Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑпатасшӑн (тĕпĕ: йӑпат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл гувернер е ачасен ырӑ ашшӗ евӗрлӗ: ку ҫын, хӑйӗн ачисемпе хӗпӗртекенскер, ӗҫсе-ҫисе хавасланса кайнӑ та ачисене те йӑпатасшӑн, ҫакӑнпа пӗрлех вӑрттӑн-хӗрттӗн хӑтланмасӑр та чиперех савӑнма пулнине кӑтартса парасшӑн, теме пулать; апла пулин те, ҫак кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ савӑклӑх маншӑн та, ыттисемшӗн те илӗртӳллӗ, ҫакна та шута илес пулать-и пире кашнинех ҫуршар бутылкӑна яхӑн шампански тивнӗ.

Он был похож на гувернера или доброго отца, который доволен своими детьми, разгулялся и хочет их потешить и вместе доказать, что можно честно и прилично веселиться; но, несмотря на это, на меня и на других, кажется, эта неожиданная веселость действовала заразительно, тем более что на каждого из нас пришлось уже почти по полбутылке шампанского.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Уметбаев пӗрмай Ильсеяр патнелле туртӑнчӗ, вӑл ӑна йӑпатасшӑн, Бикмуш мучи мухтавлӑ вилӗмпе вилни, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне революци ҫӗнтерӗвӗшӗн пани ҫинчен ӑшӑ сӑмахсем каласшӑн пулчӗ…

Уметбаев все порывался подойти к девочке, утешить ее, сказать, что дед Бикмуш умер славной смертью, что он пожертвовал собой ради победы революции, и еще многое…

XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мэрдан тахҫанах вӑраннӑ, анчах, хӗрне йӑпатасшӑн пулса ҫеҫ юри ҫывӑрнӑ пек туса выртаканскер, «шӑнана» тытрӗ-тытрех.

Мэрдан, который давно проснулся и лишь притворялся спящим, чтобы позабавить дочку, поймал-таки «муху».

I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Тем мар, тӑванӑм, тем мар, пыршу пӗрӗне пуҫласан, ҫухрӑмне шутласах тӑрӑн-ши — пӑтне мар, иккӗшне те реххетленсе ҫӗклесе килӗн, ывӑннине те сисмӗн, тесе йӑпатасшӑн пулчӗ ӑна Шерккей.

Ничего, небось не барин, как подведет живот-то, не двенадцать, а все двадцать отмахаешь, да не с одним, а с двумя пудами на плечах, сказал Шерккей…

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей, кӑҫал тепле пурӑнмалла пулать ӗнтӗ тесен, Кантюк ӑна чунтанах йӑпатасшӑн пулчӗ, ҫапах та чӗрине уҫаймарӗ.

Кандюк изо всех сил старался утешить Шерккея, а Шерккей одно горевал: как жить в этом году без хлеба?..

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Юлташӗсем вӗсене темпе те йӑпатасшӑн тытӑнса пӑхаҫҫӗ.

Спутники всячески старались развлечь их.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Халӑх кӑмӑллать сана, Паня, — председателе йӑпатасшӑн пулнӑ пек, каларӗ Евдокия Павловна.

— Народ тобой, Паня, доволен, — как бы стараясь утешить председательницу, сказала мать.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пурте Юрдан арӑмне йӑпатасшӑн пулса ун тавра тӑрса тухрӗҫ.

Все окружили расстроенную бабку Юрданицу, всячески стараясь ее успокоить.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсир халӑха пуҫлӑхсем парса йӑпатасшӑн, анчах танлӑх шухӑшне пӗтӗмпе пӗтересшӗн; вӑйлисен хӑватне вӑйсӑррисене пӑхӑнтарасшӑн, ӗҫ тени капитала пӑхӑнтӑр тетӗр.

Вы навязываете народу начальников и вконец уничтожаете идеи равенства; вы освящаете право эксплуатации слабых сильными, труда — капиталом.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эсир кил хуҫи вырӑнне пулса, мана мӗнпе те пулин йӑпатасшӑн тӑрӑшатӑр эппин? — ыйтрӗ Обломов.

— Вы, кажется, стараетесь по обязанности хозяйки занять меня? — спросил Обломов.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл мана йӑпатасшӑн пулчӗ; эпӗ хам та капланса килнӗ кӑмӑла сирсе яма шутларӑм: ку куна эпир пит те янтравлӑ, пит те хӗрӳллӗн ирттертӗмӗр.

Он хотел меня развеселить; я думал себя рассеять: мы провели день шумно и буйно.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл мана йӑпатасшӑн:

Он утешал меня:

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӳррипе каласан, эпӗ шухашӑма йӑпатасшӑн кӑна тытӑнтӑм ҫав ӗҫе.

Признаться, я частию для развлечения занялся этим.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Манӑм чӗрере ҫакӑн пек йывӑрлӑх пурри ҫинчен пӗлнӗ пулсан, вӑл мана хӗрхенетчӗ-ши? — тесе ыйтнӑ Том хӑйӗнчен хӑй. — Вӑл макӑрса яратчӗ-ши, мана мӑйран ыталаса илсе йӑпатасшӑн пулатчӗ-ши?

Он стал думать о том, пожалела ли бы она его, если б знала, может, заплакала бы, захотела бы обнять и утешить.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Оксана арҫын ачана йӑпатасшӑн чӗвӗлтетрӗ.

Оксана хотела утешить мальчика.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

34. Мӗнле-ха эсир мана пулманнипе-ҫуккипе йӑпатасшӑн?

34. Как же вы хотите утешать меня пустым?

Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней