Корпус чувашского языка

Короткие

Ку вӑл: пӗр кӑкӑрӗнче, е иккӗшӗнче те, хытӑ вырӑнсем, шыҫӑ евӗр вырӑнсем пурри; хытӑ вырӑн ҫийӗ ҫавра мар, лаптак пулни; ӳт е кӑкӑр пуҫӗ туртӑнса тӑни; ӳт е кӑкӑр пуҫӗ шыҫӑнса тӑни; кӑкӑр пуҫӗнче е ун тавра эрози, юхан-суран пурри; кӑкӑр шыҫӑнса тӑрса лимон хуппине аса илтерни; хулайӗнчи е йӗтес шӑмми /ключица тӑрринчи лимфа тӗввисем пысӑкланни; пӗр кӑкӑрӗ яланах канӑҫсӑрлантарни, ыратни; кӑкӑр пуҫӗнчен шӗвек тухни.

Помоги переводом

Пирӗн сывлӑх пирӗн алӑра // Ольга ИВАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12511-khal-k ... t-41-11028

Ҫак задачӑна парти икӗ тапхӑрта татса парать: малтанхи вунӑ ҫул хушшинче шкул ҫулне ҫитнӗ мӗн пур ачасене вун пӗр ҫул вӗренмелли вӑтам шкултан вӗрентсе кӑларса пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем параҫҫӗ, халӑх хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен, тивӗҫлӗ пӗлӳ илеймен ҫамрӑксене вара 8 клас чухлӗ верентессине обязательнӑй йӗркепе пурнӑҫлаҫҫӗ; тепӗр вунӑ ҫуллӑхра вара пурне валли те вӑтам шкул пӗтерме майсем туса параҫҫӗ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Унччен вӑхӑт усӑсӑр ан ирттӗр тесе, ниме пуҫлансан чӑрмав ан пултӑр, кал-кал ӗҫлеме мӗн кирли йӑлтах хатӗр пултӑр тесе, Атӑл дебаркадерсене шыв кукринчен кӑларать, крансене вырнаҫтарса лартать, ҫав хушӑрах ӗҫ вырӑнне те тирпейлет — хумӗсене ҫыраналла ывӑта-ывӑта ярса, унти тасамарлӑха ҫуса антарать, вырӑнӗ-вырӑнӗпе пӗтрӗне-пӗтрӗне, ҫаврӑна-ҫаврӑна ҫӳп-ҫапа пӗр ҫӗре пухать, пухсан-пухсан, алхапӑл юхтарса каять.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Антун, хӑрах аллине ҫаплах мӑйракаран вӗҫертмесӗр, така ҫинчен анчӗ, шӗвӗр пӳрнипе карттус хыҫӗнчен кукшине кӑтӑртаттарса илчӗ (мур илесшӗ, хӑй сисмесӗрех алӑ ҫавӑнта пырать-ҫке!), унтан пурин ҫине те пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Акӑ мӗн, ачасем. Качакасем йывӑҫ тунисене кӑшланӑшӑн эпир пурте айӑплӑ. Кӑвайт патӗнче айланса, эпир вӗсем пирки мансах кайнӑ. Ҫавӑнпа та кун ҫинчен никама та пӗлтерес мар. Юрать-и? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑҫал проектпа килӗшӳллӗн ял территорийӗсене хӑтлӑлатма — тӑватӑ проект, компактлӑ ҫурт-йӗр тума — тӑватӑ, ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗпе — пӗр проект, ҫавӑн пекех пуҫарулӑх 896 проекчӗпе автомобиль ҫул-йӗрӗн 371 участокне, коммуналлӑ хуҫалӑхӑн 162 объектне, 35 масар территорийӗсене юсаса тирпейлеме, ача-пӑчана вылямалли 50 лапама, 58 кану вырӑнне, социаллӑ тата культурӑллӑ сферӑн 52 объектне хута ямалла.

Помоги переводом

Парти проекчӗ ялсене тӗрев парать // Ю.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Ачасемпе вӗренекенсене шкул директорӗ С.Антонов, райадминистрацин финанс пайӗн начальникӗ А.Енькова, районти финанспа хуҫалӑх ӗҫӗсемпе ӗҫлекен центрӑн начальникӗ — тӗп бухгалтерӗ О.Виссарионова, Кивӗ Вӑрмар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Васильев, Вӑрмарти Михаил Архангел чиркӗвӗн настоятелӗ Е.Илларионов иерей, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.Николаев тата ыттисем те саламласа ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ӑнӑҫу суннӑ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Ҫамрӑк Паймукӗ, Шӗнерпуҫӗнчи икӗ класлӑ шкула лайӑх вӗренсе пӗтернӗскер, ашшӗнчен ирттерчӗ: икӗ хӑмла авӑнӗ ҫӗнӗрен туса лартрӗ, килкартинче чул сарчӗ, пӳрт тӑррине виҫӗ хут хӑма сарса сӑмалаларӗ, кайри пӳртпе малти пӳрт хушшинче кантур туса лартрӗ, ҫуртне тулашӗнчен хӑмапа витрӗ, тӑватӑ юпаллӑ хапха туса лартрӗ, тӑррине хӑмапа витрӗ; кайран пӳртне те, хапхине те сӑмала вӗретсе хӑмӑр сӑрӑпа хутӑштарса сӑрларӗ.

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Апла-тӑк, Виссарион «концерчӗшӗн» ним пӑшӑрханмалли те ҫуккине тӳсӗмлӗн ӑнлантарас: паллах, пӗр пӑхсан, аван та мар пек Виссарион хӑтланӑвӗ, ӗҫ вӑхӑтӗнчех кармунь йӑтса тухсах ташша ҫапни чӑнах та килӗшӳллех мар; анчах уншӑн участокра ним те катӑлмарӗ, ҫӗкленӳ ҫеҫ кӳчӗ вӑл строительсене, лайӑх кӑмӑл кучӗ, — тӗрӗссипе, Благий ӗнер хӑй те хайхи «концерт» хыҫҫӑн мӗн ҫывӑрма выртичченех ыр кӑмӑлпа, ҫӑмӑллӑн ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ҫак наградӑнах тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Асанкасси ял библиотекарӗ Н. В. Козлова, тӗп библиотекӑн комплектовани уйрӑмӗн библиографӗ Л. Н. Морозова, нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующийӗ А. О. Полякова, пысӑк профессионализмпа вӑй хунӑшӑн округри ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн Нӗркеҫри, Урмаелӗнчи структура подразделенийӗсен преподавателӗсем Т. Н. Сапожникова, И. Ф. Хисамов, И. М. Шайдуллин тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Урӑхла каласан арлӑх, ӳсӗм, мӑшӑрланура тӑни, вӗренӳ шайӗ, кил хуҫалӑхӗн тытӑмӗ, пурнӑҫа тытса пымалли ҫӑлкуҫ, экономикӑна пуҫаруллӑ хутшӑнни, наци, гражданлӑх, чӗлхе пирки пӗлтернисӗр пуҫне репродуктивлӑ тӗллевсем ҫинчен - миҫе ача пулни тата вӗсен йышне ӳстерме ӗмӗтленнин сӑлтавӗ, кун-ҫула тытса пымашкӑн кансӗрлекен чир-чӗрпе нушаланни, ҫавна пула пулӑшу кирли, инвалидлӑх ушкӑнӗ пурри ҫинчен хуравлама тивет.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Тепӗр енчен, маховой урапан тӗнӗлрен тӗрлӗ инҫӗшре тӑракан точкисем, пӗртан хисеп ҫавӑрӑнса илеҫҫӗ пулсан та, пӗр вӑхӑтра тӗрлӗ радиуслӑ ҫавракӑшсем ҫырса ҫавӑрӑнаҫҫӗ, хӑвӑртлӑхсем хӑйсемех радиуспа пропорциллӗ пулса тӑраҫҫӗ; ҫавӑнпа та хӑвӑртлӑха радиус урлӑ кӑтартнинн пӗрремӗш формулӑн числительне лартсан, радиус квадрачӗ пулса тӑрать, ҫавӑн пирки, вака R ҫине кӗскетнӗ хыҫҫӑн, радиус числительте ҫеҫ юлать.

Помоги переводом

IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

«20-30 ҫул каялла Шупашкарти электроаппаратура, В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗсем тӗрлӗ хатӗре алӑпа пухмашкӑн саккас нумай панӑ-тӑк, халӗ пӗрремӗшӗ кӑна пирӗн вӑйпа усӑ курать. Вӑл та пулин сайра хутра, - тет Юрий Сергеев. - Иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче инвалидсем сетка ҫыхатчӗҫ, пушмак шнурокӗ хатӗрлетчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗ май асӑннӑ хатӗр халӑха кирлӗ мар пулса тӑчӗ, хӑйӑва пахарах та илӗртӳллӗрех кӑларакан йышланчӗ».

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Петр Васильевичӑн хушамачӗ Васильев ӗнтӗ, Таранов мар, ҫавӑншӑн вара тахҫан-тахҫан ял совет секретарӗнче ӗҫленӗ ҫын айӑплӑ: хайхискер чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлине пӑсасшӑн пулман-ши — ҫурални ҫинчен хут ҫырнӑ чух сӑпкари Петӗр валли ашшӗ ятӗнчен хушамат тунӑ: «Эс Таранов хушамата чапа кӑларасса пӗлнӗ пулсан ҫамрӑк чух хамӑн хушамата мӗнле те пулин улӑштараттӑм паллах», — шӳтлесе илнӗччӗ пӗррехинче Петр Васильевич.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр виҫӗ кунтан, 1948 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел ( ун чухне - Чкаловски районӗ) ӗҫҫынни депутачӗсен район Совечӗн ӗҫтӑвкомӗн ларӑвӗнче Сӑкӑт ял Совечӗ тӑратнӑ ыйтӑва пӑхса тухса Сӑкӑтри Чапаев ячӗллӗ колхоз членӗсем июнӗн 29-мӗшӗнче ирттернӗ пухура Василий Матвеевич Прохоров колхозника тата Анна Емельяновна колхозницӑна ҫӗршывӑн аякри районӗсене кӑларса ярас пирки йышӑннӑ обществӑлла приговора ҫирӗплетет.

Помоги переводом

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur

Учительница Агафья Павловна, тулли ӳтлӗ, ҫырӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, кӗлеткине ҫӑт ҫыпӑҫса тӑракан тӗксӗм кӑвак платье, урине хура туфли тӑхӑннӑскер, ӑшӑ кулӑпа ҫиҫкелесе, чи малтанах хӑйӗнпе паллаштарчӗ, унтан кашни ачапа уйрӑммӑн, ятран чӗнсе паллашрӗ, вӗсен тумтирне, хут-кӑранташне тӗрӗслесе тухрӗ, вӗсене парттӑ хушшинче кӗлеткене кирлӗ пек тытса ларма вӗрентрӗ, пӗлӳ пухмалли ӗҫсемпе мелсем ҫинчен ӑнлантарса пачӗ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акӑ, тӗслӗхрен, вӑл ҫӗнӗрен тунӑ термин сӑмахсем: евӗрлев «подражание, подражательное слово», тайӑм «наклонение», пуплев «предложение» (ку сӑмаха вӑл «речь» пӗлтерӗшпе те ҫӳретет), ӳкӗм «падеж» (ҫак пӗлтерӗшпех унӑн вӗҫлев, вӗҫлевлӗх сӑмахсем те тӗл пулаҫҫӗ), пайташ «причастие», ӗҫхӗлтеш «деепричастие», ылмаш «местоимение», пӗтӗҫтерӳ «союз», сӑпатлав «спряжение», мӗнлев «определение», калав «сказуемое» т. ыт. те.

Помоги переводом

2. Чӗлхе терминӗсем йӗркеленме тытӑнни. Терминологи ӗҫӗн тӗп тапхӑрӗсем // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

«Вӗсем мана йӑлӑхтарсах ҫитерчӗҫ, йӗркеллӗ пурӑнма памаҫҫӗ. Эпӗ Ишлӗре килте пӗлтӗрхи раштавра юлашки хут пултӑм. Анчах мана кӗртмерӗҫ, алӑка питӗрчӗҫ. Хамӑн кил-ҫурта кирек хӑҫан та пырса ҫӳреме ирӗк пур манӑн. Япаласене кислота сапса ҫунтарса ячӗҫ, пушмаксене касса вакларӗҫ. Питӗ «ӑслӑ» арӑм тупнӑ та, ӑна итлесе пурӑнаҫҫӗ. Урамра е автобусра курсан тӳрех хӑртма, кӑшкӑрма тытӑнаҫҫӗ», — ӑнлантарчӗ Ольга Краснова.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Чарӑнмалли вырӑнсенче пассажирӗсене улӑштара-улӑштара, хула урамӗсем тӑрӑх чиперех тӗтӗрлентерсе, ярлаттарса пыратчӗ-ха вӑл, унтан та пулмин ӑна такам хиврен «ура хучӗ», тейӗн: залив урлӑ хывнӑ кӗпер ҫине кӗрсен, вӑл тормозӗпе ытла та ыратуллӑн, чӗрене тивмеллех йынӑшса-кӑшкӑрса илчӗ те, салонри хыҫалти хӑнисене малтисем ҫине сулӑнтарса, тӳнтерсе, пунк! тапса янӑ футбол мечӗкӗ пек ывӑтӑнтарса, чӑшш! туса чарӑнчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ӑшра тӑвӑл тапранса хӑпарнипе, мӗнле хӑять апла палкама тесе шухӑшланипе, Акимов чутах сӗтеле чышкипе шанлаттармарӗ, чутах кӑшкӑрса тӑкса, йӗкӗте хуса ямарӗ; юлашки самантра кӑна, кун пек чух лӑпкӑн тытни ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлине аса илсе, аран ҫеҫ тытӑнса тӑма пултарчӗ, йӗркерех юлас та ҫак путсӗре йӗркерен кӑларас тесе, питне-янахне аллипе хытӑ пусса сӑтӑркаларӗ, урисене те чӗркуҫҫи ыратмалӑхах урайне пусрӗ.

Помоги переводом

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Кавал вӑййи» уява Вӑрмар район пуҫлӑхӗ Ю.Иванов, Кавал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Николаев, «Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗн» президенчӗ И.Аверьянов, райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ — Вӑрмар район администрацийӗн ӗҫӗсен управленийӗн управляющийӗ В.Александров, Вӑрмар район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ А.Веселовский те ҫитсе курчӗҫ, саламлӑ сӑмахсем каларӗҫ, уяв йӗркелӳҫисене сывлӑх сунса тав турӗҫ.

Помоги переводом

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Сайт:

 

Статистика

...подробней