Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Пӑхӑнман халӑхсене ҫиллӗмпе, тарӑхса тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.15. И совершу в гневе и негодовании мщение над народами, которые будут непослушны.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аллӑра ҫурла тытӑр: ӗнтӗ тырӑ пиҫсе ҫитрӗ; пырӑр, анӑр: ҫу-сӗткен юхтаркӑчӗсем тулса ларнӑ, вӗсен айӗнчи шансем те тулса тӑкӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем питех те тарӑхса ҫитнӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара, ҫилленсе ҫитсе, Эпӗ сана патша патӑм, тарӑхса кайса, ӑна каялла туртса илтӗм.11. И Я дал тебе царя во гневе Моем, и отнял в негодовании Моем.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вавилон ҫыннисем, ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ та патшана хирӗҫ ҫӗкленнӗ, вӗсем ҫапла каланӑ: пирӗн патша иудей пулса кайрӗ; Бела аркатрӗ, аҫтахана вӗлерчӗ, апӑссене вилӗм аллине пачӗ, тенӗ; 29. вара патша патне пырса каланӑ: эсӗ пире Даниила тытса пар, унсӑрӑн эпир сана хӑвна та, санӑн кил-йышна та вӗлеретпӗр, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Навуходоносор, тарӑхса та урса кайнӑскер, Седраха, Мисаха тата Авденагона илсе килме хушнӑ; вара ҫавӑ арсене патша патне илсе пынӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Хамӑн пӗтӗм ҫиллӗмпе тӑвӑллӑ ҫил ярӑп, Манӑн хаярлӑхӑмпа шалкӑм ҫумӑр пуҫланӗ, тарӑхса ҫитнипе вӗсене пӗтермешкӗн пӑр чулӗсем тӑкӑп, тет.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Иаковӑн ҫурчӗсене йӑлтах пӗтерсе тӑкрӗ, хӗрхенсе тӑмарӗ, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Иуда хӗрӗн тӗреклетнӗ хулисене аркатрӗ, ҫӗре тӳнтерчӗ, унӑн патшалӑхне сивлерӗ, унӑн ҫулпуҫӗсене те ирсӗрсем тесе тиркерӗ: 3. тарӑхса кайса, Израилӗн пур мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ, Хӑйӗн сылтӑм аллине тӑшман ҫинчен сирчӗ те, таврара мӗн пуррине йӑлт хыпса ҫӑтакан вут пек, ӗнтсе яракан вут-ҫулӑм пек, Иакова хирӗҫ хӗрсе кайрӗ; 4. тӑшман пек, Хӑйӗн уххине карӑнтарчӗ те, усал сунакан пек, сылтӑм аллине тӑсрӗ те — куҫа савӑнтарса тӑнине пӗтӗмпех пӗтерчӗ; Сион хӗрӗн кӗлӗ ҫурчӗ ҫине Хӑйӗн хаярлӑхне вут-ҫулӑм пек тӑкрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иеремийӑна тарӑхса ҫитнӗ пуҫлӑхсем ӑна хӗнесе пӗтернӗ, унтан Ионафан ҫыруҫӑ ҫуртне, тӗрме туса хунӑскере, хупса лартнӑ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иеремия вӗсене каланӑ: Седекияна ҫапла калӑр: 4. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, тейӗр: акӑ Эпӗ сирӗн аллӑрти ҫар хатӗрне, — хӑвӑра хула тулашӗнче хупӑрласа илнӗ Вавилон патшипе халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма пулӑшакан кӑрала, — каялла ҫавӑрса ярӑп та ҫак хула варринче пӗр ҫӗре пуҫтарӑп; 5. сире хирӗҫ Хам ҫапӑҫӑп — тӗреклӗ аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, ҫилленсе, хаярланса, хӑрушла тарӑхса ҫапӑҫӑп; 6. ҫак хулара пурӑнакансене — ҫыннине те, выльӑх-чӗрлӗхне те — пӗтерсе тӑкӑп; вӗсем мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑйсене ырӑ кӑмӑлпа ӑс парса сӑнанӑ чухне вӗсем усал ҫынсем сут умӗнче тарӑхса мӗнле асап тӳснине пӗлнӗ: 11. Эсӗ вӗсене ашшӗ пек вӗрентсе тӗрӗсленӗ, лешӗсене вара хаяр патша пек айӑпласа хаса панӑ.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Усал ҫын ҫакна курса тарӑхса тӑрӗ, шӑлне качӑртаттарӗ, ҫухалӗ.10. Нечестивый увидит это и будет досадовать, заскрежещет зубами своими и истает.
Пс 111 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ: 9. вӗҫне ҫитиех ҫилленсе каймасть, ӗмӗрех тарӑхса тӑмасть.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иов хӑйне ҫав-ҫавах айӑпсӑр ҫын вырӑнне хунине курсассӑн, хайхи виҫӗ ар унпа тавлашма чарӑннӑ, 2. вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Рам йӑхӗнчен тухнӑ Вуз ҫынни — питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ: Иов хӑйне Турӑран та ытла тӳрре кӑларса калаҫнӑшӑн унӑн ҫилли вутла хыпса илнӗ.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫакна курсассӑн тӳрӗ ҫынсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнӗҫ, айӑпсӑрри икӗ питлӗ ҫынна тарӑхса кайӗ.8. Изумятся о сем праведные, и невинный вознегодует на лицемера.
Иов 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мардохей пуҫ тайманнине, хӑйӗн умне ӳксе пуҫҫапманнине курсассӑн, Аман тарӑхса кайнӑ, унӑн ҫилли тулса ҫитнӗ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Санаваллат, эпир хӳме туни ҫинчен илтсессӗн, тарӑхса талӑрсах кайнӑ.1. Когда услышал Санаваллат, что мы строим стену, он рассердился и много досадовал
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Озия тарӑхса кайнӑ, аллинче ӗнтӗ — ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тӗтӗркӗч; вӑл священниксене тарӑхса кайсассӑн унӑн ҫамки ҫине тилҫе тапса тухнӑ — священниксем умӗнче, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ патӗнче пулса иртнӗ ҫакӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ ҫынни тарӑхса кайса каланӑ: санӑн пиллӗк е улттӑ ҫапмаллаччӗ, вара Сири ҫыннисене тӗппипе аркататтӑн, халӗ ӗнтӗ вӗсене виҫӗ хут ҫеҫ ҫӗнтеретӗн, тенӗ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Нееман, тарӑхса кайса, каялла ҫаврӑннӑ: вӑл ман патӑма хӑй тухать пулӗ, Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ятне асӑнса, аллине ман суран ҫине хурса ӑна сыватать пулӗ тесеттӗм; 12. Дамаск юханшывӗсем — Авана тата Фарфар — Израиль шывӗсенчен аванрах мар-и вара? эпӗ ҫавӑнта ҫӑвӑнса тасалма пултараймастӑп-шим? тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид патша ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те ҫав тери тарӑхса кайнӑ, [анчах хӑйӗн ывӑлӗн Амнонӑн чунне хурлантарман, мӗншӗн тесессӗн ӑна юратнӑ, вӑл унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ].
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.