Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулмарӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Йӗксӗк пуҫӗ пурӑнасшӑн пулмарӗ, пурӑнас килмест-тӗк — килмест пултӑр, ҫав кӑна.

 — Этот негодяй просто не хотел жить, не хотел, вот и все.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Чӗнекен каллех пулмарӗ.

Опять никто не откликнулся.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ӑна никам та хуравлакан пулмарӗ.

Не получив ответа, он снова спросил:

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Унччен те пулмарӗ — хура тумлӑ ҫын ун хунарне туртса илчӗ, хутран тунӑ абажурне ҫурчӗ те, унпала пампушкине чӗркесе, Лао-шуане тыттарчӗ.

черный отобрал у него фонарь, сорвал с него бумагу, завернул в нее пампушку и сунул ему в руку.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Хуравлакан пулмарӗ.

Не получив больше ответа,

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Унччен те пулмарӗ — ман пичче сӑн-пичӗ хаярланса кайрӗ:

Неожиданно лицо моего брата нахмурилось:

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Кабинета кӗтӗм, унччен те пулмарӗ, чӑхха е кӑвакала читлӗхе хупнӑ пекех, алӑка ҫаклатса лартрӗҫ.

Вошел в кабинет, а тут заперли дверь, словно клетку с курицей или уткой.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ашшӗ-амӑшӗсӗр каччӑшӑн, инкӗшӗсӗр пуҫне, никамах та кулянаканни пулмарӗ, юратӑвӑн кӑткӑсах мар искусствине Дымок вӗрентсе хӑварнӑ хӗрупраҫсем кулянкаларӗҫ, анчах вӑл вӑраха пымарӗ.

Кроме тетки, некому было горевать о безродном парне, а девки, обученные Дымком несложному искусству любви, если и погоревали, то недолго.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытлашши йӗрӗнсех кайман казаксем ҫакӑн майлӑ ҫаптарнӑ: «Халӗ ӗнтӗ причасти сыпса курасси пулмарӗ сирӗн!» — юриех хӑраса ӳкенҫи пулса кӑшкӑрса янӑ Куженков.

Казаки, отличавшиеся меньшей брезгливостью, поддержали его: «Не видать вам теперича причастия!» — в притворном ужасе закричал Куженков.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл пӗр сехет хушши янӑрашса тӑчӗ, анчах йӗркеллӗ итлемелли нимӗн те пулмарӗ.

Он битый час бузу тер, а слушать было нечего.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ йывӑрланса кайнине, хӑйӗн типсе ҫитнӗ пырӗ ҫуннине туйса, вӑр-варах сиксе тӑчӗ, анчах унӑн сӑмах каламалла пулмарӗ: пухура ларакансенчен пӗри, сӑнран пӑхсан пуринчен те ватӑрах казак, чиркӳ совечӗн членӗ, вӑрҫӑччен Войсковой хуторӗнче пӗр улшӑнмасӑр чиркӳпе приход шкулӗн попечителӗ пулнӑскер, сӑмахне унран маларах пуҫлама ӗлкӗрчӗ.

Яков Лукич проворно встал, ощущая тяжесть во всем теле, жар в своей пересохшей гортани, но говорить ему не пришлось, его опередил один из присутствовавших на собрании, самый старый на вид казак, член церковного совета, до войны бывший в Войсковом бессменным попечителем церковноприходской школы.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ ҫавсене асӑрхасшӑн та пулмарӗ, пуҫне тайса илчӗ те, ҫывӑракан ачана йӑтса пынӑ пек, тӑсса хунӑ аллисем ҫинче чӗркевне тытса, сцена ҫинчен анса кайрӗ.

Тот не хотел их замечать и, поклонившись, пошел со сцены, неся сверток на вытянутых руках, как спящее дитя.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ун чухне шухӑшласа тӑма вӑхӑт та пулмарӗ.

— Тогда некогда было думать.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хирӗҫ чӗнни пулмарӗ.

Молчание.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сиплӗхе пулмарӗ вӑл маншӑн…

Не в пользу она мне пошла…

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сиплӗхе пулмарӗ вӑл маншӑн…

Не в пользу она мне пошла…

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара революци, вӑрҫӑ, фронтсем, ҫеҫенхирти ҫавраҫил курӑксем ҫийӗн ҫаврӑнса иртсе кайнӑ пек, ун ҫийӗн ҫавӑрӑнса иртсе кайрӗҫ: авасса — аврӗҫ, ҫапах та хуҫса пӑрахни, сусӑрлатса хӑварни пулмарӗ.

И революция, война, фронты прошли над ним, как степовой вихрь над травой: погнуть — погнул, а чтобы сломать или искалечить — этого не было.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхоза кӗресси Кондратшӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ!

Нелегко давался Кондрату колхоз!

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта тӗрлӗрен сасӑсем илтӗнчӗҫ путлӗ сӑмах та пулмарӗ.

Тут разные были голоса, и ни одного путного.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑхӑтӑм пулмарӗ… вӑхӑт пулмарӗ ҫав, ҫавӑнпа уйрӑлса кайрӑм… — мӑкӑртатса илчӗ Щукарь мучи, Давыдовран айккинерех пӑрӑнса.

— Некогда было… некогда, потому и ушел-то… — забормотал дед Щукарь, боком отодвигаясь от Давыдова.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней