Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫиҫӗм ялтӑртатса ҫуталсан, лавсем хускалми пулнӑн, лавҫӑсем хытса ларнӑн туйӑнаҫҫӗ, Васьӑн ҫӗкленӗ урине вара ҫывӑрса кайнӑ тейӗн…
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хӑйӗн хура ҫуначӗпе вӑл пӗр-ик хутчен авӑсса илет те каллех ниҫталла хускалми ҫунатне сарса тытать.Взмахнет раз-другой своими черными крыльями и опять распластает их.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шап-шурӑ пустав калпакне тыткаласа, халӑх хушшине хӗсӗнсе кӗме хӑтланчӗ, анчах виҫҫӗмӗш е тӑваттӑмӗш рете ҫитсен, вӑл темле хускалми япала тӗлне пырса перӗнчӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Ним хускалми сарса пӑрахнӑ анлӑ, пуклак вӗҫлӗ ҫуначӗсем ӑна тӳпере ҫӳлте-ҫӳлте ҫӑмӑл кӑна ҫӗклесе пыраҫҫӗ, хирӗҫ вӗрекен ҫил, ӑмӑрт кайӑкӑн тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хура тӗкне антӑхса ҫула-ҫула, унӑн ҫӑмламас патвар кӗлетки ҫумне ҫӑт вырттарать.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шань-сы ҫаплипех ним хускалми ларать, куҫӗсем те малтанхи пекех тӗлли-паллисӗр ҫиҫеҫҫӗ.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Макарӑн сӑн-пичӗ гипсран тунӑ маска пек пӗр хускалми хытса кайрӗ, тути хӗррисем кӑна кӑрт-карт турткаланса вылянкалаҫҫӗ, анчах юлашки сӑмахӗсене каланӑ чухне куҫӗсенчен хӑй ӗмӗрӗнче малтанхи хут куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхса анчӗ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унпа пур ҫӗрте те кӗрсе тухма пулать! — ҫапла каларӗ те, яланхи пекех савӑнӑҫлӑн йӑл кулса, катрашкаланса таракан ӳт-тир хутланчӑкӗ хыҫне пытаннӑ пӗр хускалми куҫӗпе сӗмсӗррӗн пӑхса, хӗвӗнчен тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хура маузерне кӑларса кӑтартрӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тарӑн та теттӗм шӑтӑкра, аравсен сӑрӑ амбриллӗ банксем, Ливан латӑнӗн пакечӗсем, ароматлӑ курӑксен тӗркисемпе ҫусем тултарнӑ кӗленче савӑтсем хушшинче, урисене хӑй айнелле хуҫлатса та ӳркевлӗ куҫӗсене хӗскелесе, ватӑ, мӑнтӑр, пӗркеленчӗк питлӗ, кастарнӑ египет ҫынни, хӑй те ҫав шӑршӑпа пуланса исленнӗскер, ним хускалми ларнӑ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вара хӑрӑк тунасем хушшинче каллех мучин хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ пӗр хускалми те мӑнаҫлӑн курӑнса тӑрать.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Аллисем патшан чӗркуҫҫисем ҫинче ним хускалми выртаҫҫӗ, куҫӗсем хӑйӗн, тарӑн шухӑшпа тӗксӗмленнӗскерсем, тухӑҫалла, Вилӗ тинӗс еннелле тинкернӗ, — унта, шуҫӑмӑн ялтӑр ҫулӑмӗнче, Аназен ҫавра тӑрри хыҫӗнчен хӗвел хӗрелсе тухать.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Полицейски хускалми тӑрать, аллинче патакӗ чӗтренмест унӑн та хытӑ куҫӗсем мӑчлатмаҫҫӗ.Полицейский неподвижен, палка в руке его не вздрагивает, и не мигают его спокойные, твердые глаза.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Йӑлтӑрти ҫутӑпа анранӑ ҫын кӗтӗвӗ ҫаплах, пӑтранчӑк шыв юхӑмӗ пек, пур енчен те тӗттӗм хупӑрласа тӑракан хускалми кӳлӗ пек, ҫутӑ енне туртӑнать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
— Тӑхта-ха, тарчӗ, тарчӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Ленька, ҫавӑнтах ещӗкре ҫаврӑнкаласа, айӗнчи шӑршлӑ ҫӗтӗк-ҫатӑка сирсе пӑрахрӗ, кӑвакарса кайнӑ, хускалми урисем курӑнчӗҫ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Анчах та пӗринче, пӗр шӑпӑрт вырӑнта, хула стени патӗнче, амӑшӗ тепӗр хӗрарӑма курнӑ: вилӳт умне ҫӗр муклашки пек, пӗр хускалми кукленсе ларса, хурлӑхлӑ пит-куҫпа ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса кӗлтунӑ вӑл, стена ҫинче, ун пуҫӗ тӑрринче, шӑппӑн хуралҫӑсем калаҫкаланӑ, чулсене перӗнсе хӗҫпӑшал шӑлтӑртатса илнӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӑл кӑпӑш та кӗмӗл тӗслӗ, инҫетре-инҫетре кӑнтӑрӑн сенкер шевлипе пӗрлӗшсе кайнӑ та; ҫӑлтӑрсен ылтӑн тӗррине те хуплайман, ҫӳхе, хускалми ҫурхах пӗлӗтсен чӗнтӗрне тӗкӗр ҫинчи пек ҫутатса, тутлӑн-тутлӑн ҫывӑрать.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Обломов сасартӑк хӑй юлташӗ ҫине куҫ сиктерми пӑхрӗ: унӑн пичӗ пӗр минутлӑха хускалми пулчӗ, шуралса кайрӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов та кунта ҫавнашкалах, диван ҫинче хускалми ларнӑ хушӑрах, йӑлт курать; такам уншӑн тӑрӑшса ҫивӗччӗн чупкалать; ыран хӗвел тухмӗ, пӗлӗте тӑвӑл хуплӗ, тӗнче тӑрӑх тӑвӑллӑ ҫил тустарса ҫӳрӗ, ҫапах Обломов сӗтелӗ ҫинче яшка та шарккух та пулӗ, ҫапах унӑн кӗпе-йӗмӗ таса та ҫӗнӗ пулӗ, ҫапах стена ҫинче эрешмен картисем пулмӗҫ, — Обломов ҫакна кам тунине пӗлмӗ те, хӑйшӗн мӗн тӑвас килни ҫинчен те шутлама ӳркенӗ, анчах вӑл мӗне кӑмӑлланине Агафья Матвеевна сисӗ те сӑмси умнех илсе пырса парӗ, Захар пек чӑртмаххӑн мар, пылчӑклӑ алӑсемпе мар, хаваслӑн та йӑвашшӑн пӑхса, чӗререн парӑннӑ туйӑмпа кулкаласа, ҫара чавсаллӑ таса та шурӑ аллисемпе илсе пырса парӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов пичӗпе Ольга аллисем ҫумне лӑпчӑнчӗ те хускалми пулчӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн театрти кӳренӗвӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех сирӗлчӗ; вӑл каллех Ольга ҫине телейлӗн, хавхаланса пӑхма пуҫларӗ; вӑл пурин умӗнче те Ольга юрланине савӑнса, кӑшт ҫеҫ куҫҫуль юхтармасӑр итлет; киле таврӑнсан вара, Ольгӑна пӗлтермесӗр, диван ҫине выртать, анчах каска пек хускалми ҫывӑрмашкӑн мар, Ольга ҫинчен ӗмӗтленме, пулас телей ҫинчен шухӑшлама выртать, — вара хӑй Ольгӑпа арлӑ-арӑмлӑ мӗнлерех пурӑнасси ҫинчен шухӑшласа хӗпӗртет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ тутасемпе Олеҫҫӑн витӗнкӗҫ ҫинче ним хускалми выртакан алли ҫумне ҫыпӑҫрӑм та ӑна шӑппӑн та вӑраххӑн чуптума пикентӗм.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.