Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VI сыпӑк

Раздел: Обломов –> Тӑваттӑмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Источник: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Добавлен: 2019.10.14 23:40

Предложений: 308; Слово: 2460

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Тепӗр икӗ сехетрен Штольц килчӗ.

— Мӗн пулнӑ сана? Мӗн тери улшӑннӑ эсӗ, шыҫмакланнӑ, шурса кайнӑ! Сывах-и эсӗ? — ыйтрӗ Штольц.

— Сывлӑх начар, Андрей, — терӗ Обломов, ӑна ыталаса. — Сулахай ура тем пӗрмай ҫывӑрса каять.

— Мӗнле киревсӗр кунта сан! — терӗ Штольц, йӗри-тавра пӑхкаласа. — Эсӗ мӗн ҫак халата пӑрахмастӑн? Кур, пӗтӗмпех саплӑклӑ!

— Хӑнӑхрӑм, Андрей; пӑрахма шел.

— Утиял тата, чӳрече каррисем тата… — пуҫларӗ Штольц: — каллех хӑнӑхнӑран-и ? Ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑка улӑштарма шел-им? Итле-ха, нивушлӗ эсӗ ҫакнашкал вырӑн ҫинче ҫывӑрма пултаратӑн? Мӗн пулчӗ сана?

Штольц Обломов ҫине, унтан каллех чӳрече каррисем ҫине, вырӑн ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

— Нимех те мар, — терӗ именнӗ Обломов. — Эсӗ пӗлетӗн, эпӗ нихҫан та хам пӳлӗмшӗн ҫунман… Атя, апатланар пӗреххут. Эй, Захар! Апат-ҫимӗҫ лартса пар хӑвӑртрах. Ну, мӗнле эсе, нумайлӑха-и? Ӑҫтан?

— Эпӗ мӗнлине, ӑҫтан килнине пӗл, — терӗ Штольц. — Сан пата кунта ҫут тӗнчери пӗр хыпар та ҫитеймест вӗт?

Обломов, пӗлесшӗн ҫунса, Штольц ҫине пӑхрӗ, вӑл мӗн каласса кӗтрӗ.

— Ольга мӗнле? — ыйтрӗ вӑл.

— Манман иккен! Эпӗ манатӑн пулӗ тесе, — терӗ Штольц.

— Ҫук Андрей, ӑна манма пулать-им? Ку вара эпӗ тахҫан пурӑнни ҫинчен, райра пулни ҫинчен маннине пӗлтерӗччӗ… Халӗ ак!..

Вӑл ассӑн сывласа илчӗ.

— Ӑҫта вӑл вара?

— Хӑйсен ялӗнче хуҫа пулса пурӑнать.

— Инкӗшӗпе-и? — ыйтрӗ Обломов.

— Упӑшкипе те.

— Вӑл качча тухнӑ-им? — сасартӑк куҫӗсене чарса пӑрахса каларӗ Обломов.

— Мӗн эсӗ хӑрарӑн? Асаилӳсем мар-и?.. — шӑппӑн та ачашшӑн хушса хучӗ Штольц.

— Ах, ҫук, тур ҫырлахтӑрах! — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Обломов лӑпланнӑ хыҫҫӑн. — Эпӗ хӑрамарӑм, анчах тӗлӗнтӗм; пӗлместӗп, мӗншӗн тӗлӗнтерчӗ ку мана. Тахҫанах-и? Телейлӗ-и вӑл? кала тархасшӑн. Эсӗ мана пысӑк йывӑрлӑхран хӑтарнине сисетӗп! Вӑл мана каҫарчӗ тесе эсӗ ӗнентертӗн пулин те, анчах, пӗлетӗн… эпӗ лӑпкӑ марччӗ! Пӗрмай мана темскер канӑҫ памастчӗ… Ырӑ Андрей, мӗн тери тав тӑватӑп сана!

Обломов ҫав тери чунтан савӑнчӗ, хӑйӗн диванӗ ҫинче ҫав тери сиккелерӗ, ҫав тери хускалчӗ — Штольц ӑна юратса сӑнарӗ, унӑн кӑмӑлӗ те ҫемҫелчӗ.

— Мӗнле ырӑ кӑмӑллӑ эсӗ, Илья! — терӗ вӑл. — Сан чӗрӳ Ольгӑна юратма тивӗҫлӗ пулнӑ. Эпӗ ӑна йӑлтах каласа паратӑп.

— Ҫук, ҫук, ан кала! — пӳлчӗ Обломов. — Хӑй качча тухнишӗн эпӗ савӑннине пӗлсен, мана чунсӑр этем вырӑнне хурӗ вӑл.

— Савӑнӑҫ — туйӑм мар-и вара, ҫитменнине тата эсӗ хушӑн мар, вӑл телейлишӗн ҫеҫ савӑнатӑн?

— Чӑнах, чӑнах! — пӳлчӗ Обломов. — Турӑ пӗлес-и, эпӗ темӗн сӳпӗлтететӗп… Кам-ши, кам вӑл Ольгӑн телейлӗ мӑшӑрӗ? Ыйтмастӑп та ӑна.

— Кам? — тепӗр хут каларӗ Штольц. — Мӗнле эсӗ тавҫӑрса илейместӗн, Илья?

Обломов сасартӑк хӑй юлташӗ ҫине куҫ сиктерми пӑхрӗ: унӑн пичӗ пӗр минутлӑха хускалми пулчӗ, шуралса кайрӗ.

— Эсӗ… мар-и? — сасартӑк ыйтрӗ Обломов.

— Каллех хӑрарӑн-и! Мӗнрен? — кулса каларӗ Штольц.

— Ан шӳтле, Андрей, чӑннипе кала! — пӑлханса каларӗ Обломов.

— Туршӑн та, шӳтлеместӗп. Пӗлтӗрех Ольгӑна качча илтӗм.

Майӗпен-майӗпенех Обломов хӑрама пӑрахрӗ, лӑпкӑ шухӑша кайрӗ; вӑл куҫне уҫса та пӑхмарӗ-ха, анчах тепӗр минутранах унӑн сӑнӗнче лӑпкӑ та пысӑк савӑнӑҫ палӑрчӗ; вӑл Штольц ҫине вӑраххӑн пӑхса илсен, унӑн куҫӗсенче кӑмӑл ҫемҫелни те, куҫҫулӗ те курӑнчӗ.

— Савнӑ Андрей! — терӗ Обломов, ӑна ыталаса. — Савнӑ Ольга Сергеевна! — хушса хучӗ кайран, хӑйӗн пысӑк савӑнӑҫне пусарма тӑрӑшса. — Сире турӑ хӑех пилленӗ! Турӑҫӑм, мӗн тери телейлӗ эпӗ! Кала ӗнтӗ Ольгӑна…

— Калӑп, эпӗ урӑхла Обломова пӗлместӗп тейӗп! — пӳлчӗ ӑна Штольц кӑмӑлӗ хытӑ ҫемҫелнипе.

— Ҫук, кала, аса илтер: эпӗ унпа ӑна тӗрӗс ҫул ҫине кӑларасшӑн тӗл пултӑм, ҫав ҫӗнӗ ҫул ҫинче ӑна пиллетӗп! Урӑххи пулнӑ пулсан… — хӑраса хушса хучӗ вӑл: — халӗ ак, — хаваслӑн каласа пӗтерчӗ вӑл: — хам рольшӗн хӗрхенместӗп, ӳкӗнместӗп; чунӑмри йывӑрлӑх сирӗлчӗ, чунӑма ирӗк, хам та телейлӗ. Турӑҫӑм! Тавтапуҫах сана!

Вӑл пӑлханнипе каллех диван ҫинче кӑшт ҫеҫ сиккелерӗ; пӗр йӗрет, пӗр кулать.

— Захар, шампански пар! — кӑшкӑрчӗ Обломов, хӑйӗн пӗр пус та ҫуккине манса.

— Пӗтӗмпех Ольгӑна калатӑп, пӗтӗмпех! — терӗ Штольц. — Ахальтен мар вӑл сана манма пултараймасть. Ҫук, эсӗ ӑна тивӗҫлӗ пулнах: сан чӗрӳ, ҫӑл пек, тарӑн!

Захар малти пӳлӗмрен пуҫне кӑларса пӑхрӗ.

— Килӗр-ха кунта! — терӗ вӑл, улпута куҫ хӗссе.

— Мӗн унта? — чӑтӑмсӑррӑн ыйтрӗ Обломов. — Кай кунтан!

— Укҫа парӑр! — пӑшӑлтатрӗ Захар. Обломов сасартӑках шӑпланчӗ.

— Ну, кирлӗ мар! — алӑкран пӑшӑлтатса каларӗ вӑл. — Манса кайнӑ, ӗлкӗреймерӗм, тесе кала! Кай! Ҫук, кил кунта! — хыттӑн каларӗ Обломов. — Ҫӗнӗ хыпар пӗлетӗн-и, Захар? Андрей Иванович авланнӑ: телей сун!

— Ах, аттеҫӗм! Ҫак савӑнӑҫа куриччен пурӑнма турӑ хушрӗ иккен! Телей сунатӑп, аттеҫӗм Андрей Иваныч; сире нумай-нумай пурӑнма, ача-пӑчаллӑ пулма сунатӑп. Ах, турӑҫӑм, вӑт савӑнӑҫ!

Захар кулкаласа, хӑйӑлтатса, хӑрӑлтатса пуҫ тайрӗ. Штольц ӑна укҫа кӑларса пачӗ.

— Ме, акӑ сана, хӑвна валли сюртук туян, — терӗ вӑл: — пӑх-ха, эсӗ ыйткалакан пекех.

— Кама илтӗр, аттеҫӗм? — ыйтрӗ Захар, Штольцӑн аллине тытса.

— Ольга Сергеевнӑна астӑватӑн-и? — терӗ Обломов.

— Ильинскисен хӗрне! Турӑҫӑм! Мӗн тери хӳхӗм пике! Тӗрӗссипех ятланӑ мана ун чух Илья Ильич, ватӑ йытта! Ҫылӑхлӑ, айӑплӑ: йӑлтах сирӗн ҫине ятӑм. Ильинскисен тарҫисене те Никита мар, эпӗ каларӑм! Элекленӗ пекех пулса тухрӗ. Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм!.. — терӗ вӑл, малти пӳлӗме кӗрсе кайса.

— Ольга сана хӑй патне яла хӑнана чӗнет; санӑн юрату сӳннӗ, хӑрушӑ мар: кӳлешмӗн. Каяр.

Обломов ассӑн сывласа ячӗ.

— Ҫук, Андрей, — терӗ вӑл: — эпӗ юратуран та, кулешӳрен те хӑрамастӑп, ҫапах та сирӗн пата пымастӑп.

— Мӗнрен хӑратӑн-ха тата?

— Кӗвӗҫесрен хӑратӑп: сирӗн телейӗр мана тӗкӗр пек пулӗ, сирӗн ҫине пӑхса эпӗ пӗрмай хамӑн телейсӗр, арканнӑ пурнӑҫа курса тӑрӑп; эпӗ урӑхла пурӑнма тытӑнас ҫук, пултараймастӑп та.

— Ан калаҫ, савнӑ Илья! Ирӗксӗрех ху тавра пурӑнакансем пек пурӑнас килӗ. Шутлама, хуҫалӑха тытса пыма, вулама, юрӑсем итлеме тытӑнӑн. Ольгӑн сасси мӗн тери лайӑхланса кайрӗ халь! Астӑватӑн-и мӗнле юрланине?

Вӑл аса ан илтертӗр тесе, Обломов аллипе сулчӗ.

— Каятпӑр-и ӗнтӗ? — ҫине тӑрсах каларӗ Штольц. — Ку унӑн ирӗкӗ; вӑл мана канӑҫ памастех. Эпӗ ывӑнӑп, анчах вӑл ывӑнас ҫук. Вӑл ҫавнашкал вут, ҫавнашкал пурнӑҫ — хушӑран мана та йывӑр килсе тухать. Сан чунӑнта каллех иртни вӑранӗ. Парка, сирене аса илӗн те хускалма тытӑнӑн…

— Ҫук, Андрей, ан аса илтер, ан хускат, тархасшӑн! — чӑнласах пӳлчӗ ӑна Обломов. — Вӑл аса илӳ мана савӑнтармасть, чуна ыраттарать. Иртнӗ телей ҫинчен аса илни — мӑнаҫлӑ поэзи, иртнӗ хуйхӑ ҫинчен аса илни — анӑ ҫунтарни кӑна… Урӑххи ҫинчен калаҫӑпӑр. Эпӗ сана маншӑн таврӑннӑшӑн, ял пирки чӑрманса ҫӳренӗшӗн тав тӑваймарӑм та. Тусӑмҫӑм! Эпӗ пултараймастӑп, вӑйӑм ҫитмест; хӑвӑн чӗрӳнте, хӑвӑн телейӗнте — Ольга Сергеевнӑра пархатар шыра, эпӗ… эпӗ… пултараймастӑп! Каҫар, халиччен сана хам пирки чӑрмантартӑм. Акӑ часах ҫуркунне ҫитет, эпӗ вара Обломовкӑна каятӑпах.

— Анчах пӗлетӗн-и Обломовкӑра мӗн тунине? Эсӗ палласа илеймӗн ӑна! — терӗ Штольц. — Эпӗ сан пата ҫырса пӗлтермерӗм, мӗншӗн тесен эсӗ хирӗҫ ҫырса ямастӑн. Кӗпер хывнӑ, ҫуртне иртнӗ ҫурах ҫине витмелле туса ҫитернӗ Шалтине тӑвас пирки ху тӑрӑш, хӑвна килӗшнӗ пек тутар — эпӗ кун пирки хӑтланмастӑп. Хуҫалӑха ҫӗнӗ управляющи, хам лартнӑ ҫын, тытса пырать. Эсӗ расхут ведомоҫӗсене куртӑн-и?

Обломов чӗнмерӗ.

— Вуламан-и эс вӗсене? — ыйтрӗ Штольц ун ҫине пӑхса. — Ӑҫта вӗсем?

— Тӑхта, апатланнӑ хыҫҫӑн шыраса тупатӑп, Захартан ыйтас пулать…

— Ах, Илья, Илья! Те кулмалла, те макӑрмалла.

— Апатланнӑ хыҫҫӑн шыраса тупатпӑр. Атя апатланар! Штольц тутине пӑрса илчӗ те сӗтел хушшине ларчӗ. Вӑл Илле кунне аса илчӗ: устрицӑсемччӗ, ананасчӗ, дупельччӗ; халӗ акӑ хулӑн сӗтел ҫитти, уксуспа ҫу кӗленчисем, вӗсене те пробкӑпа мар, хутпа пӑкӑланӑ; турилккесем ҫинче пысӑк хура ҫӑкӑр татӑкӗсем, хуҫӑк авӑрлӑ вилккӑсем выртаҫҫӗ. Обломова пулӑ яшки, Штольца кӗрпе ярса пӗҫернӗ чӑх чӗппи яшки лартса пачӗҫ, кайран хытнӑ чӗлхе лартса пачӗҫ, унтан — така ашӗ. Хӗрлӗ эрех лартса пачӗҫ. Штольц ҫур стакан тултарчӗ, тутанса пӑхрӗ, стакана лартрӗ те текех сыпса та пӑхмарӗ. Илья Ильич хурлӑхан эрехне умлӑ-хыҫлӑ икӗ черкке ӗҫрӗ те тӑранмасла така ашӗ ҫиме тытӑнчӗ.

— Эрех ниме юрӑхсӑр! — терӗ Штольц.

— Каҫар, васканипе леш енне кайса килме ӗлкӗреймерӗмӗр, — терӗ Обломов. — Акӑ хурлӑхан эрехне ӗҫме кӑмӑл тумастӑн-и? Питӗ аван, Андрей, тутанса пӑх-ха!

Вӑл тепӗр черкке тултарса ӗҫрӗ. Штольц ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, анчах шарламарӗ.

— Агафья Матвеевна хӑй йӳҫӗтет: лайӑх хӗрарӑм! — терӗ Обломов, кӑштах ӳсӗрӗлсе. — Эпӗ, чӑннипе каласан, ялта унсӑр мӗнле пурӑнасса пӗлместӗп: ун пек хӗрарӑм тупаймӑн.

Штольц ӑна куҫхаршийӗсене кӑшт пӗререх итлерӗ.

— Эсӗ ҫаксене пурне те кам хатӗрлет тесе шутлатӑн? Анисья-и? Ҫук, — терӗ Обломов. — Анисья чӗпсем пӑхать, пахчара купӑста ҫумлать тата урай ҫӑвать, кусене вара пурне те Агафья Матвеевна хатӗрлет.

Штольц сурӑх ашне те, варенине те ҫимерӗ, вилкӑна хучӗ те Обломов ҫак апата пикенсех ҫинине пӑхса ларчӗ.

— Халӗ ӗнтӗ эсӗ мана кӗпе тӳнтерле тӑхӑннине кураймӑн, — терӗ малалла Обломов, шӑмма пикенсех ӗмсе: — вӑл йӑлтах тӗрӗслет, йӑлтах курать, пӗр шӑтӑк чӑлха та ҫук — пурне те хӑех тӑвать. Кофе мӗнлерех вӗретет тата! Апатланнӑ хыҫҫӑн ӗҫтерӗп-ха сана.

Штольц пӑшӑрханса, шарламасӑр итлерӗ.

— Халӗ унӑн пиччӗшӗ авланма шутласа куҫса кайрӗ те, хуҫалӑх, пӗлетӗн, малтанхи пекех пысӑк мар ӗнтӗ. Ун аллинче пур ӗҫ те вӗресе кӑна тӑратчӗ. Ир пуҫласа каҫченех вӗҫсе кана ҫӳретчӗ: пасара та, гостинӑй двора та… Пӗлетӗн-и, сана калам, — терӗ Обломов тытӑнчӑклӑрах: — пар эс мана икӗ-виҫӗ пин, вара эпӗ сана чӗлхепе те, сурӑх ашӗпе хӑналӑмӑттӑм; пуҫламан осетр, форель, чи лайӑх филе лартса панӑ пулӑттӑм. Агафья Матвеевна вара поварсӑрах тӗлӗнмелле пӗҫерсе пана пулӗччӗ — чӑн та! Вӑл каллех тепӗр черкке эрех ӗҫрӗ.

— Ӗҫ, Андрей, чӑнах та ӗҫ: чаплӑ эрех! Ольга Сергеевна сана кун пек туса параймӗ! — терӗ вӑл сӳрӗкленсе. — Вӑл юрласа парать, анчах ҫакӑн пек эрех тума пултараймасть! Ҫакӑн пек чӑх чӗппипе кӑмпаран кукӑль те тӑваймасть! Кун пек кукӑль Обломовкӑра ҫеҫ пӗҫеретчӗҫ, халӗ ав кунта! Тата акӑ мӗн лайӑх: повар мар! повар мӗнле алӑпа кукӑль тунине турӑ пӗлет! Агафья Матвеевна хӑех пӗҫерет, вӑл тирпейлӗрен те тирпейлӗ!

Штольц тимлӗн, хӑлхисене тӑратсах итлерӗ.

— Аллисем тата унӑн шап-шурӑччӗ, — терӗ самаях ӳсӗрӗлнӗ Обломов: — чуптума та ҫылӑх мар! Халӗ хытрӗҫ, мӗншӗн тесен пурне те хӑех тӑвать! Хӑех мана кӗпесем крахмалласа парать! — чӗререн, йӗрес пекех каларӗ Обломов. — Туршӑн та, ҫапла, эпӗ хам куртӑм. Теприне арӑмӗ те ун пек пӑхмасть — туршӑн та! Селӗм хӗрарӑм Агафья Матвеевна! Эх, Андрей! Килӗр-ха кунта Ольга Сергеевнӑпа, дача ил кунта: вара пурӑнӑттӑмӑр! Ращара чей ӗҫнӗ пулӑттӑмӑр, Илле кунне Тар завочӗн паркне кайӑттӑмӑр, пирӗн хыҫҫӑн апат-ҫимӗҫпе, сӑмаварпа лав пынӑ пулӗччӗ. Унта курӑк ҫинче, кавир ҫинче выртӑттӑмӑр! Агафья Матвеевна Ольга Сергеевнӑна хуҫалӑх тытма вӗрентнӗ пулӗччӗ, чӑн та вӗрентӗччӗ. Халӗ ҫех япӑхланса кайрӑмӑр-ха: ун пиччӗшӗ куҫса кайрӗ; пире виҫӗ-тӑватӑ пин парас пулсан, эпӗ сана мӗнлерех кӑрккасем лартса панӑ пулӑттӑм…

— Эсӗ манран пилӗк пин илсе тӑратӑн! — терӗ сасартӑк Штольц. — Ӑҫта чикетӗн-ха эсӗ укҫана?

— А кивҫене кӗни? — сасартӑк каласа ячӗ Обломов. Штольц сиксе тӑчӗ.

— Кивҫен? — тепӗр хут каларӗ вӑл. — Мӗнле кивҫен? Вара вӑл хаяр учитель пытанакан ача ҫине пӑхнӑ пек пӑхрӗ.

Обломов сасартӑк чӗнми пулчӗ. Штольц ун ҫумне диван ҫине пырса ларчӗ.

— Кама тӳлемелле сан? — ыйтрӗ вӑл. Обломов кӑштах урӑлчӗ те тӑна кӗчӗ.

— Никама та, эпӗ суйрӑм, — терӗ вӑл.

— Ҫук, халӗ акӑ суятӑн, анчах суйма пултараймастӑн. Мӗн унта санӑн? Мӗн пулчӗ сана, Илья? А! Акӑ мӗне пӗлтерет иккен сурӑх ашӗпе йӳҫӗ эрех! Санӑн укҫа ҫук! Ӑҫта чикетӗн-ха эсӗ ӑна?

— Манӑн чӑнах та тӳлемелле… кӑштах, кил хуҫи арӑмне апат-ҫимӗҫшӗн… — терӗ Обломов.

— Сурӑх ашӗпе чӗлхешӗн-и! Илья, кала, мӗн пулса иртет сан кунта? Мӗнле истори ку: ун пиччӗшӗ куҫса кайнӑ, хуҫалӑх япӑхнӑ… Тем кунта майлах мар. Мӗн чухлӗ тӳлемелле санӑн?

— Вунӑ пин, расписка тӑрӑх… — пӑшӑлтатрӗ Обломов. Штольц сиксе тӑчӗ те каллех ларчӗ.

— Вунӑ пин? Кил хуҫи арӑмне-и? Апат-ҫимӗҫшӗн-и? — тӗлӗннипе тепре каларӗ вӑл.

— Ҫапла, нумай тӑккалантӑм: эпӗ ним хӗрхенсе тӑмасӑр, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнтӑм… Астӑватӑн-и, ананассемпе персиксемччӗ… ҫавӑнпа кивҫене кӗтӗм… — мӑкӑртатрӗ Обломов. — Мӗн калаҫас-ха ун ҫинчен?

Штольц ӑна нимӗн те каламарӗ. «Пиччӗшӗ куҫса кайнӑ, хуҫалӑх япӑхланнӑ, чӑнах та ҫапла: йӑлтах ҫап-ҫара, чухӑн, тирпейсӗр! Мӗнлескер-ха вӑл, килхуҫи арӑмӗ? Обломов мухтать ӑна! Вӑл Обломова пӑхать; Обломов ун ҫинчен хӗрсе кайсах калаҫать…» — шухӑшларӗ вӑл.

Сасартӑк Штольц тӗрӗслӗхе шыраса тупрӗ те сӑнтан улшӑнчӗ. Вӑл ҫӳҫенсе илчӗ.

— Илья, — ыйтрӗ вӑл, — ҫав хӗрарӑм… кам вӑл саншӑн?.. Анчах Обломов пуҫне сӗтел ҫине хучӗ те тӗлӗрсе кайрӗ. «Вӑл ҫаратать ӑна, йӑлтах ҫаратать… ку кашни кунах ҫакнашкал пулса пынӑ, анчах эпӗ халиччен тавҫӑрса илеймен!» шухӑшларӗ Штольц.

Вӑл сиксе тӑчӗ те хӑвӑрт кил хуҫи арӑмӗ пурӑннӑ пӳлӗмӗн алӑкне уҫрӗ, лешӗ, ӑна курсанах, хӑранипе аллинчи кофе пӑтратмалли кашӑкне ӳкерчӗ.

— Манӑн сирӗнпе калаҫмалли пур, — кӑмӑллӑн каларӗ Штольц.

— Хӑна пӳлӗмне кӗрӗр, эпӗ халех пыратӑп, — терӗ лешӗ хаюсӑррӑн.

Вара, ҫара мӑйне косынкӑпа хупласа, Штольц хыҫҫӑн хӑна пӳлӗмне кӗрсе, диван хӗррине ларчӗ. Шаль пулмантан, аллисене косынка айне пытарма тӑрӑшрӗ.

— Илья Ильич расписка ҫырса пачӗ-и сире? — ыйтрӗ Штольц.

— Ҫук, — терӗ вӑл, тӑмсайла пӑхса: — вӗсем мана нимӗнле расписка та паман.

— Мӗнле паман.

— Эп нимӗнле расписка та курман! — паҫӑрхи пекех тӑмсайла тӗлӗнсе каларӗ вӑл…

— Расписка! — терӗ Штольц тепӗр хут. Хӗрарӑм кӑштах шутласа илчӗ.

— Пиччепе калаҫса пӑхасчӗ сирӗн, — терӗ вӑл: — эпӗ нимӗнле ҫыру та курман.

«Ку хӗрарӑм ухмах-и е ултавҫӑ-и?» шухӑшларӗ Штольц.

Хӗрарӑм ун ҫине тӑмсайла пӑхрӗ, унтан сасартӑк, тӑна кӗрсе, шикленнӗ пек пулчӗ. Ахах, кӗмӗл, салоп саклата хунине аса илчӗ те Штольц ҫавӑн пирки калать пулӗ тесе шухӑшларӗ; анчах вӑл кун ҫинчен мӗнле пӗлме пултарнине ниепле те тавҫӑрса илеймерӗ; ку вӑрттӑнлӑха вӑл Обломова мар, кашни пуса ӑҫта хунине пӗлсе тӑракан Анисьйӑна та каласа паманччӗ-ҫке?

— Мӗн чухлӗ тӳлемелле сире унӑн? — ыйтрӗ Штольц пӑшӑрханса.

— Нимӗн чухлӗ те тӳлемелле мар! Пӗр пус та!

«Ман умра пытарать, вӑтанать, ҫӑткӑн хурт-кӑпшанкӑ, ростовщица!» шухӑшларӗ вӑл. «Анчах эпӗ вӗҫне-хӗрне тупатӑпах».

— А вунӑ пин? — терӗ Штольц.

— Мӗнле вунӑ пин? — шиклӗн тӗлӗнсе ыйтрӗ хӗрарӑм.

— Расписка тӑрӑх Илья Ильичӑн сире вунӑ пин тулемелле — ҫапла-и, ҫук-и? — ыйтрӗ Штольц.

— Вӗсен нимӗн чухлӗ те тӳлемелле мар. Типӗ эрнинче аш сутакана вуникӗ тенкӗ те аллӑ пус тӳлемеллеччӗ, ӑна виҫӗ эрне каяллах тӳленӗ; сӗт сутакана та хӑймашӑн тӳлесе татнӑ — нимӗн чухлӗ те тӳлемелле мар вӗсен.

— Сирӗнте ун ячӗпе ҫырнӑ документ ҫук-им вара? Хӗрарӑм Штольц ҫине тӑмсайла пӑхса илчӗ.

— Пиччепе калаҫса пӑхасчӗ сирӗн, — терӗ вӑл: — вӗсем урам урлӑ, Замыкалов ҫуртӗнче, ав унта пурӑнаҫҫӗ; килхушшинче тата нӳхреп пур.

— Ҫук, хӑвӑрпа калаҫма ирӗк парӑр-ха, — ҫине тӑрсах каларӗ Штольц. — Илья Ильич пиччӗре мар, сире тӳлемелле тесе шутлать.

— Унӑн мана тӳлемелле мар, — терӗ хӗрарӑм: эпӗ кӗмӗл, ахах, хаклӑ тир саклата хуни вӑл — йӑлтах хамшӑн. Машӑпа хама валли пушмак илтӗм. Ванюша валли кӗпелӗх туянтӑм та пахча ҫимӗҫ лавккисене тӳлерӗм. Илья Ильичшӑн пӗр пус та пӗтермен.

Штольц ӑна сӑнаса итлерӗ, унӑн сӑмахӗн пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшрӗ. Вӑл Агафья Матвеевнӑн вӑрттӑнлӑхне тавҫӑрса илес патнех ҫывхарчӗ пулас, ҫавӑнпа, калаҫнӑ чух ун ҫине йӗрӗнерех пӑхакакскер, халӗ ирӗксӗрех тем пӗлесшӗн ҫунса, хӗрхенерех те пӑхма пуҫларӗ.

Вал мӗншӗн ахах, кӗмӗл саклата хунине те кӑштах ӑнланчӗ, анчах ӑна е чӗререн пулӑшас шутпа хунине, е кайран ыр курас шутпа хунине пӗлеймерӗ.

Штольц Ильяшӑн хуйхӑрма та, савӑнма та пӗлмерӗ. Илья хӗрарӑма тӳлес ҫукки, ку унӑн пиччӗшӗ тунӑ темӗнле ултавлӑ ӗҫ пулни уҫҫӑнах курӑнчӗ; анчах кунпа пӗрлех ытти вӑрттӑнлӑхсем те палӑрчӗҫ… Ҫав кӗмӗле, ахаха саклата хунисем мӗне пӗлтереҫҫӗ-ха?

— Апла сирӗн унран нимӗн те илмелли ҫук? — ыйтрӗ Штольц.

— Эсир пиччепе калаҫса пӑхӑрсам, — терӗ хӗрарӑм, сассине улӑштармасӑр: — халӗ вӑл килтех пулма кирлӗ.

— Сире Илья Ильичӑн тӳлемелли ҫук тетӗр-и эсир?

— Пӗр пус та, туршӑн та, чӑнах! — турра асӑнса, турӑш ҫине пӑхса сӑхсӑхрӗ хӗрарӑм.

— Эсир кӑна свидетельсем умӗнче те ҫаплах калатӑр-и?

— Пурин умӗнче те, хуть турӑ умӗнче! Ахахпа кӗмӗле вара эпӗ хам расхутсемшӗн саклата хутӑм…

— Питӗ аван! — пӳлчӗ ӑна Штольц. — Эпӗ ыран хам палланӑ икӗ ҫынпа килсен, эсир вӗсен умӗнче те ҫакнах калама хирӗҫ пулмӑр-и?

— Эсир пӗреххут пиччемпе калаҫса пӑхсамӑр, — терӗ хӗрарӑм: — ҫи-пуҫӑм та аплах мар… пӗрмай кухньӑра та, ют ҫынсем курсан, лайӑх мар, тиркӗҫ.

— Нимех те мар, нимех те мар; сирӗн пиччӗрпе эпӗ ыранах, эсир хут ҫине алӑ пусса парсанах, курса калаҫӑп…

— Ҫырма та эпӗ пӗтӗмпех манса кайнӑ.

— Унта кӑшт ҫеҫ, мӗн пурӗ те икӗ йӗрке кӑна ҫырмалла.

— Ҫук ӗнтӗ, пулмасть; Ванюша ҫырса патӑр пӗреххут: вӑл таса ҫырать…

— Ҫук, эсир ан хирӗҫлӗр, — ҫине тӑрсах каларӗ Штольц: — эсир хут ҫине алӑ пусса памасан, ку вара Илья Ильичӑн сире вунӑ пин тенкӗ тӳлемеллине пӗлтерет.

— Ҫук, унӑн тӳлемелли ҫук, нимӗн те, пӗр пус та, — ҫине тӑрсах каларӗ хӗрарӑм: — туршӑн та!

— Апла пулсан, сирӗн алӑ пусас пулать. Сывпулӑр, ыранччен.

— Ыран эсир пиччеҫӗм патне кӗрсе тухӑр… — терӗ вӑл, Штольца ӑсатса ярса: — ав ҫавӑнта, кӗтесре, урам урлӑ.

— Ҫук, эсир те эпӗ каличчен ӑна нимӗн те ан калӑр, унсӑрӑн Илья Ильича аван мар пулма пултарать.

— Эпӗ нимӗн те калаҫмӑп! — килӗшрӗ хӗрарӑм.

Сайт:

 

Статистика

...подробней