Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Керчьри урам

Раздел: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ

Автор: Тани Юн

Источник: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Добавлен: 2019.12.22 13:48

Предложений: 47; Слово: 739

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ачасен ячӗпе тӑракан урамсем тӗнчере пит нумаях та мар. Ҫавӑнпа та эпир кӗтесри ҫуртӑн стени ҫумне ҫапнӑ табличка ҫине мӗн ҫырнине ӑнсӑртран вуласа пӑхсан, хӗреслӗ урамра иксӗмӗр те пӗр харӑсах чарӑнтӑмӑр. Керчь хулине эпир ӗнер килтӗмӗр.

Крым хулин урамӗсенчен икӗ тинӗс — Хура тинӗсне Азов тинӗсӗ курӑнаҫҫӗ; ҫак хулан историйӗ вӑрӑм та тӗлӗнтермӗшле. Пур тӗрлӗ авалхи легенда тусанӗсем Керчь патӗнчи Митридат тӑвӗ ҫийӗн йӑсӑрланаҫҫӗ. Анчах икӗ тинӗс пӗрлешнӗ тӗлте ларакан кӑнтӑрти канлӗ хула Сталинла пилӗкҫуллӑхсем вӑхӑтӗнче тата икӗ вӑрҫӑ — граждан вӑрҫипе Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑ ҫулӗсенче — пачах та урӑххипе чапа тухнӑ. Вӑрҫӑ умӗнхи пилӗкҫуллӑхсенче Керчь пулӑҫӑсен пӗчӗк хулинчен индустриллӗ пысӑк центр — руда, металл, кимӗ-карап тӑвакан хула пулса тӑчӗ. Керчь тавра пысӑк заводсем ӳссе ларчӗҫ. Керчь металлургийӗ тӑван ҫӗршыва ҫулсерен темиҫешер миллион тонна чугун, хурҫӑ, прокат паратчӗ. Хӑмӑш Бурунти руда Азов тинӗсӗ патӗнчи темӗн пысӑкӑш металлурги завочӗсене кайса тӑнӑ.

Хула курса ҫӳренӗ май эпир аслӑ урама тухрӑмӑр. Ҫакӑ туп-тӳрӗ те сулхӑн урам Ленин ячӗпе тӑрать. Акацисен хӳттинче рак хуранӗ текен чултан тунӑ ҫӳллех мар, анчах илемлӗ шурӑ ҫуртсем курӑнса лараҫҫӗ; вӗсенчен нумайӑшне вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче фашистсен бомбисем ҫӗмӗрнӗ. Тинӗс пырӗ енчен ӑшӑ ҫил вӗрет; ҫак ҫилте икӗ тинӗс сывлани сисӗнет: Азов тинӗсӗн хӗрринчи ҫеҫенхиртен килекен вӗри сывлӑш юхӑмӗнче сасартӑках Хура тинӗс сулхӑнӗ варкӑшма тытӑнать.

Кӗтмен ҫӗртенех, аякран вӗҫен кайӑксем юрлани илтӗнсе кайрӗ. Иртсе ҫӳрекенсен пуҫ тӗлӗнче стена ҫине ҫакса янӑ темиҫе читлӗх курӑнса кайрӗ. Виҫӗ читлӗхӗнче ҫивӗч ҫирӗктӑррисем сиккелеҫҫӗ, пӗринче пысӑк юмансӑмса хӑйӗн хулӑн сӑмсине читлӗх хуллисем хушшине чиксе ларать.

Читлӗхсем айӗнче, кӗтесре, пукан ҫинче чӗлӗмне паклаттарса хуҫи ларать пулмалла; вӑл хӑйӗн вӗҫен кайӑкӗсене вырсарникун ячӗпе хӗвел ӑшшине илсе тухнӑ, курӑнать. Ҫине хӑй, тӗсӗ кайнӑ, анчах тирпейлӗ ҫар гимнастерки тӑхӑннӑ, ҫухине тӳмелемен, кӑкӑрӗ ҫинче витӗр курӑнакан целлофанпа чӗркенӗ лента ҫине ҫакнӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ медалӗ. Гимнастерки айӗнчен тӗсӗ кайнӑ таса тельняшка курӑнать. Хуҫи темле майпа хушнипе вӑхӑтлӑха юрлама чарӑннӑ вӗҫен кайӑксем каллех шӑхӑрма, чӗвиклетме, чаплаттарма пуҫларӗҫ, Володя Дубинин урамӗ тесе ҫырнӑ табличка ҫапнӑ урама ян яраҫҫӗ.

Крым хӗвелӗпе икӗ тинӗс енчен вӗрекен ҫилсем табличка ҫине ҫырнӑ саспаллисене йӑлтах тӗссӗрлетсе янӑ, ҫавӑнпа ятне тӗрӗс вуланине хамӑр та ӗненмерӗмӗр.

— Каҫарӑр, ку мӗнле урам?

Гимнастерка тӑхӑннӑ ҫын хӗвелпе пиҫнӗ питне ҫӗклерӗ те, вӗҫен кайӑксене аллипе темӗнле паллӑ туса кӑтартрӗ — читлӗхсенче самантрах шӑпланчӗҫ.

— Ӗлӗк ӑна хресчен урамӗ тетчӗҫ, халӗ ӗнтӗ ӗмӗр-ӗмӗрлӗхех — Володя Дубинин урамӗ — терӗ вӑл янӑраман, анчах уҫӑ сассипе.

— Кам вӑл Володя Дубинин? Мӗн туса ҫак чыса тивӗҫлӗ пулнӑ?

— Тивӗҫлӗ, — терӗ кайӑкҫӑ. — Вӑл тивӗҫлех ӗнтӗ! Эп кунти ҫын, пирӗн Керчь ывӑлӗ Володя Дубинин камне ӑнлантарса пама пултаратӑп…

Ҫирӗктӑррисем каҫса кайсах юрлаҫҫӗ, ҫӳлтен, читлӗхсем ӑшӗнчен, хӗвелҫаврӑнӑш тӑкӑнать, йӗри-тавра пухӑннӑ Керчь ачисем хӑйсен землякӗ ҫинчен темиҫе хут та илтнӗ калава шӑппӑн итлесе тӑраҫҫӗ.

Унтан эпир, ачасем канаш панипе, хулари музее кайрӑмӑр. Пысӑк залра Керчь хулине чапа кӑларнӑ ҫынсен портречӗсем хушшинче хӗрлӗ бархатран тунӑ уйрӑм щит ҫинче хамӑр илтнӗ Володя Дубинин ятне куртӑмӑр. Портрет ҫинчен пысӑк ҫамкаллӑ, хаваслӑ та кӑшт кутӑнланса тутине мӑкӑртнӑ, пысӑк куҫлӑ ача сӑнӗ пӑхать; унӑн йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсем, пурне те пӗлес тесе, хастаррӑн, хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ, ҫут тӗнчере ман умра пурте уҫӑлма тивӗҫ, тенӗн туйӑнаҫҫӗ.

Каҫ пулсан таса пӳлӗмре, стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫавнашкал портрет умӗнче, Володя Дубининӑн амӑшӗ Евдокия Тимофеевна шӑппӑн хӑй ывӑлӗ ҫинчен каласа пачӗ. Володьӑн аппӑшӗ, Валя Дубинина, амӑшӗ мӗн те пулин аса илеймесен, сӑмах хушса хурать.

Тепӗр кунне Володя Дубинин ячӗпе тӑракан 13-мӗш №-лӗ шкулта эпир учительсемпе, Володьӑн юлташӗсемпе сӑмахларӑмӑр. Мӗн курни-илтни пире ҫав тери хумхантарса хавхалантарнӑ пирки Керчьре нумайлӑха тытӑнса тӑма тиврӗ.

Кунсерен, кашни утӑмра, кашни ҫынпа сӑмахланӑ хыҫҫӑн пирӗн умра раскопкӑсенче тупнӑ вилӗ чулсем каласа пама пултарнинчен ҫӗр хут илемлӗреххӗн, — пирӗн вӑхӑтри иртнӗ кунсен тӗрӗс историйӗ уҫӑлса пычӗ.

Эпир тӗлӗнмелле аван ҫынсемпе ҫывӑх паллашса ҫитсе, Керчь урамне ун ятне панӑ ача ҫинчен тем тӗрлӗ сведенисем пухнӑ хыҫҫӑн, хуларан тухса кайрӑмӑр. Кайран вара, Володьӑна лайӑх астӑвакан, анчах халӗ ытти хуласенче пурӑнакан ҫынсемпе ҫырусем урлӑ ҫыхӑнтӑмӑр. Вӗсем хӑйсен дневникӗсене — Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑ кунӗсемпе Володьӑн паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен ҫырнисене — ярса пачӗҫ. Унтан кайран та, Володя Дубининӑн ячӗпе, унӑн кӗске те паттӑр пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑракан вырӑнсенче пулса, пурин ҫине те тӑванла куҫсемпе пӑхас тесе, Керчь пионерӗсен чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен Володьӑн тӑванӗсенчен, тусӗсенчен, тантӑшӗсенчен тата ҫапӑҫура пӗрле пулнӑ аслӑ юлташӗсенчен татах ыйтса пӗлес тесе, Керчьре темиҫе хут та пултӑмӑр.

Ҫапла страница хыҫҫӑн страница ҫырӑнчӗ ҫак кӗнеке… Ку кӗнекере пуҫран шухӑшласа кӑларни ҫукпа пӗрех. Унта ҫырни пурте чӑн-чӑн пулса иртнисем; вӗсене илемлетме те кирлӗ мар, мӗншӗн тесен вӗсем ахаль те ҫав тери илемлӗ, ҫав тери таса та тӗрӗс. Кашни страницӑна тенӗ пекех документсемпе фотографисем, свидетельствӑсемпе ҫырса пынисем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ — вӗсене Керчьри урама унӑн ятне панӑ ачана пӗлекен Совет ҫӗршывӗн аван ҫыннисем ярса пачӗҫ, халӗ те ярса тӑраҫҫӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней