Короткие
Ҫур ҫулта республика прокуратури коррупцие сӑлтавлама пултаракан самантсем ан пулччӑр тесе 537 нормӑпа право актне (ҫав шутра — республикӑн 48 саккунӗ, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен 489 акчӗ), ҫавнашкал документсен 740 проектне тишкернӗ.
«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21
Начальник заместителӗ Демин вара пултаруллӑ ҫын, оперативлӑ лару-тӑрӑва лайӑх курса тӑрать, Аслӑ Каҫалран тинтерех куҫса килнӗ пулин те, кашни ялти активистсене тата совет саккунӗсене юратсах кайман граждансене ятран пӗлет вӑл.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
РФ Патшалӑx Думин депутачӗ Aнатолий Аксаков ЧР Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче Ҫӗрпӳ районӗн экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫa аталантармалли программине сӳтсе явнине, Метикасси ял тӑрӑxӗнче ферма туса лартнӑшӑн савӑннине пӗлтерчӗ.
Ҫӗнӗ ферма - ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗceм // Юрий МИХАЙЛОВ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/25/n-f ... -n-virncem
– Мана хама та, Правительствӑна пӗлтӗр туса ирттернӗ ӗҫ самаях савӑнтарать, мӗншӗн тесен эпир йывӑр ҫул пулнӑ пулсассӑн та промышленность аталанӑвӗн темпне чакармасӑр нумай хамӑр палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пултартӑмӑр.
Аталану чакман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60471
Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш, Вӑрнар, Йӗпреҫ вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсемсӗр пуҫне унта Шупашкарти пӗрремӗш, 22-мӗш вӗренӳ учрежденийӗсенче, ҫавӑн пекех пӗрремӗш гимназинче пӗлӳ пухакансем, Ҫӗнӗ Шупашкар представителӗсем те хутшӑннӑ.
Депутат парнисемшӗн // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51568-depu ... rnisemsh-n
Сире уяв - Ҫӑлавҫӑ кунӗпе чӗререн саламлатӑп. МЧС сотрудникӗсем пирӗн обществӑра тивӗҫлӗ хисеппе тата йышӑнупа усӑ кураҫҫӗ. Пӗрремӗш сигналпа эсир инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшма васкатӑр», - тенӗ Путин Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламласа.
Путин Раҫҫей ҫӑлавҫисене професси уявӗпе саламланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-4069375
Опытсем, маларахра кӑтартнӑ формулӑпа килӗшсе, ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: ҫавракӑшӑн радиусӗ пӗр пек чух вӑй хӑвӑртлахӑн квадрачӗпе тӳрӗ пропорцциллӗ; период пӗр пек чух вӑй япала ҫавӑрӑнакан ҫавракӑшӑн радиусӗпе тӳрӗ пропорциллӗ.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Пароход ҫинче, палубӑна пӗр вырӑнта тӑрать тесе шутласа, ҫынсем ҫав палуба тӗлӗшӗнчен куҫса ҫӳренине илсе пӑхма пулать, тӗрӗссипе вӑл палуба шыв, ҫыран тӗлӗшӗнчен куҫса пырать, ҫав вӑхӑтрах тата вӑл пӗтӗм Ҫӗрпе пӗрле куҫса пырать.
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Революциччен чӑвашсем хушшинче тухтӑра тухнӑ ҫынсем те пулнӑ: А. Е. Ефремов (Шупашкар уесӗ) 1911 ҫулта Юрьев университечӗн медицина факультетне, А. И. Ананьев (Шупашкар уесӗ) 1915 ҫулта Хусан университечӗн медицина факультетне пӗтернӗ.
Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.
Аслӑ писатель-патриот вырӑс халӑхӗн ӗмӗрхи ӗмӗт-шухӑшне палӑртса ҫырнӑ: вырӑс ҫыннисем нихҫан та вӑрҫа хӑйсен тӗп ӗҫӗ тесе шутламан, ҫапах та тӑшман вӑрҫӑпа тапӑнсан, вырӑс халӑхӗ ун умӗнче хӑраса тӑман — яланах тӑшмана ҫӗнтернӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов тата район пуҫлӑхӗ Александр Степанов ертсе пыракан ушкӑн Кив Атикасси ял тӑрӑхӗнче пулчӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров ертсе пыракан ушкӑн - Ачкасси ял тӑрӑхӗнче.
Чылай ҫитменлӗх тупса палӑртрӗҫ // А.ОРИНОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17
Аслӑ критик искусство содержанийӗпе форми пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнине, вӗсем уйрӑлми пӗрлӗх пулнине, содержани ӗҫе татса паракан вырӑнта тӑнине, ҫав вӑхӑтрах форма та искусствӑн питех те кирлӗ элеменчӗ пулнине кӑтартса панӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Хӑвӑрах пӗлетӗр, ку бригадӑри хӗрсем сахалах укҫа ӗҫлесе илмеҫҫӗ, анчах вӗсен туянмалли те нумай: ҫитӗннӗскерсене, хитрескерсене, чаплӑ костюмсем, кӗпесем, пушмаксем кирлӗ, унсӑр пуҫне — киносем, театрсем, концертсем тата ытти те.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫыракансен ҫакна асра тытмалла: вырӑнти калаҫу сӑмахӗ, ансат тата кӑнттам чӗлхе элеменчӗ ку, е вӑл персонажа калӑплама, унӑн пуплевне хӑйне евӗрлӗ тума пулӑшать пулсан, ҫак лексика единицисемпе виҫеллӗ усӑ курнине тиркемелле мар.
Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.
Миккул, ҫак цеха малтанах кӗрсе курма ӗмӗтленнӗскер, электропралуксене туртса вырнаҫтарса, ҫӗнӗ лампочкӑсем лартса пӗтерсен, асра ҫук ӗҫлесе ларакан Смолкин патне пырса кӗчӗ те сывлӑх сунчӗ, гравер ӗҫне кӑсӑкланса пӑхма тытӑнчӗ.
Эдик ӗҫе кӗресшӗн // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Анчах пӑшал е тупӑ пенӗ чухне вара сывлӑш сопротивленине шута илмесӗр хӑварма юрамасть, мӗншӗн тесен снарядсем вӗсем питӗ хытӑ вӗҫеҫҫӗ, питӗ хӑвӑрт куҫса пынӑ чухне тавралӑх куҫса пыракан япалана кансӗрлени уйрӑмах паллӑ пулать.
3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Асӑннӑ шкулсен территорийӗсенче ҫӗнӗрен асфальт сарнӑ, ҫуран ҫынсем валли ҫулсем тунӑ, искусственнӑй курӑк сарса футбол вылямалли площадкӑсем, волейбол, баскетбол вылямалли площадкӑсем йӗркеленӗ тата ытти ӗҫсене те пурнӑҫланӑ.
Шкулсен территорийӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12353-shkuls ... -tl-latacc
Вӑл хушнине итлесе, Ванькка чугун ҫул хӗрринчи ҫак пысӑк ялта, унччен уес центрӗ те пулса курнӑ, халӗ кӗҫех район центрӗ пуласскерӗнче, хӑйне ӗҫ шырама килнӗ ҫын пек кӑтартса, пасарпа хӗреслӗ урамри карчӑк патне хваттере вырнаҫрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӑнларӑм та паян (ну, паян мар ӗнтӗ — ҫӗркаҫ, у-у-у, вӑхӑчӗ те тӗпӗртеттерет кӑна иккен — ав, паҫӑрах ҫур ҫӗр иртсе иккӗмӗш сехет енне сулӑннӑ), бал-маскарадра сана, ну, пирӗн хушшӑмӑртан та поэт тухать иккен, тесе шухӑшласа илсеттӗм.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Завьялов уҫӑ чӳрече патне пырать те тулалла пӑхать: акӑ Лена подъездран тухать, акӑ вӑл чарӑнса тӑрать, сумкине уҫать, унтан тӗкӗр, тута сӑрламалли сӑр кӑларать те, сумкине хул хушшине тытса, сӑрӗпе тутине икӗ хут хӑвӑрт сӗрсе илет.
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.


