Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ

Раздел: Хура ҫӑкӑр –> Иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Год: 1989; Добавлен: 2020.11.08 17:16

Предложений: 538; Слово: 4810

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Шерккей мунча умӗнчи мӑкланнӑ каска ҫине пырса ларчӗ. Хуралнӑ тарӗ ҫамки тӑрӑх тумлам-тумламӑн шӑрҫаланса анать; вӑл ӑна асне илмесӗрех кӗпи ҫаннипе шӑлкалать те канса сывлӑш ҫавӑрать.

Ӗнтӗ ырсах ҫитрӗ иккен арчипе аппаланса. Кун пек нушаланасса кӗтменччӗ вӑл, ҫук, кӗтменччӗ. Яра кун сухара пулнӑ чухне те паянхи пек ӗшеннине астумасть. Мунча пӑлтӑрӗ айӗнче тупнӑ арчине уҫма хӑтланса, хурҫӑ пурттин сӑмсине катса пӑрахрӗ, сулахай аллинчи пӳрнине шӑйӑрттарса юн кӑларчӗ, ӑна ҫӗтӗк ланчашкапа ҫыхкаласа ячӗ, ҫӗр каҫиччен куҫ хупмасӑр тертленчӗ, нушаланчӗ — ӗҫӗ виҫӗ пус кӗмӗле тӑмарӗ: арчине ҫаплах уҫаймарӗ.

Тата мӗн тӑвасшӑн вӑл? Куккук хӑй йӑвинче чӗп кӑларасса кӗтет-им, хир ӑсанӗн пуҫне мӑйрака шӑтса тухӗ тет-им? Тӗттӗм чухне кӑна ҫапла аппаланать те, ан хӑра, ҫын кушак мар-ҫке, ҫӗрлехи куҫ витӗр кӑтартмасть ҫав, кун ҫутипе ӗҫлемелле. Кун ҫутипе!

Шерккей ҫаплах мунчара питӗрӗнсе ларӗччӗ — шаккани тимӗр чанклатни илтӗнет, сас пулать. Тимрукпа Ильяс та вӑранӗҫ, килсе кӗрӗҫ те: «Эс, атте, мӗн шаккатӑн кунта?» — тесе ыйтӗҫ. Куҫӗсем иккӗшӗн те ҫӗрлехи мӑшӑр хунар пек, чӗлхи-ҫӑварӗсенче чаракӗ ҫук, тупкӑчӑ ҫинчен пӗлес-тӑвас пулсан пӗрре ҫумне иккӗ хушса сӑмах ҫӳретеҫин…

Пӗр вӗсем кӑна чӑрмантарӗҫ-и? Ак вӑл ӗнер ачисене улма ҫумлама кӑларнӑччӗ. Мунчара хам пӗчченех тӑрса юлтӑм тесе хӗпӗртенӗччӗ. Арчине халь уҫӑп та вара уҫӑп тесе ҫеҫ тӑратчӗ — шӑпах Пикмӑрса килсе кӗчӗ. Мӗскӗн Пикмӑрса пӗр чара шӳтернӗ хуратул пӑтти илсе килнӗ, хирӗҫлеме шӑл ҫемми пултӑр терӗм-ха, терӗ. Ҫуннӑ кил-йышӑн хутне кӗрес тесе ҫав. Ай, апӑрша! Хӑйсен те йышлӑ килйышне шӑл хушшине хумалӑх тутӑ тӗпрӗнчек ҫук-ха, хӑйматлӑхӗсен пултӑрӗ имӗш ӗҫчен Пикмӑрсана вутӑ татса ваклама пулӑшнӑшӑн тӑпӑрчӑ хутасси пе кӑштах хуратул кӗрпи пачӗ, тет те, ҫав кӗрперен те пулин пӑтӑ пӗҫерсе илсе килнӗ. Шерккей ӑна-кӑна ӑнланать-ха те пӗр чухне унӑн ҫакӑншӑн ӳксе тав тумаллаччӗ. Хальхинче ӑнӑ хапӑл сӑмах каламарӗ. Ун пек сӑмах калассинчен ытла — хирӗҫлемӗ пырса кӗнӗшӗн мӑртӑхнӑ пек те курӑнчӗ-ха вӑл. Шӑп кӑна ҫакӑн пек чухне хуртлашса ҫӳреҫҫӗ-ҫке, тупата, тесе шухӑшне илчӗ Шерккей.

Тата пӑртак вӑхӑт иртсен, Шинкӗл пырса кӗчӗ. Пырса кӗчӗ те тахҫанччен павраса ларчӗ, хӗрхеннӗ вӑл, хута кӗрес сӑмах каларӗ. Кӑмӑл туса пынӑ ҫынна хӑваласа кӑларма ҫук, утах килнелле тесе те тӳрех калаймастӑн. Пасара каймастӑн-и, тесе ыйтрӗ вӑл Шерккейрен. Ентӗ Шерккей пасара каять-и, каймасть-и, мӗн ӗҫ пултӑр Шинкӗлӗн? Пӗрер пӑт ҫӑнӑх туянса килесшӗн имӗш вӑл, ҫуран ҫӗклесе килмешкӗн, ҫапах та вун икӗ ҫухрӑм, тет. Вуникӗ ҫухрӑм-и? Инҫерех иккен. Тем мар, тӑванӑм, тем мар, пыршу пӗрӗне пуҫласан, ҫухрӑмне шутласах тӑрӑн-ши — пӑтне мар, иккӗшне те реххетленсе ҫӗклесе килӗн, ывӑннине те сисмӗн, тесе йӑпатасшӑн пулчӗ ӑна Шерккей. Килӗшмерӗ Шинкӗле ҫак канаш, кӑмӑлӗ юлчӗ курӑнать. Урӑхран сӑмах чӗнмесӗр тухса утрӗ. Тата такам патне ҫитесшӗнччӗ пулинех. Ҫилленчӗ пулмалла, вӑрӑм куҫ харшине пӗрӗнтерсе пӑхса илчӗ. Е, ҫилленин тата. Тӗнчере пур чул та ҫутатмасть-ҫке терӗ Шерккей. Ҫапла мар-и? Тепӗр тесен, Шерккейшӗн пурпӗр. Ав вӑл эсӗ, Шинкӗл, пасара каймастӑн-и тесе ыйтмасть-ҫке, ун патне пырса ыйтаҫҫӗ. Канӑҫлӑн ӗҫлесе ларма памаҫҫӗ. Юпне курас тенӗ чух нимсӗр шӑхӑрса юлӑн. Ҫавӑнтан хӑрать-ҫке Шерккей…

Вӑл ура ҫине тӑчӗ. Хӗн кӑтартнӑ арчине каллех пӑлтӑр айне вырнаҫтарчӗ, ҫиелтен, малтанхи пекех, ҫӗрӗшнӗ улӑмпа витрӗ. Ӑшӗ хирӗлсе вӑркатчӗ пулин те, пӑртак ӑна хӑйӗн чун хавалӗ лӑплантарчӗ-ха: вӑл ӗҫленине ют куҫ курмарӗ. Ҫав арчана хӑй килӗнче уҫса пӑхасси пулмастех ҫав. Кунта пӑхма юраман пирки иккӗленмелле те мар. Эппин? Пиҫиччен кӗтнине антариччен кӗтмешкӗн чӑтӑм ҫитереймӗ-ши вӑл? Чӑтать. Чӑтӑм вӑхӑчӗ хӑйне хаклама пӗлекен ҫынна ҫеҫ хисеплет, ӑна сӑвап кӳрет, чапа кӑларать. Шерккей мунча алӑкне туртса пӑхрӗ, тул енчен ӑна пӑявпа йӑлмакласа ҫыхрӗ: такам килсе ан кӗтӗр, пӗр ӑстӑрккӑ хӑй тӑнӑ вырӑнтах пускаласа илчӗ, унтан кӳрши патне тухса утрӗ.

Левентейсем ҫывӑратчӗҫ-ха. Шерккей вӗсене ыйхӑран вӑратса кӗчӗ. Алӑкне тӳрлетесшӗн те вӑл имӗш, шӑллӑ хӑйра кирлӗччӗ тет.

— Шӑллӑ хӑйра?

— Ара…

Шерккей астӑвать-ха вӗсен шӑллӑ хӑйра пуррине.

Ыйхӑллӑ Левентейӗн куҫӗ чарӑлчӗ. Шӑллӑ хӑйра пур та-ха вӗсен, алӑк тӳрлетнӗ ҫӗрте, темӗн, мӗн тума пулать-ши унпа. Ытах пит кирлех пулсан, илсе кайтӑрах. Ун пек-кун пек ӗҫре Левентей хӑй те пулӑшма пултарнӑ пулӗччӗ. Шерккей кӗтсе тӑмасть иккен хутне кӗрессе. Мунчи алӑкне вӑл пӗрме-пӗчченех тӳрлетме шухӑшлать. Ӗҫӗ сахал унта, мӗн шуйханасси пур. Ырӑ килйыш канӑҫне ҫапла вӑхӑтсӑр татнӑшӑн айӑп ан туччӑрах ӗнтӗ ӑна…

Левентейсен пӑлтарӗнче сӳсмен ҫакмалли тимӗр сӳре шӑлӗ ҫапса хунӑ. Шерккей ӑна аллипе хускатса пӑхрӗ — сӳре шӑлӗ хускалать. Кил хуҫи курӑнман хушӑра вӑл ӑна хирсе кӑларчӗ те кӗсйине чиксе хучӗ. Тепре килнӗ чух пӑлтӑрне-мӗнне пӑрахса хӑварӗ-ха, сӳре пӑти тухса ӳкнӗ иккен теме пултарччӑр. Ҫакӑн пек кирлӗ-кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑр хӑй ҫуртӗнче те пурччӗ ҫав та, халь ак, пите хӗретсе, ҫынтан кӗленсе ҫӳремелле. Хӑй килӗнче пурлӑх та йӗрке тытайман хуҫан сӑвапӗ ҫук. Ӑна аплах хӑратаймӗҫ-ха: ҫуннӑ ҫын вӑл. Чӗри ҫавӑнпа кунӑҫрӗ вара Шерккейӗн. Вӑл килне таврӑнсанах лашине хӑпӑл-хапӑл кӳлсе ячӗ, никам курман хушӑра арчине кӑларса урапи ҫине хучӗ, касӑра кӗтӳ кӑлариччен хирелле юрттарчӗ.

Ҫул ҫинче тусан пусӑрӑннӑ. Урапин кайри сылтӑм кустӑрми кукӑр-макӑр йӗр хывса пырать — шӑлӗ пушаннӑ иккен, таврӑнсанах хытармалла пулать.

Курмарӗҫ-ши ӑна? Никам та асӑрхамарӗ-ши?

Енчен енне пӑхкалать Шерккей. Утламӑш канӑҫлӑн тӗлӗрет. Ял хӗрринчи кӳлӗ тӗлӗнче кӑна шӑранса пӗтеймен тӗтре мамӑк пек ҫакӑнса тӑрать. Ҫук, ӑна никам та курмасть. Ахаль, чӑннипех курмарӗҫ пулас-ха? Урамра пӗр чун ҫук, йытӑ-мӗн вӗрни илтӗнмест, хирте те халь-хаҫҫӑн никам ҫӳремест. Ав, Илентей арманӗ патӗнче пӗр лав та ҫук — арманӗ авӑрмасть. Ӗнтӗ халӑхӑн кӑҫал авӑртмалӑх тырри те юлман-тӑр та, ҫил те ҫук. Шерккей каллех хӑй патне пынӑ Шинкӗле асне илчӗ: пасара ҫӑнӑх туянма каяс тет-и? Ҫын темерӗн, хе-хе-хе…

Кӑрша хирӗнче куҫ витсе илейми ыраш пусси сарӑлать. Йывӑрланнӑ пучах ешӗл хӑмӑлтан уртӑнса авӑна-авӑна анать, йӗлме сиктӗрмерен ҫыхса янӑ сӑпка пек кана-кана сикет. Тӑпсаланнӑ пӗрчӗ сӗтне тартсан, кӳпчесе пиҫӗхет те хуҫӑлакан пулать: вырма юрӑхлӑ. Ҫӗнӗ тырра тухасси виҫ эрнерен ытла мар эппин.

Шӑлтӑр-шӑлтӑр урапа, пасар ҫулӗнчен пӑрӑнса, анапӳ хӗрринчи курӑк пуснӑ сукмака тухрӗ. Таҫтан кунта Шерккей тӗлне пӗр текерлӗк курӑнса кайрӗ те пӗрехмай ҫӳлте, пуҫ тӗлӗнче, ҫаврӑна-ҫаврӑна вӗҫме тытӑнчӗ. Малтанласа Шерккей ӑна ним вырӑнне хумарӗ: «Кайӑк-ҫке, хӑй йӑви патнелле ҫывхарасса сисет те, мӗн тутӑр, пӑшӑрханать пуль ҫав, ҫапла пӑртак йӗри-тавра ҫаврӑнкалӗ те тӑрса юлӗ», — тесе шухӑшне илнӗччӗ Шерккей. Анчах лашине мӗн малалла уттарнӑҫемӗн текерлӗк те юлмарӗ, вӑл хытӑрах та хытӑрах кӑшкӑрашма тытӑнчӗ. Вӑхӑчӗпе пуҫран сӗртӗнес пек вӗҫе-вӗҫе иртрӗ, ҫӳлелле хӑпара-хӑпара кайрӗ. Кӑшт тӑрсан, татах Шерккей тӗлнелле тӑрӑнса анчӗ. Чӑп-чӑпарскер, тӗпеклӗ мӑйракине хутлатнӑ, сарлака та кӗске мӑшӑр ҫунатне хӑвӑрт-хӑвӑрт вылянтарать. Шан-ха ҫав кайӑка, Шерккей патне вӑл такама ертсе килме пултарӗ…

Урапа сӑрт ҫамкине улӑхрӗ, сӗрӗше пуҫланӑ ыраш пусси хӗррипе анчӗ. Халиччен лӑнчӑ янӑ тилхепине Шерккей сарӑмсӑр туртрӗ. Лаши тӑпах чарӑнчӗ.

Тинех кунта Шерккее никам та кансӗрлес ҫук, вӑл хӑй ани ҫинче. Курсан та ҫав канӑҫне ҫухатнӑ текерлӗк кӑна курма пултарӗ. Шерккей хӑех ертсе ҫитерчӗ-ши ҫав кайӑка? Ай, канӑҫсӑр текерлӗк, кур-ха эс ӑна, ҫаплах кӑшкӑрашса вӗҫет!

Ҫиллене пуҫларӗ Шерккей. Урапи ҫинчен анса, тӑпра муклашки ярса тытрӗ те кайӑк енне пере пачӗ — персе тивертеймерӗ. Шерккей тепӗр муклашка тытрӗ, кайӑк хӑй патнелле вӗҫсе ҫывхарасса кӗтрӗ. Чӑмӑртаса тытнӑ тӑпри аллинчех пӗрчӗн-пӗрчӗн ванса кайрӗ. Вӑл татах пӗшкӗнсе меллӗреххине суйларӗ. Тӑпри ытла кӑпӑш, тытни-пӗр алӑрах ванать. Ӗнтӗ мӗнпе персе антармалла ҫав тӑнӑҫсӑр кайӑка? Тарӑхса ҫитнӗ Шерккей ун-кун пӑхкаларӗ — ал айӗнче нимӗн те ҫук. Ҫӗрле шӑйӑрса юн кӑларнӑ пӳрнине улача лӑстӑкпа ҫыхнӑччӗ. Вӑл ҫавна та пулин сӳсе илсе кайӑк еннелле вӑркӑнтарасшӑн сулӑнчӗ. Лӑстӑкӗ кӗр кунӗпе кӑннӑ лӗпӗш пек, хӑй умнех вӗлтӗртетсе анчӗ. Аптраса ҫитнӗ Шерккей ҫӗре лач сурчӗ, хайхискер чӑпӑрккине ярса тытрӗ. Текерлӗк хальхинче ҫывхарасса ун патнех ҫывхармарӗ те, пурпӗрех Шерккей урапи патӗнчен хӑпмарӗ. Мӗскӗн Шерккей текерлӗке чӑпӑрккипе сулкаласа юнарӗ. Лешӗ ҫаплах кӑшкӑрашса вӗҫме чарӑнмарӗ. Ну, мӗн тӑвас пур ӑна!.. Шерккей аллипе сулчӗ, ассӑн сывлӑш ҫавӑрчӗ: эй, вӗҫин тата! Тепӗр каласан, вӗҫтӗрех, тӗнче кайӑкне ӑҫтан тытса чарӑн…

Акӑ хайхи асамлӑ арча. Ӗнтӗ виҫӗ кун та виҫӗ каҫ иртрӗ ӑна тупса кӑларнӑранпӑ. Виҫӗ кун та виҫӗ каҫ хушши вӑл Шерккее шухӑшлаттарчӗ, савӑнтарчӗ, тарӑхтарчӗ. Ҫак арчана, кам та пулин туртса илесрен чунӗ ҫукчӗ-ха унӑн. Пӳлӗхе шӗкӗр, кунта, хӑй ани ҫине, илсе ҫитерчӗ. Ҫавна килӗнче уҫса пӑхмашкӑн ниҫтан майне кӳреймерӗ-ҫке. Ачисене те пулин систересшӗн пулмасӑр вӗсене вӑл утӑ капанӗ ҫинче ҫывӑрттарчӗ, мунчи алӑкне шалтан сӑлӑп ярса питӗре-питӗре илчӗ, кӗске вӑхӑта ҫеҫ кӑтӑш пулнӑ хушӑра та сехрине хӑпартса вӑрана-вӑрана кайрӗ, унта-кунта сас-чӳ илтӗнмест-ши тесе, сӗм ҫӗр варринче алӑкӗ патне пыра-пыра сӑвӑр пек пӑшӑрханса итлерӗ. Кун ҫутинче хӗвеле хуралласа ҫитес каҫне ҫывхартрӗ. Кӳршисен автанӗ авӑтасса кӗтсе канӑҫсӑр каҫне кӗскетрӗ. Юрать-ха, кунӗ-ҫӗре лӑпкӑнах иртрӗ. Пит аван. Арчи пуррине никам та пӗлмерӗ, никам курмарӗ, ачисем те пулин пӗлмесер юлчӗҫ. Ан пӗлччӗр ҫав. Ан пӗлейччӗр.

Арчи, пӗчӗкрех кӑна пулсан та, тыткалама сулмаклӑ. Ҫиелти виттинче пирчесе шатраланнӑ тимӗр хӑлӑп пур, ал вӗҫҫӗн ҫеклеме меллӗ. Иртнӗ ӑнӑҫсӑр каҫсенче Шерккей ҫав арчана ҫеклесе кӑна мар, темиҫе хут силлесе те пӑхрӗ. Ах, тӗнче! Пуша пулать-и ҫавӑн пек тирпейлӗ арча? Шерккей, халиччен хӑй аллипе лӑнкӑ укҫа тытса курман пулсан та, ылтӑн сассине пӑхӑртан уйӑрса илме пӗлмест-и? Акӑ вӑл хальхинче те арчине сыхланса ҫеҫ силлесе пӑхрӗ. Шалти сасса илтсен, кӑмӑлӗ тулчӗ, йӗпеннӗ куҫне мӑч-мӑч хупкаласа илчӗ — хӗпӗртерӗ вӑл.

Арчин пӗр кӗтессинче сӗлӗ пӗрчи кӗрес пек шатӑк пур — ҫавӑнтан уҫмаллаччӗ пуль ҫав та ӑна. Ҫӑрин уҫҫи ҫук-ҫке, пасса. Шерккей тепле май ашшӗ вилнӗ куна асне илчӗ. Вилӗ ашшӗн куҫне хуптарманччӗ-ха. Элентей ҫавӑн чух ашшӗ кӗсйинчен енчӗк туртса кӑларчӗ, пӗтӗм укҫине шӑпах ҫурмалла валеҫрӗ, пайласа пачӗ. Енчӗкӗнче тата тутӑхнӑ кукӑр пӑтапа ҫӑра уҫҫи пурччӗ. Кам пӗлет, тен, шӑпах вӑл ҫак арчана уҫмалли уҫӑччӗ пуль. Элентей ҫав ӑпӑр-тапӑра пӗтӗмпех тетӗшне парасшӑнччӗ. Ун чух пӗлмен-ҫке хӑҫан та пулин ҫак арчана тупасса. Пирӗн ҫынна хӗвел ансан ӑс кӗрет тесе, ҫакӑн пек тарӑхса курнӑ ҫынсем каланӑ пуль. Тинех ӳкӗнсен те усси ҫук, хӑйӑртан чӑпӑркка яваймӑн.

Шерккей арчапа питлӗх хушшине сӳре шӑлӗ тӑрӑнтарчӗ, шӑллӑ хӑйрапа хайӑрса, арча питлӗхне кӑштах ҫӗклетрӗ. Витти тимӗрех пулсан та, Шерккейӗн хӑватлӑ вӑйне тӳсеймерӗ — хирӗлсе авӑнчӗ. Хӑпартланнӑ хуҫи хӑйрине тата шаларах кӗртсе ячӗ, вӑйӗ ҫитнӗ таран хирӗлтерчӗ. Тутӑхнӑ тӑпса шартлатса татӑлчӗ, йынӑшса янӑраса кайрӗ, витти тинех уҫӑлчӗ.

Ах, васкаса савӑнас марччӗ-ҫке! Мӗн ӗмӗтленни кӑпӑк пек сӳнес пулсан… Чунӗ ури тупанне анса ларасса ҫитрӗ Шерккейӗн.

Текерлӗк, пӗтме маннӑскер, ҫӳлте халь те пулин ҫавра кӑшӑл хыва-хыва вӗҫет. Мӗн мурӗ кирлӗ ӑна?.. Ӗнтӗ ама кайӑк пулинех. Вӑркан ӑшне пӑртак та пулин лӑплантарасшӑн пулчӗ Шерккей. Ама кайӑк иркӳлӗм курӑнсан, ир вӑраннӑ ҫынна телей кӳрет тенине те илтсеччӗ-ха вӑл тахҫан. Тӳрре килтӗрех ҫак ыр кӑмӑлпа асӑннӑ сӑмах.

Шерккейӗн ҫӑмламас кӗске пӳрнисем сиксе чӗтреҫҫӗ. Тӗллӗн-паллӑн вӗсем юнпа хыта-хыта ларнӑ. Ак ӗнтӗ, ҫанталӑкӗ сивӗ те мар-ҫке, мӗн ҫӳҫентерет ӑна, мӗне сисет унӑн чун хавалӗ? Чи ҫиелте ҫӗтӗк улача ҫитти. Черченкӗ япалана мелсӗр тӗкӗнсе ҫӗмӗрес марччӗ тенӗ пек, Шерккей сыхланса та асӑрханса сирсе пӑрахрӗ ҫав улача ҫитте, чӑн та укҫа!.. Укҫа тӗркемӗсем ӑна курӑнах кайрӗҫ: пӗр ҫыхӑ, иккӗ, виҫӗ ҫыхӑ… шутласа тӑрас вӑхӑт-и?..

Аллине шалалла чикрӗ Шерккей. Куҫӗ хӑйӗн вут та хӗм пӗрӗхессӗн йӑлкӑшса ҫуна пуҫларӗ. Арчи тӗпӗнчерех ӑна ҫаврака япаласем ҫакланчӗҫ: кӗмӗл-и? Кӗмӗл-и?..

Шерккей пӗр тулли ывӑҫ ывӑҫласа кӑларчӗ. Аллине мӗн ҫакланнине хӑй ҫавӑнтах тӗшмӗртрӗ: вуншар та ҫирӗмшер тенкӗлӗх ылтӑнсем кӑмакаран туртнӑ кӑвар пек ҫиҫсе ялкӑшаҫҫӗ. Алчӑраса чарӑлчӗ Шерккейӗн ахаль чух хӗсерех пӑхакан куҫӗ. Кӑкӑрӗнчи чӗри те ӗмӗрхи вырӑнӗнчен тапранса, тулса, сарӑлса ҫӳлелле хӑпарнӑн туйӑнчӗ; хӑпарчӗ-хӑпарчӗ те вӑл, урӑхран шалта шӑнӑҫса тӑрас ҫук пек, хӑвӑрт-хӑвӑрт тапса сикме тытанчӗ. Сыхланарах, сыхланарах савӑнасчӗ!

Акӑ мул!

Шерккее тинех ӗмӗрӗнчи ӗмӗчӗ ҫитрӗ. Ҫук, вӑл ҫакӑн пек мул тупӑнасса кӗтсе тӑман. Ӑспуҫ хевти ҫине хал пуҫтарнӑ таран ал вӑйӗ хушса, пус ҫумне пус та пӗрчӗ патне пӗрчӗ хушӑнтарса тертленнипе юпне курасшӑнччӗ вӑл хӑй кунӗнче. Юрать-ха, ун телейӗ капларах сыпӑнать иккен. Мӗн тӑвӗ-ши вӑл, мӗн тума пултарӗ? Кантур пекҫурт лартать ӗнтӗ вӑл халь. Мӑн аслашшӗн аслашшӗ ҫинчен тӗлӗнмелле юмах ҫӳретчӗ-ха. Вӑл пит вӑйлӑ пулнӑ, тет. Хӑйне ҫаратма пынӑ вуникӗ хураха тытнӑ тет те, сире пурсӑра та вилӗмрен хӑтарӑп тесе, вӗсене хӑй валли вуник алӑклӑ юман кӗлет тутарттарнӑ, тет. Лешсем вара, кӗлет туса пӗтерсен, кашни хӑй алӑкӗ урати ҫине ларса, хуҫа пире вилӗмрен ҫӑлчӗ иккен-ха тесе, савӑнса макӑрнӑ, тет. Ҫавӑн пек, Шерккей те, вуникӗ платник тара тытса, вуник алӑклӑ кӗлет лартса ярӗин? Хырӑмламас пӳлмисене йӑтӑнса анас пек тырӑ тултарӗ, ҫӳлтен, ҫӳлтен тултарӗ вӑл, анлӑ витисенче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе выльӑх тытӗ! Пурӑнас кунҫулӗ, телейлӗ шӑпи, ун тӗлне валеҫӗннӗ сӑвап — пӗтӗмпе, пӗтӗмпе ҫак асамлӑ арча. Тӗлӗкӗнче курса ҫитерес ҫук ҫакӑн чухлӗ мула!..

Арчинчи пурлӑхне Шерккей алли ҫитнӗ таран пӑтратса илчӗ. Хут укҫин пӗр ҫыххи урапи ҫине тухса ӳкрӗ. Шерккей ӑна, халь-халь ҫухатасран хӑраса, мӑшӑр аллипе ярса тытрӗ, кӑкӑре ҫумне пӑчӑртаса хӗсрӗ, пӑшӑхнӑ ҫамкине укҫа ҫыххипе шӑлса илчӗ, унтан каллех арчине чикрӗ — ҫав чӑрсӑр текерлӗк ан куртӑрах!

Вара арчине май килнӗ таран виткелерӗ те чӑтайман енне: «Эх!» — тесе сывлӑш ҫавӑрчӗ. Сасси хыттӑн янӑраса кайнӑн илтӗнчӗ. Ҫав сасӑ такамран илтӗннӗ пек туйӑнчӗ пулас хӑйне те, вӑл шанмасӑр енчен енне ҫаврӑнса пӑхрӗ, ҫӳҫеннӗ чухнехи пек чӗтренчӗ, тавраналла тинкерчӗ, ӑна ҫаплах никам та курмарӗ.

Шӑтӑк мар-ши урапа хуппи?..

Шӑтӑк маррине пӗле тӑркачах вӑл ӑна тепӗр хут пӑхса тухрӗ. Пӗр улӑм пӗрчине сиктӗрмесӗр хӑвармарӗ. Шанчӑклах иккен. Пит те шанчӑклӑ.

Арчине вӑл хӑйпе юнашар майлаштарса хучӗ, ҫиелтен улӑмпа витрӗ. Тата мӗн чарӑнса тӑрасси пур кунта? Шерккей урапи ҫине сиксе ларчӗ. Акӑ арчи. Унта элес-мелес мул. Тӗнчере унран урӑх, Шерккейрен урӑх, никам та пӗлмен мул. Ҫав мул Шерккейӗн. Шерккей тилхепине карт туртса, лашине хускатрӗ, унтан каллех чарса тӑчӗ. Чим-ха, хӑй ани-ҫке кунта? Арчине вӑл ҫакӑнтах ҫӗре чавса пытарма пултарать. Килӗнче пӑшӑрханса тӑрасси пулмасть. Вара пӗр хӑй пӗччен кӑна килкелесе, мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ илсе каять те ыттине ҫакӑнтах пытарса хӑварать. Аван-ҫке ҫапла?..

Вӑл, арчине тепӗр хут уҫса, кӗсйине пӗр ҫыхӑ укҫа чикрӗ. Кӗсйи кӗтмен ҫӗртен тӑвӑрланчӗ. Йӑваш каптӑрмаллӑ йӗм ҫӑрхи текех туртӑнса тӑма вӑй ҫитерес ҫук пек усӑнса анчӗ. Кӑмӑлне канӑҫтаракан, савӑнтаракан туртӑм. Шерккей хӑй арчине ҫак ыраш ани ҫинчех тӗплӗн пытармалли вырӑн пӑхкаларӗ. Ав пӗр хӗрринче витӗр ҫунатлӑ шӑрчӑк сиккелет. Утмӑлтурат ҫеҫки куҫа ҫисе кӑвакартать, купра чечекӗ йӑмӑхать, мӗн тесен те, чӗрӗ куҫлӑ мар пуль-ха ҫав чечексем. Е ҫав тӗле арчине чавса чиксен?..

Шерккей ҫав тӗле тем пек тӗсесе пӑхрӗ. Ырашӗ таптаннӑ-ха кӑштах. Урапа кустӑрми ура пакӑлчакӗ таран касса йӗр хӑварать. Йӗр юлать. Юрамасть кунта арчине пытарса хӑварма. Юрамасть!

Таҫтан-такамран Шерккей тепӗр тӗрлӗ юмах та илтнӗччӗ-ха: ҫӗр айне чавса пытарнӑ мул пыра-киле ҫӗр айӗпех тарать имӗш. Юмах ҫав. Мул тени вара чылай ҫулсем иртсен тин пытанса тӑнӑ тӗлте аякран вуткуҫӑн ялкӑшса ҫуталать, тет те, енчен пӗр-пӗр ҫын ҫавӑнталла пырас-тӑвас пулсан, лап сӳнсе ларать, тет. Кайран ҫав мула пин асамҫӑран пӗри тупма пултарать имӗш, унӑн та пулин ҫӗр варринче пӗччен, мунча хутса, кӑвар пек хӗрелнӗ мунча чулӗ ҫинче хура кушак какайне ӑшаласа ҫимелле… Ҫук ӗнтӗ. Юмахӗ-мӗнӗ сӑмах кӑна пулӗ те, алла ҫакланнӑ куйкӑрӑш кайӑка Шерккей вӗҫертмӗ-ха. Чӑн та, куйкӑрӑш кайӑк илешмерӗ-ши ун ҫурт таврашне? Утламӑшрах, тен, камӑн та пулин ҫич ҫулхи автанӗ пур-тӑр. Ҫав автан хӑй пурӑнас кунӗнче пӗртен-пӗр ҫӑмарта тӑвать, тет те, чӗп пусса кӑларсан, куйкӑрӑш кайӑк чӗппи тухать, тет. Енчен Шерккей килне ҫав кайӑк ерчӗ пулсан, вӑл калама ҫук телейлӗ пулмалла-ҫке. Вӗҫертмест ӑна Шерккей, вӗҫертмест: мӑнтӑр ҫӗр ӳпне чикеленсе ӳктӗр, сӗм-кӑвак тӳпери хӗвел кун ҫутинче сӳнсе лартӑр — тупнӑ мулне сыхласа усрамашкӑн Шерккей ӑсне ҫитерӗ-ха.

Вӑл каллех лашине хускатрӗ. Лаши вара, йӑлӑхтармӑш шӑна-пӑванран ҫӑлӑннипе савӑнса, пасар ҫулӗ тӗлне ыраш пусси тӑрӑх тӳреммӗн тухасшӑн васкаса утрӗ.

Акӑ сана ылтӑн. Хӑйӑр тӑприне пӗрчӗн-пӗрчӗн суйласа шӑратса тӑваҫҫӗ, тет, иккен ӑна. Таҫта, Ҫӗпӗрте, тет-и, хаяр ристансем пурӑнакан вырӑнтан инҫех те мар, тет. Ҫичӗ ҫӳл ту урлӑ каҫса ҫитмелле имӗш ҫав вырӑна. Ҫитмӗл те ҫич ҫырма урлӑ каҫса, ашапатман карчӑк сӑрчӗ урлӑ иртмелле, тет. Ҫын калаҫать. Ҫынну вӑл, ачам, еккине пӗр ярсан, темле сӑмах та вылятӗ. Хӑйӑра пӗрчӗн-пӗрчӗн шӑратнипех ылтӑн юхтараҫҫӗ пулсан, Утламӑшри Куҫинккасем, Алапасем пулман пулӗччӗҫ. Петӗр патша чухнех вӗсем те Кантюк пек те Усалук пек чип-чипер пурӑннӑ пулӗччӗҫ. Апла мар ҫав. Ак ӑҫта вӑл ылтӑн тени. Кам пӗлет, малашне, тен, ватӑ Кантюкпа вӗҫкӗн Усалук та Шерккей умӗнчен ҫӗлӗк хуҫмасӑр иртсе каяс ҫук. Эх, пуҫланать-ҫке пурнӑҫ!.. Шерккей чӑтса тӑраймарӗ, хӑй тӗллӗн иӑдл кулса илчӗ. Кӑштах тӑрсан кулми пулчӗ: тӗрӗс, пысӑк пурнӑҫ пуҫламалла. Пуҫлама вӑхӑт!

Ҫула тухнӑ лаша ярӑнарах утма тытӑнчӗ. Шухӑша кайнӑ хуҫи ӑна юрттарасшӑн хистемерӗ — уттӑрах хӑй тӗллӗн, ҫапла сарӑмсӑртарах пулма кирлӗ. Арчине курӑнмалла мар витрӗм-ши тесе, Шерккей пӑхкаласах пычӗ. Шанчӑклӑ иккенне ӗненсе пуҫне сӗнкрӗ, паҫӑр татӑлнӑ шухӑшне каллех кӑнтарса ячӗ. Ҫул ҫинче вӑл щухӑш пӗр хускатнӑ ырӑ ҫемӗ пек вӗҫӗ-хӗррисӗр сыпӑна-сыпӑна туртӑнать: ялкӑшса пӑхан хӗвел ҫутҫанталӑка ытарайми илем кӗртет-и — ҫавӑ та аса кӗмесӗр юлмасть, ешӗл вӑрман хӗрринчи улӑхра шӑранса пӗтеймен шурӑ тӗтре куҫа курӑнса каять-и, хресченен кулленхи терчӗ ахлатса сывлӑш ҫавӑрттарать-и, кӗтмен инкек чуна хӗсет-и е паянхи пек тулли савӑнӑҫ пуҫа ҫавӑрать — пӗтӗмпех пӗрле капланса пӑтранать, тӗлли-паллисӗр явӑнать. Ҫав укҫах, сӑмахран, ҫынна ӑсран ярасса ҫитерет. Ӑна кирек ӑҫта та, кирек кам тыткаласан та кун ҫутинчен пытараҫҫӗ, кӑтартмасӑр усраҫҫӗ. Укҫа вӑл хӑй ҫутатать. Хӑвачӗ унӑн епле асамлӑ! Укҫа тытакан ҫыннӑн ыранхи кун пирки шухӑш ҫук. Тӳррипе каласан, шухӑшӗ ытларах та пулать пуль-ха, ыранхи куншӑн пӑшӑрханасси ҫук темелле пуль, вӑл ялан тутӑ, ялан ирӗкре, урӑххине пуҫҫапса йӑлӑнмасть, пӑхӑнасшӑн та мар, вӑл хӑйне пӑхӑнтармашкӑн хӑват ҫитерет.

Пӗччен чухне пуҫа темле шухӑш та пырса кӗрет-ҫке. Юмахри ӗмӗчӗпе Шерккей хулату ҫавӑратчӗ пуль, сасартӑк ҫав самантра ӑна пӗр янӑравлӑ сасӑ илтӗнчӗ кайрӗ:

— Ҫ-ҫтан капла ирпе ирех таврӑнатӑн, Шерккей шӑллӑм?

Кӗтмен сасӑ Шерккее шартах сиктерчӗ. Куҫне курӑнми вут-ҫулӑм пӗтӗм ҫанҫурӑмне хӗртсе ячӗ тейӗн: вӑл пӗр сӑмах хушмасӑр тилхепине карт туртрӗ те, ҫул хӗрринче тӑракан тӗтреллӗ мӗлкене халь-халь таптаса лапчӑтас пек, лашине вирхӗнтерчӗ. Ҫӑра тусан кӑна ун хыҫӗнчен мӑкӑрланса тусса юлчӗ. Тупата, кам пулчӗ вара ку? Мӗн терӗ вӑл? Шӑллӗ марччӗ-ши?..

Шерккей хӑра-хӑрах каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Тусан сирӗлнӗ май, ӑна пӗр вырӑнта хытса тӑран хайхи мӗлке курӑнах кайрӗ. Мӑххит иккен, пӑлявуй, ҫӗр ҫӑтасшӗ, сехрине хӑпартса ячӗ-ҫке. Мӗн вӑл ҫакӑн пек ир вӑхӑтӗнче хир тӑрӑх услапланса ҫӳрет? Выртасчӗ-ҫке килӗнче канса…

Хӑраса ӳкнӗ Шерккее тинех чун кӗре пуҫларӗ. Хытӑ чупма тытӑннӑ лашине чармарӗ вӑл. Ял урамӗпе ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кайрӗ те хӑйсен тӗлне ҫитсен кӑна чарчӗ.

Урамра Ильясӗ тӑратчӗ.

— Тимрук ҫ-ҫта? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл.

— Ҫывӑрать пуль-ха… Мӗн пулчӗ, атте? — ыйтрӗ Ильяс, ашшӗне тӗлӗннӗ пек тинкерсе.

— Чуп халех, халех вӑрат ӑна!

Лашине мунчи патнелле ирттерчӗ Шерккей. Енчен енне пӑхкаласа, хул хушшине улӑм тытнӑ пек, арчине хӗстерсе каллех шала илсе кӗчӗ, пытарса хучӗ, унтан тулалла тухрӗ. Мӗскӗне тинех сӑн кӗре пуҫларӗ, канса сывлӑш ҫавӑрчӗ. Тимрукӗпе Ильясӗ ун патне хашкаса чупса та ҫитрӗҫ.

— Мӗн пулчӗ, атте?..

Ашшӗ пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ. Каярахпӑ тин:
— Мӗн пултӑр? Кайса ыраш пӑхса килтӗм, ҫав кӑна, ҫав кӑна, — тесе хучӗ.
Унтан вара кусене мӗнле ӗҫ тупса парам-ши тесе шухӑшлам пек турӗ. — Паян эсӗр иксӗр те вӑрмана кайӑр. Вӑрмана кайӑр та турат вутти тиесе килӗр… Чимӗр-ха, ҫуртра тата урӑх ӗҫсем те пулма кирлӗ, лашана вӑхӑтсӑр ывантарас марччӗ. Вӑрмана мар, — терӗ вӑл, — юрамасть-ха унта кайма… Мӗн эсир, иксӗр те читлӗхрен тухса тарнӑ упӑте пек ҫӳретӗр? Халех шыва кӗрсе ҫӑвӑнса килӗр…

Ачисем чӑл-чал пӑхкаласа илчӗҫ. Ашшӗ вӗсене халиччен нихҫан та хӑй ячӗпе ун пек ҫӗре кайма хушмастчӗ. Паян вӑл темӗн улшӑннӑ пек, кӑмӑлӗ уҫӑлнӑ пек туйӑнать. Ачисем калама ҫук хавасланса ӳкрӗҫ те ҫавӑнтах пахча урлӑ вӗҫтерчӗҫ. Вӗсем утвӗттин чупнине ашшӗ хӗпӗртесе пӑхса юлчӗ. Унтан хӑйӗн халь тумалли ӗҫне-хӗлне астуса илчӗ. Мунчине кӗрсе, арчине тепӗр хут тӗрӗслерӗ, ӑна тата шанчӑклӑрах витсе хучӗ. Кӗсйине чикнӗ укҫи те халех ытла нумай пек туйӑнчӗ. Вӑл унтан кӑштах илчӗ, ыттине, тӳшек ҫӗввине сӳтсе, мамӑк ӑшне чикрӗ, ҫӗлесе хучӗ, куллен тӑккаламалӑх кӗсйинче пурри те ҫитет. Мунчинчен васкамасӑр тухса, лашине тӑварчӗ, атьсем ҫумласа килнӗ курӑка лаши умне пӑрахса пачӗ. Ӗҫӗ нумай ҫав-ха унӑн. Малашне тата нумӑйрах пуласса кӗтсе кӑна тӑр: ҫурт пулас вырӑнта чи малтан карта тытса ҫавӑрмалла, вӑхӑтлӑха пӳрт пекки лартмалла — пӗчӗкки ҫеҫ пултӑр. Ыраш вырмашкӑн та вӑхӑт ҫитет. Арӑмӗ ҫук, пӗтӗм ӗҫ хӑйне тиенет, ӑҫтан пурне те туса ҫитерӗн? Тимрукпа Ильяса та мӗн тумаллине кӑтартсах тӑмалла — ҫамрӑк-ха вӗсем, ашшӗ пур чухне пурнӑҫ тытма вӗренччӗр. Картине халь ӗлӗкхи пек кӑтьӑр-кӑтьӑр кӑна ҫавӑрмӗ-ха, чӑх-чӗп вӗҫсе ан тухайтӑр, йыт-качка мар — ҫын ан кӗрейтӗр. Шалта мӗн пурри, мӗн ӗҫлени ҫынна ан курӑнтӑр.

Ҫапла, Шерккей ҫурт лартас вырӑна ыран-паян карта ҫавӑрма шут тытрӗ. Хӑми унӑн хӑйӗн те юлнӑ-ха, анчах вӑл кӑна ҫитмест. Иҫливансем, ав, кашни пасарта хӑма сутаҫҫӗ. Эппин, мӗн ҫитменнине вӗсенчен те туянса килме пулать. Хакӗ пурпӗр мар-и, хӑйсемшӗн те, хӗрӗх ҫухрӑма турттарса кайиччен кунтах сутса вырнаҫтарсан, пит меллӗ пулма кирлӗ. Ик-виҫӗ лавне кирек те паянах тиесе килсе пушатчӑр. Укҫа-и? Укҫине Шерккей куҫкӗретӗн тӑккалас ҫук та-ха. Питех палӑрмалла ан пултӑр. Пӳлӗх ҫитерсен, кӑҫал унӑн тырри самай пуҫтарӑнмалла… Карта тытмалӑх юпа кирлӗ пулать иккен тата. Ун пирки халех шухӑшламалла.

Тӑкӑрлӑк леш енче пурӑнакан Сетриван Этхемӗ хӑй пахчинче тем кӑштӑртатать-ха, аллине кӗреҫе тытнӑ, унпа тем виҫкелесе аппаланать. Шӑртланнӑ сухалне шӑлкалам пек турӗ Шерккей. Кӳршине илтӗнмелле кӑххӑм-кӑххӑм ӳсӗркелесе илчӗ. Лешӗ пуҫне ҫӗклемерӗ, тем чавса, тем ӑслать. Шерккей ун патне ҫывхарчӗ, пахчи урлӑ тухрӗ, кӳршин анкартийӗ патӗнче ҫӳлти вӗрлӗкрен чавсаланса Этхем еннелле пӑхрӗ.

— Пӳлӗх пулӑштӑр сана тар кӑларса ӗҫлемешкӗн.

— Рехмет. Хӑвна ырлӑх ҫиттӗр.

— Эс тата тем чаваласшӑн кунта, тем чаватӑн? — хӑюсӑртарах ыйтрӗ Шерккей.

Хура ҫӳҫлӗ, пӗчӗк сухаллӑ Этхем ӗҫ вӑхӑтӗнче питех сӑмахлама юратмасть, кӳршин сассине илтсе ҫеҫ васкамасӑр сӑмах хушрӗ:
— Чавасси-мӗнӗ… ылтӑн чӳлмекӗ тупса пулмӗ-ши тетӗп-ҫке, — лӗкӗртетрӗ вӑл.
Шерккей, ҫак сӑмахсене илтсен, куҫне чарса, чӗтренсе илчӗ. Ҫак сӑмахсем шӑпах хӑйне каланӑ майлӑ янӑрарӗҫ. Вӑл ӳпӗнсе тӑнӑ ҫӗртен ҫӗкленчӗ, Этхеме куҫран витерсе пӑхре, татах ӳсӗркелем пек турӗ. Чавнӑ шӑтӑксем пахчара пайтах иккен-ха, ҫӗрулми пит ӑнса пулакан вырӑна пӗр хӗрхенмесӗр алтса-пӑсса пӗтернӗ.

Кӳрши хӑй пуҫланӑ сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Ҫакӑнта кӑштах улмуҫҫи ӳстерсе пулмӗ-ши теттӗм те, ал ҫитернӗ хушӑра алтса пӑхма шут тытрӑм пек, чавкалатӑп-ха ӑсӑм ҫитнӗ таран. Ӗҫне ӑна те ӑнтарса пулӗ, те пулмӗ, айланас тесеттӗм ҫав, пӑртак та пулин усса кӗтӗр теместпӗр-и.

— Апла пулсан раҫ, — тин сӑмах вӑйне кӗре пуҫларӗ Шерккей. — Кӗр ҫитсен лартса хӑварасшӑн иккен. Ҫамрӑк улмуҫҫи ӑҫтан тупрӑн тата?

— Виҫӗмҫул хам аккаласа хӑварнӑччӗ. Сыпӑнтарса та аппалантӑм. Хура кӗркуннепе куҫарса лартма юрать тесеччӗҫ ҫав ӗҫе тӗшмӗртекен ҫынсем.

Этхем ҫивӗч кӗреҫине кӑпӑш тӑпрана тӑрӑнтарчӗ, Шерккей патнелле ҫывхарчӗ.

— Эс пултарма кирлӗ, Этхем, пултарма кирлӗ, — хутне кӗрес пек каласа хучӗ Шерккей, чӑн сӑмахне мӗнпе ҫавӑрса ярам-ши тесе шухӑш хускатнӑ май. — Кунта улмуҫҫи ҫеҫ мар, чие лартсан та пит аван пуль, вырӑнӗ ытла меллӗ…

— Вӑл та пӑсман пулӗччӗ.

— Тата кӑштах хурт-хӑмӑр ӗрчетсе ярсан…

— Хурт-хӑмӑр тетне? Ха-ха-ха! — кӗтмен ҫӗртен кулса ячӗ Этхем. — Пыл тутлӑ иккенне пӗлетпӗр те, хурт-хӑмӑрне мӗнпе туянмалла тетӗн? Шӑна-пӑван мар-ҫке вӑл укҫасӑрах ӗрчетме? Ха, Чаткассем ҫич-сакӑр тӗп чие хунавӗ пама пулнӑччӗ. Вӗсен умӗнче ҫурхахланас пек ырра кӗмешкӗн пӗр-ик тенкӗлӗх те пулин ҫуталас тесеттӗм, пит-куҫӑма шывпа хӗретейместӗп иккен. Хевте ҫитерейместӗп-ҫке, ырӑ кӳршӗм. Пуҫ ыратсан, урана та йывӑр килет тетпӗр, аслӑкӑм, куратна ав, — шӗвӗр пӳрнипе тӑсса кӑтартрӗ Этхем, — янках уҫӑ, вӑхӑтӑм явӑтнӑ нух ҫавна витсе пӑрахӑп тесеттӗм — пулмарӗ-ҫке, вӑй ҫитмерӗ, витеймерӗм. Эс калан, хурт-хӑмӑр ӗрчетме, тетӗн…

— Итле-ха, Этхем шӑллӑм, аслӑк тенӗрен астӑватӑп-ха, сан унта, картиш ҫумӗнче, юман шаршанласа хунӑ марччӗ-и?

— Юманӗ пур-ха та унта, юпалӑх тесе тӑраттӑм. Ӗҫе кӗртесшӗн пулса каскаласа та хӑтлантӑм…

— Шӑпах ҫавна калатӑп та, тӑванӑм, ҫавна калатӑп. Энтӗрьелӗнчи хунчӑку сан вӑрман ҫӗмӗрме пултарать. Асӑнтарсан, вӑл сан валли тата тупса парӗ. Кунтине вара эс шаршанӗпех мана парса тӑр. Укҫалла тесен, санпа иксӗмӗр халех килӗшсе татӑлӑпӑр, укҫине ӑна чиксех тухрӑм-ха. Тырӑпа тесен те, ҫӗнне ҫитрӗмӗр пуль ӗнтӗ.

Этхем ун еннелле чӑрр! пӑхрӗ. Сывлӑшне васкамасӑр ҫавӑрчӗ те хуралнӑ аллисене пӗр-пӗринпе сӑтӑрса тасатам пек турӗ.

— Юманӗ вӑл мана хама та чухрах кӑна. Юпалӑх кирлӗ пуль тесе тӑраттӑм. Хай, кӳршӗпе кӳршӗ пурӑнать тенӗрен, ҫакӑн пек чухне, ан хӑра, килӗшме те пулӗ ҫав. Хунчӑкам ман, чӑн та, укҫа кирлӗ тесе йӑнкӑлтататчӗ-ха…

— Ҫак сан вырӑнлӑ сӑмах, Этхем шӑллӑм, вырӑнлӑ сӑмах. Кӳршӗпе кӳршӗ, мӗнле калас, хӑрах алӑри пӳрне пек пит килӗштерсе пурӑнмалла ӗнтӗ. Ҫынна ӑраскалӗ ҫапла суннӑ-ҫке. Килӗшӗпӗр эппин, килӗшӗпӗр тетӗп, Этхем шӑллӑм. Укҫине ак халех парса татас тетӗп, па-парӑмра пулас мар.

— Эс тепле тупкаланӑ-ха укҫине. Ахаль, Пӑвана-мӗне кайни-килни курӑнмарӗ-ҫке иртнӗ кунсенче?

— Иӳнеҫтеркелерӗм-ха, — аптрасарах тӳрре тухрӗ Шерккей. — Ырӑ ҫынсем тупӑнсах тӑчӗҫ ман тӗле. Кӗл ҫине тӑрса юлнӑ ҫынна кам пулӑшмасть тӗнчере? Пӑртакран сывлӑш та уҫса яраймӑп-и тетӗп ҫав та.

— Мӗн тума ҫӳрен, — йывӑррӑн сывлӑш ҫавӑрчӗ Этхем. Ҫын инкекне лайӑх ӑнланать вӑл.

Юпалӑх юман пирки вӗсем укҫан калаҫса татӑлчӗҫ, Шерккей ӑна ҫавӑнтах укҫине шутласа пачӗ. Хӑйсем иккӗшӗ те савӑнчӗҫ. Этхем хӑйӗн аслӑ ывӑлне халех лаша кӳлтерме пулчӗ.

Кӳршӗсем ҫапла сӑмах пӗтерчӗҫ. Хӗпӗртенӗ Шерккей хӑй килнелле кӗрӳ пулас каччӑ пек ҫӑмӑллӑн утрӗ.

Ӗҫе тытӑнсан, мӗн кирли тупӑнса кӑна тӑрать. Шерккей мӗн чухлӗ пӑта туянмаллине те тӗшмӗртсе илчӗ. Картине пӗр ҫавӑрнӑ-ҫавӑрнӑ, питӗрех тӑвасшӑн-ха вӑл. Халлӗхе пӗр-икӗ ещӗк пӑта илсен те аванччӗ. Пӑти Нямаҫ лавккинчех пулма кирлӗ.

Тимрукпа Ильяс шыва кӗрсе таврӑнчӗҫ. Ашшӗ Тимрука халех Нямаҫ лавккине ҫитсе килме хушрӗ. Шерккей кӑшт кӑна чееленесшӗн пулчӗ: пӑта туяннӑшӑн укҫине атте ыранах килсе парӗ тесе шантармаллаччӗ Тимрукӑн. Кӗтесле илесрен пӑшӑрханнӑ Тимрук шакла пуҫне кӑмӑлсӑр пӑркаларӗ, ҫапах та ашшӗпе хирӗҫсе тӑмарӗ, хушнӑ ҫӗре йӑпӑрт тухса чупрӗ.

Хир пек ҫав-ха Шерккейӗн ҫурт вырӑнӗ. Чавкаласа пӗтернӗ хура тӑпра та сӑрӑ кӗл ҫеҫ пӗркесе хуплать ун картишне. Кирек хӑш енчен пӑхсан — пӗтӗм ял, пӗтӗм тавра курӑвать. Акӑ пахча пуҫӗнчи пилешӗ — выльӑх ҫимен апат — юн сӑрхӑнтарас пек хӗрелнӗ ҫупкӑнӗсене енчен енне усӑнтарнӑ. Пус тараси патӗнче хурама, ура ҫине тӑратнӑ шӑмӑ кӗлетке пек, куркаланнӑ, хӑрӑмпа пӗвеннӗ турачӗсем хуп-хура, ҫулҫи пӗри юлмиччен вӗтӗннӗ. Шерккей ашшӗ ҫав хурамана, хӑй аллӑ ҫула ҫитнине асӑнтарса, хӑй аллипе хӑй лартса ӳстернӗ пулнӑ. Текех вӑл та вӑй илеймест пуль ӗнтӗ. Тӗпренех касса пӑрахмашкӑн та Шерккейӗн алли ҫӗкленмест, асӑнмалӑх ӳснӗ япалана куҫ пек хӗрхенетӗн те, епле хӑйса пуртӑ лартӑн?

Шерккейӗн кӳршӗ-аршиех, мӗн тесен те, ҫурт-йӗрсӗр мар ав. Хирӗҫре пурӑнакан Пикмӑрса чухлӗ Пикмӑрса та ҫурт картине хӑй-танин ҫавӑрнӑ-ха: хӳми улт-ҫичӗ тӑрӑх пур, сайхахпа пустарнӑ лупасӗ ешӗл мӑянпа пӗр тикӗс витӗннӗ те, аякран пӑхсан, симӗспе сӑрланӑ пек — тӑпӑлкка та хитре. Ҫанталӑк уяр тӑнине пула ҫумӑрпа ҫӑвӑнайман пӳрчӗ тусанпа сырӑннӑран ҫӑмламас курӑнать, пӗр-пӗр хӗрӗнкӗ те вӗҫкӗн хӗрарӑм хӑйне хулӑм туйра ташлама черет ҫитессе кӗтсе тӑнӑ пек, хӑрах аяккинелле тайӑлнӑ, ҫӗрӗшнӗ улӑмпа витнӗ тӑрри калмӑксен лапсӑркка ҫӗлӗкӗ пек те, вӑл тепӗр еннелле пӑрӑннӑ. Пикмӑрса пӳрчӗн урам енӗ хӑйӗн симӗсӗн-кӑвакӑн йӑлтӑртатакан кӗленчеллӗ чӳречисемпе Шерккее тӗллесе пӑхать те: «Эс те мана саватна ҫак?» — тесе ыйтнӑн туйӑнать. Пӳртне, йӑтӑнса анасран, мӑшӑр терев янӑ, Ҫавна май Пикмӑрса пӳрчӗ Шерккее пахчапа кутӑнла пурӑнакан Алапа Велюшне асилтерет. Уксах Велюш туяпа тӗренкелесе ҫӳрет. Ҫамрӑк чухне Велюш темиҫе ҫул хушши салтак службинче тӑнӑ. Теплерен ӑна чӑн паттӑра та тухнӑ теҫҫӗ. Салтакрах хӑрах урине амантнӑ-мӗн. Килне таврӑнсан вара, пурнӑҫ майне ыттисем пек кӗресшӗн тӑрӑшса, пӗрре авланса пӑхнӑ — арӑмӗ вӑхӑтсӑр вилнӗ, тепре авланса янӑ — каллех ӑнман, упӑшкам куштанрах иккен тесе, иккӗмӗш арамӗ ун патӗнчен иккӗмӗш кунхинех тухса тарнӑ. Ҫавӑнтан кайран Велюша качча пыма килӗшекен инке-арӑм ялта пӗрре те тупӑнман. Ирӗксӗрех ват урҫана тӑрса юлнӑ Велюш, хайхискер, картла выляма тытӑнать те ӗҫке ярӑнать. Ялта кам патӗнче ҫын пухӑнать — вӑл унта, ӑҫта хӑна-вӗрле пур, ӑҫта ваттисене хывса асӑнаҫҫӗ, ӑҫта ҫамрӑксен улах сӑри кӗрлет, туй ҫуйӑхать — Велюш ҫавӑнта ҫитет. Ҫитсе кӗрсен, хӑваласа ямасӑр та тухса каймасть. Кайма тухсан та, килӗрен киле кӗрсе, тулли курка йӑлӑнса ҫӳрет. Ҫавна пула ӑна Утламӑшсем Алапа тесе чӗнеҫҫӗ. Алапа Велюшӗ салтакран илсе килнӗ «акӑлицки шӑлаварпа» ҫӳрет; шӑлаварне халь ҫитмӗл ҫичӗ саплӑк ларта-ларта янӑ, кивӗ аттин патушне мунчала кантрапа та сӗвем-сӗвем ҫӗлем ҫиппе каркаласа ҫыхнӑ. Пӗр-пӗр ҫуртран хӑваласа кӑларнӑ хыҫҫӑн Велюш хӗрӗнкӗ кӗнӗ халпала урам варринчех ҫиле хирӗҫ тӑрать те, тӑсмака та ырхан урине ҫил-тӗр янӑ ӗне пек чаркаласа, хулӑн шӑнӑрлӑ аллипе кӑмӑлӗ туличчен сулкалашать: «Эпӗр-и? — тет вара, кӑкӑрне ҫапкаласа, — энӗр салтак пулккисем! Микул патша хуралҫисем!.. Эсӗр камсем? Хӑртӑксем-ҫке эсӗр! Ҫӑпата пуҫне йӗпетекенсем!.. Эп тесен, Микул патшан пирвӑй кӑрнатирӗ!..» — тесе пырӗ тытаничтен кӑшкӑрашать. Хирӗҫле ҫил ун ҫӑрӑлти сассине хӑй умӗнчех йӑмтарать. Вӑл пур — пуҫӗнчи лапсӑркка ҫӗлӗкне тата хӑяккӑнтарах чалӑштарать, туратламас туйипе тӗренкелесе, тепӗр еннелле тайӑлать. Ӑна хирӗҫ никам та чӗнекен ҫук, унпа никам та ҫулӑхасшӑн мар. Ирӗксӗрех малалла утмалла. Ӑҫта тата тулли курка ҫакланӗ-ши…

Пикмӑрсасен тайлӑк пӳрчӗ Шерккее ҫав Велюш пек курӑнчӗ. Шерккей ҫилпе типшӗрсе хӑпаланнӑ тутине ейсе кӑмӑллӑн лӗкӗртетрӗ: «Ха! Ҫапах пурӑнасшӑн-ҫке Пикмӑрса хирӗҫлӗм? Этем чунӗ темерӗн, тапаҫланать хӑйне кура. Виҫӗмкун вӗсем патне пӗр чара пӑтӑ пӗҫерсе пынӑччӗ-ха. Вӑл паян та пулӑшма пыма пулчӗ. Кирлӗ пулсан пырӑп терӗ. Килтӗр, килтӗр… Чим-ха. Шерккей халлӗхе ҫав Пикмӑрсанни пек пӗчӗк пӳрт кӑна хӑпартса лартӗ. Кайри кӗтесре. Пикмӑрсанӑнни пеккине ҫав. Анчах чалӑш та тайлӑк пӳрт мар, ҫӗннине. Ҫӗннине! Ҫавӑн пек пӗчӗккине…»

Шерккей сасартӑк темӗн асне илчӗ. Куҫӗ йӑлкӑшса ҫуталчӗ. Ҫак кунсенчех лартма пулать-ҫке ҫавӑн пек пӗчӗк пӳрт? Ытла ҫӗннинех пулмасан та, аптрамалла мар, куҫарса лартасси ҫеҫ. Ялйыш хирӗҫ пулӗ-и? Ҫуннӑ ҫынна хирӗҫ тӑрӗҫ-и? Хирӗҫ тӑракансем тупӑнӗҫ-ха вӗсем. Пӑрчӑкан ҫӑмарта тунӑ чух ула куракӑн кучӗ ыратать тесе ахальтен каламаҫҫӗ пуль-ха. Хирӗҫчӗрех. Шерккей ураланнине хапсӑнакан ҫурӑлса тухиччен тарӑхтӑр. Пӗр-пӗр каҫхине вӑл пурпӗрех, хӑй асӑннӑ ҫурта пӑсса, Тимрукпа иккӗшӗ кӑрманпа ик-виҫӗ хут хутлӗҫ те — ӗҫӗ те пӗтет. Купаласа лартасси темӗн мар. Тимрукпа иккӗшӗ-и? Ҫав ӗҫре ӑна, калӑпӑр, ҫав Алапа Велюшех пулӑшма пултарӗ.

Тутине хӗссе ҫыртрӗ Шерккей. Мӗн тумаллине вӑл хӑй пӗлет. Хӑй кӑна.

Тимрук таврӑнчӗ.

— Тимрук, мӗн эс, пуш алӑпах, пуш алӑпах таврӑнатнам?

— Мӗн тӑвас тен, кӗтесле памастӑп тет Нямаҫ тете…

— Хӑ! Памастӑп тет-им?.. Ах, Нямаҫ, Нямаҫ!.. Ҫуннӑ ҫын шанчӑкран тухать пулать эппин? Мӗскӗн Нямаҫ… — чӑмӑрӗ сарӑмсӑр чӑмӑртанчӗ Шерккейӗн.

— Хӑй вӑл Тьуппи патне кайма васкатчӗ, — хушса хучӗ Тимрук.

— Нямаҫ-и? Тьуппи патне-и? М-мӗн тата?

— Пӗлместӗп.

— Каласаччӗ мана Алапа Велюшӗ, унта вӗсем картла выляма пуҫтарӑнаҫҫӗ имӗш. Пулаҫҫӗ-ҫке тӗнчере ҫынсем. Аслӑ урам тӑрӑх йытӑ хӑваласа ҫӳресси кӑна юлнӑ иккен иртӗхнӗ ҫынсен. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑшӑн намӑс. Чӑвашсем те ӗнтӗ вӗсене ҫавӑн пек кун ирттерме тытӑннӑ хыҫҫӑн. Ӑсу кайтӑра…

Шерккей ҫавӑнтах йӗм ҫӑрхине касса тунӑ кӗсйинчен ҫич-сакӑр хут хутлатнӑ укҫа туртса кӑларчӗ. Тимрука тӑсрӗ.

— Ме, ме, кайса ил эппин, хӑвӑртрах. Ҫит те кала Нямаҫа, атте кӗлмӗҫ мар те. Ун пек ҫынна урӑх пуҫҫапса та йӑлӑнса ҫӳремӗпӗр, ыльӑм. Лаша кӳлсе кай. Ещӗк пӑта вырӑнне пилӗк ещӗк тиесе кил. Ҫӗкленерех ҫӳре, каҫӑрт пуҫна, паянтан урӑх пуҫ усса ан ҫӳре. Паллама вӗрентӗпӗр-ха пирӗннисене. Аллӑнти укҫу ҫитмесен-и? Тата пур, пур. Пӗтӗм лавккине пури-мӗнӗпе турттарса килӗпӗр. Пӗтӗнӗпе! Хе-хе-хе… — кулкалам пек турӗ Шерккей. — Асту, лавккине вӑл ытла васкасах ан хуптӑр-ха. Пӑртак тӑрсан, хам унта ҫитсе кӗрӗп, ҫитсе кӗрӗп. Илтетне?

Тимрук паян хӑй ашшӗне хӑй палламасть тейӗн ҫав. Вӑл тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. Ашшӗ хӑй те каҫӑрӑларах тӑрать. Пилӗкне йӳле янӑ пулсан та, сарлака кӑкӑрӗ малалла талпӑннӑ, темӗн шухӑша кайса, ҫӳлти тутине ҫырткалам пек тӑвать. Ҫук, Тимрук хӑй ашшӗне паянхи пек урӑхларах сӑнарлӑн курӑннине асӑрхаманччӗ-ха. Ырра килтӗрехчӗ ҫак кӑмӑл…

Этхем ывӑлӗ Искентер, лутрарах кӑна тӗреклӗ ҫын, юман юпи тиенӗ тулли лавпа хурама патне ҫитсе, ҫарха лашине чарчӗ.

— Ӑҫта пушатмалла, Шерккей тете? — аякранах кӑшкӑрса ыйтрӗ вӑл.

— Ҫавӑнтах, ҫавӑнтах пушатӑпӑр, Искентер.

Шерккей ун патнелле васкарӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней