Корпус чувашского языка

Короткие

Пухӑннисем умӗнче Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, Вӑрмар округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Юрий Иванов, Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗн Президенчӗ Иван Аверьянов, Вӑрҫӑ, ӗҫ, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата право хуралӗн органӗсен ветеранӗсен Чӑваш Республикинчи обществӑлла организацин председателӗ Генрих Васильев, Тихвински Турамӑш турӑшӗ ячӗллӗ Мӑнҫырмари чиркӳ настоятелӗ Леонид Ермолаев сӑмах тухса каларӗҫ.

Помоги переводом

Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re

Ҫуллахи экзаменсем умӗн Иваҫ ӑна тепӗр хыпар — халлӗхе никама та систерме юраманнине пӗлтерчӗ: техникум пӗтерсен Рена Алешина, малтан палӑртса хунӑ пек, Ҫӗмӗрлери саккӑрмӗш стройуправление каймасть — ӑна кунти стройкӑнах хӑвараҫҫӗ; Рена валли хваттер те хатӗр — Акимов прораб хваттерӗ; диплом илсенех, иккӗшӗ хут уйӑрттараҫҫӗ иккен, ҫав ятпа Сергей Акимовича малтанхинчен пысӑкрах хваттер — икӗ пӳлӗмлине, ҫӳллӗ маччаллине уйӑрса параҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Специалистсем «Амӑшӗсен тата ача тӗлӗшпе районӑн социаллӑ политики», «Ашшӗ-амӑшӗсен яваплӑхӗ — ҫемье воспитанийӗ», «Халӑхӑн кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене йӗркелес енӗпе тӗн организацийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫул ҫитменнисен хушшинче йывӑр ҫын пулассине асӑрхаттарасси, шкулсенче ҫул ҫитмен ачасен кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене йӗркелесси ҫинчен доклад турӗҫ. Аида Фиогбе ҫураласлӑха ӳстерме палӑртнӑ «Тутарстан пурнӑҫшӑн» регионти программа ҫинчен калаҫрӗ.

Помоги переводом

Ачашӑн амӑш варӗнче чухнех тӑрӑшмалла! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... x-trsmalla

Выльӑхсене ҫӗнӗлле мӗнле тӑрантарасси ҫинчен пӗр-пӗр кичем лектор каласа парас пулсан, тен, залри ҫынсем паҫӑрах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗҫ, анчах ун ҫинчен ҫак хаваслӑ та хивре хӗр янравлӑ та уҫӑ сасӑпа каланӑран пысӑк хура куҫӗпе пӗрре ӑшшӑн кулса, тепре хаяррӑн пӑхса каланӑран, вӑл залри ҫынсене хӑйӗн сӑмахне ӗнентересшӗн кӑна мар, хӑй те пӗтӗм чунтан ӗненсе каланӑран, чӗререн пӑлханса, хавхаланса каланӑран — ӑна итлеме хаваслӑ та, кӑсӑк та.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗтӗм кӗлеткин ҫӳлти ҫур пайӗ тӑртанма, туртӑнма пуҫланине туйса, халӗ тытамак тытнӑ пекех чӗтрекенскер, мӑшлата-мӑшлата, шӑлне шатӑртата-шатӑртата, аялти-ҫӳлтине асӑна-асӑна, Пурис ҫӗлен юнне сӑхнӑ тӗлтен шӑнса хытӑрканӑ пӳрнисемпе пӑчӑрта-пӑчӑрта кӑларасшӑн самайччен муталанчӗ, вӗтеленчӗ, ҫурмаланчӗ, анчах, мӗн тӑвас тенине тума ытла та майсӑр пулнӑ пирки, унӑн тӑрмашни кӑлӑхах пулчӗ, вара вӑл ӑшши-пӑшши шӑтӑкран хӑтӑлса тухма хыпаланчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑк фермерсем – Карапай Шӑмӑршӑри А.Иванов (иртнӗ ҫул 2,6 миллион тенкӗ тӑракан «Джон дир» тракторпа ҫӗр ҫинче ӗҫлемелли ытти техника туянчӗ), Пуянкассинчи Г.Макаров (хӑйӗн хирӗсенчи тыр-пула пуҫтарса кӗртнӗ хыҫҫӑн пӗтӗм района пулӑшрӗ), Асанкассинчи С.Данилов (ним ҫук ҫӗрте вӑйлӑ аталаннӑ база йӗркелерӗ), Кивӗ Чукалти Ю.Никитин, Вырӑс Чукалти В.Симурзинпа А.Андреев, Анат Чаткасри А.Юнкеров тата ыттисем пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

«Тутарстанра ӗҫ укҫи те чылай пысӑкрах», — тенӗ май Шупашкарта хаксем пысӑкраххишӗн, суту-илӳри хаксене сӑнаса тӑманшӑн тӗп хула пуҫлӑхне Леонид Черкесова сӑмах тиврӗ: «Апла-тӑк Хусан мэрӗ сирӗнтен лайӑхрах ӗҫлет пек пулса тухать вӗт! Е Хусанта пурӑнакансем пахалӑхӗпе япӑхрах, ҫавӑнпа йӳнӗрех апат-ҫимӗҫ ҫиеҫҫӗ-и? Апла мар... Саратов, Саранск, Самар мэрӗсем те лайӑхрах ӗҫлеҫҫӗ — вӗсен хакӗсем пӗчӗкрех. Е унта статистика урӑхларах шутлать-и?»

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Нумаях пулмасть ирттернӗ семинарта парторганизаторсем ҫак темӑсемпе докладсем итлерӗҫ: фермӑсенчи работниксемпе калаҫусем мӗнле ирттересси; кӗнекесемпе хаҫатсем вуласа парас ӗҫе организацилесси; фермӑра хӗрлӗ кӗтес тӑвасси тата ӑна йӗркелесси; фермӑсенче ӗҫлекенсене малта пыракан опытпа паллаштарасси, малта пыракан колхозсене экскурсисем организацилесси; фермӑсенче «Боевой листоксем», «Ҫиҫӗм» хаҫатсем кӑларасси ҫинчен каласа панӑ.

Помоги переводом

Парторганизаторсен семинарӗсем // Г. ФОМИН. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.

, «Надежда Кириллова пурнӑҫӗнчи виҫӗ «А», «Япӑх ҫырас килмест, лайӑххи вара пулмасть», «Ҫав тери интереслӗ — пурте экзамен тытатпӑр», «Хӑйне уйрӑм тӗнчере», «Театр шурлӑх ҫеҫ мар, океан та…» калаҫусенче (интервьюсенче), грантсем илме тӑратнӑ проектсенче, хаҫат-журналта тухнӑ статьясенче, сӑвӑ каҫӗсене хакланисенче артисткӑн пурнӑҫӗ, академи театрӗпе поэзи театрӗн хутшӑнӑвӗ, илеме, тивӗҫе, тӗллеве, пурнӑҫа мӗнле ӑнланни аван курӑнса пырать.

Помоги переводом

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

Графикпа килӗшӳллӗн тӗрӗслев Патӑрьел территори пайӗнче мартӑн 25-мӗшӗнче, Тӑрӑнта, Первомайскинче мартӑн 26-мӗшӗнче, Алманчӑра, Кзыл Чишмара мартӑн 27-мӗшӗнче, Ыхра Ҫырминче, Ҫӗнӗ Ахпӳртре мартӑн 28-мӗшӗнче, Туҫара мартӑн 31-мӗшӗнче, Сӑкӑтра, Тутар Сӑкӑтӗнче, Шӑнкӑртамра апрелӗн 1-мӗшӗнче, Нӑрваш Шӑхалӗнче, Ҫӗньялта апрелӗн 2-мӗшӗнче, Аслӑ Чементе, Шӑхачра, Турханта апрелӗн 3-мӗшӗнче, Ишлӗре, Пӑлапуҫ Пашьелӗнче, Пикшикре апрелӗн 4-мӗшӗнче иртмелле.

Помоги переводом

Хуҫалӑхсем ҫуракине хатӗр-и? // Ирина ХАДАРОВА, Сергей САФЬЯНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/53008-khuc ... e-khat-r-i

Ҫӳлерех асӑннӑ словарьсенчи хӑшпӗр конкретлӑ терминсене танлаштарса пӑхсан, акӑ мӗн курӑнать (кӗскетӳсем: вырӑсла-каракалпакла словарь — ВКС, вырӑсла-пушкӑртла словарь — ВПС, вырӑсла-карачай-балкарла словарь — ВКБС, вырӑсла-чӑвашла словарь — ВЧС; ӑнлантару панӑ пулсан «пур» тесе, паман пулсан «ҫук» тесе кӑтартнӑ); Ҫапла ӗнтӗ, аванах курӑнать: хӑш термина ӑнлантарса парас, хӑшне куҫарнипех ҫырлахас пирки словарь тӑвакансен пӗршухӑшлӑх ҫук.

Помоги переводом

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

«Паян эсир пирӗн ҫӗршывӑн тулли праваллӑ гражданӗсем пулса тӑтӑр. Раҫҫей гражданинӗ пуласси — пысӑк чыс, паспорт илни вара — асра юлмалӑх пысӑк пулӑм пулса, чун-чӗрӗрсенче вӑрах сыхланӗ. «Раҫҫей кунӗнче« паспорт илме икӗ хут кӑмӑллӑ. Раҫҫей кунӗ — пирӗн ҫӗршывӑн хӑвачӗпе ҫирӗплӗхне палӑртакан, наци пӗрлӗхӗн символӗ пулса тӑракан патшалӑхӑн чи пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗри. Ҫак уяв пирӗн ҫӗршывшӑн чӗрере мӑнаҫлӑх вӑраттӑр, пурӑнма вӑй хуштӑр!

Помоги переводом

«Раҫҫей кунӗнче» паспортлӑ пулчӗҫ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... m-cirpletn

Генерал-майор Сергей Чубарыкин: «Александров Евгений Сергеевич гварди сержантӑн батальонӗ 217-мӗш гвардин парашютлӑ десант полкӗн чи йывӑр задачисене пурнӑҫласа пынӑ. Унӑн юлашки ҫар задачи пысӑк ҫапӑҫу операцине ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме май панӑ. Штурм ушкӑнӗн командованине хӑйӗн ҫине илнӗ май операцин тухӑҫлӑхӗ хӑйӗнчен кӑна килнине вӑл лайӑх ӑнланнӑ. Салтаксене хӑйӗн хыҫҫӑн илсе кайса, хӑйӗн пурнӑҫӗн хакӗпе ума лартнӑ тӗллеве туллин пурнӑҫланӑ».

Помоги переводом

Евгений Александров ячӗпе шкул тата урам хисепленсе тӑрӗҫ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%b5%d0 ... %83%d1%80/

Унта Вӑрмар район пуҫлӑхӗ Ю.Иванов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Иванов, райадминистрацин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин управленийӗн начальникӗ Н.Борисова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Л.Пронин, Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗн президенчӗ И.Аверьянов, Пӗтӗм Раҫҫейри вӗрентӳ ӗҫченӗсен Профсоюзӗн Вӑрмар районӗнчи организацийӗн председателӗ Е.Николаева, районти вӗрентӳ учрежденийӗсен руководителӗсемпе педагогика ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Чи хӑюллӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑр! // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9774-chi-kh- ... clanchch-r

Комсомольски райпо совечӗн председателӗ Светлана Грачева, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин, Чӑвашпотребсоюз совечӗн председателӗ, РФ Центросоюз совечӗн членӗ Валерий Павлов, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата ыттисем те пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал сунчӗҫ, райпо тытӑмне малашне те паянхи кун ыйтӑвӗсене тӗпе хурса ӑнӑҫлӑн аталанма, кӳрекен пулӑшусене анлӑлатса пыма сунчӗҫ.

Помоги переводом

Райпон пуянлӑхӗ – тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсем // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%80%d0%b ... %81%d0%b5/

Геннадий Викторовӑн «Сыны Отечества: воспоминания и размышления» кӗнекин (Чебоксары, 2006) 5-60-мӗш страницисенче Янкӑлч ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Раҫҫей Геройӗ Николай Федорович Гаврилов генерал-майор пирки ҫырнӑ: «Родился 14 сентября 1958 года в селе Янгличи Канашского района Чувашии. После окончания Янгличской средней школы в 1975 году поступил в Сызранское высшее военное авиационное училище летчиков, которое окончил в 1979 году с отличием» тата ытти те.

Помоги переводом

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Петер6ургра кӑшт пурӑннӑ хыҫҫӑнах, 1829 ҫулхи апрелӗн 30-мӗшӗнче, писатель хӑйӗн амӑшӗ патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнче хулана кайран повеҫсенче тӗл пулакан сӑмахсемпе характеристика парать: «Кунта пур ҫӗрте те шӑп, халӑх ним ҫинчен те шутламасть, кашни утӑмрах служащисемпе вырӑнта тӑракан ҫынсем тӗл пулаҫҫӗ, вӗсем пурте хӑйсен департаменчӗсемпе коллегийӗсем ҫинчен калаҫаҫҫӗ, нимле хавхалану та ҫук, пурте ӗмӗре куллен-кунхи ӑҫти-ҫук ӗҫсемпе ирттереҫҫӗ».

Помоги переводом

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Ҫынсем пайтаххӑн — машинӑсен кабинисенчен, автобуссемпе троллейбуссен салонӗсенчен тухнисем те, пыран-килен те — хыпалансах чӗнтӗрлӗ кӗпер карлӑкӗн сулахай еннелле, варринелле, тӗркӗлтетеҫҫӗ, тӑтӑшӑн кӑшӑр-кӑшӑр! юхаҫҫӗ, тӗр-тӗр чупаҫҫӗ, асӑннӑ тӗле ҫитсен, кӗпӗрленсе, карлӑк урлӑ аялалла, залив шывӗ ҫине халланса тирӗнеҫҫӗ, васкаса, шуйхӑнса, пӑлхавлӑн калаҫаҫҫӗ, пулӑшу ыйтса, чунтан ҫунӑхса кӑшкӑркалаҫҫӗ; шӑппӑн е йӗкӗрсе йӗрекенни те пур.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Туса ирттернӗ ӗҫсем шутне вара Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Сумлӑ ентешсем» сӑвӑ тата «Пирӗн ентешсем — паллӑ ҫынсем» сочинени ҫыракансен конкурсӗсем, «Улӑп – 2022» интернет-викторина тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Итлес терӗм ҫӗршыв юррине» ятпа Карай сӑввисене вулассипе онлайн-конкурс кӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

Трак енре «Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ // Виталий Михайлов-Чунтупай. https://chuvash.org/news/31952.html

«Патшалӑх влаҫӗн органӗсен чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗри — халӑха синкерсенчен сыхласси. Эсир кирек мӗнле экстремаллӑ лару-тӑрура та хӑвӑрӑн тивӗҫсене чыслӑн пурнӑҫлатӑр, чи яваплӑ та васкавлӑ йышӑнусем тӑватӑр. Инкеке лекнисене пулӑшнӑ май тепӗр чухне хӑвӑрӑн сывлӑхӑрпа пурнӑҫӑра та хӗрхенместӗр», — терӗ республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗнче ӗҫлекенсене професси уявӗпе саламланӑ май.

Помоги переводом

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Сайт:

 

Статистика

...подробней