Корпус чувашского языка

Короткие

Ҫакӑ та кӑсӑклӑ: хӑш-пӗр ҫыравҫӑ хӗрсе кайсах парти пусми ҫине хӑпарса карьера тунӑ вӑхӑтра ҫамрӑк ҫыравҫӑсем КПСС ретне кӗме васкамаҫҫӗ (ахӑртнех, вӗсене унта илмен те пулӗччӗҫ), мӗншӗн тесен, ман шутпа, вӗсем тӳрӗ чунлӑ ҫыравҫӑсем пулнӑ, суяпа ултава таҫтанах сиснӗ (Игнатьев кӑна, пурнӑҫ хистенине кура, аллӑ урлӑ каҫсан партие кӗрет, анчах — ҫыравҫӑран тӑрӑхланӑ евӗр — тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан партийӗ те, Совет ҫӗршывӗ та арканса каять).

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Тухса калаҫакансем шутӗнче Нурлат хула Канашӗн депутачӗ, Нурлат хулин Канашӗн председатель ҫумӗ Николай Липатов, ТР ЧНКА Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев, РФ Писательсен союзӗн пайташӗ Валентин Бурайкин, Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен союзӗн пайташӗсем Андриян Григорьев, Маргарита Литта, Нурлат районӗнчи ЧНКЦ пайташӗ Василий Савгачев, ТР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ТР Писательсен союзӗн пайташӗ Евгений Турхан пулчӗҫ.

Помоги переводом

Ялавӑрта поэт-фронтовикӑн Михаил Захаровӑн 100-ҫуллӑхне паллӑ турӗҫ // Ирина Трифонова. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... e-pall-tur

Союзлӑ республикӑсем хушшинчи чикӗсем ССР Союзӗнче хӑйсен малтанхи пӗлтерӗшне ытларах та ытларах ҫухатса пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен пур нацисем те пӗр тан праваллӑ, вӗсен пурнӑҫӗ пӗр-пӗтӗм социализмлӑ никӗс ҫинче йӗркеленсе пырать, кашни халӑхӑн пурлӑхпа ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчи ыйтӑвӗсене пӗр пекех тивӗҫтереҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫ интересӗсем пӗр пек пулнӑ май вӗсем пурте пӗр ҫемьене пӗрлешсе тӑраҫҫӗ, пӗр тӗллев патне — коммунизм патне пӗрле пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсене иртсе кайнӑ чухне суккӑр ҫын та асӑрхамалла: пӗри (Сахвине юмӑҫ карчӑкӑн), тул енчен сарӑ тӑмпа сӗрнӗскер, ҫи виттийӗпе пӗр еннелле тайӑлнӑ, тепри (авланма манса кайнӑ каччӑн, Ятламасӑн), шурӑ тӑмпа шӑлнӑскер, ҫи виттийӗпе тепӗр еннелле тайӑлнӑ; пӗрне ытлашши чалӑшнӑран йӑвансах ан кайтӑр тесе сылтӑмран турачӗсене те чипер иртсе пӗтереймен юпапа тӗреленӗ, тепӗрне, шурӑ тӑмпа шуратнӑскерне, сулахай енчен темиҫе вӗрлӗкпе тӗреклетнӗ.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав шутра пирӗн районтан харӑсах 3 пултарулӑх коллективӗ - Патреккелти халӑх хорӗ, районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» коллектив тата Вырӑскассинчи «Шанӑҫ» халӑх ансамблӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале, Ҫӗнӗ Пӑвари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шуҫӑм» пултарулӑх коллективӗ пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне хутшӑнма тивӗҫлӗ пулни, историпе тӑван тавралӑх музейӗ этнокультура ҫуртне йӗркелеме пултарни Елчӗк районӗн ят-сумне тата ҫӳлерех ҫӗклет.

Помоги переводом

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пӗрлештереҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче 6 хӗрлӗармеец офицер званийӗсене тивӗҫеҫҫӗ: милици капитанӗ — Дмитрий Григорьевич Недрышкин, аслӑ лейтенантсем — Григорий Герасимович Чамин — дивизин финанс службин начальникӗн пулӑшаканӗ, Андрей Михайлович Патин — ҫарпа почта службин начальникӗ, лейтенантсем — Семен Егорович Иванов — снабжени взвочӗн командирӗ, Петр Константинович Чамин — пулемет взвочӗн командирӗ, Дмитрий Степанович Шленский — взвод командирӗ.

Помоги переводом

Вӗсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме вӑрҫа тухса кайнӑ // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-irttercc

«Сонантсем» термин мӗн енчен те пулин (сӑмахран, ют чӗлхе сӑмахӗ пулнӑран) килӗшӳсӗр пек туйӑнать пулсан, ҫакӑн пек вариант сӗнме пулать: хупӑ сасӑсен икӗ ушкӑнне «шавлӑ хупӑ сасӑсем» тата «янӑравлӑ хупӑ сасӑсем» темелле (вырӑсла «шумные согласные» тата «сонорные согласные»), шавлисен ушкӑнӗсене «янӑракан шавлӑ хупӑ сасӑсем» тата «янӑраман шавлӑ хупӑ сасӑсем» темелле (вырӑсла «звонкие шумные согласные» тата «глухие шумные согласные»).

Помоги переводом

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Ӑшӑ сӑмахсӑр выҫӑхсах ҫитнӗ Анукшӑн унпа ларни сиплӗ шыв пекех: чуна та ҫӑмӑл пек, пурӑнас шанӑҫ та майӗпен хӗмлене пуҫларӗ, тӗрӗссипе, Кӗтерин чылай сӑмахӗсене — «турӑ йӑлт курни», «турӑ саккунӗ», «ҫылӑхлӑ тӗнче», «чуна турӑ кӗртесси», «турӑ сучӗ» тата ыттисене — ҫамрӑк хӗрарӑм ӑнлансах ҫитеймерӗ; ӑна йӑлт ӗненес-тӗк, Анукӑн пурнӑҫӗ ҫавнашкал килсе тухнӑшӑн, Фомасем-Акимовсем ҫавнашкал хӑтланнӑшӑн ним тӗлӗнмелли-тарӑхмалли те ҫук имӗш.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хайхи япала икӗ ҫул чунсӑр ларакан холодильник иккенне, — унтан та ытларах, ӑна «быткомбинатра тӑватӑ хутчен ӑнӑҫсӑр сывлаттарма» хӑтланнине пӗлсен вара, Виссарион самантрах тарӑхса кайрӗ: тӳсме пултараймасть вӑл тимӗр-тӑмӑр тавраш чунсӑррине, ним усӑсӑр, ҫынсене кансӗрлесе выртнине; тимӗре ӑна ҫӗр айӗнчен алтса кӑлараҫҫӗ — тӳрех тимӗр те мар, тимӗр тӑприне кӑна, кайран тимӗрне уйӑрса илме сахал вӑй-хал кирлӗ-и, хайхи япалине тума тата?

Помоги переводом

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ара, Семен Петрович Шупашкарта вунӑ ҫул пулман та, унӑн кунти ҫакӑн пек пысӑк улшӑнусене курас килнине пӗлмен ҫав ӗнтӗ вӑл, ҫитес ҫӗрне часрах илсе ҫитерес тенӗ: тен, вӑл ӗҫлӗ командировкӑран таврӑнать, унта вӑрах пурӑннипе тунсӑхласа ҫитнӗскер, килне — арӑмӗ, ачисем патне васкать, тен, тата ӑна, урӑх хулара пурӑнаканскере, тӑванӗсем пӗр-пӗр инкеке-мӗне пула чӗнтерсе илнӗ, — сахал-им васкамалли сӑлтав; хыпаланман пулсан, такси те тытмӗччӗ…

Помоги переводом

Пӑр катӑкӗсем // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 168–183 с.

Хусанкай сӑввине вулакан ҫын, чӑваш философине тӗпчесе вӗренекен ҫын пулас пулсан, мӗн тери савӑннӑ пулӗччӗ, савӑннипе: — Эврика! Шыранине тупрӑм, тупрӑм! Хисеплӗх пахалӑха куҫнине кӑтартакан тӗслӗх… — тесе кӑшкӑрса янӑ пулӗччӗ (чӑвашла кирлӗ таран ӑнланайман вырӑссене мар, философие университетра вӗреннӗ чӑвашсене «хисеплӗх пахалӑха куҫни» мӗне пӗлтернине вырӑсла куҫарса парӑпӑр: вӑл «переход количества в качество» тенине пӗлтерет!

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

ТР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Юлия Ильдаровна Адгамова, ТР Наци музейӗн генеральнӑй директорӗ Алиса Львовна Вяткина, «Казанский Кремль» патшалӑхӑн историпе архитектура тата ӳнер музей-заповедникӗн директорӗ Ильнур Сулейманович Рахимов тата театр ӗҫченӗсем — Хусан Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Айгуль Алмасовна Горнышева, Г. Камал ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи театрӗн директорӗ Ильфир Ильшатович Якупов тӗл пулчӗҫ журналистсемпе.

Помоги переводом

Февралӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Ҫемье абонеменчӗ» проект хута кайрӗ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -xuta-kair

Чӑваш республикинчи ӗҫ ҫыннисене пӗтем ҫӗршывӗпе чапа тухнӑ «Березка» ансамблӗн коллективӗ, совет сценин чаплӑ мастерӗсем — СССР халӑх артистки К. Еланская, РСФСР халӑх артисчӗсем В. Максимов, С. Балашов, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки Н. Покровская, ҫӗршывра лайӑх пӗлекен пӗр тӑван Федоровӑсем, Борис Брунов тата Российӑ Федерацийӗнчи ытти паллӑ артистсем, писательсем, композиторсем, художниксем хӑйсен пултарулӑхӗсемпе ҫывӑх паллаштарчӗҫ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Тӗрӗссипе, Константин та пурӑнма пӗлмест мар, никама та мар — ӑна Миловидова пуринчен те маларах хурса хӑй заместительне лартрӗ (трестра инженер сахал-им?) никампа та мар, унпа улӑштарчӗҫ Ярусова, трестри икҫӗре яхӑн коммунистран партсекретарьлӗх урӑх ҫын тупаймарӗҫ, ӗнтӗ вӑл управляющи патне те малтан пӗлтерсе хумасӑрах кӗре-кӗре ларать, СУ пуҫлӑхӗсемех Пятин йышӑнасса кӗтсе приемнӑйра тӑраҫҫӗ, вӑл КПСС хула комитечӗн членӗн кандидачӗ…

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пухӑннисем умӗнче Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, Вӑрмар округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Юрий Иванов, Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗн Президенчӗ Иван Аверьянов, Вӑрҫӑ, ӗҫ, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата право хуралӗн органӗсен ветеранӗсен Чӑваш Республикинчи обществӑлла организацин председателӗ Генрих Васильев, Тихвински Турамӑш турӑшӗ ячӗллӗ Мӑнҫырмари чиркӳ настоятелӗ Леонид Ермолаев сӑмах тухса каларӗҫ.

Помоги переводом

Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re

Ҫуллахи экзаменсем умӗн Иваҫ ӑна тепӗр хыпар — халлӗхе никама та систерме юраманнине пӗлтерчӗ: техникум пӗтерсен Рена Алешина, малтан палӑртса хунӑ пек, Ҫӗмӗрлери саккӑрмӗш стройуправление каймасть — ӑна кунти стройкӑнах хӑвараҫҫӗ; Рена валли хваттер те хатӗр — Акимов прораб хваттерӗ; диплом илсенех, иккӗшӗ хут уйӑрттараҫҫӗ иккен, ҫав ятпа Сергей Акимовича малтанхинчен пысӑкрах хваттер — икӗ пӳлӗмлине, ҫӳллӗ маччаллине уйӑрса параҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Специалистсем «Амӑшӗсен тата ача тӗлӗшпе районӑн социаллӑ политики», «Ашшӗ-амӑшӗсен яваплӑхӗ — ҫемье воспитанийӗ», «Халӑхӑн кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене йӗркелес енӗпе тӗн организацийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫул ҫитменнисен хушшинче йывӑр ҫын пулассине асӑрхаттарасси, шкулсенче ҫул ҫитмен ачасен кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене йӗркелесси ҫинчен доклад турӗҫ. Аида Фиогбе ҫураласлӑха ӳстерме палӑртнӑ «Тутарстан пурнӑҫшӑн» регионти программа ҫинчен калаҫрӗ.

Помоги переводом

Ачашӑн амӑш варӗнче чухнех тӑрӑшмалла! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... x-trsmalla

Выльӑхсене ҫӗнӗлле мӗнле тӑрантарасси ҫинчен пӗр-пӗр кичем лектор каласа парас пулсан, тен, залри ҫынсем паҫӑрах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗҫ, анчах ун ҫинчен ҫак хаваслӑ та хивре хӗр янравлӑ та уҫӑ сасӑпа каланӑран пысӑк хура куҫӗпе пӗрре ӑшшӑн кулса, тепре хаяррӑн пӑхса каланӑран, вӑл залри ҫынсене хӑйӗн сӑмахне ӗнентересшӗн кӑна мар, хӑй те пӗтӗм чунтан ӗненсе каланӑран, чӗререн пӑлханса, хавхаланса каланӑран — ӑна итлеме хаваслӑ та, кӑсӑк та.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗтӗм кӗлеткин ҫӳлти ҫур пайӗ тӑртанма, туртӑнма пуҫланине туйса, халӗ тытамак тытнӑ пекех чӗтрекенскер, мӑшлата-мӑшлата, шӑлне шатӑртата-шатӑртата, аялти-ҫӳлтине асӑна-асӑна, Пурис ҫӗлен юнне сӑхнӑ тӗлтен шӑнса хытӑрканӑ пӳрнисемпе пӑчӑрта-пӑчӑрта кӑларасшӑн самайччен муталанчӗ, вӗтеленчӗ, ҫурмаланчӗ, анчах, мӗн тӑвас тенине тума ытла та майсӑр пулнӑ пирки, унӑн тӑрмашни кӑлӑхах пулчӗ, вара вӑл ӑшши-пӑшши шӑтӑкран хӑтӑлса тухма хыпаланчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑк фермерсем – Карапай Шӑмӑршӑри А.Иванов (иртнӗ ҫул 2,6 миллион тенкӗ тӑракан «Джон дир» тракторпа ҫӗр ҫинче ӗҫлемелли ытти техника туянчӗ), Пуянкассинчи Г.Макаров (хӑйӗн хирӗсенчи тыр-пула пуҫтарса кӗртнӗ хыҫҫӑн пӗтӗм района пулӑшрӗ), Асанкассинчи С.Данилов (ним ҫук ҫӗрте вӑйлӑ аталаннӑ база йӗркелерӗ), Кивӗ Чукалти Ю.Никитин, Вырӑс Чукалти В.Симурзинпа А.Андреев, Анат Чаткасри А.Юнкеров тата ыттисем пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Сайт:

 

Статистика

...подробней