Короткие
Константин Иванов ячӗллӗ урамра 3, 9, 11 ҫуртсен картиш территорине юсама 5 814 310 тенкӗ, Порфирьев урамӗнчи 11-мӗш тата Некрасов урамӗчи 12-мӗш номерлӗ ҫуртсен территорине юсама 2 677 760 тенкӗ, Заводская, 45-47 адреспа вырнаҫнӑ картиш территорине хӑтлӑх кӗртме 3 776 350 тенкӗ, Зеленый тӑкӑрлӑкри 3-7 ҫуртсен умӗнчи территорие хӑтлӑлатма 4 259 340 тенкӗ, Школьный тӑкӑрлӑкӗ, 4-6, Энтузиастсен, 8 тата Молодежная,18 адреспа вырнаҫнӑ территорие хӑтлӑлатма 6 340 450 тенкӗ уйӑрнӑ.
Поселока хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12055-poselo ... kh-k-rtecc
Лукари вара ун пирки лайӑх кӑна шухӑшларӗ; пӗркунсене кӑлӑхах хиртӗмӗр пулас ӑна, тен, умлӑн-хыҫлӑн икӗ приказ (тепри — «Виссарион Данилов ушкӑнне «Дружба» колхоза кайма чарасси ҫинчен», унти кормоцеха ҫутӑпа ӑшӑ кӗртетчӗҫ) пӑрахӑҫлама кирлӗ марччӗ пуль, пӑрахӑҫласан та — официаллӑ йышӑнса, кун пирки пӗтӗм коллектива пӗлтермесӗр тумаллаччӗ, Курмышовпа Бариновӑн начальник патне кӗрсе йӗркеллӗн калаҫмаллаччӗ те — ним шӑв-шавӗ, ним сӑмах-юмахӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р. Селиванов, унӑн ҫумӗ, экономика, ял хуҫалӑх, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Л. Кузнецов, республикӑри «Россельхозцентр» управленийӗн районсем хушшинчи Патӑрьелӗнчи филиалӗн начальникӗ О. Глухов, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе ял хуҫалӑх предприятийӗсен, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, агрономсем тата агропромышленность комплексӗн ветеранӗсем ирхи 5 сехет ҫурӑ валлиех район администрацийӗ умне пухӑнчӗҫ.
Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07
Ҫак пуҫватмӑшсен «сӗм хура чӑтлӑхӗнчен» хӑтӑлса тухаймасӑр татах тӑркаларӗ Ула Тимӗр сас-чӳ тумасӑр, ҫӗре алтса тӑратнӑ чикмек пек, тытамак тытнӑ пек ӑнран тӗнсе, чӗмленсе, вара, ӑшри уҫӑмсӑрлӑха сире-сире, пусара-пусара, каялла ҫаврӑнчӗ, йывӑҫ тураттисене, ҫамрӑк хӑва хуллисене сиркелесе, асӑрханса утӑмлакаласа, васкамасӑр хӑвалӑхран тухрӗ те хыпӑнсах малалла вӑрман «талккӑшне пусӑмлама» пуҫларӗ: шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, чӑштӑрчӑштӑр, чӑштӑр-чӑштӑр…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Юлашки тапхӑрсенче ҫавӑн пек мелпе пулнӑ сӑмахсен йышӗ татах ӳсрӗ, тӗсл.: абстрактлӑх, агрессивлӑ — агрессивлӑх, адекватлӑ — адекватлӑх, инертлӑ — инертлӑх, интенсивлӑ — интенсивлӑх, конкретлӑ — конкретлӑх, консервативлӑ — консервативлӑх, объективлӑ — объективлӑх, оперативлӑ — оперативлӑх, прогрессивлӑ — прогрессивлӑх, продуктивлӑ — продуктивлӑх, радиоактивлӑ — радиоактивлӑх, регулярлӑ — регулярлӑх тата ытти нумай-нумай термин сӑмахсем.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Акимова пӑртак пусӑрӑнарах ларчӗ, янаххине аллипе сӑтӑркаларӗ, пит-куҫри шевле, майӗпен пӗтсе, ун сӑнне пӑртак улӑштарчӗ; тантӑшӗн сӑмахӗ, юратупа ӳсерӗлнӗскере самаях урӑлтарса, чӑн пурнӑҫа — юратусӑр пуҫне кӗвӗҫӳпе вӗчӗхӳ те, ӑмсанупа элек те пур пурнӑҫа — тавӑрчӗ, унта, чӑн-чӑн пурнӑҫра, час-час ҫынна лайӑх пулнӑшӑн савӑнасшӑнах мар ҫав, савӑнма мар, ҫынна усал пуласса кӗтеҫҫӗ, усалли часрах ҫиттӗр тесе, хайсенчен мӗн кирлине тума та именмеҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«199,3 миллион тенкӗ ҫывӑх вӑхӑтра Элӗк, Вӑрнар, Комсомольски, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк, Тӑвай муниципаллӑ округӗсене, Улатӑр тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене ҫитӗ. Муниципаллӑ культура учрежденийӗсен клубӗсене тӗпрен юсама 2024 ҫулта муниципаллӑ округсене 127,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ. Пӗтӗмӗшле каласан, ялти культура ҫурчӗсене ҫӗнетессипе ӗҫ планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Ҫав шутра РФ Президенчӗ В.Путин пуҫарса янӑ «Культура» наци проекчӗ шайӗнче те.
Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken
Платун патӗнче чухне хускалнӑ шухӑшӗ ҫав-ҫавах канӑҫ памарӗ ӑна: «Анук укҫа ӑҫтан тупнине мӗнле пӗлес? Микула панӑ пулсан, ӑҫта пурӑнать вӑл? Анук патне кӗрсе тӗпчесе пӑхас мар-ши? Ҫук, ним те ӗҫ тухмӗ. Мана каласа пама мар, татах хӑваласа намӑса кӗртӗ. Уретнике тӗпчеттерес мар-ши? Ҫук, кунашкал та ӗҫ тухмӗ. Халӑх умӗнче суйма хӑйнине уретник умӗнче вӑтанса тӑмӗ. Луччӑ пачӑшкӑна чӗнтерес. Этемӗн чунне тыткаласси ун ӗҫӗ», — хӑйне хӑй лӑплантарчӗ Михха.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Забастовкӑ комитечӗ вара ылтӑн кӑлармалли вырӑнсен хуҫисем умӗнче акӑ мӗн ыйтса хистенӗ: рабочисен кунне 8 сехетрен ытла ӗҫлемелле мар пултӑр, ӗҫ укҫи вӗсене 10–30 процент ӳстерсе тӳлемелле пултӑр, штрафсем хурса ӗҫ укҫине чакарасси тек ан пултӑр, сывӑ мар рабочисене медицинӑ пулӑшӑвӗ памалла, хваттерсене тата апат-ҫимӗҫе лайӑхлатмалла, администрацин рабочисемпе ҫын йӗркеллӗ калаҫмалла, вӗсен депутачӗсене тӗкӗнмелле мар, депутатсене итлемелле.
Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.
Аслӑ утаман Андрей Овчинников ертсе пыракан Ейек хусахӗсен юлашки отрячӗ ҫапӑҫу йӗркине тӑрса, сӑрт ҫинелле юрттарса улӑхрӗ, Чархула патӗнче пурӑннӑ вырӑс хресченӗсем ҫӑмӑллӑн чупса пӗчӗк вӗтлӗх вӑрман хӗррине ҫитрӗҫ, чӑваш юланутҫисем Атӑл еннелле пӑрӑнса юртӑпа кайрӗҫ, вӗсем Михельсон ҫарне аяк пӗрчинчен пырса ҫапмалла, тутарсемпе ирҫесем тӳрем хирпе утса-чупса иртрӗҫ, юлашкинчен чи шанчӑклӑ ҫарсем тӗмеске таврашне тупӑсене сӗтӗрсе тухрӗҫ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗрлехи информаци кунӗнче ҫак темӑсене тӗпе хунӑ: Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2019 ҫулхи сентябрӗн 26-мӗшӗнчи 118-мӗш номерлӗ «Чӑваш Республикинчи халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстермелли хушма мерӑсем ҫинчен» Указӗ «Шанчӑклӑ тата пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем» наци проектне 2019 ҫулта Чӑваш Республикин территорийӗнче пурнӑҫлассипе епле ӗҫлени тата Чӑваш Республикинче периодика кӑларӑмӗсене 2020 ҫулхи I ҫур ҫулшӑн ҫырӑнтармалли подписка кампанийӗ ҫинчен.
Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Унта ЧР строительствӑпа архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш заместителӗ В.Максимов, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин «Фармация» патшалӑх унитари предприятин генеральнӑй директорӗ О.Казарина, ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн заместителӗ Н.Косулин, Вӑрмар район пуҫлӑхӗ М.Пуклаков, райадминистраци пуҫлӑхӗ А.Васильев, райадминистрацин пай начальникӗсем тата ытти яваплӑ ҫынсем хутшӑнчӗҫ.
Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch
Унта пӗр механизатор Варламов пек сарӑмсӑр вилет, ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗпе хӗрӗ кирек мӗнле ҫанталӑкра та уйри синкерлӗ вырӑна виҫӗ ҫул хушши уйӑхра пӗрре пӗр сиктермесӗр ҫӳреҫҫӗ, пӗри — упӑшкине, тепри ашшӗне асӑнса чечек ҫыххи хураҫҫӗ, ҫавна кура хайхи механизатора инкек умӗн эрех ӗҫтернӗ ҫын тӳссе ҫитереймест: «Эпех айӑплӑ пуль ҫӗр ҫинче пӗр ырӑ ҫын вилнӗшӗн, ӑна эрех ӗҫтерес ҫукчӗ ҫавӑн чух», — тесе тӗрӗссипе каласа кӑтартать, ӗсӗклесе йӗрет.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Манӑн тахҫанах асанне, кукамай пулма вӑхӑт. Вӑйӑм-халӑм пур чухне мӑнукӑмсене ӑс парас, йӑпанас килет. Ҫав вӑхӑтрах халех ӗҫлеме пӑрахас килмест-ха. Килте кӑна ларакан хӗрарӑм пек курмастӑп-ха хальлӗхе хама. Ӗҫе кӑмӑлласах ҫӳретӗп. Пӗлӗве ҫуллен ӳстеретӗп. Отпускра чухне те ӗҫшӗн тунсӑхлама тытӑнатӑп. Пирӗн професси — питӗ асамлӑ. Туртса кӗрсе каять те — тӗпчетӗн, тишкеретӗн, сӑнатӑн. Ҫав ӑшталануран вара пысӑк киленӳ илетӗн», — чунне уҫрӗ тухтӑр.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫул ҫитмен ача 16 ҫултан кӗҫӗнрех пулсан, уншӑн саккунлӑ представителӗсем (ашшӗ-амӑшӗ, опекунсем) яваплӑха РФ 5.35 ст. енӗпе административлӑ яваплӑха явӑҫтарма пултараҫҫӗ, ҫав хушӑрах транспорт хатӗрӗ те кун пек чухне тытӑнса тӑрать тата специализациленӗ стоянкӑна вырнаҫать, ҫул ҫитменнисем тӗлӗшпе ҫул ҫитмен ачасен шанчӑксӑрлӑхне тата прависене пӑсассине асӑрхаттармалли тытӑмӑн никӗсӗсем ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн мерӑсем йышӑнаҫҫӗ.
Пишпӳлек районӗнче ҫул ҫитмен ачасем хутшӑннипе ҫул-йӗр юхӑмне пӑсасран асӑрхаттарасси малалла пырать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... at-3872988
Урӑх вӗсем, комсомолецсем, анчах турра тарӑн ӗненекен ҫемьесенче ҫуралса ӳснӗскерсем, ӑс-тӑнӗпе ача шутӗнчен тухса та пӗтейменскерсем, ӑшра сӑмсаланма ӗлкӗрнӗ икӗ хире-хирӗҫле «тӗнрен» (Турӑ пур — Турӑ ҫук) нихӑшне те сивлеме, ун вӗрентӗвне пӑрахӑҫлама хӑймарӗҫ, ҫавна пула, ура айӗнченех сиксе тухнӑ йӑка ӑша ҫӑтса, куҫа курӑнман вӑйсене (тен, вӗсем чӑнах пур?) кӳрентермелле тем вырӑнсӑр персе ярасран асӑрханса, пӗр-пӗринчен нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Хӑйсен программисене пурнӑҫламашкӑн ӑнтӑлакан профессионалсене эпир яланах пулӑшатпӑр. Чӑваш Ен шкул вӗренӗвӗн программине палӑртнӑ тата ку енӗпе ӗҫлемешкӗн хатӗр чухне асӑннӑ пуҫарӑва тулли кӑмӑлпа ырларӑмӑр. Кӑҫал вӑй илекен проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе каясса тата ҫывӑх вунӑ ҫуллӑхра ӑна туллин пурнӑҫласса шанатӑп. Регионта пурӑнакан кашни ҫын унӑн уссине туйса илме пултаракан чӑннипех пысӑк та хӑватлӑ программа вӑл», — тенӗ Раҫҫей вице-премьерӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Малалла Чӑваш Енри Мухтавлӑ ентешсен, Раҫҫейри Культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн кӑҫалхи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче ҫемьесене, тӑлӑх ачасене пулӑшас, шкулсемпе ача сачӗсем тӑвас, ҫамрӑксене патшалӑх тӗлӗшӗнчен хавхалантарса пурнӑҫламалли тӗллевсемпе паллаштарчӗ, медицинӑпа социаллӑ сферӑра 2023 ҫулта халӑх пурнӑҫне хӑтлӑлатас, сывлӑхне ҫирӗплетес, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас тӗллевпе тата ыттипе те ӗҫлемеллине палӑртрӗ.
Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc
Нумай пулмасть ҫеҫ РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗн ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗпе тимлекен пай начальникӗ, полици капитанӗ Алексей Алякин тата муниципалитет округӗ ҫумӗнчи ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсемпе тимлекен сектор специалист-эксперчӗ Ольга Воробьева ачасемпе право сехечӗ ирттернӗ, вӗсене административлӑ йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсемпе, обществӑлла вырӑнта хӑйсене мӗнле тытмаллипе паллаштарнӑ, кӑсӑклантаракан ыйтусене хуравланӑ.
Ҫул ҫитменнисен "Манӑн территори" центрӗ малашне те пушӑ тӑмӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52435-cul- ... e-push-t-m
Наука ӗҫченӗсем хушшинче юбилейсем нумай: тӗрӗк чӗлхисене тӗпченӗ учёнӑй, вӑтӑр ҫул хушши пухса хатӗрленӗ вунҫичӗ томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 155 ҫул; чылай ҫыравҫӑн пултарулӑхне тишкернӗ литерература критикӗ, тӗпчевҫи Николай Дедушкин ҫуралнӑранпа 110 ҫул; литература тишкерӳҫи Ипполит Иванов; врач-хирург, сывлӑх сыхлавӗн йӗркелӳҫи Фирс Григорьев; учёнӑй-геоморфолог Емельян Арчиков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет.
2025 ҫулхи паллӑ кунсем // Чӑваш наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2024/ ... ll-kunsem/


