Короткие
Церемоние боецсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, преподавательсемпе колледжра вӗренекенсем, ҫавӑн пекех хисеплӗ хӑнасем хутшӑннӑ, вӗсен хушшинче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Алексей Данилов, районти ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин, «Защитники Отечества» фондӑн социаллӑ координаторӗ Рамиль Мухтасимов, Афганистанри вӑрҫӑ тытӑҫӑвӗн ветеранӗ Анатолий Кожаев пулнӑ.
Пишпӳлекре пуҫне хунӑ СВО боецӗсене асӑнса мемориал плитисем уҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -n-3757094
Хӗрарӑм, ку ытам ӑшшине чылайранпа кӗтсе ӗшеннӗскер, ютшӑннӑ хӳтте лекнӗ-лекмен ним аваннипе аванмаррине те ӑнкарма-тӑнкарма ӗлкӗреймерӗ-ха, самантран тин, ҫурма хӑюлланнӑ тута хӑй тути таврашӗнче сӗмсӗррӗн йӑшӑлтатма тапратсан, темле кӑрт-карттӑн, сисӗнчӗклӗн ҫӳҫенсе илчӗ те — кӗлетки сулӑмӗпе кӑлт! тӗкрӗ вӗтеленчӗк этеме кӑкӑрӗнчен; лешӗ, унашкал-кунашкал тӗв туманскер, лӗпсӗр-р анса ларчӗ вут-шанкӑ купи ҫине.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Саламлакансем татах та пулчӗҫ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ проректорӗ Валерий Алексеев, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ Владимир Васильев, Раҫҫей художество академийӗн член-корреспонденчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗ Анатолий Рыбкин, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, Чӑваш Ен Художниксен союзӗн председателӗн ҫумӗ Андрей Анохин тата ыттисем те.
Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
«Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗркеленӗ ҫулленхи ӑмӑртӑва ирттерме пулӑшакансене: «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн, Хирти Явӑш тӗп шкулӗн, райпо коллективӗсене, Элпуҫ ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсене, спонсорсене — Комсомольски муниципалитет округӗн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсене Ремис Мансурова, Василий Кокарева, «Надежда» суту-илӳ ҫурчӗн ертӳҫине Надежда Красновӑна чӗререн тав тӑватпӑр.
Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/
Ула Тимӗр, шалкӑм ҫапнӑ пек хытса, халь-халь сиксе тухса кусса каясла куҫне сылтӑмалла сиктерчӗ — инҫех те мар, лапамлӑ вырӑнта, ӗнчӗ ҫӳҫеллӗ чатӑр айӗнче, акӑш-макӑш кӗмсӗркке, хыҫлӑ кӑнттам пукан ҫинче, хӗрлӗ шӑна кӑмпине аса илтерекен, Турӑ ҫинелле хаяррӑн чалӑштарнӑ шӗл кӑвар куҫлӑ, вун виҫӗ йӳплӗ, шӗвӗр вӗҫлӗ армак-чармак мӑйракаллӑ, лӑпсӑр-лӑпсӑр сӑсар ҫӑмлӑ, элттем-шелттем хапи-масиллӗ сехре хӑпартмӑш ларать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
73 ӳкерчӗкре кӑтартнӑ япала положенийӗн тӗрлӗ тӗслӗхӗсене сӑнаса, эпир япала хӑйӗн малтанхи положенине тавӑрӑннине куратпӑр, урӑхла каласан, япалана темӗн майлӑ та куҫарнӑ чух унӑн йывӑрӑш центрӗ урлӑ каякан вертикаль опора лаптӑкӗнчен тухмасть пулсан, вара равновеси пур чух та ҫирӗп пулать; япалана куҫарнӑ чух йывӑрӑш центрӗ урлӑ каякан вертикаль опора лаптӑкӗн тулашӗнчен каять пулсан, вара равновеси пӑсӑлать.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Вӗсенчен паллӑраххисем: В. Алагерӗн «Ҫул юппинче», Л. Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ», А. Артемьевӑн «Алтӑр ҫӑлтӑр», В. Алендейӗн «Ушкӑн-ушкӑн пӗлӗт иртет», «Ферма хӗрӗ», «Пилеш пӑхма пит хитре», В. Садайӑн «Туссем каллех пӗрле», «Ҫирӗклӗ кӳлӗри тӑват-пилӗк кун», Тихӑн Петӗрккин «Ҫӗнелнӗ тымар», Ю. Скворцовӑн «Уках хурӑнӗ», «Хӗрлӗ мӑкӑнь», В. Ухлин «Альтук», К. Петровӑн «Ҫӗкленӳ», В. Бурнаевскин «Хӑнтӑрча таврашӗнче».
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Ноябрьте ҫеҫ Патӑрьелӗнчи Владимирпа Антонина Илюткинсем, Тӑрӑнти Иванпа Алевтина Красновсем, Шӑнкӑртамри Миннереиспа Миндания Хафизовсем, Ринатпа Гузелия Халитовсем, Шӑхаль Выселкинчи Федорпа Анастасия Пироговсем, Треньелӗнчи Федорпа Лидия Муськинсем, Тури Чакӑри Галинӑпа Николай Едривановсем, Алманчӑри Николайпа Светлана Михеевсем, Кӗҫӗн Патӑрьелӗнчи Леонидпа Елизавета Илюткинсем мӑшӑрланни 50 ҫул ҫитет.
Ылтӑн, изумруд, тимӗр туйсемпе саламлӗҫ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51682-ylt- ... e-salaml-c
Ку критикӑлла реализм никӗсне Гоголь хӑйӗн «Иван Федорович Шпонька» тата «Иван Ивановичпа Иван Никифорович мӗнле вӑрҫса кайни ҫинчен» ятлӑ повеҫӗсенчех хунӑ, Петербург повеҫӗсенче вара ӑна тата тарӑнлатнӑ, вӑйлатнӑ, ҫӗнӗ темӑсемпе пуянлатнӑ, «Невски проспект» е «Шинель» повеҫре Петербург ӗҫ ӑҫта пулса иртнине кӑтартас тесе асӑннӑ хула ячӗ кӑна мар, Гоголь геройӗсем пурӑнакан социальнӑй атмосфера пулса тарать.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Ҫавӑн пекех Хӗрлӗҫыр ялӗнче пурӑнакансене паллӑ пулӑм ячӗпе Тикашри территори пайӗн пуҫлӑхӗ Валерий Нарсов, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн культура аталанӑвӗн тата библиотека ӗҫӗсен центрӗн директорӗ Алена Саминова, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн строительствӑпа территорисен аталанӑвӗн управленийӗн строительствӑпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн пайӗн начальникӗн заместителӗ Екатерина Иванова ӑшшӑн саламланӑ.
Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln
Хӑйӗн кӗске сӑмахӗнче Микула пухӑннисене Раҫҫейри лару-тӑрупа паллаштарать, рабочисемпе чухӑн хресченсене пусмӑрта усракан мул хуҫисен влаҫӗ арканни ҫинчен, ҫӗршывра Совет правительстви туса хуни, халӑх комиссарӗсен председателӗ пулма Ленин юлташа суйласа лартни ҫинчен каласа парать, ҫӗнӗ правительство ӗҫҫыннисем валли кӑларнӑ малтанхи декретсемпе паллаштарать, ҫӗр кӗҫех сухаҫӑсен аллине куҫасса хыпарлать.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн кӑҫалхи номерӗсенчен хӑшпӗр тӗслӗхсем илсе пӑхар-ха: сварочнӑй цех, зуборезнӑй участок, стержневой участок, плавильнӑй участок, сварочнӑй цех, типовой программа, башеннӑй кран, гусеничнӑй кран, котлотурбиннӑй цех, модульнӑй участок, заготовительнӑй цех, камбольнӑй производство, фигурнӑй кирпӗч, абразивнӑй завод, Московски район, Калинински район, Ленински район, Московски кӗпер т. ыт. те.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Михайловка ял тӑрӑхӗн территорийӗнче Кистенлӗпуҫ ялӗнче пурӑнакансем вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программӑна хутшӑнса «Пишпӳлек районӗнче 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен обелиск территорине тирпей-илем кӗртесси тата юсасси» проектпа ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче хӑйсен пурнӑҫне панӑ паттӑр ентешӗсене асӑнса паллӑ миссие – ӗмӗрлӗхе асӑну пуҫӑннӑ.
Кистенлӗпуҫӗнче обелиска юсас ӗҫ пырать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/center-ve80cyl/2 ... at-4430800
Анлӑ ларура ҫул ҫитмен ачасемпе ӑнсӑртран, тулаш сӑлтавсемпе пулакан инкексем, социаллӑ йывӑр лару-тӑрури ҫул ҫитмен ачасемпе, вӗсен ҫемйисемпе ӗҫсене мӗнле йӗркелени пирки муниципалитет округӗн администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультура тата спорт упаравленийӗн начальникӗн ҫумӗ Николай Анисимов тата округри халӑха социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерекен центр сотрудникӗ Елена Абужарова тухса калаҫрӗҫ.
Ҫул ҫитмен ача преступлени сӑлтавӗ ан пултӑр // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52923-cul- ... -an-pult-r
Вӑл сӗннӗ терминсенчен чылайӑшӗ чӗлхе науки урлӑ ытти ӑслӑлӑхсене сарӑлнӑ, пурте усӑ куракан литература чӗлхин сӑмахӗсем пулса тӑнӑ: кӳртӗм («введение» пӗлтерӗшпе), сунӑм «желание», пулӑм «явление», пӗлтерӗш, хисеп «количество», шухӑшлав, пӗтӗмлетӳ, евӗрлӗх «образ, подобие», ҫырулӑх, ӑнлав «понятие», ӑнлантару, умсӑмах, пирке «причина», тишкерӳ «разбор», мӗнлӗх «сущность», туйӑм «эмоция», тӑрӑм «состояние» т. ыт. те.
2. Чӗлхе терминӗсем йӗркеленме тытӑнни. Терминологи ӗҫӗн тӗп тапхӑрӗсем // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
«Продавецӗ кунне ҫирӗм ҫынран кая улталасан, ҫӑварне хыпнӑ татӑкне те ҫӑтса яраймасть, ыйхине те йӗркеллӗ ҫывӑраймасть» иккен, «склад пуҫлӑхӗ, червонцӑ кӑтартмасан, тутӑх пӑта та памасть, ҫынсене пин хут ҫӳреттерсе тӗнкелентерет», «цех начальникӗн хулара миҫе урам, ҫавӑн чухлӗ арӑм, юрласса та хӑй пӗлекен пӗртен-пӗр юррӑн ик-виҫ сӑмахне ҫеҫ юрлать вӑл: «Гуляй, пока-а гуля-я-ется, встреча-ай, пока-а-а встречается-а-а…»
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Пӗррехинче, лекцисем хушшинчи тӑхтав вӑхӑтӗнче, пыратчӗ-ха вӑл (шевиотран ҫӗленӗ вӗр-ҫӗнӗ хура костюмпа, кочегарта ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑскерпе; шап-шурӑ кӗпепе, уринче йӑлтӑртатакан хура туфли) ӗҫлӗн, сумлӑн вашлаттарса виҫҫӗмӗш этажри коридорпа тӗркӗнсе, сӗрӗлтетсе кӗшӗлтетекен студентсен хушшипе, темле майпа ун куҫне чӳрече янахӗ умӗнче пите-питӗн «ирӗлсе», халапланса тӑракан хӗрпе каччӑ ӗлки сӗртӗнсе илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫанталӑкӗ паян хитре, лӗп пулин те, кунта сулхӑнрах: туратламас, лӑсланнӑ йывӑҫсен тин ҫеҫ сарӑлса ҫитнӗ ҫулҫисем, йӑвӑланса, янкӑр тӳпене ешӗл, анчах шӑтӑклӑ-ҫурӑклӑ чаршав карса хунӑ, лап-лап ҫеҫ, таткаланнӑ-ситреленнӗ тӗлсенче, хӗвел юписем ун витӗр хирӗнкелесе, чӗлкӗмленкелесе, сӑрхӑнкаласа тухнӑ та ҫӗр ҫинче, ылтӑн вакланчӑкӗсене аса илтерсе, ҫиҫкелесе, мӑраннӑн, антӑрлӑ-чӗнтӗрлӗ чӗтрекелесе, пӑтӑлӑнса тӑраҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Сирӗн умӑрта вараланса пӗтнӗ ҫӗтӗк тумтир тӑхӑннӑ чухӑн художник тӑрать, вӑл ҫӑлтӑрсемпе хӗрессем, тӗрлӗрен советниксем хушшинче ҫухалса кайнӑ: художник вӗсем хушшинче тӗрткелешсе ҫӳрет, вӑл чаплӑ ҫынсен таврашӗнче курӑнмасть те, хӑй пике патне туртӑнать, вӗсем ӑна пике патне ҫывхарма памаҫҫӗ, вӗсем, ҫак хӗрессемпе ҫӑлтӑрсем, пике ҫине пӗр хавхаланусӑр, сиввӗн, хӑйсен ылтӑн табакеркисем ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ…»
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Тупнӑ ӗнтӗ таҫта хӑйне валли пӗрскерне текелеҫҫӗ хӗрарӑмсем, ун пек чухне инкекри йыш пирки шутлатӑн-и, усрасчӗ ӑна пӗр виҫӗ кун выҫӑ е сивӗ шывпа сив ҫӑкӑр ҫинче, — вара курӗччӗҫ: ура хуҫса, аллисене йӑрст тӑсса кӑкӑрне каҫӑртса, лезгинка ташлӗччӗ-и унта е кухня еннелле пит мӗскӗннӗн пӑхса ларӗччӗ-и; авар хӗрӗсем пӗркун вечера килсен, кур-ха тата, купӑсне пуҫ тӑррине лартса, хӑй кӗввипе хӑй еплерех саккӑрла ҫаптарать.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.


