Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каччӑ сăмах пирĕн базăра пур.
каччӑ (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл Ромашов енне ҫаврӑнать те ним каламасӑр чӑр та чӑр пӑха-пӑха илет, пӑхасса та кирлинчен, тивӗҫлинчен, тен, ҫур ҫеккунт кӑна ытларах, яланхинчен кӑшт ҫех нумайтарах пӑхать пулӗ ӗнтӗ, анчах каччӑ ун куҫӗсенче кашни хутӗнчех ҫав хӑйшӗн ӑнланмалла мар, вӗри те туртакан-сӗтӗрекен вӑях туя-туя катать.

Иногда она без слов оборачивалась к Ромашову и смотрела на него молча, может быть только полусекундой больше, чем следовало бы, немного больше, чем всегда, но всякий раз в ее взгляде он ощущал ту же непонятную ему, горячую, притягивающую силу.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Дирижер сӗннӗ фигурӑн пӗлтерӗшӗ ҫаплаллаччӗ: ирӗк каччӑ ташлакан пӗр-пӗр мӑшӑра куҫлать те йӗрлеме пуҫлать.

Фигура, которую предложил дирижер, заключалась в том, что свободный кавалер преследовал какую-нибудь танцующую пару.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Петерсонӑн ҫиллес куҫ шӑрҫисем сасартӑк ҫав тери пӗчӗкленсе те ҫивӗчленсе кайрӗҫ, каччӑ аллине вӑл хыттӑн-хыттӑн чӑмӑртарӗ.

Она со злыми зрачками глаз, ставшими вдруг необыкновенно маленькими и острыми, крепко сжала его руку.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Халиччен вӑл кунашкал нихӑҫан та хӑтланманччӗ-ха, анчах Шурочка, йӗкӗтре пач кӗтмен ҫӗртенех ӗрӗхсе ҫӗкленнӗ хавха хастарлӑхне парӑнчӗ тейӗн, ӑна-кӑна ӑс-тӑна хывмасӑр, каччӑ чуптӑвӗсене ним чухлӗ те хирӗҫлемерӗ, ун ҫине именчӗкрех тӗлӗнӳпе кулса ҫеҫ пӑхса тӑчӗ.

Он никогда не делал этого раньше, но она бессознательно, точно подчиняясь той волне восторженной отваги, которая так внезапно взмыла в нем, не противилась его поцелуям и только глядела на него со смущенным удивлением и улыбаясь.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Пӗшкӗнерех, пӗшкӗнерех пер, каччӑ!

— Ниже, ниже нагнись, парень!..

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иртнӗ кунсенче, чӑнах та, пӗр каччӑ ҫакӑнса вилнӗччӗ те, анчах вӑл пӗр еврей шанчӑкран тухнине пула мулне ҫухатнӑ пирки кӑна…

Один парень, правда, повесился на днях, но лишь потому, что из-за банкротства одного еврея он потерял…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Малтанласа Рада ҫавӑнтан тӗлӗннӗ те вӑтаннӑ кӑна; каярахпа хӑйне ӑшшӑн пӑхнине сисмене хывнӑ, — кам пӗлет тата, студент ӑна ҫапла пӑхни, тен, кӑмӑлне те кайнӑ пуль; пыра киле хайхискер каччӑ хӗрсех йӗрлени хӗрӗн чунне хӑратса та пӑрахрӗ.

Сначала Рада была только удивлена и смущена; потом стала делать вид, будто ни о чем не догадывается, — кто знает, быть может, ухаживание студента даже льстило ее самолюбию; в конце концов все возрастающая сила этой горячей привязанности потрясла девушку до глубины души.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каччӑ асӑрхайман иккен кӗсйинче ҫырӑвӗ пурри-ҫуккине.

Юноша не заметил, что письма в кармане нет.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чипер каччӑ хӗр вӑрланӑ, унӑн пуҫне ҫавӑрнӑ…

— Хорош женишок, украл девушку, голову ей вскружил…

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эсӗ пит маттур каччӑ иккен.

— Оказывается, ты настоящий юнак!

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кирлӗ чухне ҫак каччӑ хӑй кун-ҫулне те хӗрхенсе тӑрас ҫук.

Этот парень был способен на самопожертвование.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек чипер те пултаруллӑ, маттур каччӑ вӑхӑтсӑрах пуҫне ҫиме пултарать.

Ему было жаль потерять преждевременно и без пользы для дела такого хорошего парня — настоящего юнака.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер-и, юратрӑр-и, Чипер туслашрӑр-и, чипер-и, мӗн ачаран.

Добро-ле, парень с девушкой, добро-ле, да слюбилися, Добро-ле, подружилися, добро-ле, с малолетства.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хам каччӑ пулнӑ пулсан-и, тупата, куҫа хупса ҫураҫнӑ пулӑттӑм.

Будь я парнем, непременно бы к ней посваталась.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӳлӗме тирпейлемен, шӑп та пушӑ; пӗрре пӑхса илсенех кунта авланман каччӑ пурӑнни паллӑ.

В комнате было неубрано, тихо, пусто; все говорило о том, что в ней живет беспечный холостяк.

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кил-ха кунта, хӑвӑртрах ҫыхса ярам, — мелник ҫавӑнтах лӳчӗркеннӗ сӑмса тутӑрӗпе каччӑ суранне ҫыхса ячӗ.

— Дай завяжу скорее, — и мельник перевязал юноше руку своим измятым носовым платком.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун умӗнче хурарах сӑнлӑ, ҫӳллӗ те яштака пӳ-силлӗ, хура куҫлӑ каччӑ тӑра парать.

Пере ним стоял смуглый, высокий, бледный как смерть юноша с черными, глубоко сидящими, проницательными глазами.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Уйӑх тухать Шӑппӑн та лӑпкӑн; Каччӑ каять — Ҫапӑҫӑва, вӑрҫа.

Месяц встает И тих и спокоен; А юноша-воин на битву идет.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Каччӑ сулахай аллипе хӑйӗн вицмундирӗн ҫӳлтен иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш тӳмисене тыта-тыта пӑхма пуҫланине туйса илчӗ; мӗншӗн тытса пӑхать-ха вӑл вӗсене; ӗҫ ӗнтӗ тӳмесем патне ҫитрӗ пулсан, стакана хӑвӑртрах ӗҫсе ярса, Марья Алексевнӑран тепӗр стакан ыйтса хӑтӑлмалли ҫеҫ юлать.

Жених почувствовал, что левою рукою, неизвестно зачем, перебирает вторую и третью сверху пуговицы своего вицмундира; ну, если дело дошло до пуговиц, значит, уже нет иного спасения, как поскорее допивать стакан, чтобы спросить у Марьи Алексевны другой.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах вӑл пӑхма пуҫланӑ-пуҫламанах учитель те ун ҫине сӑнаса пӑхма пуҫларӗ темелле-и, ҫук, унтан та япӑхрах: турех куҫран пӑхрӗ ун ҫине, ҫав тери тинкерсе пӑхрӗ, вара каччӑ, малалла та сӑнаса пӑхас вырӑнне: «йывӑр ӗҫ сирӗн, мсье Лопухов, — тухтӑр ӗҫӗ йывӑр тетӗп эпӗ», — терӗ.

Но едва он начал снимать мерку, как почувствовал, что учитель — не то чтобы снимает тоже с него самого мерку, а даже хуже: смотрит ему прямо в глаза, да так прилежно, что вместо продолжения мерки жених сказал: — А трудная ваша часть, мсье Лопухов, — я говорю, докторская часть.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней