Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 2 Пат 13

Раздел: Библи –> Патшасен 2-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.04 13:49

Предложений: 55; Слово: 870

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Каярахпа акӑ мӗн пулса иртнӗ: Авессаломӑн, Давид ывӑлӗн, Фамарь ятлӑ хитре йӑмӑкӗ пулнӑ, ӑна Давид ывӑлӗ Амнон юратса пӑрахнӑ. 2. Амнон ӗнтӗ тем тӗрлӗ ҫуннӑ, Фамаре пула, хӑйӗн йӑмӑкне пула, чирлесех кайнӑ: вӑл чыслӑ хӗр пулнӑ та, Амнона ҫак хӗре нимӗн те тума май ҫук пек туйӑннӑ. 3. Амнонӑн вара Ионадав ятлӑ тусӗ пулнӑ, ҫавӑ — Давид пиччӗшӗн Самайӑн ывӑлӗ — питӗ чее ҫын пулнӑ. 4. Вӑл Амнона каланӑ: патша ывӑлӗ, мӗне пула кунсерен ырханланса пыратӑн эсӗ, чунна уҫса памӑн-и мана? тенӗ. Амнон ӑна каланӑ: эпӗ Фамаре, Авессалом шӑллӑмӑн йӑмӑкне, юрататӑп, тенӗ. 5. Ионадав ӑна каланӑ: вырӑну ҫине вырт та чирленӗ пек пул; сана аҫу курма килсессӗн, ҫапла кала ӑна: Фамарь йӑмӑкӑм килтӗрччӗ те мана апат ҫитерсе вӑй-хал кӳтӗрччӗ, апатне манӑн куҫӑм умӗнчех хатӗрлетӗрччӗ, эпӗ курса тӑрам та ун аллинчен ҫием. 6. Амнон чирленӗ пек пулса выртнӑ, патша ӑна курма килнӗ; вара Амнон патшана каланӑ: Фамарь йӑмӑкӑм килтӗрччӗ те манӑн куҫӑм умӗнчех пӗр-икӗ пашалу пӗҫертӗрччӗ, эпӗ унӑн аллинчен ҫием, тенӗ. 7. Патша вара Фамарь патне ҫапла калама ҫын янӑ: Амнон пиччӳ килне кай та ӑна апат хатӗрлесе пар. 8. Фамарь ӗнтӗ Амнон пиччӗшӗн килне кайнӑ; лешӗ вара вырӑнпах выртнӑ. Фамарь ҫӑнӑх илнӗ те чуста ҫӑрнӑ, Амнон куҫӗ умӗнчех пашалу пӗҫернӗ, 9. унтан пашалӑвне ҫатма ҫинчен илнӗ те Амнон умне хурса панӑ; анчах вӑл ҫиесшӗн пулман. Амнон: пурте тухчӑр ман патӑмран, тенӗ. Ун патӗнчи ҫынсем пурте тухса кайнӑ. 10. Амнон вара Фамаре каланӑ: апата шалти пӳлӗме илсе кай, эпӗ санӑн аллунтан ҫийӗп, тенӗ. Фамарь хӑй хатӗрленӗ пашалусене илнӗ те Амнон пиччӗшӗ валли шалти пӳлӗме илсе кӗнӗ. 11. Фамарь апата пиччӗшне ҫитересшӗн ун умне хунӑ чухне Амнон ӑна аллинчен ярса тытнӑ та: кил, вырт манпа пӗрле, йӑмӑкӑм, тенӗ. 12. Анчах Фамарь каланӑ: ҫук, пиччем, ан чыссӑрлат мана, Израильре ун пек тумаҫҫӗ; ӑссӑрла ан хӑтлан. 13. Чыссӑрлӑха тухсассӑн, эпӗ, эпӗ ӑҫта кайса кӗрем-ха? Эсӗ, эсӗ вара Израильре ӑссӑррисенчен пӗри пулӑн; эсӗ патшапа калаҫса пӑх; вӑл мана сана качча пама хирӗҫ пулмӗ, тенӗ. 14. Анчах Амнон ӑна итлесшӗн те пулман, ӑна вӑйпах пӑхӑнтарса пусмӑрланӑ, унпа пӗрле выртнӑ. 15. Ҫавӑн хыҫҫӑн Амнон ӑна хӑрушла курайми пулнӑ, унӑн курайманлӑхӗ малтанхи юратӑвӗнчен те вӑйлӑрах пулнӑ; вара Амнон ӑна: тӑр та тухса кай, тенӗ. 16. [Фамарь] ӑна каланӑ: ҫук, [пиччем]; мана хӑваласа яни — малтан тунӑ ӗҫӳнтен те усалрах, тенӗ. Анчах Амнон ӑна итлесшӗн те пулман. 17. Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн тарҫине чӗнсе илнӗ те каланӑ: ҫакна ман патӑмран хӑваласа кӑларса яр та алӑка ун хыҫӗнчен питӗрсе ил, тенӗ. 18. Фамарь ҫинче тӗрлӗ тӗслӗ тумтир пулнӑ: патша хӗрӗсем ҫакӑн пек тумпа ҫӳренӗ. Тарҫӑ ӑна кӑларса янӑ та ун хыҫӗнчен алӑка питӗрсе илнӗ. 19. Фамарь ӗнтӗ пуҫӗ ҫине тусан сапса, ҫийӗнчи тӗрлӗ тӗслӗ тумтирне ҫуркаласа пӗтернӗ, аллине пуҫӗ ҫине хурса ӗсӗклесе йӗрсе пынӑ. 20. Авессалом, пӗртӑван пиччӗшӗ, ӑна каланӑ: Амнон пиччӳ санпа пӗрле пулнӑ мар-и? Анчах халӗ ан шарла, йӑмӑкӑм; вӑл — санӑн пиччӳ; ку ӗҫшӗн чӗрӳне ан амант, тенӗ. Фамарь вара Авессалом пиччӗшӗн килӗнче пӗччен пуҫӑн пурӑннӑ. 21. Давид патша ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те ҫав тери тарӑхса кайнӑ, [анчах хӑйӗн ывӑлӗн Амнонӑн чунне хурлантарман, мӗншӗн тесессӗн ӑна юратнӑ, вӑл унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ]. 22. Авессалом вара Амнонпа начар та, лайӑх та калаҫман; Авессалом ӗнтӗ Амнона хӑйӗн Фамарь йӑмӑкне чыссӑрлатнӑшӑн курайми пулса ҫитнӗ.

23. Икӗ ҫултан Авессаломӑн Ефрем ҫӗрӗнчи Ваал-Гацорта сурӑх ҫӑмӗ касмалла пулнӑ та, вӑл патша ывӑлӗсене пурне те унта хӑнана чӗннӗ. 24. Авессалом патша патне пынӑ та каланӑ: акӑ паян санӑн чуру патӗнче сурӑх ҫӑмӗ касаҫҫӗ; патшапа унӑн тарҫисем пыччӑрччӗ чурупа пӗрле, тенӗ. 25. Анчах патша Авессалома каланӑ: ҫук, ывӑлӑм, эпир пурте пымӑпӑр, сана йывӑр ан килтӗр, тенӗ. Авессалом ӑна ҫине тӑрсах тархасланӑ, анчах патша пырас темен, вӑл ҫав уява патшасӑрах ирттерме пилленӗ. 26. Авессалом ӑна каланӑ: апла пулсан пирӗнпе пӗрле Амнон пиччем пытӑр, тенӗ. Патша ӑна: мӗншӗн унӑн санпа пӗрле пымалла? тенӗ. 27. Авессалом патшана ӳкӗте кӗртнӗ те, вӑл унпа пӗрле Амнона тата патша ывӑлӗсене пурне те кайма ирӗк панӑ. [Авессалом вара патшасем тӑвакан ӗҫкӗ-ҫикӗ евӗрлех ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.] 28. Авессалом хӑйӗн тарҫисене хытарсах каласа хунӑ: сыхӑ пулӑр, Амнон чӗри эрехпе хавасланса-ҫӗкленсе кайсассӑнах, эпӗ сире: «Амнона тапӑнӑр» тейӗп те, эсир хӑраса ан тӑрӑр — вӗлерӗр ӑна; эпӗ сире ҫапла хушатӑп, хӑюллӑ та паттӑр пулӑр. 29. Авессалом тарҫисем вара хӑйсен хуҫи хушнӑ пекех тунӑ: Амнона вӗлернӗ. Ӗнтӗ патша ывӑлӗсем сиксе тӑнӑ та, кашнийӗ хӑйӗн ашакла лашине утланса тарнӑ. 30. Вӗсем ҫул ҫинче чухнех Давид патне «Авессалом патша ывӑлӗсене пурне те вӗлернӗ, вӗсенчен пӗри те чӗрӗ юлман» тенӗ хыпар ҫитнӗ. 31. Вара патша тӑнӑ та ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ, ҫӗре ӳкнӗ, ун умӗнчи тарҫисем те пурте тумтирӗсене туртса ҫурнӑ. 32. Анчах та Ионадав — Давид пиччӗшӗн Самайӑн ывӑлӗ — ҫапла каланӑ: [патша] хуҫамӑм патша ывӑлӗсене пурне те вӗлернӗ тесе ан шухӑшлатӑрах; пӗр Амнон ҫеҫ вилнӗ: Авессалом ҫак ӗҫе хӑйӗн йӑмӑкне Амнон чыссӑрлатнӑ кунах шухӑшласа хунӑ пулнӑ; 33. ӗнтӗ патша хуҫамӑм хӑйӗн пур ывӑлӗ те вилнӗ тесе ан хуҫӑлтӑрах: пӗр Амнон ҫеҫ вилнӗ, тенӗ. 34. Авессалом тухса тарнӑ. Хула хапхи патӗнче тӑракан хуралҫӑ пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ сӑрт тайлӑмӗнчи ҫулпа йышлӑ халӑх килет. [Хуралҫӑ патша патне пырса пӗлтернӗ: эпӗ сӑрт тайлӑмӗпе иртекен Орон ҫулӗ ҫинче ҫынсем пынине куртӑм, тенӗ.] 35. Ионадав вара патшана каланӑ: патша ывӑлӗсем килеҫҫӗ; сан чуру мӗнле каларӗ, ҫапла пулса тухрӗ, тенӗ. 36. Вӑл ҫакна калама ӗлкӗрнӗ ҫеҫ — акӑ патша ывӑлӗсем ҫитнӗ те кӑшкӑрашса макӑрма тытӑннӑ. Патша хӑй те, унӑн мӗнпур тарҫи те татӑлса макӑрнӑ. 37. Авессалом, тухса тарса, Фалмай патне — Емиуд ывӑлӗ, Гессур патши патне — [Хамаахад ҫӗрне] кайнӑ. Давид [патша] хӑйӗн ывӑлӗшӗн кашни кунах макӑрнӑ. 38. Авессалом тухса тарнӑ та Гессура ҫитнӗ, унта виҫӗ ҫул пурӑннӑ. 39. Давид патша Авессалома йӗрлес темен: ӗнтӗ вӑл лӑпланнӑ, Амнон вилӗмӗшӗн текех хуйхӑрман.

Сайт:

 

Статистика

...подробней