Корпус чувашского языка

Короткие

Унта муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов, республикӑри ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Елена Хомченко, муниципалитет округӗнчи депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Николай Тинюков, администрацин структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, территори пайӗсен начальникӗсем, округри предприяти-учреждени ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ социаллӑ проектсене - пурнӑҫа // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/54213-c-n- ... ne-purn-ca

Тем тесен те Ахтупай хӑйне пуклак чӗлхеллӗ этем тесе шутлать, вӑл ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫынсемпе калаҫма, шӳт тума, тавлашма е пӗр-пӗр япала ҫинчен сӳтсе явма пачах пӗлмест, урамра-мӗнте хӑй калаҫнинчен ытларах ҫынсене итлеме юратать; Ятламас патне вӑл ҫывӑха пыма та шикленет, мӗншӗн тесен купӑс ӑсти чӗлхерен ҫав тери талпас, тем ҫинчен каласа кӑтартма та пултарать, кулӑ ҫук ҫӗртен кулӑ тупать, ӑҫтан кӑна чӗлхи ҫаврӑнать-тӑр унӑн!

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Агенствӑн генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республики Тутарстана географи тӗлӗшӗнчен те, генетика тӗлӗшӗнчен те ҫывӑх: «Хӑҫан-тӑр эпир пӗр халӑх пулнӑ, унтан уйрӑлса кайнӑ, анчах та пирӗн пӗр генетика кочӗ. Пирӗн пӗр-пӗринпе хутшӑнмалла. Тутарстанра 1 миллиона яхӑн чӑваш пурӑнать теҫҫӗ. Халӑхра шӳтлекенсем те пур: тутара кӑшт тӑрмаласан, унтан чӑваш тухать», – терӗ ертӳҫӗ хӑнасене саламланӑ май.

Помоги переводом

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Пурис Павӑлӗпе ун арӑмӗн Вирккан ҫичӗ ывӑл, ҫиччӗшӗ те аслӑ шкул пӗтернӗ (Мишша Сениэль поэт, Иван Егоров прозаик, Николай ялти шкул директорӗ, Петӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗн ертӳҫи, Кӗркурипе Ҫергей - чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем, кил тӗпчекӗ – ял композиторӗ - Тимӗр тата икӗ хӗр – Зина, вӑл Тутарстанрах вӑрман урлӑ ялтах пурӑнать, Лиза радиотелеграфистка вара Шупашкар ҫумӗнчи Шахчӑрта хӑйӗн кил-ҫуртне тытса тӑрать).

Помоги переводом

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Маринэ килсе кайнӑ хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — Тарановшӑн тепӗр савӑнӑҫ ҫитрӗ: радиопа «Пурнӑҫ курки» янрарӗ, кичем палатӑра кӑмӑла ҫӗклентерекен ҫепӗҫ кӗвӗ янранинчен ытларах ӑна урӑххи хавхалантарчӗ: ара, диктор ҫапларах каларӗ-ҫке: «Пурнӑҫ курки» юррӑн сӑмахӗсене ку таранччен эпир Ямаш Ваҫҫипе Сулагаев ҫырнӑ тесе шутланӑ, халь вара, тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, ҫакӑ палӑрчӗ: сӑввин чӑн-чӑн авторӗ — Сехмет Сантӑркки.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку шухӑш Благий кӑмӑлне ҫӗклерӗ, юр чавакан рабочисене ӑшшӑн пӑхрӗ: каччӑсем кӗрӗкӗсене, курткисемпе ҫӗлӗкӗсене хывса пенӗ — кулса-выляса тенешкел, юр айӗнчен ылтӑн алтса кӑларас пек, вӑртти-вартти ухлаттараҫҫӗ кӗреҫисемпе; тахӑшӗ Риммӑна Гаврил ҫине тӗксе ячӗ те, ку йӗкӗт ытамне чӑмса кӗчӗ, ҫакна кӗтмен Гаврил сулӑнса кайрӗ те — пашш! ҫеҫ лаплатрӗ юр ӑшне, ун ҫине лекнӗ Римма юр ытла кӑпӑшка пулнӑран ниепле те тӑраймасть.

Помоги переводом

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Учительница татах тем каласшӑнччӗ, ҫак вӑхӑтра пирӗн пӳлӗм алӑкне ҫемҫен шаккани илтӗнчӗ, унтан, пашка-пашка, хыпӑнса, пӳлӗме хӑйӗн паян ҫырнӑ экзамен ӗҫне ик сехет каяллах парса хӑварнӑ, ҫан-ҫурӑмне ҫӑт-ҫӑт тытакан шурӑ блузка, кӑвак юбка тӑхӑннӑ тӑпӑл-тӑпӑл хӗрача — Милосердина Людмила — кӗрсе тӑчӗ, вӑл, сывлӑш тӑруках ҫавӑрса яраймасӑр, пӗр авӑк инкек «пӑрӗ ларнӑ» куҫӗсемпе пире курса-курмасӑр сӑмахне тӳрех пуҫлаймарӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑш енӗпе ан пӑх — иккӗшне ҫыхаканни тупӑнатех: Ярусов, акӑ, спорт мастерӗ пулнӑскер, йӗлтӗрҫӗсен, ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнать, волейболла вылять; Пятин спорт ӑмӑртӑвӗсене курма юратать, трест чысне спорт урлӑ та ҫӗклеме сӗнет, спортинвентарь кирлӗ — укҫа тупать, трест ячӗ кӗрлетӗр кӑна; Ярусов юрӑшӑн каҫсах каять — Пятин купӑс калама ӑста; Пятин кантуртанах стройкӑна ертсе пыма пултарать, Ярусов — стройкӑран стройкӑна ҫӳрет.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ун куҫӗнче темле чӑрсӑрлӑх ҫиҫсе илчӗ те, кӗлеткине мӑнаҫлӑх ҫӗклентернӗ пек пулчӗ те — мана йӗкӗт Турунов ҫинчен шухӑшлать ҫеҫ мар, ӑна хӑй умӗнче курнипе те ҫапла танлӑн ҫуталса тӑрать, хӑйне унашкал, Турунов евӗр, тыткалама тӑрӑшать пек туйӑнчӗ; ҫак мӑнаҫлӑхпа чӑрсӑрлӑх Турунова килӗшсен те, уншӑн, Аликовшӑн, унӑн чечен кӑмӑлӗшӗн, йӑлттам хусканӑвӗсемшӗн, типшӗмрех ӗлккен пит-куҫӗшӗн пачах ытлашши, пачах ют пек курӑнчӗ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫ коллективӗсемпе иртнӗ тӗлпулусенче «2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу парасси», «Вырӑнти тата территориллӗ обществӑлла самоуправлени органӗсен тирпей-илем кӗртес енӗпе тумалли задачисем тата граждансене ҫак ӗҫе хутшӑнтарасси, Йывӑҫ кунӗн ҫурхи тапхӑрне ирттересси», «Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленесси», «Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене ирттересси» ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Помоги переводом

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӑл система — доноссем ҫырасси, элеклесси — ҫынсем революци интересӗсем ҫинчен манса кайнӑ ҫӗрте, чӑн малтан революци хӑрушсӑрлӑхра пуласси ҫинчен мар, хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен шухӑшланӑ ҫӗрте, ҫын ЧКна ҫӗршывшӑн, пурин ӗҫӗшӗн хӑрушлӑх пурри ҫинчен пӗлнипе мар, пуринчен малтан хӑйӗншӗн хӑранипе чупнӑ ҫӗрте ҫуралса ӳсет: вӑл кама та пулин пытарса хӑварнӑ, шарламасӑр ирттерсе янӑ, кайса пӗлтермен тесе ан шухӑшлаччӑрах…

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

2024 ҫулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Александрович Данилов, Пишпӳлекри тӗп район больницин тӗп врачӗ Марат Фанилович Абдуллин тата кадрсен пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ Елена Владимировна Волкова Пишпӳлек районӗнчи студентсемпе тата ординаторсемпе Пушкӑрт патшалӑх медицина университетне профориентаци тӗлпулӑвӗнче пулнӑ.

Помоги переводом

Пишпӳлек больници кадрсене илӗртет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-4022805

3. Ҫапла ҫырса тухнӑ хыҫҫӑн ҫакна пӑхас пулать: задачӑра пытанса тӑракан панисем ҫук-и е хӑш-пӗр панисене таблицӑсенчен ҫырса илмелле мар-и (сӑмахран, станцирен тапранса каякан поезд ҫинчен каланӑ пулсан, пуҫламӗш хӑвӑртлӑхӑн v₀ = 0 пӗлтерӗшне хушса ҫырас пулать; япалан калӑпӑшне кӑтартнӑ пулсан, анчах сӑмах ҫав япалан йывӑрӑшӗ ҫинчен пырать пулсан, таблицӑсенчен ҫав япалан танлаштаруллӑ йывӑрӑшне ҫырса илес пулать т. ыт. те.

Помоги переводом

Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫӗнӗ планра малтанхисенчен ҫаксене - Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале, Д.М.Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне тата ыттисене те - хӑварма, ҫавӑн пекех тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи ҫак мероприятисене - халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Туслӑх кӗперӗ: Крым тата Чӑваш Ен», ачасен пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӗри» фестивалӗсене, Раҫҫей библиотекисен саккӑрмӗш «Библиокараван» форумне кӗртме палӑртнӑ.

Помоги переводом

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

«Оля халӗ хӗрӗн Иринӑн ҫемйине аркатасшӑн. Ӑна упӑшкинчен уйӑрса ашшӗн килне илсе пырасшӑн вӑл. Капла мӑнукӗ патне пырса ҫӳреме е кунта пурӑнма юлма та ансатрах-ҫке ӑна. Хӑти-тӑхлачи вӑл мӗнлине пӗлсе ҫитрӗҫ те хӑйсем патне кӗртме пӑрахрӗҫ. Кӗрӳ те унпа хутшӑнасшӑн мар. Амӑшӗ хӗрӗн пуҫне пӑтратать. Халӗ Ирина ашшӗ килне пыма пӑрахрӗ. Кӳршӗ яла, амӑшӗн еркӗнӗн кил-ҫуртне, пырса ҫӳрет, — Ольӑн каварлӑ планӗпе паллаштарчӗ Ирина.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Вокал» номинацире ача-пӑча искусство шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри структура подразделенийӗнче вӗренекен Варвара Николаева (ертӳҫи Татьяна Макарова) — 2-мӗш степеньлӗ лауреат, Нӗркеҫри структура подразделенийӗнче вӗренекен Юлия Сапожникова (ертӳҫи Тамара Сапожникова) — 1-мӗш степеньлӗ лауреат, Аслӑ Чурачӑкри структура подразделенийӗнче ӑс пухакан Виктория Кириллова (ертӳҫи Татьяна Макарова) 3-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.

Помоги переводом

Конкурсра – малтисем // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ҫав тавлашу ҫинчен каярахпа Валерий Петровича хӑйне систертӗм те кӗскен ҫеҫ ҫапла хуравларӗ: «Шалта, амӑш варӗнче чӑмӑртаннӑ чӑн талант пулмасан никам та ӑста ҫыравҫӑ, чӑн-чӑн специалист е вӑйлӑ шухӑшлавҫӑ пулаймасть, - пусӑмлӑн палӑртрӗ вӑл. - Ҫав вӑхӑтрах тарӑн, пахалӑхлӑ пӗлӳ витӗмлӗхӗ кирек камшӑн та капашсӑр пысӑк. Вӑл - ҫыннӑн шухӑшлавне тата аталану анлӑшне вӗҫӗмсӗр ӳсме хускатакан тата тӗртсе пыракан чи хӑватлӑ вӑй».

Помоги переводом

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Пулӑҫӑсен пулӑ тытнӑ хыҫҫӑн тӳрех ветсанэкспертиза тухмалла. Кун пек ятарлӑ уйрӑмсем кашни районта пур. Енчен те ветеринарсем кирлӗ пек справка параҫҫӗ пулсан, кайран вара таварсене пасарта та сутма ирӗк пур. Тепӗр тесен, туянакан та тӳрех пулӑ ӑҫтан пулнине пӗлме пултарайрать», — тесе каланӑ Федерацин ветеринари тата фитосанитари надзорӗн службин Чӑваш Енри тата Ульяновск облаҫӗнчи управленийӗн ертӳҫи Алексей Палькин.

Помоги переводом

Чӑваш Енре Промышленноҫ продукцийӗн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/18/chva ... unsr-avrns

Хӑвалӑхра (вуллисем, салтака ӑсанакан ҫамрӑксем пек, пӗр-пӗринпе таччӑн-таччӑн «ытамлашнӑ») тин ҫеҫ пӗр ушкӑн вӗтӗ кайӑк лӑпкӑн-савӑккӑн чӗв-чӗв-чӗв савӑшатчӗ, халӗ вӑл, хӑрушлӑх ҫуйӗ туса, тӗк хӑпартлантарса илчӗ, унтан, шуйхӑнса, хатӑррӑн пӑрр! ҫӗкленчӗ те, таврана ӑш вӗҫтерсе, ҫитмӗл те ҫичӗ пӗчӗк кӗмӗл кашӑкпа ялти тӑпӑл-тӑпӑл чиркӳ чанне чанкӑлтаттарнӑ пек чӗриклете-чӗриклете, чивлете-чивлете, самантрах йӑп пулса ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Театрӑн ҫӗнӗ ҫуртне уҫнӑ ҫӗре тата ТР Культура министерствин коллегине Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов, РФ строительствӑпа кил-ҫурт хуҫалӑхӗн министрӗ Ирек Файзуллин, ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, министерствосемпе ведомствӑсен ертӳҫисем, муниципаллӑ йӗркеленӳсен пуҫлӑхӗсем, культура учрежденийӗсен, тӗн конфессийӗсен, МХХ представителӗсем, культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Галиаскар Камал театрӑн ҫӗнӗ ҫуртне уҫнӑ ҫӗре Раҫҫейӗн паллӑ кино тата театр актерӗ Владимир Машков килчӗ // Ирина Трифонова. https://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/ga ... askov-kilc

Сайт:

 

Статистика

...подробней