Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вунулттӑмӗш сыпӑк

Раздел: Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем

Автор: Василий Долгов

Источник: Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Добавлен: 2019.12.10 15:18

Предложений: 77; Слово: 1106

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Робинзон хир качакисене алла вӗрентет

Утрав ҫинче вунпӗр ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн, тар запасӗ пӗтсе ҫите пуҫласан, эпӗ хир качакисене мӗнле майпа чӗрӗллех тытасси ҫинчен чӑнласах шухӑшлама пуҫларӑм. Пуринчен ытла путексем ӳстерекен качака тытасси ҫинчен ӗмӗтленеттӗм.

Малтан эпӗ мӑйкӑчсем лартса тухрӑм, вӗсене качакасем лекетчӗҫ. Анчах мӑйкӑчсенчен усси сахал пулчӗ: качакасем, улталама хунӑ апата ҫисе ярса, мӑйкӑчне ҫыртса тататчӗҫ те унтан ним пулман пекех тӑратчӗҫ. Ун чухне манӑн мӑйкӑчсем тума пралук ҫукчӗ, ҫавӑнпа та вӗсене кантраран тумалла пулчӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ кашкӑр шӑтӑкӗсем чавса хума шут тытрӑм. Качакасем хӑш вырӑнта ытларах ҫӳренине эпӗ лайӑх пӗлеттӗм. Вара эпӗ виҫӗ тарӑн шӑтӑк алтса хутӑм та вӗсене хамах ҫыхнӑ ҫатанпа витрӗм. Ҫапӑсем ҫине пӗр ҫӗклем рис пучахӗпе урпа пучахӗ хупса хӑвартӑм. Эпӗ часах ман шӑтӑксем патне качакасем пырса ҫӳренине куртӑм: вӗсем пучахсене ҫисе пӗтернӗ, йӗри-тавра качака йӗрӗсем юлнӑ. Унтан эпӗ чӑн-чӑн тапӑсемех туса хутӑм; тепӗр кунне пӗрремӗш шӑтӑкне пысӑк та ватӑ качака таки лекрӗ, иккӗмӗш шӑтӑка виҫӗ качака путекки лекрӗ: вӗсенчен пӗри — така, иккӗшӗ — путек.

Ватӑ качака такине эпӗ каялла кӑларса ятӑм, мӗншӗн тесен унпа мӗн тӑвассине пӗлеймерӗм. Ватӑ качака ҫав тери тискер те усал иккен, ӑна чӗрӗлле пырса тытма та ҫук (эпӗ ун патне шӑтӑка кӗме те хӑрарӑм), анчах вӗлерме нимӗнле сӑлтав та ҫукчӗ. Шӑтӑк ҫинчи ҫатана ҫӗклесенех, вӑл шӑтӑкран сиксе тухрӗ те сиккипе тарчӗ.

Кайрантарахпа эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: выҫлӑх арӑслансене те йӑвашлантарать иккен. Анчах ватӑ качака таки шӑтӑкра чухне эпӗ ҫавна пӗлмен. Качака такине виҫ-тӑватӑ талӑк выҫӑ усранӑ пулсан, унтан шыв тата кӑштах пучах пырса панӑ пулсан, вӑл ман патӑмра пурӑнакан качака путеккисем пекех йӑваш пулнӑ пулӗччӗ.

Пӗтемӗшле каласан, качакасем ӑслӑ выльӑхсем, ҫын каланине итлеҫҫӗ. Лайӑх пӑхса усрасан, качакасене алла вӗрентме пачах та йывӑр мар.

Каллех калатӑп, качака такине шӑтӑкран кӑларса ярсан, эпӗ качака путеккисем кӗрсе ӳкнӗ шӑтӑк патне пытӑм, виҫҫӗшне те пӗрерӗн-пӗрерӗн тытса кӑлартӑм. Унтан вӗсене кантрапа пӗр-пӗринчен кӑкартӑм та аран-аран киле ҫавӑтса ҫитертӗм.

Качака путеккисене нумайччен ҫиме вӗрентеймерӗм. Амӑш сӗчӗсӗр пуҫне, вӗсем урӑх апата пӗлмесчӗҫ. Ҫителӗклех выҫӑ пурӑннӑ хыҫҫӑн, вӗсене эпӗ пӗр ывӑҫ чӗрӗ пучах пӑрахса патӑм, вӗсем вара майпенех ҫиме пуҫларӗҫ. Качака путеккисем часах мана хӑнӑхса ҫитрӗҫ, унтан пурте алла вӗренчӗҫ.

Ҫакӑнтанпа вара эпӗ качакасем ӗрчетме пуҫларӑм. Манӑн вӗсене кӗтӗвӗпех усрас килетчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн тар тата етре пӗтсе ҫитнӗ тӗле ҫителӗклех аш-какай пултӑр тесе тӑрӑшрӑм. Ҫакна тума урӑх май ҫукчӗ.

Тепӗр ҫулталӑк ҫурӑран манӑн качакасен шучӗ вуникке ҫитрӗ. Ку шута качака путеккисем те кӗреҫҫӗ. Икӗ ҫултан вара качака кӗтӗвӗ хӗрӗх виҫӗ пуҫа ҫитрӗ. Пурӑна киле эпӗ кӗтӳ ҫӳретме пилӗк карта тытрӑм, качакасене пӗр картинчи ҫарантан тепӗр картинчи ҫарана куҫарса ҫитерме алӑксем турӑм.

Халӗ эпӗ качака ашӗпе сӗтӗнчен татӑк тӑмастӑп. Чӑннипе калас пулсан, качакасем ӗрчетме тытӑннӑ чухне эпӗ сӗт ҫинчен шухӑшламан та. Качакасене кайрантарахпа ҫеҫ сӑва пуҫларӑм.

Мана килйышӑмпа сӗтел хушшинче апат ҫисе ларнине курсан, чи салху, чи сивӗ ҫын та кулса ямасӑр чӑтаймӗ, тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Сӗтел пуҫӗнче эпӗ, утрав патшипе хуҫи, ларатӑп, хама пӑхӑнса тӑракансен пурнӑҫӗ пӗтӗмпех ман алӑра: эпӗ вӗсене вӗлерес тесен — вӗлерме, каҫарас тесен — каҫарма, ирӗклӗх парас тесен — ирӗклӗх пама, ирӗклӗхе туртса илес тесен — туртса илме пултаратӑп, мана пӑхӑнса тӑракансем хушшинче пӗр пӑлхавҫӑ та ҫук.

Эпӗ сӗтел хушшинче пӗччен, патша пекех чаплӑ апат ҫисе ларнине, ҫуртӑмри тарҫӑ-тӗрҫӗ ман тавра чупкаласа ҫӳренине курасчӗ. Ҫав вӑхӑтра манпа пӗр Попка кӑна, патшан чи юратнӑ тарҫи, калаҫма пултаратчӗ. Йытӑ, ватӑлнипе тахҫанах ӗнтӗ йӳтесе ҫитнӗскер яланах сылтӑм енне хуҫипе юнашар ларатчӗ, сулахай енче икӗ кушак манӑн алӑран ҫимӗҫ илессе кӗтсе тӑратчӗҫ. Манӑн алӑран ҫимӗҫ илни патшан кӑмӑлӗ уҫӑ пулнине кӑтартатчӗ.

Вӑл кушаксем эпӗ карап ҫинчен илсе тухнӑ кушаксем марччӗ. Карап ҫинчен илсе тухнӑ кушаксем шӑтӑк алтса пӳрт ҫывӑхне пытартӑм. Ҫав кушаксенчен пӗри, утрав ҫине килсен, ҫӑвӑрсем ҫӑвӑрласа пачӗ; эпӗ ик ҫӑвӑрне хӑвартӑм, вӗсем алла иленчӗҫ, ыттисем вӑрмана тарчӗҫ. Пурӑна киле утрав ҫинче кушаксем ҫав тери нумай ӗрчерӗҫ: вӗсем манӑн кладовойне кӗрсе сӑтӑр тӑватчӗҫ, ҫимӗҫсене илсе таратчӗҫ; пӗр ик-виҫ кушакне пӑшалпа персе вӗлерсен ҫеҫ кунта ҫӳреме пӑрахрӗҫ.

Каллех калатӑп, эпӗ чӑн та патша пек пурӑнаттӑм, ман пурте пурччӗ; хам тавра яланах пӗр кӗтӳ тарҫӑ-тӗрҫӗ ҫӳретчӗ, — анчах ҫынсем кӑна ҫукчӗ. Калас пулать, манӑн патшалӑха нумай ҫын килес вӑхӑт та часах ҫитрӗ. Вулакан ӑна малалла курӗ-ха.

Эпӗ, тинӗсе урӑх нихҫан та кайса ҫӳремӗп тесе, сӑмах патӑм, анчах ҫапах таманӑн алӑ айӗнче кимӗ тытас килетчӗ — кимӗ пулсан ҫыран хӗррипе те пулин ишсе ҫӳреме пулать, тесе шухӑшлаттӑм. Анчах ку плана пурнӑҫа кӗртме ҫуккине кура, эпӗ хама яланах: мана кимӗсӗр лайӑх, тесе йӑпататтӑм.

Анчах мана темшӗн (мӗншӗнне хам та пӗлместӗп) утрав тӑрӑх юлашки хут ҫӳренӗ чухне улӑхса курнӑ сӑрт патне чун турта пуҫларӗ. Тинӗс ҫыранӗсем мӗнлине тата тинӗс юхӑмӗ ӑҫталла кайнине пӗлес килчӗ. Юлашкинчен тӳссе пулмарӗ, эпӗ тухса утрӑм — хальхинче ҫыран тӑрӑх ҫуранах кайрӑм.

Ман пек тумланнӑ ҫын пирӗн Англие ӑҫтан та пулин пырса тухсан, иртен-ҫӳренсем хӑраса тарса пӗтнӗ е касса кайсах кулнӑ пулӗччӗҫ; хам та ҫийӗмри тумтире пӑхаттӑм та: кун пек ҫи-пуҫпа тата хамӑн хальхи килйышӑмпа тӑван йоркшир тӑрӑх эпӗ ытла та чаплӑ уткаласа ҫӳрӗттӗм, тесе тӳсеймесӗр кулаттӑм.

Пуҫа эпӗ шӗвӗр тӑрӑллӑ ҫӗлӗк тӑхӑнаттӑм. Вӑл ҫӗлӗке эпӗ качака тирӗнчен хамах ҫӗлерӗм. Хыҫалта ҫӗлӗк хӳри — ӗнсе витти пекскер — усӑнса ҫӳретчӗ, вӑл манӑн мӑя хӗвелтен хӳтӗлетчӗ, ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫуха ӑшне шыв ямастчӗ. Шӑрӑх ҫанталӑкра кӗпе ӑшне, ҫара ӳте, лекнӗ ҫумӑр шывӗнчен сиентереххи нимӗн те ҫук.

Ҫийӗме качака тирӗнчен ҫӗленӗ вӑрӑм сӑхман тӑхӑнаттӑм, вӑл чӗркуҫҫи таранахчӗ. Йӗме эпӗ ҫав тери ватӑ качака тирӗнчен ҫӗлерӗм, ҫӑмӗ ытла та вӑрӑмччӗ вӑл ура хырӑмне ҫурри таран витсе тӑратчӗ.

Чӑлха таврашӗ манӑн пулман, пушмаксем вырӑнне вара эпӗ — ӑна мӗнле каламаллине те пӗлместӗп — пахилкке евӗрлӗ атӑ ҫӗлерӗм, ӑна аяккисенчен вӑрӑм кантрасемпе ҫыхаттӑм. Вӑл атӑ евӗрлӗ те марччӗ, тӗрӗссипе каласан, манӑн пӗтӗм тумтир ҫавӑн пек илемсӗрччӗ.

Сӑхмана эпӗ качака тирӗнчен тунӑ сарлака чӗн пиҫиххипе ҫыхаттӑм: ҫӑха вырӑнне икӗ ҫинҫе чӗн кантра тунӑччӗ, икӗ аяккине икӗ йӑлӑ ҫӗлесе ҫакрӑм. Вӗсене эпӗ хӗҫ е кинжал ҫакма мар, пӑчкӑпа пуртӑ ҫакса ҫӳреме ҫӗлерӗм.

Кунсӑр пуҫне, эпӗ хулпуҫҫи урлӑ, хул айӗнчен илсе, тепӗр чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳреттӗм. Ҫак сарлака чӗн ҫумне сулахай хул айне икӗ хутаҫ майлаштарса ҫакрӑм, пӗрне тар, тепӗрне етре хурса ҫӳреттӗм. Ҫурӑм хыҫне карҫинкка вырнаҫтараттӑм, хулпуҫҫи урлӑ пӑшал ҫаккатӑм, пуҫ ҫине — вӑрӑм ҫӑмлӑ тиртен тунӑ ҫав тери пысӑк зонт караттӑм. Ҫав зонт ытла та илемсӗрччӗ, анчах ҫул ҫинче вӑл маншӑн чи кирлӗ япаласенчен пӗриччӗ. Пӑшала ҫеҫ эпӗ зонтран кирлӗрех япала вырӑнне хураттӑм.

Эпӗ экватортан инҫе мар, хӗвел хытӑ хӗртекен вырӑнта, пурӑннӑ пулсан та, манӑн пит-куҫӑм хӗвелпе хуралса каймарӗ, негр пичӗ пек пулмарӗ. Малтан эпӗ сухал ӳстерсе ятӑм. Вӑл виҫесӗр вӑрӑм пулса кайрӗ. Унтан эпӗ сухала касрӑм, мӑйӑх ҫеҫ хӑвартӑм; вӑл вара пит чаплӑччӗ, чӑн-чӑн турккӑ ҫыннин мӑйӑхӗ пекехчӗ. Англире пулсан, урамра тӗл пулакансем ҫакӑн пек вӑрӑм мӑйӑхран хӑранӑ пулӗччӗҫ.

Анчах кун ҫинчен эпӗ сӑмах майӑн кӑна каласа хӑваратӑп: утрав ҫинче манӑн пит-куҫӑма, кӗлеткене куракансем нумаях пулман, — апла пулсан, манӑн ҫи-пуҫ мӗнле пулни пурпӗрех мар-и! Эпӗ кун пирки, чӗлхе вӗҫне сӑмах килнӗрен ҫеҫ кӑштах каласа парас терем, ку япаласем ҫинчен урӑх каламӑп ӗнтӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней