиллӗкӗн, вӗсен ӗҫне татас терӗҫ. Ҫук, паян каҫхине, — терӗҫ вӗсем.

Каҫхине депоран бронепоезд гудоксӑр-мӗнсӗр шӑппӑн тухрӗ те ун хыҫҫӑнах депон пысӑк алӑкӗ шӑппӑн хупӑнчӗ.

Телеграф провочӗсем шифрланӑ телеграммӑсем ӑсатма васкарӗҫ, ҫав телеграммӑсем пырса кӗрекен вырӑнсенче республикӑна сыхлакансем, ҫывӑрма мансах, сӑпса йӑвисене тустарма тытӑнчӗҫ.

Жаркие Аким телефон патне чӗнчӗ.

— Ячейкӑсен пухӑвӗсене пухас тӗлӗшпе пурне те туса ҫитернӗ-и? Ҫитернӗ? Аван. Хӑв парти райкомӗн секретарӗпе халех кунта канашлӑва кил. Вутӑ ыйтӑвӗ эпир шухӑшланинчен те япӑхрах тӑрать. Килсен калаҫӑпӑр, — тенине илтрӗ Жаркий Акимӑн хӑвӑрт каланӑ сӑмахӗсене.

— Ну, ку вутӑпа эпир пурте часах ухмаха ерсе каятпӑр ӗнтӗ, — тесе мӑкӑртатса илчӗ вӑл, телефон трубкине хунӑ май.

Литке тытса пыракан автомобиль ӑшӗнчен секретарьсем иккӗшӗ те тухрӗҫ. Иккӗмӗш этажа хӑпарсанах, кунта ӗҫ вутӑ тӗлӗшпе мар иккенне вӗсем сасартӑках тавҫӑрса илчӗҫ.

Управделӑн сӗтелӗ ҫинче «максим» ларать, ун патӗнче ЧОН пулемётчикӗсем темӗн аппаланаҫҫӗ. Коридорсенче — хулари партипе комсомол активӗнчен пухнӑ чӗмсӗр часовойсем тӑраҫҫӗ. Губком секретарӗн кабинечӗн сарлака алӑкӗн шал енче Губком бюровӗн васкаса пухнӑ заседанийӗ хӑйӗн ӗҫне пӗтерсе пырать.

Форточка витӗр, икӗ полевой телефон еннелле, пралуксем кӑларнӑ.

Калаҫу шӑппӑн пырать. Жаркий Аким пӳлӗмӗнче Ритӑпа Михайлона курчӗ. Рита, хӑй ӗлӗк рота политрукӗ пулнӑ чухнехи пек, — красноармеец шлемӗпе, симӗс юбкӑпа, сӑран куртки ҫинчен хулпуҫҫи урлӑ йывӑр маузер ҫакса янӑ.

— Мӗнле ӑнланас куна? — тӗлӗнсе ыйтрӗ унран Жаркий.

Сӑнавла тревога, Ваня. Халӗ сирӗн района каятпӑр. Тревога тӑрӑх пиллӗкмӗш пехота шкулне пухӑнмалла. Ачасем ячейка пухӑвӗсенчен тӳрех унта пыраҫҫӗ. Чи кирли — ҫак ӗҫе никам сисмелле мар тӑвасси пулать, — тесе ӑнлантарса пачӗ Рита Жаркие.

«Кадетский» ращара лӑпкӑ.

Чӗмсӗр ларакан ҫӳллӗ юмансем — темиҫе ҫӗр ҫулхи улӑпсем. Сарлака ҫулҫӑллӑ курӑксемпе, шыв вӗлтӗренӗпе витӗнсе тӑракан ыйӑха путнӑ кӳлӗ, юхӑнса кайнӑ сарлака аллейӑсем. Раща варринчи чул хӳме хыҫӗнче темиҫе хутлӑ, ҫӳллӗ, шурӑ кадет корпусӗ. Кунта халӗ пехотӑн хӗрлӗ командирӗсен пиллӗкмӗш шкулӗ. Сӗм тӗттӗм ҫӗр. Ҫӳлти хутӗнче ҫутӑ ҫук. Тултан пӑхсан, кунта лӑпкӑ. Иртен ҫӳрекенсенчен кашниех ҫак хӳме хыҫӗнчи ҫуртра пурте ҫывӑраҫҫӗ, тесе шутлама пултарать. Анчах, апла пулсан, мӗншӗн-ха чугун хапхасене уҫса хунӑ, тата мӗн-ха ҫавсем, хапхасем умӗнче катмар шапасем пек ларакан икӗ япала? Анчах та, кунта чугун ҫул районӗн тӗрлӗ кӗтессисенчен килнӗ ҫынсем, тревога пуҫланине кура, шкулра ҫывӑрма пултараймассине пӗлеҫҫӗ. Пухӑннӑ ҫынсем кунта тӳрех ячейка пухӑвӗсенчен, хӑйсене кӗскен пӗлтернӗ хыҫҫӑн килнӗ. Вӗсем ҫул ҫинче пӗр-пӗринпе калаҫмасӑр, пӗрерӗн те икшерӗн, е нумайӑн пулсан — ниепле те виҫӗ ҫынран ытла мар, вак ушкӑнсемпе пуҫтарӑннӑ; кашниннех кӗсъинче «Коммунистсен большевикла партийӗ» е «Украинӑри ҫамрӑксен коммунистла союзӗ» текен пӗчӗк кӗнекесем пулнӑ. Чугун хапхаран ҫакӑн пек пӗчӗк кӗнекене кӑтартнӑ хыҫҫӑн тин кӗме юранӑ.

Актовӑй зала нумай ҫын пухӑннӑ ӗнтӗ. Кунта ҫутӑ. Чӳречесем ҫине брезент палаткӑсем карнӑ. Пухӑннӑ большевиксем, сӑнамалла тунӑ тревога пирки лӑпкӑн шӳт тукаласа, чӗркесе хуҫлатнӑ «качака ури» текен чӗлӗмсене мӑкӑрлантараҫҫӗ. Никам та нимӗнле тревога пуррине туймасть. Уйрӑм ҫар пайӗсем дисциплинӑна астуса тӑччӑр тесе, кирек мӗн пуласран сыхӑ пулма, ахаль пуҫтарчӗҫ пулӗ тесе шутлаҫҫӗ пурте. Анчах та, ӗҫре пиҫнӗ фронтовиксем, шкул килхушшине кӗрсенех, кунти лару-тӑру сӑнамалли тревога чухнехи пек мар иккенне сиссе илеҫҫӗ. Пур ӗҫе те пит те шӑппӑн туса пынӑ. Курсантсен взвочӗсем ҫур сасӑпа панӑ команда тӑрӑх шӑппӑн йӗркеленсе тӑнӑ. Пулемётсене алӑсем ҫинче йӑтса тухнӑ, тултан пӑхсан — шкул корпусӗсенчен ниҫта пӗр ҫутӑ та курӑнмасть.

— Мӗн те пулсан пысӑк ӗҫ пуласса кӗтеҫҫӗ пулмалла, Митяй? — хуллен ыйтрӗ Корчагин, Дубава патне пырса тӑрса.

Митяй чӳрече янахӗ ҫинче палламан хӗрпе юнашар ларать. Корчагин вӑл хӗре кӑшт ҫеҫ виҫӗмкун Жухрай патӗнче курнӑччӗ.

Дубава, кулкаласа, Павела хулпуҫҫинчен лӑпкаса илчӗ.

— Мӗн, чӗрӳ ура тупанне анса лармарӗ пулӗ-ҫке? Ан хӑра, эпир сире вӑрҫма вӗрентӗпӗр. Мӗн, эсӗ ӑна палламастӑн-им? — терӗ вӑл, пуҫне хӗр еннелле сулса. — Анна ятлӑ вӑл, хушаматне пӗлместӗп, агитаци базин пуҫлӑхӗ.

Хӗр, Дубава кула-кула паллаштарнине итленӗ май, Корчагин ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Сенкер тутӑрӗ айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫ пайӑркине майлаштарса, тутӑр айне кӗртсе хучӗ.

Куҫӗсем Корчагин куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ — темиҫе секунда хушши иккӗшӗ те пӗр-пӗрин ҫине тинкерсе пӑхса тӑчӗҫ. Унӑн хура-кӑвак куҫӗсем чӑрсӑррӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ. Павел хӑйӗн куҫне Дубава ҫине куҫарчӗ. Хӑй хӗрелнине сисрӗ те ирӗксӗрех салхуланчӗ.

— Сирӗнтен хӑшӗ хӑшне агитацилет? — тесе ыйтрӗ Павел, юри кулнӑ пек туса.

Залра шавлама тытӑнчӗҫ. Рота командирӗ сӗтел ҫине улӑхса тӑчӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

— Пӗрремӗш ротӑри коммунистсем, строя, ҫак залрах! Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, юлташсем!

Зала Жухрай, губисполком председателӗ, Аким пырса кӗчӗҫ. Вӗсем тин ҫеҫ ҫитнӗ. Залра ӗречӗ-ӗречӗпе йӗркеленсе тӑнӑ халӑх лӑках.

Губисполком председателӗ пулемёт ларакан ҫӳллӗрех вырӑна хӑпарса тӑчӗ те, аллисене ҫӗклесе, сӑмах калама тытӑнчӗ:

— Юлташсем, эпир сире кунта пысӑк тата ответлӑ ӗҫ тума пухрӑмӑр. Халӗ ӗнтӗ ӗнер калама юраман ӗҫ ҫинчен каласа пама юрать, мӗншӗн тесен ӗнер ку ӗҫ вӑрҫӑ секречӗ пулнӑ. Ыран каҫхине хулара, ҫакӑнпа пӗрлех пӗтӗм Украинӑра та, контрреволюциллӗ восстани тапранмалла. Хулана офицерсем килсе тулнӑ. Хула тавра бандитсен шайкисем пухӑнаҫҫӗ. Восстани тума хатӗрленекенсенчен хӑшпӗрисем пирӗн бронедивизиона та хӗсӗнсе кӗнӗ, вӗсем унта шоферсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Анчах Чрезвычайнӑй комисси ҫак пулас восстание йӗрлесе тупрӗ халӗ ӗнтӗ эпир пӗтӗм партипе комсомол организацисене пӑшал тыттартӑмӑр. Вӑрҫӑра пиҫнӗ курсантсемпе тата Чека отрячӗсемпе пӗрле коммунистсен пӗрремӗшпе иккӗмӗш батальонӗсем ӗҫе тытӑнаҫҫӗ. Курсантсем тухса та кайрӗҫ ӗнтӗ, халӗ сирӗн черет ҫитрӗ, юлташсем. Пӑшалсем илме тата еркеленсе тӑма сире вунпилӗк минут. Пӗтӗм ӗҫе Жухрай ертсе пырать. Командирсем унран тӗплӗ кӑтартусем илеҫҫӗ. Ҫак тапхӑр мӗн тери ответлӑ иккенне эпӗ коммунистсен батальонне каласа пама та кирлех мар пулӗ тетӗп. Ыран пулас пӑлхава пирӗн паянах пӗтерсе лартмалла.

Тепӗр чӗрӗк сехетрен хӗҫпӑшалланнӑ батальон шкул картишӗ варрине йӗркеленсе тӑчӗ.

Жухрай батальонӑн пӗр сиккеленмесӗр тӑракан ӗречӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Стройран пӗр виҫӗ утӑм маларах чӗн пиҫиххисем ҫыхнӑ икӗ ҫын тӑраҫҫӗ: пӗри — Меняйло комбат, патварскер, Уралта чугун шӑратакан пулнӑскер, тепри — Аким комиссар. Сулахайра пӗрремӗш ротӑн взвочӗсем. Вӗсен умӗнче, икӗ утӑм маларахра, иккӗн: рота командирӗ тата политрук. Вӗсен хыҫӗнче — коммунистсен батальонӗн шӑп тӑракан ӗречӗсем. Виҫҫӗр штык.

Федор паллӑ пачӗ. — Кайма вӑхӑт.

Виҫҫӗр ҫын пушӑ урамсемпе иртсе пырать. Хула ҫывӑрать.

Львовски урамра, Дикий урамне хирӗҫ, батальон чарӑнчӗ. Унан ӗҫӗ ҫак вырӑнтан пуҫланса каймалла.

Кварталсене пӗр сас-чӗвӗсӗр карса илчӗҫ. Штаб пӗр магазинӑн картлашки ҫине вырнаҫрӗ.

Туран, хула варри енчен, Львовски урамӗ тӑрӑх, хӑйӗн прожекторӗсемпе шоссене ҫутатса, автомобиль ярӑнса анчӗ. Штаб тӗлӗнче чарӑнчӗ.

Литке хальхинче хӑйӗн ашшӗне лартса килчӗ. Комендант шоссе ҫине сиксе анчӗ те хӑйӗн ывӑлне латыш чӗлхипе темӗн каларӗ. Машина сасартӑк тапранчӗ те, ҫавӑнтах Дмитриевски урама пӑрӑнса, куҫран ҫухалчӗ. Гуго Литкен пӗтӗм пурӑнӑҫӗ куҫӗсенче. Аллисем руль умне ҫыпҫӑннӑ — сылтӑмалла, сулахаялла.

Аха, акӑ ӑҫта кирлӗ пулчӗ унӑн, Литкен, асар-писер хӑвӑрт ҫӳреме пӗлни! Паян ӑна, ҫил пек ҫӳренӗшӗн, никам та икӗ куна арестлесе лартас ҫук.

Гуго чӑнах та урамсем тарӑх, ӳкекен ҫӑлтӑр пек, вӗҫтерсе пырать.

Жухрай хӑйне пӗр самантрах хулан пӗр енчен тепӗр енне илсе ҫитернӗ ҫамрӑк Литкене мухтамасӑр чӑтса тӑраймарӗ.

— Эсӗ, Гуго, паян ҫакӑн пек ҫӳресе те пӗр ҫынна машина айне тумасан, ыран ылттӑн сехет илетӗнех, — терӗ вӑл.

Гуго хавасланать:

— А эпӗ ҫакнашкал ҫӳренӗшӗн пӗр вунӑ талӑка арестлеҫҫӗ тесе шутланӑччӗ…

Чи малтанах пӑлхавҫӑсен штаб-хваттерне ҫавӑрса илчӗҫ. Уйрӑм пая чи малтан арестленӗ ҫынсемпе чи малтан тупнӑ документсем ӑсанчӗҫ.

Дикий урамра, ҫавӑн пекех тӗлӗнтерекен ятлӑ тӑкӑрлӑкри 11-мӗш №-лӗ ҫуртра, Цюрберт хушаматлӑ темӗнле ҫын пурӑннӑ. Чека аллинчи хыпарсем тӑрӑх, ҫав ҫын шуррисен каварӗнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ пулнӑ. Ун аллинче Подольски района пухӑнма хушнӑ офицер дружинисен спискисем пулнӑ.

Дикий урамне, ҫак Цюрберта арестлеме, Литке хӑй килчӗ. Чӳречисем садалла тухакан, ӗлӗкхи хӗрарӑм монастырӗнчен уйрӑм хӳмепе уйӑрӑлса тӑракан хваттерте, Цюрберта тупаймарӗҫ. Вӑл, кӳршисем каланӑ тӑрӑх, паян пачах киле таврӑнман. Хваттерте ухтарчӗҫ, пӗр ещӗк гранатӑпа пӗрле адрессемпе списоксем тупрӗҫ. Литке ҫурта вӑрттӑн сыхлама хушрӗ те хӑй, тупнӑ документсене пӑхкаласа, сӗтел патӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Садра ҫамрӑк курсант хуралра тӑрать. Вӑл тӑракан ҫӗртен ҫутӑ чӳрече курӑнать. Кунта, кӗтесре, пӗччен тӑма питех те кӑмӑла каймасть. Шиклӗрех. Ӑна хӳме таврашне сӑнаса тӑма хушнӑ. Анчах та кунтан хӑй ҫуттипе илӗртекен чӳрече инҫе. Ҫитменнине тата шуйттан уйӑхӗ те хутран-ситрен кӑна ҫутаткаласа илет. Тӗттӗмре йывӑҫ тӗмисем те чӗрӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Курсант йӗри-тавра штыкпа хыпашласа пӑхать — никам та ҫук.

«Мӗншӗн мана кунта тӑратрӗҫ-ха? Пурӗпӗрех ҫав тери ҫӳлӗ хӳме ҫине никам та улӑхас ҫук вӗт. Чӳрече патне пырса пӑхас мар-ши?» — тесе шухӑшларӗ курсант. Вӑл хӳме тӑррине тепӗр хут пӑхса илчӗ те пӑнтӑхнӑ кӑмпа шӑрши перекен кӗтесрен тухрӗ. Пӗр самантлӑха чӳрече тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗ. Литке, хыпалансах хутсене пухса, пӳлӗмрен тухса кайма хатӗрленет. Ҫак самантра хӳме тӑрринче пӗр мӗлке курӑнса кайрӗ. Хӳме ҫинчен ӑна чӳрече патӗнче тӑракан часовой та, пӳртри ҫын та лайӑх курӑнать. Мӗлке хӳме тӑрринчен йывӑҫ ҫине кушак пек куҫрӗ те ун тӑрӑх ҫӗре анчӗ. Кушак пек шӑппӑн часовой патне йӑпшӑнса пычӗ те сулса ячӗ — курсант палтах ҫӗре кайса ӳкрӗ. Унан мӑйне аври таранах флот кортикӗ кӗрсе ларчӗ.

Садра персе янӑ пӑшал сасси квартала ҫавӑрса илнӗ ҫынсене электричество токӗ пек чӗтретсе ячӗ.

Аттисемпе кӗмсӗртеттерсе ҫурт патне улттӑн чупса ҫитрӗҫ.

Юнпа вараланса пӗтнӗ пуҫне сӗтел ҫине хурса, кресло ҫинче вилнӗ Литке ларать. Чӳрече кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ. Анчах документсене тӑшман илсе тухса каяйман.

Монастырь хӳми патӗнче васкавлӑн перекен пӑшал сассисем илтӗнсе кайрӗҫ. Кунта Литкене вӗлерекен хӳме урлӑ урама каҫса, пӑшалпа пере-пере, Лукьянов тӑкӑрлӑкӗ еннелле тарма тытӑннӑ. Ҫук, тараймасть вӑл: тахӑшӗн пули ӑна хӑваласа ҫитсе ӳкерет.

Ҫӗр каҫах ухтарусем пычӗҫ. Кил кӗнекисем ҫине ҫырӑнман, темӗнле шанчӑксӑр документсемлӗ, хӗҫпӑшалланнӑ темиҫе ҫӗр ҫынна тыта-тыта Чекана ӑсатрӗҫ. Унта арестленӗ ҫынсене тӗрӗслесе тухакан уйрӑм комисси ӗҫлет.

Хӑшпӗр вырӑнсенче пӑлхавҫӑсем хӗҫпӑшалсемпе хирӗҫ тӑрса пӑхнӑ. Жилянски урамӗнче, пӗр ҫуртра ухтарнӑ чухне, Лебедев Антошӑна персе вӗлернӗ.

Соломенка батальонӗ ҫак каҫхине пилӗк ҫынна ҫухатрӗ. Чекаран ватӑ большевик, республикӑн шанчӑклӑ хуралҫи Ян Литке ӗмӗрлӗхех пӗтрӗ.

Восстание пуҫланичченех пӗтерсе лартрӗҫ.

Ҫак каҫхинех Шепетовкӑра Васили пупа, унӑн хӗрӗсене тата вӗсен пӗтӗм шайкине тытса хупаҫҫӗ.

Тревога иртсе кайрӗ.

Анчах хулана ҫӗнӗ тӑшман шиклентерет, ҫӗнӗ тӑшман — чугун ҫулсем ӗҫлейми пулни, унӑн хыҫӗнчен выҫлӑх тата сивӗ ҫитсе килни.

Ҫӑкӑрпа вутӑ пӗтӗм ӗҫе татса паракан япаласем пулса тӑраҫҫӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней