Короткие
«Ӗлӗк ку аллейӑра асфальтпа ватӑ йывӑҫсем ҫеҫ пулнӑ. Халӗ вӑл Салаватра пурӑнакансемпе хӑнасене хӑй патне туртакан вырӑн. Кунта халӗ вӑйӑ площадки, спорт комплексӗ пур, шахматла вылямалли сӗтелсем лартнӑ. Батыр аллейинче пур ҫулсенчи ҫынсем валли те кану зонисем тунӑ. Автолюбительсем валли аллейӑн кӑнтӑр енче машина лартмалли вырӑнсене хушма йӗркеленӗ», - каласа панӑ Пушкӑртӑрти ЖКХ министерствин пресс-службинче.
Пушкӑртри кивӗ аллейӑна ҫӗнӗ пурнӑҫ кӗртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-4007478
Уява хаклӑ хӑнасем те килсе ҫитрӗҫ, ҫав шутра: муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Степанов, Комсомольски муниципаллӑ округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Тутарстан Республикинчи Кайпӑҫ район пуҫлӑхӗ Альберт Рахматуллин, муниципаллӑ округсен пуҫлӑхӗсем тата ытти чӗннӗ хӑнасем.
Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/
Нумаях та кирлӗ мар ӑна; ӑшӑ та тирпейлӗ хваттерте ҫемҫе пукан ҫине ларса канасчӗ ҫеҫ, килтисене нимле сӑмах-ыйтупа та чӑрмантармӗ; Ульяна ӑшӑ халатне тӑхӑнса, кӑштӑртатса ҫӳретӗр, Соня кухньӑра апат пӗҫертӗр, Митя чертеж-схема умӗнче ҫамкине пӗркелентерсе е пуҫне пӑркаласа лартӑр, Соня патне йӗкӗтсем, Митя патне хӗрсем шӑнкӑравлаччӑр, калаҫчӑр пӗр-пӗринпе, кулччӑр, ӗмӗтленччӗр — вӑл канӑҫлӑн итлесе-пӑхса ларӗ кӑна.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Владимир Иванов, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ, Петр Краснов, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ, радиопа телевидени ӗҫченӗсем, чӑваш ҫыравҫисем, художникӗсем, оперӑпа эстрада юрӑҫисем, Чӑваш наци конгресӗн, Вӑрмарпа Каҫал тӑрӑхӗсен ентешлӗхӗсен представителӗсем тата ытти сумлӑ хӑнасем Ольга Туркай пултарулӑхне пысӑк хак пачӗҫ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.
Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/
«Тӑвай районӗпе Тӑвай ялӗн хаклӑ ҫыннисем! Сире чӑваш наци уявӗпе - Акатуйпа пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп. Тӑвай районӗнче Акатуя ҫуллен ирттерни - наци йӑли-йӗркине упракан уҫӑмлӑ тӗслӗхлӗ ку праҫник пур ӳсӗмри тата пур професси ҫыннисене творчествӑлла ӗҫе, искусствӑна, спорта явӑҫтарса пӗрлештерет», - тесе ырӑ суннӑ «АККОНД» обществӑн генеральнӑй директорне Валерий Иванова пулӑшакан Сергей Николаевич Майраслов.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
Статья пуҫламӑшӗнче эпир чӑваш «философийӗ» пирки ахальтен каламарӑмӑр: чӑваш халӑх ӑс-тӑнӗнче ӗлӗкех философла шухӑшсем пулнӑ, ҫав шухӑшсене каласа пама халӑх хӑш-пӗр сӑмахсемпе терминсене те шухӑшласа кӑларнӑ (аслӑ шкулсенче вӗреннӗ, академисенче ӗҫленӗ ҫынсем пулманни тата ҫав «философи» чӑн-чӑн наука ҫӳллӗшне, «философи тӑвӗ» тӳпипе хӑпарса ҫитейменни халӑхӑн философла шухӑш пулманинне пачах та пӗлтермест).
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Коллектив ертӳҫи Ольга Петрова Тутарстан Республикин телевиденийӗ валли панӑ интервьюра та ҫакна палӑртрӗ: «Чӑваш культурин пуласлӑхӗ пирӗн ачасенче. Енчен те эпир вӗсене мӗн пӗчӗкренех чӑваш чӗлхине, унӑн культурине юратма вӗрентейрӗмӗр пулсан чӑвашлӑх малалла аталанса пынине ҫирӗплетет. Манӑн ӗмӗт - Чӑваш Енри кашни ача хӑйӗн йӑх-несӗлне пӗлтӗр, культурипе мӑнаҫлантӑр, ӑна ӑруран ӑрӑва куҫарса пыма пултартӑр».
Ҫӗнтерӳпе кӑмӑллӑ таврӑнчӗҫ // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/54081-c-nt ... tavr-nch-c
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов тата район пуҫлӑхӗ Эдикт Волков ӗҫре курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Элӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Владимир Алексеева, Элӗкри культурӑпа кану центрӗн директорне Иван Никифорова, Элӗкри «Хӗлхем» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн тренерне Валерий Сергеева, Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗн специалистне Вера Степановнӑна РФ Патшалӑх Думин Алла Салаевӑн Тав хучӗпе чысларӗҫ.
Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html
Арҫын куҫӗ тӗлне килекен, ҫил ҫук майӗпе шӑпӑрт, тарӑн шухӑша путнӑн, пӗр ухӑнмасӑр, хускалмасӑр канӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑх юрри ӗнӗрлесе ларакан йывӑҫсенчен йӑпӑшланса ӳсекен вӑркӑля тирек ҫеҫ, ҫу варринче мамӑк кутлӑ маҫака ҫаврӑнаканскер, шӑпӑрлӑ ҫара (сыхланса юлнӑ, саралнӑ пӗр-ик ҫулҫине шута илмесен) тураттисене ҫӳлелле чӑнк кӑнтарнӑскер, халӗ вилтӑпри палӑкӗ пек хуп-хура: ҫи-пуҫне тӑхӑнса хывассипе вӑл яланах малта.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӗнче класлӑ СССР тата Раҫҫей спорт мастерӗсем Фаина Краснова, Александра Деверинская, Сергей Титов, Владимир Афанасьев, Антонина Петрова, Александра Сорокина, Сергей Емельянов, Ирина Юманова, Кирилл Фролов (ҫӑмӑл атлетсем), Зефер Якушев (грекла-римла енӗпе кӗрешесси), Борис Глинкин (кире пуканӗн спорчӗ), Иван Калля (троеборье), Наталия Шайманова (йывӑр атлетика), Ринас Садаров (корэш) муниципалитет чысне ҫӳле ҫӗклерӗҫ.
Спорт шкулне - ҫур ӗмӗр // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51874-spor ... ne-cur-m-r
Ҫӳлте, пӗрремӗш этажри вестибюльте, нихӑҫан, нимӗнле усал, хаяр вӑй та хавшатайми, путлантарайми ҫамрӑклӑх, яшлӑх «чуччӑвӗ ярӑнса», вут-хӗмленсе, студентсем, ытларах аслӑрах курссенче вӗренекенсем (паллах, вӗсем те ачаллах ӗҫ туртине тӑмасӑр, «Сталин икерчине» ҫимесӗр ӳсмен), шуххӑн «кулса-выляса, тунсӑхпа кичемлӗхе «арпалантарса» вашкӑрттара-вашкӑрттара, кӗвӗ ҫемипе йӑкӑш та йӑкӑш, вӑшш та вашш вальс ҫавӑрттараҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗррехинче (ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулчӗ ку) Ула Тимӗрӗн пӳлӗмре пӗрле пурӑнакан чи ҫывӑх юлташӗ, ют чӗлхесен факультетӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Саша Петров, каҫхине, ҫывӑрма выртас умӗн, хыпӑнса ҫулӑмлансах, ҫӗр айӗнче темле хаклӑ мул тупӑннӑ пек вӑрттӑн-хӗрттӗн савӑнса, пӗлтерӳ тума васкарӗ: чукун ҫул станцинче йӑтмарҫӑсем кирлӗ иккен — тавар пуйӑсӗн пӗр вакунне шултра сахӑр тултарнӑ михӗсенчен пушатмалла.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫынсем вӑрах хушӑ аякра пурӑннӑ хыҫҫӑн хӑйсем ҫуралса ӳснӗ ҫӗршыва таврӑнни, вӗсем ҫав вӑхӑтра мӗн туйни-шутлани ҫинчен Анатоли кӗнекесенче нумай вуланӑ, ун пекки чӑвашсен, те, ытти халӑхсен писателӗсен те туллиех, анчах ҫак туйӑм — савӑнӑҫ тата малта, ҫывӑхрах, хӑй пурнӑҫӗнче ак-ак темле улшӑну пулассине пӗлни — ҫаплах вӑйлӑ пулӗ, чӗрене ҫаплах хытӑ таптарӗ, куҫран куҫҫуль кӑларӗ, йӗрес килтерӗ, тесе шутламанччӗ вӑл.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Чаплӑ хӑнасем сцена ҫине тухса сӑмах каланӑ хыҫҫӑн ӗмӗрӗпе колхозра ӗҫленӗ Леникоида Агафоновапа Юлия Андреевана, Сергей Васильевпа Лена Владимирована, Галина Герасимовапа Лидия Ильинана, Михаил Кирилловпа Георгий Кузьмина, Нина Петровапа Лидия Петрована, Мария Павловапа Любовь Семенована, Людмила Синчуковапа Алексей Степанова, Валерий Степановпа Агнесса Филиппована (вӗсем сӑн ӳкерчӗкре) Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.
Ҫынсем ял историне пуянлатаҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2024 ... ta-3850193
«Канаш» хаҫатӑн журналисчӗ Ульяновска ҫул тытса тарӑн шухӑша путрӗ: «Чӑнах та, Тӑхӑрьял тӑрӑхӗ — поэтсемпе ҫыравҫӑсене ҫут тӗнчене парнелекен литература ҫӑлкуҫӗ. Тен, манӑн хайлавӑмсем те ҫав ҫӑлкуҫа типме памӗҫ. Эпӗ ахальтен-им Раккассинче, чӑваш прозипе поэзийӗн легенди — Валентин Урташ — ҫут тӗнчене килнӗ Ҫӗр-анне ҫинче ҫуралнӑ...» Кӗмӗл кӳлӗ патӗнче, Тӑхӑр ялӑн садӗнче, Тӑхӑр тӗслӗ ташӑ пур, Ҫитмӗл тӗслӗ юрӑ пур.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Унта нумай регионти «иккӗмӗш ҫӑкӑр» туса илекен, унран апат-ҫимӗҫ хатӗрлекен, минерал удобренийӗпе тивӗҫтерекен, ӳсен-тӑрана сӑтӑрҫӑсенчен хӳтӗлемелли хими им-ҫамӗ, вӑрлӑх, ял хуҫалӑх техники сутакан предприятисем хӑйсен продукцийӗпе паллаштарчӗҫ, районсен тата ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, мӗн пур харпӑрлӑхлӑ хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем, тӗпчевҫӗсем, экспертсем мероприятисене хутшӑнчӗҫ.
Пӗтӗмпех — «иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫинчен // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/petempeh-ikk ... ar-cinchen
Светлана Енилина ку енӗпе «пӗр муниципалитета та тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартаймастӑп» тесен Михаил Васильевич сасӑ хӑпартнӑ пек те пулчӗ: «Эпир 2 ҫулта йыша 10% пӗчӗклетме йышӑннӑччӗ. Ҫакна ҫирӗп сӑнаса пырӑпӑр. Ку чи малтанах хуласемпе районсен администрацийӗсен штачӗсене пырса тивет. Тӗп хула уйрӑмах хӑйӗн интересӗсене хӳтӗлеме юратать. Хӑйӗнне мар, патшалӑх интересӗсене хӳтӗлемелле. Вӑхӑт — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен».
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ку вӑхӑтри туй арӑмӗсен тумӗсенче ҫакӑн пек пайсем пулаҫҫӗ: капӑр кӗпе (ӑна ҫутӑ, илемлӗ тавар-пусмаран ҫӗлеҫҫӗ, тӗрлемеҫҫӗ, анчах расна пӗрмесемпе, хуртасемпе, лентӑсемпе илемлетеҫҫӗ); пуҫ ҫинче ⎼ хушпу (халӗ ӑна чылайрах ӗлӗкхи шурӑ сурпансӑрах тӑхӑнаҫҫӗ); мӑй ҫыххисемпе кӑкӑр ҫине ҫакмалли эрешсем (тепӗр чухне пӗр пысӑк кӑкӑр эрешӗ ҫеҫ); аркине тӗрленӗ саппун; пиҫиххи; ҫум ҫаккисем вырӑнне тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем ҫакаҫҫӗ.
Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ан тив, Крапивин кулӗ-и унран, хӑй юратнине арҫынна пирвай калама хӑйнӑ, тен, пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑмӗнчен, е хӑй унран тахҫанах сивӗннӗ ӗнтӗ, ҫамрӑк чухне те юратнипе мар, Альтюка тавӑрас тӗллевпе кӑна ҫӳренӗ тесе калӗ-и, е хӑй ӗнтӗ сумлӑ ҫын, Сӑпани вара, унчченхи пекех, ахаль хӗрарӑм шутӗнчен тухайманнипе вӗсен ӳлӗм пӗрле пуласси пирки ӗмӗтленме те кирлӗ мар тейӗ-и — ҫыхӑнса-чӑлханса ларнӑ тӗвве пурӗпӗр салтмаллах-ҫке.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Уй курма РФ Федераци Канашӗн членӗ Вадим Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ, «Единая Россия» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн заместителӗ, Олимп чемпионки Елена Николаева, Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков пынӑ.
Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№


