Поиск
Шырав ĕçĕ:
Уйрӑмах пӗр каҫхине Ольга ҫакӑн пек шиклӗхе кӗрсе ӳкрӗ, юратӑвӑн темле уйӑх ҫапнӑ чирӗпе аптраса, Обломова ҫӗнӗ енӗпе курӑнчӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан… сирӗн ҫырӑвӑрта шухӑш, туйӑм вылять… эсир ҫав каҫхине хӑвӑр пек мар, сирӗн юлташӑр тата эпӗ сире мӗнле пурӑнтарасшӑн пулнӑ пек пурӑннӑ, ку — иккӗмӗш, юлашкинчен, виҫҫӗмӗшӗ…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов, кулленхи йӑлипе, каҫхине каҫах хӑйӗн чӗри мӗнле тапнине итлерӗ, унтан ӑна аллипе хыпашласа пӑхрӗ, унта ҫирӗплӗх ӳсрӗ-и, тесе тӗрӗслерӗ, юлашкинчен хӑйӗн телейне тишкерсе сӑнама тытӑнчӗ те сасартӑк тумлам йӳҫӗк тӗлне лексе, кӑмӑлне пӑсрӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Час-часах ҫулла, лӑпкӑ та пӗлӗтсӗр, ҫӑлтӑрлӑ каҫхине, ҫывӑрса каятӑн та: ыран ирхинехи шевле ҫутинче уй-хирте мӗнле лайӑх пулать-ши, тесе шухӑшлатӑн.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халь ӗнтӗ кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, ирхинепе каҫхине кирек мӗнле сехетре те хӑй сӑнарланӑ сӑнара аса илсе, е хавхаланнипе кулкаласа тӑрать, е тӗссӗрленсе кичемленет, ҫав сехет Ольгӑпа пӗрле иртсен — хавхаланать, унсӑрӑн иртсен — кичемленет, паллах, вӑхӑт унсӑрӑн сӳрӗккӗн те кичеммӗн иртет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр виҫӗ кунтан вӑл каллех Ольгӑсем патӗнче пулчӗ, каҫхине вара, ытти хӑнасем картла выляма ларсан, рояль патӗнче Ольгӑпа иккӗшӗ ҫеҫ пулчӗҫ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хам пирки те, сан пирки те мӗн тӑвассине эпӗ сана каҫхине пӗлтеретӗп, халь тумлан.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Иван Купала каҫхине те пӗр-пӗччен вӑрманта сӗтӗрӗнсе ҫӳрет: вӗсен ҫумне инкек-синкек ҫыпҫӑнмасть.Он на Ивана Купала по ночам в лесу один шатается: к ним, братцы, это не пристает.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗнер каҫхине сирӗн патран хӑнасем тухса кайрӗҫ те, эпӗ темӗнле ултавҫӑсем пухӑнман-ши кунта, тесе шухӑшларӑм: пӑхма именмелле.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Каҫхине килӗр-ха.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ те-ха, тӗттӗм пӳлӗмре юлсан е вилнӗ ҫынна курсан, ача чухне чӗрине тӑрса юлнӑ усала систерекен кичемлӗхрен чӗтресе тӑрать; хӑй хӑранинчен ирхине кулать пулсан та, каҫхине каллех шурса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакна пула, вӑл улпут ачине ирхине тумлантарнӑ, каҫхине салтӑнтарнӑ, ытти вӑхӑтра пачах нимӗн те туман.От этого он, одев барчонка утром и раздев его вечером, остальное время ровно ничего не делал.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каҫхине, ялан тенӗ пекех ҫиччӗ таврашнелле, чир ҫӗнӗрен хускалса каять те мана тӑвӑл евӗррӗнех килсе сӑптӑрать, эпӗ вара, е сивӗ пулнипе витӗнкӗҫ айӗнчех сиксе чӗтӗресе, е чӑтмалла мар вӗриленсе кайнипе кӑварла ҫунса, пӗтӗм ӗмӗр вӑрӑмӑшне тӑсӑлакан хӑрушӑ ҫӗре вырӑн ҫинче нушаланса ирттеретӗп.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Каҫхине уҫӑлса ҫӳрессисем пирӗн пӗтсе ларчӗҫ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Илья Ильич шучӗпе, начальник хӑйне пӑхӑнса тӑраканшӑн питӗ тӑрӑшакан ҫын: вӑл унран каҫхине мӗнле ҫывӑрни, унӑн куҫӗсем мӗншӗн хӗрелни, пуҫӗ ыратнипе ыратманни ҫинчен ыйтса пӗлет иккен.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсир хӑвӑр ӗнер каҫхине темле ҫыру вуларӑр, — терӗ Захар.— Вы сами какое-то письмо вчера вечером читали, — говорил Захар, —
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Каҫхине чей ӗҫме килӗр, балетран: унта мӗн пулса иртнине каласа парӑр, — чӗнчӗ Обломов.— Приезжайте вечером чай пить, из балета: расскажете, как там что было, — приглашал Обломов.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗнер каҫхине чӑх ури ҫинчи ҫак ҫурта вырӑнти уретник ҫитсе кӗнӗ.Вчера вечером в избушку на курьих ножках заезжал местный урядник.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ чӑх ури ҫинчи ҫурта кая-кая килнисемпе каҫхине Олеҫҫӑпа уҫӑлса ҫӳренисем пач та вӑрттӑнлӑх пулман ӗнтӗ уншӑн: хӑй вӑрманӗнче мӗн пулса иртнине вӑл пӗтӗмпех тӗлӗнсе хытмалла лайӑх пӗлет.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ларатӑр эсир, тӗслӗхрен, каҫхине хӑвӑр пӳлӗмӗрте, сасартӑк сире пӗр кӗтмен, шутламан ҫӗртенех шиклӗх ҫавӑрса илет, эсир чӗтрене еретӗр, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхма та хӑю ҫитерейместӗр.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.