Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пӗрремӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Вуннӑмӗш пай. Юлашки страница

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.09.26 20:33

Предложений: 68; Слово: 1124

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Тупсӑм

Татаринов капитанӑн экспедицине епле майпа тупни ҫинчен калас пулсан, тепӗр кӗнеке те ҫырма тивет. Тӳррипе каласан, мӗн пӗлмеллине пӗтӗмпех пӗлсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, калаҫҫӗ вӗт-ха пӗр паллӑ ҫын Дюмон-Дюрвиль хӑй ача чухнех Лаперуза экспедицине ӑҫта шыраса тупассине тӗлӗнмелле тӗрӗс кӑтартнӑ теҫҫӗ, манӑн пӗлсе ҫитни уннинчен те нумайрахчӗ. Мана ҫак ӗҫе тума унран та ҫӑмӑлтарахчӗ-ха, мӗншӗн тесен Татаринов капитанӑн пурнӑҫӗ ман кун-ҫулӑмпа ҫыхӑнса тӑратчӗ, эппин ун ҫинчен пӗлни те маншӑн та, уншӑн та питӗ кирлӗ япала. Акӑ вӑл иртсе пынӑ ҫул, вӑл хӑй «Мария Ҫӗре» тесе ят хунӑ Ҫурҫӗр ҫӗрне таврӑнни пӗр тавлашусӑрах паллӑ тесен: широта 79°35′ пуҫласа 86-мӗшпе 87-мӗш мерядиансен хушшине иртсе Вырӑс утравӗсемпе Норденшельд архипелагӗ патне пырать. Унтан вара — чылай вӑхӑт хушши ҫӳресен, тейӗпӗр-и — Стерлегов сӑмсахӗнчен пуҫласа Пясина шыв пырӗ патне пырать, унта ватӑ ненец нартӑсем ҫине вырнаҫтарнӑ кимме курать. Вара Енисей патнелле — мӗншӗн тесен ку ӗнтӗ ҫын курса пулӑшу илес пӗртен-пӗр шанчӑк пулнӑ. Вӑл утравсен ҫыранӗ хӗррипе тинӗс енчен, май килейсен, тӳрех те ҫул тытнӑ пулмалла-ха…

Эпир тупрӑмӑр экспедицие, тӗрӗссипе каласан, унтан мӗн юлнине тупрӑмӑр, ҫав район таврашӗнче пирӗн самолетсем почтӑпа Диксона каякан ҫынсене леҫсе, Нордвике, тӗрлӗ машинӑсемпе таварсем турттарса, е ҫӗр кӑмрӑкӗпе нефть, тимӗр тӑпри шыракан геологи партийӗсене леҫсе, вуншар хут та вӗҫсе иртнӗ. Ӗнтӗ Татаринов капитан халӗ акӑ Енисей тинӗсе юхса кӗнӗ ҫӗре ҫитсе тӑрсан, унтан вӑл тинӗсре ҫӳрекен пысӑк карапсене вуншар та курнӑ пулӗччӗ. Иртсе пынӑ чух утрав хӗррисенче электромаяксемпе радиомаяксем курнӑ пулӗччӗ, тӗтре вӑхӑтӗнче хыттӑн кӑшкӑртса карапсене ҫул кӑтартса тӑракан наутофонсем курнӑ пулӗччӗ вӑл. Енисей тӑрӑх тӑвалла тата пӗр виҫҫӗр-тӑватҫӗр километр хӑпарнӑ пулсан, вӑл Заполярнӑйри Дудинкӑпа Норильска ҫыхӑнтаракан чугун ҫула курнӑ пулӗччӗ. Нефть кӑларнӑ ҫӗрте, е шахтӑсемпе заводсем ҫумӗнче ӳссе ларнӑ ҫӗнӗ хуласене курнӑ пулӗччӗ вӑл.

Малта асӑнсаттӑм-ха эпӗ, Ҫурҫӗре килсен пирвайхи кунсенчех эпӗ Катя валли ҫырусем ҫырса тӑраттӑмччӗ тесе. Н-ра манӑн ун патне яман ҫырусем темӗн чухлӗ капланнӑ, вӗсене вӑрҫӑ пӗтсен пӗрле ларса вулама ӗмӗтленсе тӑраттӑм-ха. Ҫав ҫырусем темле хамӑн дневник евӗрлӗ пулса тухрӗҫӗ, ӑна эпӗ хам валли тесе мар, Катя валли ҫырса пырсаттӑм. Ҫавӑнтан эпӗ Татаринов капитан экспедицине мӗнле тупни ҫинчен калакан сыпӑкне ҫеҫ кӗртсе хӑварам.

1. …Ҫак вырӑна пурнӑҫ епле ҫывхарнине пӗлсен, тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ, пит инҫетре пек туйӑнатчӗ-ҫке вӑл мана. Ҫав вырӑн аслӑ тинӗс ҫулӗнчен иккӗ ҫеҫ ярса пусмалли ҫӗрте, «аттене мӗнпурӗ те шыраманнипе ҫеҫ тупман» тесе тӗрӗс калаттӑн иккен эсӗ. Маякпа радиостанци хушшинче телефон линийӗ пур, вӑл вӑхӑтлӑха кӑна та мар, ӑна яланлӑхах, юпасем лартса тунӑ. Пӗр вунӑ километр кӑнтӑралла шахтӑсенче ӗҫлеҫҫӗ, экспедици чарӑннӑ вырӑна эпир тупман пулсан, кӑштах вӑхӑт иртсен шахтерсем хӑйсем кунта килсе ҫитнӗ пулӗччӗҫ.

…Чи малтан пирӗн штурман ҫӗрте выртакан парусина татӑкӗ тупрӗ. Нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук! Тинӗс хӗрринче ара сахал тупӑнать-и тӗрлӗ япала, анчах ку парусина нартӑсем кӳлсе туртмалли турта вырӑнӗнче пулнӑскер. Унтан вара стрелок пӗр алюмини кастрюльӑн хупӑлчипе лапчӑннӑ шӑваҫ тупрӗ, унтан кантӑра ҫӑмхисем выртатчӗҫ. Каярахпа эпир ҫак айлӑма сӑртран сӑрта ҫитиччен квадратсене пайларӑмӑр та кашни хӑй квадрачӗ тарӑх шырама тытӑнтӑмӑр…

Пӗр ҫыру тӑрӑх ҫеҫ ученӑйсем хамӑр эрӑччен пулса пӗтнӗ пӗр ҫӗршывӑн пурнӑҫне тупса пӗлни ҫинчен таҫта вуланӑччӗ эпӗ. Пирӗн умра та ҫак вырӑн хӑй майӗпех чӗрӗлсе тӑра пуҫларӗ. Эпӗ пуринчен малтан брезейт кимӗ куртӑм, тӗрӗсрех каласан, вӑл кимӗ пулнӑ иккенне тавҫӑрса ҫеҫ илтӗм, икерчӗ пек лапчӑннӑччӗ вӑл, хӑрах аякки шывпа ҫийӗннӗ ҫӗр айӗнчен курӑнса тӑратчӗ, вӑл кимме ҫуна ҫине вырнаҫтарса лартнӑ. Кимминче икӗ пӑшалччӗ, темле тир пурччӗ, секстант та хир биноклӗ, пурте тутӑхса пӗтнӗ, кӑвакарса пӑнтӑхнӑ, мӑкпа ӳссе ларнӑ. Лагере тинӗс енчен хӳтӗлекен сӑртра, эпир тӗрлӗ тумтир тупрӑмӑр, вӗсен хушшинчех пӑлан тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫывӑрмалли михӗ, ҫӑмӗ пӗтӗмпех йӑшнӑччӗ унӑн. Ахӑрнех ҫакӑнта палатка сарнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен тӑррине тумалли пӗренесем те кунтах кӗтесленсе выртатчӗҫ, чуллӑ сӑрт ҫине тӗрентернӗ тӑваткӗтеслӗх иккен, ҫиелтен ӑна витнӗ пулмалла. Ку «палаткӑра» пурлӑх тытмалли кунтӑк пуррине те асӑрхарӑмӑр, ҫӑраҫҫийӗ вырӑнне парусина татӑкӗччӗ, шалта темиҫе ҫӑм чӑлха та шурӑпа сенкер тӗслӗ одеял татӑкӗсем пур. Тата эпир пуртӑпа «вӑлта» тупрӑмӑр, вӑлтине вара кантӑра вӗҫне булавка вӗҫлекине авса вырнаҫтарнӑ. Хӑшпӗр япалисем «палатка» патӗнчеччӗ — унта спирт лампочки, кашӑк, йывӑҫран тунӑ ещӗк, ещӗкӗнче тӗрлӗ арӑш-пирӗш, сӑмах май каласан, парусина ҫӗлемелли хӑйсем ал-вӗҫҫӗн ҫеҫ тукаланӑ темиҫе хулӑн йӗп. Хӑшпӗр япалисем ҫинче ҫавра пичет пуррине те уйӑрса илме пулать-ха, унта «Зверобойная шхуна «Св. Мария» тенӗ, е «Св. Мария» тесе ҫеҫ ҫырса хунӑ. Анчах ку лагерь пушах-ха — сывви те, вилли те ҫук.

2. …Ку вара ал-вӗҫҫӗн тунӑ походнӑй кухня — шӑвӑҫ кӑшӑллӑ, ӑшне хупӑлчаллӑ витре лартнӑ. Ҫавӑн пек витре айне тимӗр тӗплӗх сарса хураҫҫӗ, унта вара упан е тюленӗн ҫӑвӗ ҫунать. Анчах кунта тӗплӗхӗ ҫукчӗ, кӑшӑл тӗпӗнче примус ҫеҫ ларатчӗ; эпӗ ӑна тытса силлерӗм те примус ашӗнче краҫҫын та пурччӗ-ха. Примусне уҫлама тытӑнтӑм та краҫҫынӗ ҫип-ҫинҫен юхса тухрӗ. Ҫавӑнтах консерва банкине те тупрӑмӑр, ҫине: «Борщ малороссийский. Фабрика Вихорева. Санкт-Петербург, 1912», тесе ҫырнӑччӗ. Кирлех пулсан, ҫав ҫӗр айӗнче ҫирӗм тӑхӑр ҫул выртнӑ борща уҫса примус ҫинче ӑшӑтса илме те пулатчӗ.

3. …Гальчиха еннелле ӑнӑҫсӑр шыраса ҫӳренӗ хыҫсӑн эпир лагере таврӑнтӑмӑр. Хальхинче эпир ун патне кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ хушшинчен пытӑмӑр, пӗр евӗрлӗ курӑнакан сӑртсем те пире хальхинче урӑхларах пек, хамӑр кӗтмен пек курӑнатчӗҫ. Ку пӗр сӑрт аяккиехчӗ иккен, аялтан кунта чуллӑ тундра кӗрет, унта этем аллипе чавса тунӑ пек тарӑн йӑрансем пур. Ҫав йӑрансенчен пӗринпе утрӑмӑр та, икӗ пысӑк чул хушшинче плавникӑн ишӗлсе аннӑ штабельне малтанласа никам та асӑрхамарӗ. Пӗренесем нумай марччӗ, улттӑ кӑначчӗ, анчах пӗрне пӑчкӑпа сӗрсе татнӑччӗ. Пӑчкӑпа сӗрнӗ! — ку пире шалт тӗлӗнтерсе ячӗ. Халиччен эпир лагерь сӑртсем хушшинчи айлӑмра тесе шухӑшлаттӑмӑр. Ӑна куҫарса лартма та пултарнӑ-ҫке, вӑл ҫаплах иккенне часах пӗлтӗмӗр те эпир.

Кунти шӑтӑкра мӗн-мӗн кӑна тупнине пурне те каласа тухмашкӑн та кансӗр. Сехет тупрӑмӑр, сунара ҫӳремелли ҫӗҫӗ, йӗлтӗр патаккисем, «Ремингтон» системӑллӑ хӑрах кӗпҫеллӗ икӗ пӑшал, сӑран жилетка, темӗнле мазь сӗрнӗ чӗлӗм. Ҫурма ҫӗрӗшнӗ фотопленкӑсен миххине тупрӑмӑр. Юлашкинчен вара чи тарӑн шӑтӑкра палатка тупрӑмӑр, ҫав палаткӑна тӑвӑл ан ҫуртӑр тесе ҫиелтен плавник пӗренисемпе кит шӑмми хунӑ пулнӑ, ун айӗнчи пӑра пуртӑпа касрӑмӑр та, хамӑр кама шыранине тупрӑмӑр…

Вӑл мӗнле вилнине пӗлсе илме пулатчӗ-ха, — сылтӑм аллине аяккинелле тӑснӑ, хӑй темӗн итлесе тӑнӑ пек. Вӑл ӳпне выртатчӗ, унӑн юлашкинчен ҫырнӑ ҫырӑвӗсем сумкӑрахчӗ, сумки какӑрӗ айне пулнӑччӗ. Мӗн те вӑл капла майпа ҫырӑвӗсем лайӑхрах сыхланӗҫ тесе шанса тӑнӑ пулмалла.

4. …Ӑна курас шанчӑк пирӗн пулман та, пулма та пултарайман. Анчах вилни ҫинчен пӗри-пӗри татса каличчен, е хам куҫпах куриччен, ӑшӑмра текех мана ачалла шухӑш пек темӑн ҫутатса тӑратчӗ. Халӗ сӳнчӗ ӗнтӗ ҫав — анчах тепри ялкӑшса ҫуталса тӑчӗ: ӑнсӑртран мар ҫав, ахалех мар шырарӑм ӑна эпӗ — уншӑн вилӗм пулман та, пулас та ҫук. Пӗр сехет каялла пӑрахут электромаяк патне пычӗ те, моряксем, ҫара пуҫӑн пулса борт ҫине тупӑк кӗртсе хучӗҫ, ӑна вӗсем ҫав тупнӑ палаткӑпах чӗркерӗҫ. Салют янрарӗ, пӑрахут ӑна хуйхӑллӑн асӑнса, ялавне усӑнтарса антарчӗ. «Св. Марийӑн» пушаннӑ лагерӗнче пӗчченех ҫӳретӗп-ха эпӗ, акӑ ҫыратӑп та сана, ҫывӑх тусӑмҫӑм, тӑван Катя. Епле халь пӗрле пулас килет манӑн! Час вӑтӑр ҫул та ҫитет ҫак пурнӑҫшӑн пыракан вӑй-хӑватлӑ кӗрешӳ пӗтни, анчах вӑл саншӑн паян ҫеҫ вилсе выртнине пӗлетӗп эпӗ. Сан патна эпӗ фронтран ҫырнӑ пек туятӑп хама — фронтра кӗрешсе вилнӗ тус та атте ҫинчен. Хуйхӑ пусать те тивлетлӗх ҫӗклентерет мана ун пирки, вилӗмсӗрлӗхне курса тӑнӑ май чӗрем те тилмӗрсе тапӑнать…

Сайт:

 

Статистика

...подробней