Короткие
Гаджиевӑн халь пурнӑҫра урӑхларах пулса пынине, чылай чухне сӑмахпа ӗҫ, ҫырнипе ӗҫри пӗр-пӗринчен ытла та уйрӑлса тӑнине ӑнлантармаллаччӗ; хӑй те курмасть мар вӑл: пурнӑҫа хаҫатри умстатьясенче каланӑ пек, парти уставӗнче ҫырса хунӑ пек йӗркелесе пыма питӗ хӗн, май та ҫук ун пек тума, яланах ҫӳлтен хушни ҫеҫ вӑй илет, ҫӳлтен хушни-калани ҫеҫ тӗп-тӗрӗс, апла май килмест, эпир вырӑнта ак ҫапла шутлатпӑр тесен-и?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Журналистӑн хӑюллӑ, витӗр куҫлӑ пулмалла — малта пыракансене ырланипе пӗрлех унӑн малалла кайма чӑрмантаракансене те ҫивӗччӗн питлемелле», — час-часах ҫапла калама юратать Паланов, анчах редакцире ӗҫлекенсенчен хӑшӗ те пулин фельетон ҫырасси пирки асӑнсан вӑл шӑл ыратнӑ чухнехи пекех асапланма тытӑнать — кам умӗнче те пулин куҫран ӳкесрен, критикӑна ытлашши ирӗке ятӑр тесе хӑйне ят тивесрен шикленет.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Аннеҫӗм, хура-шурне сахал мар астиврӗн пулин те, кӑмӑл-сипетне ҫухатмарӑн, пире тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтертӗн. Тавах сана ҫакӑншӑн. Паянхи кун 13 мӑнукупа, 9 кӗҫӗн мӑнукупа телей курса пурӑнатӑн. Кашни уявра килте савӑнӑҫлӑ кулӑ, ача сасси хуҫаланни пирӗн кӑмӑла та ҫӗклет. Эпир, анне, сана ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул сунатпӑр. Ачусемпе, мӑнукусемпе малашне те савӑнса пурӑнмалла пултӑр», — теҫҫӗ ачисем амӑшне тав туса.
Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/
Хальхинче вара пирӗн пата тӑванӗсенчен ҫак салтаксем пирки хыпарсем ҫитрӗҫ: Дмитрий Горшков (Патреккел), Дмитрий Мартемьянов (Элекҫей Тимеш), Алексей Николаев (Елчӗк), Павел Майков, Дмитрий Горшков, Алексей Питаков, Дмитрий Архилин (Аслӑ Елчӗк), Валерий Васильев, Александр Карсаков (Кивӗ Эйпеҫ) паттӑрлӑхпа палӑрнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн Указӗпе килӗшӳллӗн Жуков медальне тивӗҫнӗ.
Паттӑр салтаксене — мухтав // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %b0%d0%b2/
2012 ҫултанпа ялта «АгротТансПорт» яваплӑхӗ чикӗленнӗ обществӑн производство бази (пӗрчӗллӗ культурӑсем, хӗвелҫаврӑнӑш) туса илесси, 2013 ҫултан — «Цеолиты Поволжья» уҫӑ акционерла общество (производство хӑвачӗсене вак-тӗвекпе сортировка комплексӗ, типӗтмелли тата хӗртмелли лини, порошоксене механикӑлла, сывлӑшпа тата ультрасасӑллӑ классификацилесси, виҫсе упаковкӑласси тата регистраци кӗрет) вырнаҫать.
Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla
Темле вӑй техника паркӗ еннелле туртать, ачаранпах, пӗчӗкренпех унталла чӗнет пулсан, тӗлӗкре те тракторсемпе комбайнсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ пулсан, уй-хиртен килекен трактор сассине каҫса кайса, вырӑнтан хускалмасӑр итлесе тӑратӑн пулсан, ҫав сасса хирӗҫ, чи илемлӗ кӗвӗрен те илемлӗнрех илтӗнекен сасса хирӗҫ, ҫунат сарса вӗҫес килет пулсан — уй-хирсӗр пуҫне, тракторсӑр пуҫне, комбайнсӑр пуҫне мӗн илӗрттӗр сана?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
«Ав мӗншӗн Гриша ман кӗнекене каялла тавӑрнӑ. Ав мӗншӗн мана Римма юхха терӗ. Мӗншӗн ҫынсем ҫавӑн пек чунсӑр? Мӗншӗн ырӑ ӗҫ тусан та сивлеме пӑхаҫҫӗ? Мӗншӗн яланах тепринче япӑххине шыраҫҫӗ? Ӑҫта каяс? Анна аппа… Вӗренсе пӗтермесӗрех таврӑнтӑн-и тесе ыйтӗ. Никантӑр мучи… вӑл арҫын-ҫке? Ӑна мӗнле хӑйса калас кун ҫинчен? Эппин… Ман урӑх ҫул ҫук. Пӗччен эп. Ытлашши эп ҫак ҫӗр ҫинче», — шухӑш вӗлтлетрӗ хӗр пуҫӗнче.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Чӑваш диаспорине мухтавпа аталантарассишӗн кирек мӗнле ырӑ пуҫарӑва та хастар тытса тӑракан тата чӑваш халӑх пурӑнакан вырӑнсенче халӑх йӑли-йӗркисене ӳстерессишӗн чунне паракан Сергей Квинтильянович Михайлов, Пишпӳлек районӗнчи Чӑвашсен Канашӗн ӗҫтӑвкомӗн председателӗ, паллах, ҫак сӗнӗве пысӑк савӑнӑҫпа хуравланӑ, мероприятие ирттерессинче хатӗрленӳ ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе пысӑк пулӑшу панӑ.
Ситекре «Питрав пуххи» чӑваш культура фольклор уявӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... tn-3850624
Вӑл хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи тата тӗп пасарти, аш-какайпа ытти ҫимӗҫе тӗрӗслесе тӑракан ҫӗнӗ лабораторисем уҫнӑ, вӗсенче хулана республика тулашӗнчен кӳрсе килекен выльӑх-чӗрлӗх продукцине радиаци тӗрӗслевӗ витӗр кӑлармасӑр сутма юраманнине, хулари предприятисенче экспорт енӗпе ӑсатакан выльӑх-чӗрлӗх продукципе чӗртаварне тӗрӗслессине йӗркеленӗ, ветеринари службине ҫӗнӗ кадрсемпе ҫирӗплетнӗ.
Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r
Шурӑ юрсем ӳксессӗн, Ҫӗнӗ ҫулсем иртсессӗн, Ҫитмӗл ҫула ҫитсессӗн, Ҫитмӗл ултта пуссассӑн, Ҫичӗ така пуссассӑн, Юбилейне тумашкӑн Юр пек шурӑ тумашкӑн, Сире хӑна тумашкӑн, Туслӑ-йышлӑ пулмашкӑн Шӳрпе ҫакса ярӑпӑр, Шӑрттан лартса парӑпӑр, Сарӑ-сарӑ кинсене Сарӑ ҫупа парӑпӑр, Ҫупа пуҫса парӑпӑр, Ҫывӑх-ҫывӑх ҫынсене, Ял-йышсене, туссене, Ҫӑмартапа парӑпӑр, Шур чӑкӑтпа парӑпӑр, Хутӑштарса парӑпӑр, Ӑшаласа парӑпӑр.
Юбилей юрри // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 91-93
«Канаш станцине эпӗ июнӗн 5-мӗшӗнче ҫитрӗм,- аса илсе ҫырнӑ В.М. Прохоров.- Патӑрьелне ҫитнӗ ҫӗре каҫ пулса кайрӗ. Вара эпӗ ҫӗр каҫма Йӑлӑма хуньакампа пуҫана патне чарӑнтӑм. Унта вӗсем мана мунча хутса кӗртрӗҫ. Тепӗр кун ирех Сӑкӑталла хускалтӑм. Исполком умӗнче ялтан машинӑпа Патӑрьелне ИПСа чӗп илме килнӗ шофер, Елагин Петр Дмитриевич, мана палласа чарӑнчӗ. Сывлӑх сунчӗ, «Таврӑнатӑн-им, Ваҫҫук?» тесе алӑ пачӗ.
"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51566-obsh ... h-n-khur-2
«Сыхӑ пулӑр. Законсӑр операци туни ҫинчен калакан иккӗленӳллӗ шӑнкӑрав пулсан, калаҫӑва татма сӗнеҫҫӗ. Хӑвӑр укҫӑра хӑрушсӑрлӑх счечӗ ҫине ан куҫарӑр, палламан ҫынсене телефонпа хӑвӑрӑн персональнӑй даннӑйсене, ҫавӑн пекех банк реквизичӗсене ан пӗлтерӗр, пӗлмен ҫынсем сӗннипе хӑвӑр телефон ҫине паллӑ мар приложенисене ан вырнаҫтарӑр. Инвестици темине ӑнланмасӑр укҫа хывма ан васкӑр», — аса илтернӗ ПР МВД.
Пушкӑрт хӗрарӑмӗ хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине парӑм шӑтӑкне кӗртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/novosti/2024 ... tn-4014716
Аптрамасть пек арӑм, килӗшет Антуна: сӑнран та чиперскер — вӑтам пӳллӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ, кӑшт тӑрӑхларах питлӗ, куҫ харши — чӗкеҫ ҫунатти пек, куҫӗ вара, пысӑк та чакӑрскер, пӗрре пӑхсанах ҫунтарса илет; ӗҫре-мӗнре те акӑш-макӑш правурскер — мӗне пуҫлать, ҫавӑ ӑнать ун аллинче; кӑмӑл тӗлӗшпе вара чӑн-чӑн кӑвакарчӑн, унӑн ҫӑварӗнчен хӑҫан та пулин сивӗ сӑмах тухма пултарать тесен, тупата, никам ӗненес ҫук.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫак ҫулсем тӑршшӗпех аслӑ классенче вӗренекенсене шкул саккинченех професси пӗлӗвӗ илме пулӑшассине йӗркелесе пыракан Курнавӑш шкулӗнче (кунта водительсемпе тракторист-машинистсене вӗрентсе кӑлараҫҫӗ) патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса шкула пырса кӗнӗ ҫӗре анлӑ тротуар сарнӑ, хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнас тӗллевпе кирлӗ вӑхӑтра хӑй тӗллӗн уҫӑлса хупӑнакан тимӗр хапха лартнӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ.
Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/
Халь пӑх ӗнтӗ, кур Ҫтаппана: кӗве касса пӗтернӗ шлепке ун пуҫӗнче, тӗллӗн-тӗллӗн мамӑк курӑнса тӑракан фуфайка ун ҫийӗнче, темиҫе саплӑк лартса та сапласа ҫитеймен шӑтӑк-ҫурӑк атӑ ун уринче; вӑл фуфайка тӳмисене вӗҫертрӗ те, мӗн тӗслине ниепле те калама пӗлмелле мар тенниска курӑнса кайрӗ — ҫӳп-ҫап купи ӑшӗнче выртнӑскере туртса кӑларнӑ та тӑхӑнса янӑ, тейӗн; сӑмсана кӑвакарнӑ шӑршӑ кӳ! килсе ҫапнӑн та туйӑнчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Мартӑн 16-мӗшӗнче республикӑра Пӗрлехи информаци кунӗ пулнӑ май, района Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ Петр Краснов, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Казарина, Финанс министерствин казначейство управленийӗн начальникӗ Игорь Смирнов, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов килсе ҫитрӗҫ.
Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх творчествин фестивалӗнче Пушкӑртстан Республикинчи «Ялкын», Тутарстанри «Тан», Коми Республикинчи «Визув ель», Удмурт Республикинчи «Чебеляй», Оренбург облаҫӗнчи «Тарантасик», Саратов облаҫӗнчи «Хоперская вольница», Свердловск облаҫӗнчи «Горлица», Тюмень облаҫӗнчи «Златоцвет» художество пултарулӑх коллективӗсем те чӑваш халӑхне хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.
Халӑх уявра савӑннӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/28/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/
«Чӑваш Республикин территорийӗнче килти чӗр чунсене усрассипе, ҫав шутра вӗсене уҫӑлтарса ҫӳрессипе ҫирӗплетнӗ хушма йӗркесене пӑхӑнма яваплӑх илессин тӗлӗшӗпе Чӑваш Республикинче административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен» Чӑваш Республикин 2023 ҫулхи июлӗн 23-мӗшӗнчи (22-мӗш номер) Саккунӗн 26.2 статйи Чӑваш Енре 2023 ҫулхи июлӗн 18-мӗшӗнчен тытӑнса вӑя кӗнӗренпе килти чӗр чунсене усрассипе хушма йӗркесем ҫирӗпленнӗ.
Ҫирӗп йӗрке вӑя кӗнӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... ae%d0%bde/
Ку вӑл: пӗр кӑкӑрӗнче, е иккӗшӗнче те, хытӑ вырӑнсем, шыҫӑ евӗр вырӑнсем пурри; хытӑ вырӑн ҫийӗ ҫавра мар, лаптак пулни; ӳт е кӑкӑр пуҫӗ туртӑнса тӑни; ӳт е кӑкӑр пуҫӗ шыҫӑнса тӑни; кӑкӑр пуҫӗнче е ун тавра эрози, юхан-суран пурри; кӑкӑр шыҫӑнса тӑрса лимон хуппине аса илтерни; хулайӗнчи е йӗтес шӑмми /ключица тӑрринчи лимфа тӗввисем пысӑкланни; пӗр кӑкӑрӗ яланах канӑҫсӑрлантарни, ыратни; кӑкӑр пуҫӗнчен шӗвек тухни.
Пирӗн сывлӑх пирӗн алӑра // Ольга ИВАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12511-khal-k ... t-41-11028
Вӗсене ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарса, ыррине кӑна сунса ЧР строительствӑпа ҫул-йӗр тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш заместителӗ В.Максимов, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Иванов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Л.Пронин, Вӑрмар муниципалитет округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Ю.Иванов, Вӑрмарсен Шупашкар хулинчи ентешлӗхӗн вице-президенчӗ В.Нягин тухса калаҫрӗҫ.
«Эпир сире кӗтетпӗр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр!» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10004-epir-s ... aclanatp-r


