Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иоиль 3

Раздел: Библи –> Иоиль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 15:03

Предложений: 22; Слово: 366

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Акӑ Иудӑпа Иерусалима тыткӑнран илсе килнӗ кунсенче, шӑпах ҫав вӑхӑтра, 2. Эпӗ халӑхсене пурне те пуҫтарӑп та вӗсене Иосафат айлӑмне илсе пырӑп, вара унта вӗсене Хамӑн халӑхӑмшӑн, Хамӑн еткерӗмшӗн, ют халӑхсем хушшине сапаласа янӑ Израильшӗн, Манӑн ҫӗрӗме пайласа пӗтернӗшӗн сут тӑвӑп. 3. Вӗсем Манӑн халӑхӑм тӗлӗшӗнчен шӑпа сиктернӗ, ҫамрӑк ачана аскӑн арӑма панӑ, хӗрачана эрехле сутса ярса ӗҫкӗ ӗҫнӗ.

4. Тир, Сидон тата Филисти тӑрӑхӗ, мӗнех эсир Маншӑн? Мана тавӑрасшӑн-и? Мана тавӑрас тетӗр-и? Эсир тавӑрнине Эпӗ кӗҫех тата ҫӑмӑллӑнах хӑвӑр пуҫӑр ҫине ҫавӑрӑп, 5. мӗншӗн тесен эсир Манӑн кӗмӗлӗме, Манӑн ылтӑнӑма илтӗр, Манӑн чи лайӑх хаклӑ япаламсене хӑвӑр туррӑрсен кӗлеткин ҫурчӗсене кӗртсе хутӑр; 6. Иуда ывӑлӗсемпе Иерусалим ывӑлӗсене, вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен кӑларса ярас тесе, эллинсен ывӑлӗсене сутрӑр. 7. Акӑ Эпӗ вӗсене эсир сутса янӑ вырӑнтан ҫӗклӗп, эсир тавӑрнине хӑвӑр пуҫӑр ҫинех ҫавӑрӑп. 8. Вара сирӗн ывӑлӑрсене, сирӗн хӗрӗрсене Иуда ывӑлӗсен аллине парӑп, кусем вӗсене инҫетри халӑха, Савея халӑхне, сутса ярӗҫ; Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ.

9. Ҫакӑн ҫинчен халӑхсем хушшинче каласа пӗлтерӗр, вӑрҫа хатӗрленӗр, паттӑррисене хускатӑр; вӑрҫа тухчӑр, мӗнпур ҫар ҫынни ҫӗклентӗр. 10. Акапуҫне туптаса хӗҫ тӑвӑр, ҫурларан сӑнӑ тӑвӑр; вӑйсӑрри: «эпӗ вӑйлӑ» тетӗр. 11. Эй таврари халӑхсем, пурте васкӑр, пуҫтарӑнӑр, пӗрле пухӑнӑр; эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑвӑн паттӑрусене ҫавӑнта ертсе кай. 12. Халӑхсем ҫӗкленччӗр те Иосафат айлӑмне ҫитсе анччӑр: пур ҫӗрти халӑхсене пурне те сут тумашкӑн Эпӗ ҫавӑнта ларӑп.

13. Аллӑра ҫурла тытӑр: ӗнтӗ тырӑ пиҫсе ҫитрӗ; пырӑр, анӑр: ҫу-сӗткен юхтаркӑчӗсем тулса ларнӑ, вӗсен айӗнчи шансем те тулса тӑкӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем питех те тарӑхса ҫитнӗ. 14. Сут айлӑмӗнче ушкӑн-ушкӑн халӑх! Сут айлӑмне Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхарса килет! 15. Хӗвелпе уйӑх тӗттӗмленӗ, ҫӑлтӑрсем хӑй ҫутине ҫухатӗҫ. 16. Ҫӳлхуҫа Сион ҫинчен кӗмсӗртеттерсе ярӗ, Иерусалимран сас парӗ; тӳпепе ҫӗр чӗтренсе кайӗҫ; анчах Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн хӳтлӗхӗ пулӗ, Израиль ывӑлӗсен сыхлӑхӗ пулӗ.

17. Ҫавӑн чухне эсир Эпӗ Сион ҫинче, Хамӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче, пурӑнакан Ҫӳлхуҫа Туррӑр пулнине пӗлетӗр; Иерусалим сӑваплӑ вырӑн пулӗ, ӗнтӗ ун витӗр ют халӑх ҫыннисем иртсе ҫӳреймӗҫ. 18. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: ту тӑррисенчен иҫӗм эрехӗ тумласа тӑрӗ, сӑртсенчен сӗт ҫырмисем юхса выртӗҫ, Иудейӑри шыв ҫулӗсем пурте шывпа тулӗҫ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен ҫӑл тухӗ те Ситтим айлӑмне шӑварса тӑрӗ. 19. Иуда ывӑлӗсене хӑйсен ҫӗрӗнче хӗснӗшӗн, айӑпсӑр юн юхтарнӑшӑн Египет пушхир пулса тӑрӗ, Эдом ҫара ҫеҫенхир пулса юлӗ. 20. Иуда вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ, Иерусалим та сыпӑкран сыпӑка пурӑнӗ. 21. Эпӗ вӗсен халлӗхе ҫуса тасатман юнне ҫуса тасатӑп, Ҫӳлхуҫа вара Сион ҫинче пурӑнӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней