Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пусать (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑслӑ выльӑх ҫынна ӑнланать тесе тӗрӗсех калаҫҫӗ ҫав; хапха курӑна пуҫласанах, лаша чуппине чакарчӗ, хуҫи пекех пуҫне усрӗ те, килӗре пӑри тӳнӗ евӗр, йывӑрран пусса ута пуҫларӗ — ярса пусать те чарӑнса тӑрать…

Умное животное всегда понимает хозяина: завидев ворота, конь сразу замедлил шаг, понурил, как и всадник, голову и побрел, спотыкаясь: шагнет — и остановится, будто рис в ступе толчет.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Пирӗн пурнӑҫшӑн кам алӑ пусать? — тухса каяс умӗн ыйтрӗ Дубцов.

Кто за нашу жизню распишется? — перед тем как уходить, задал вопрос Дубцов.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫунаттисемпе шавлӑн вашлаттарса тӗмеске ҫине чӑмса анать, кӑнттамӑн пӗрре-иккӗ ярса пусать те, хӑйӗн сарнӑ ҫунаттине, тутӑх тӗслӗ тӗкпе витӗннӗ хӳрине кукӑр сӑмсипе тасатма тытӑнать, унтан, пуҫне хыҫалалла пӑрса хурса, пӗчӗкҫеҫ хура кӑшӑлпа ункӑланнӑ янтарь тӗслӗ куҫӗсене ӗмӗртенхи кӑн-кӑвак тӳпенелле тӗллесе, тӗлӗрнӗ пек шак хытса каять.

Шумя крылами, он упадет на курган, неуклюже ступнет раза два и станет чистить изогнутым клювом коричневый веер вытянутого крыла, покрытую ржавым пером хлупь, а потом дремотно застынет, откинув голову, устремив в вечно синее небо янтарный, окольцованный черным ободком глаз.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучи пӗтӗм вӑйӗпе сӗтӗрнипе кӑна вӑл хӑйӗн ухват урисене аран-аран яркаласа пусать, хуҫи хыҫҫӑн ӳркенчӗклӗн утать.

Она пошла за дедом Щукарем, нехотя повинуясь его чрезвычайным усилиям, трудно переставляя клешнятые ноги.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ахӑртнех, чун савнипе уйрӑлни чӗрине йывӑррӑн пусать пулмалла.

Видно, тяжело пало на сердце расставание с милым.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ мана лӑпкӑн та йӗркеллӗн каласа пар-ха, кам пусать, мӗншӗн?

— Ты мне спокойно и толком расскажи, кто режет, почему.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кузьма Егорыч Стукотей патне пырса тӑрать, ӑна мӑйӗнчен тытса пӗкӗрӗлтерсе хурать те унӑн кӑкӑр шӑмми айӗнчен чышкипе пусать.

Кузьма Егоров подходит к Стукотею, нагинает его и давит ему кулаком под ложечку.

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

— Ҫум курӑк пусать, Евдокия, — пӗлтерчӗ Катерина, — ҫумласа пӗтертӗм кӑна, вӑл каллех шӑтса тухать.

— Одолевают, Евдокия, — пожаловалась Катерина, — только выполешь, они опять лезут.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маша та ун ҫумӗнчех ҫӗр пусать.

Рядом с ним копала землю Маша.

11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Тунсӑх пусать, темле ыйтусем пӑшӑрхантараҫҫӗ»: мӗн ӑнланас ку сӑмахсенчен?

«Грусть находит, какие-то вопросы тревожат»: что из этого поймешь?

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мана кичем мар, кичем пулма та пултараймасть: эсӗ ху пӗлетӗн кӑна, паллах, ху каланине ӗненместӗн; чирлӗ мар эпӗ, анчах… хушӑран мана… тунсӑх пусать

— Не скучно мне и не может быть скучно: ты это знаешь и сам, конечно, не веришь своим словам; не больна я, а… мне грустно… бывает иногда…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Алӑ пусатех, кум, алӑ пусать, хӑйне вӗлермелли приговор айне те алӑ пусать, мӗнне ыйтса та тӑмасть, кулса илет те «Агафья Пшеницына» тесе кукӑрткаласа та хурать, мӗншӗн алӑ пуснине нихҫан та пӗлеймест.

— Подпишет, кум, подпишет, свой смертный приговор подпишет и не спросит что, только усмехнется, «Агафья Пшеницына» подмахнет в сторону, криво и не узнает никогда, что подписала.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл вара мантильйине хывать, хулпуҫҫи ҫинчен тутӑрне сирет, анчах ку та пулӑшмасть — пӗрмай пусать, пӗрмай хӗсет.

Она снимет мантилью, косынку с плеч, но и это не помогает — все давит, все теснит.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑрушӑ та тӗрӗс мар пулнӑ ун чухне ҫын пурнӑҫӗ; алкумӗ урлӑ ярса пусма та шиклӗ пулнӑ: астусах тӑр, ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахать, вӑрӑ-хурах пусать, усал тутар пӗтӗм туприне туртса илет, е ҫын пӗр хыпарсӑр-йӗрсӗр ҫухалать.

Страшна и неверна была жизнь тогдашнего человека; опасно было ему выйти за порог дома: его, того гляди, запорет зверь, зарежет разбойник, отнимет у него все злой татарин, или пропадет человек без вести, без всяких следов.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗлке ҫаран ҫийӗн икӗ хутчен ярса пусать те сасартӑк сӑрт леш еннелле куҫса каять.

а тень лошади покрыла собой весь луг, тень шагнула только два раза по лугу и вдруг двинулась за гору,

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Йӗри-тавра вӑрман, унӑн чунӗнче тата чӑтлӑхрах та тӗттӗмрех; сукмака курӑк пуснӑҫем пусать; ҫутӑ шухӑш сайра хутра ҫеҫ вӑранать те тӗлӗрен вӑя самантлӑха ҫеҫ хускатать.

Лес кругом его и в душе все чаще и темнее; тропинка зарастает более и более; светлое сознание просыпается все реже и только на мгновение будит спящие силы.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Алексей Николаевич алӑ пусать те пакета тавӑрса парать.

Алексей Николаевич расписался и вернул пакет.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ай, те ыйхӑ, те ыйхӑ мар Пуҫӑма пусать.

Ой чи сон, чи не сон Головоньку клонит.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хуйхӑ пусать те тивлетлӗх ҫӗклентерет мана ун пирки, вилӗмсӗрлӗхне курса тӑнӑ май чӗрем те тилмӗрсе тапӑнать…

Скорбь и гордость за него волнуют меня, и перед зрелищем бессмертия страстно замирает душа…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Капитан урипе педаль ҫине пусать.

Капитан постучал ногою по педали.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней