Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӗлмен (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫаксемччӗ кунта: Осадчий капитан, пӗр-пӗринчен уйрӑлма пӗлмен Олизарпа Бек-Агамалов адъютантсем, Андрусевич поручик, йӗкехӳренни евӗр, шӗвӗр питлӗ, пӗчӗк пӳллӗ, вӑр-варла этем, тата такамччӗ, ӑна Ромашов ҫийӗнчех уйӑрса та илеймерӗ.

Тут были: капитан Осадчий, и неразлучные адъютанты Олизар с Бек-Агамаловым, и поручик Андрусевич, маленький бойкий человек с острым крысиным личиком, и еще кто-то, кого Ромашов сразу не разглядел.

XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тальман капитан арӑмӗпе килсе ҫитрӗ: иккӗш те питӗ ҫӳллӗ, нӑкӑ-тапчам; арӑмӗ — ачаш, хулӑн, йӑмшак блондин, упӑшки хӑй — кӗре те вӑрӑ-хурахла пит-куҫлӑ, чарӑнма пӗлмен ӳслӗклӗ те хӑрӑлтатакан саслӑ.

Приехал капитан Тальман с женой: оба очень высокие, плотные; она — нежная, толстая, рассыпчатая блондинка, он — со смуглым, разбойничьим лицом, с беспрестанным кашлем и хриплым голосом.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анчах хӑй вӑл кун пирки пӗлмен.

Но она не знала об этом.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Карап тӑвас ӗҫре эпӗ ним те пӗлмен ҫын, анчах та руль тенӗ япала мӗн тери усӑллӑ пулнине лайӑхах ӑнланаттӑм.

В деле постройки морских судов я был невежда и неуч, но я хорошо понимал всю пользу такого приспособления, как руль.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах ватӑ качака таки шӑтӑкра чухне эпӗ ҫавна пӗлмен.

Но когда козел был в яме, я этого не знал.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хамӑр карап ҫинче чӗлӗмсем пурччӗ, анчах утрав ҫинче табак ӳснине пӗлмен пирки эпӗ вӑл чӗлӗмсене кунта илсе тухмарӑм.

На нашем корабле были трубки, но, когда я перевозил оттуда вещи, я не знал, что на острове растет табак, и решил, что не стоит их брать.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах килӗ тума та ҫӑмӑлах мар: эпӗ чултан япаласем тӑвас ӑсталӑха, ытти япаласене тума пӗлмен пекех, пачах та пӗлместӗп, кунсӑр пуҫне тата манӑн инструментсем те ҫук.

Но сделать ступку было тоже не так-то просто: в ремесле каменотеса я был таким же круглым невеждой, как и во всех остальных, и, кроме того, у меня не было инструментов.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӑшпӗр эпӗ пӗлмен кайӑксен ашӗ питӗ тутлӑ.

Мясо некоторых оказалось очень вкусным, хотя я даже не знал, как они называются.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Халиччен эпӗ нихҫан та курман, ячӗсене те пӗлмен кайӑксем пур.

Были и такие, каких я никогда не видал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Чӑн та, хӑш еннелле каймаллине эпӗ пӗлмен, маншӑн пур ҫулсем те аван пулмалла, тыткӑнран хӑтӑласчӗ кӑна.

Правда, я не знал, куда я направлю свой путь, но всякая дорога хороша — лишь бы уйти из неволи.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл тапхӑрта ҫи-пуҫ ман яка пулнӑ, кӗсьерен укҫа татӑлман, карап ҫинче эпӗ, улпут ачи пек, ӗҫ тӗлне пӗлмен: ӗҫлеме те, ӗҫе вӗренме те шутламан.

Так как в то время у меня была щегольская одежда и в кармане водились деньги, я всегда являлся на корабль праздным шалопаем: ничего там не делал и ничему не учился.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ун вырӑнӗнче тепри йывӑрлӑхсенчен хӑраса ӳксе ним тума пӗлмен пулӗччӗ.

На его месте другой бы, испугавшись трудностей, растерялся.

«Робинзон Крузо» роман ҫинчен // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.

Олечкӑн ҫакӑн пек ывӑл ача пуррине пӗлмен те эпӗ!

Я и не знала, что у Олечки такой сыночек!

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Сирӗн Михайло Тимофеевич вӑл ӑна-кӑна япӑх ӑнланакан ҫын, — ҫурма сасӑпа калаҫать Кузьмичов, — ним пӗлмен ҫӗре пуҫне пырса чикет, эсир вара ӑна-кӑна чухлакан-пӗлекен ҫын, ҫавӑнпа хӑвӑрах шухӑшласа пӑхма пултаратӑр.

— Ваш Михайло Тимофеич человек непонимающий, — говорил вполголоса Кузьмичов, — не за свое дело берется, а вы понимаете и можете рассудить.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫав кӗтмен пулӑшу ӑҫтан пынине чӑннипе никам та пӗлмен, — пӗлӗтрен ӳкнӗ пекех туйӑннӑ…

Никто не знал наверное, откуда идет эта неожиданная помощь, — казалось, она с неба упала…

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак кивелсе юрӑхсӑра тухнӑ шыв арманӗ йӑлӑм вӗҫӗнчи катари сӑртра, канӑҫа пӗлмен кӗрленкӗ патӗнче, пӗчченех ларать, унран леререх пӗр хуралтӑ та ҫук.

Эта заброшенная полуразрушенная водяная мельница стояла одиноко на дальнем возвышенном конце долины, невдалеке от грохочущего водопада, и за нею не было больше никаких строений.

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунта ӗҫсем мӗнле пулса пынине пӗлмен ҫын кӑна, инҫетрен килнӗ ҫынах пулма кирлӗ, ҫав ҫын кӑна янӑ…

Лишь тот, кто не знает, что здесь делается, кто прибыл сюда издалека…

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тосун-бей ҫав тумтире хӑҫан, ӑҫта тӑхӑнмаллине те пӗлмен иккен, ҫак чаплӑскере мухтавлӑ уявсенче тӑхӑнмалли пуль тенӗ те, Бяла Черквана «парадпа» пырса кӗнӗ чух тӑхӑнса та янӑ.

Как выяснилось впоследствии, Тосун-бей, не имея понятия о назначении этого костюма, принял его за какое-то богатое одеяние для торжественных случаев и в этом парадном виде решил показаться в Бяла-Черкве.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шыв кӗрлени кӑна унӑн канӑҫа пӗлмен чӗрине кӑшт лӑплантарам пек турӗ.

Только шум реки отзывался на беспокойное биение его сердца.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шыв кӗрлени кӑна чуллӑ ҫыран тӑрӑх ян каять; ҫавӑнпа пӗрлех тата арман кустӑрми шалтӑртатса янӑрать, ту хушшинче чарӑна пӗлмен шав илтӗнет.

Шум реки эхом отдавался в гранитных обрывах; теперь с ним смешался грохот водяных колес на мельницах и в шнуровых мастерских, и в горном ущелье стоял гул.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней