Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 4 Пат 13

Раздел: Библи –> Патшасен 4-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.04 17:12

Предложений: 38; Слово: 518

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Иоас — Охозия ывӑлӗ, Иудея патши — ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иоахаз, Ииуй ывӑлӗ, Самарире Израиль патшине ларнӑ, вӑл вунҫичӗ ҫул патша пулнӑ, 2. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман, вӗсенчен пӑрӑнман. 3. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Израиле ҫилленсе ҫитнӗ те Вӑл вӗсене нумайлӑха Сири патшийӗн Азаилӑн аллине тата Азаил ывӑлӗн Венададӑн аллине панӑ. 4. Иоахаз вара Ҫӳлхуҫана пуҫҫапса кӗлтунӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна илтнӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Израиль халӑхӗ мӗнле асапланнине, ӑна Сири патши мӗнле хӗсӗрленине курнӑ. 5. Ҫӳлхуҫа Израиль ҫыннисене ҫӑлакан тупса панӑ, вара вӗсем Сири ҫыннисен аллинчен хӑтӑлса тухнӑ, Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсен чатӑрӗсенче ӗнерхипе виҫӗмкунхи пекех пурӑнма пуҫланӑ. 6. Анчах та Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоам килӗн ҫылӑхӗсенчен хӑпайман; ҫылӑхсемпех ҫырлахса пурӑннӑ, Самарире вара чӳк юманлӑхӗ те пулнӑ. 7. Иоахазӑн пӗтӗмпе те аллӑ юланут, вунӑ ҫар урапи тата вунӑ пин ҫуран ҫар ҫынни ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ыттине пӗтӗмпех Сири патши пӗтернӗ, вӗсене ӗнтӗ ура айӗнчи мӑшкӑл тусанӗ туса хӑварнӑ.

8. Иоахазӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 9. Иоахаз ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Самарире пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иоас, ларнӑ.

10. Иоас — Иудея патши — вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иоас, Иоахаз ывӑлӗ, Самарире Израиль патшине ларнӑ, вӑл вунултӑ ҫул патша пулнӑ, 11. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ; Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман, ҫавсемпех чӑлханса пурӑннӑ.

12. Иоасӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл Иудея патшипе Амасияпа епле ҫапӑҫнине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 13. Иоас ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне Иеровоам патшана ларнӑ. Иоаса Самарире Израиль патшисемпе юнашар пытарнӑ.

14. Елисей чирлесе ӳкнӗ те кайран ҫак чире пулах вилнӗ. Ун патне Израиль патши Иоас пынӑ, вӑл: ах, аттеҫӗм! аттеҫӗм! Израилӗн ҫар урапийӗ, унӑн утлӑ ҫарӗ! тесе йӗнӗ. 15. Елисей ӑна: ухӑпа ҫӗмрен ил-ха, тенӗ. Иоас ухӑпа ҫӗмрен илнӗ. 16. Вӑл Израиль патшине каланӑ: аллуна ухӑ ҫине хур. Лешӗ аллине ухӑ ҫине хунӑ. Елисей вара хӑйӗн аллине патша алли ҫине хунӑ, 17. унтан ҫапла каланӑ: тухӑҫ енчи кантӑка уҫ, тенӗ. Лешӗ уҫнӑ. Елисей: пер, тенӗ. Лешӗ уххипе пенӗ. Елисей каланӑ: ку вӑл — Ҫӳлхуҫа хӑтаракан ҫӗмрен, Сири ҫӗрӗнчен хӑтаракан ҫӗмрен, эсӗ Сири ҫарне Афек хули ҫывӑхӗнче тӗппипе аркатса тӑкӑн, тенӗ. 18. Унтан [Елисей] каланӑ: ҫӗмренсем ил, тенӗ. Лешӗ илнӗ. Вара Израиль патшине каланӑ: ҫӗре ҫап, тенӗ. Патша виҫӗ хутчен ҫапнӑ та чарӑннӑ. 19. Турӑ ҫынни тарӑхса кайса каланӑ: санӑн пиллӗк е улттӑ ҫапмаллаччӗ, вара Сири ҫыннисене тӗппипе аркататтӑн, халӗ ӗнтӗ вӗсене виҫӗ хут ҫеҫ ҫӗнтеретӗн, тенӗ. 20. Елисей ӗнтӗ вилнӗ, ӑна пытарнӑ. Тепӗр ҫулхине ку ҫӗр ҫине моавсен эшкерӗ тапӑнса килнӗ. 21. Ҫавӑн чухне пӗр ҫынна пытарнӑ пулнӑ; ҫар эшкерӗ тапӑнса килнине курсассӑн, пытаракансем вилене Елисей тупӑклӑхне пӑрахнӑ, ӳкнӗ чухне виле Елисей шӑммине пырса ҫапӑннӑ та, вара вилнӗ ҫын чӗрӗлнӗ, ура ҫине тӑнӑ.

22. Азаил, Сири патши, Израиль халӑхне мӗн Иоахаз виличченех хӗсӗрлесе пурӑннӑ. 23. Анчах та Ҫӳлхуҫа вӗсене хӗрхеннӗ, вӗсене каҫарнӑ, Хӑй Авраампа, Исаакпа, Иаковпа хывнӑ халалӗшӗн вӗсем енне ҫаврӑннӑ, вӗсене тӗппипех пӗтересшӗн пулман, вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирмен. 24. Ӗнтӗ Сири патши Азаил вилнӗ, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Венадад, ларнӑ. 25. Азаил вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Иоахазран, Иоас ашшӗнчен, темиҫе хула туртса илнӗ пулнӑ; Иоас ӗнтӗ ҫав хуласене Венададран, Азаил ывӑлӗнчен, пӗтӗмпех каялла туртса илнӗ. Ӑна Иоас виҫӗ хутчен ҫапса ҫӗмӗрнӗ, Израиль хулисене каялла тавӑрнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней